Вилӗмрен ҫӑлчӗ


Пĕррехинче урамра уяр çанталăк тăратчĕ, кайăксем чĕвĕлтететчĕç. Çав кун Ульккан кăмăлĕ питех те хаваслăччĕ, вăл хăвăртрах урама тухса тусĕсемпе тĕл пуласшăн пулчĕ.. Хĕвел татах та ытларах çунтарма тытăнчĕ, кун пек çанталăкра шыва кĕрес килет. Ашшĕпе амăшĕнчен ирĕк ыйтсан вĕсем ăна: Эсĕ хальлĕхе пĕчĕк-ха, пĕччен шыв хĕррине кайма юрамасть, — терĕç.

— Пиччепе пĕрле кайма юрать-и?

— Каясси кай та асăрханарах çӳре, — терĕ амăшĕ.

Хĕрача васкаса пиччĕшне шыраса тупрĕ: «Айта шыва кĕме каятпăр!» — тет.

— Анне ирĕк пачĕ-и?

— Каях, — терĕ. — Халех!

Çула май вĕсем тус-тантăшне те чĕнсе тухрĕç, виççĕшĕ пĕрле кӳлĕ хĕрринелле утрĕç.

Кĕçех ачасем кӳлĕ хĕррине çитрĕç. Кӳлĕре хур-кăвакал ишни те ытлах курăнмасть, сулхăна пытанса ларнă пулас. Малтанах шыв хĕрне пырса еплерех-ши шывĕ, ăшă-ши е сивĕрех-ши тесе Улькка аллине шыва чиксе пăхрĕ. Ăшă иккен, хĕрача хĕпĕртесе кайрĕ! Таньăпа Улькка васкаса хывăнчĕç те шыв ăшне кĕрсе кайрĕç. Пиччĕшĕ: «Эпĕ кăштах тăхтам-ха, тарласах кайрăм, тарланă хыççăн шыва кĕме юрамасть теççĕ», — текелесе çыран хĕрне ларса юлчĕ. Таньăпа Улькка часах пĕрне-пĕри шывпа сирпĕтмелле выляма пуçларĕç.

— Айта кӳлĕ урлă ишсе каçатпăр, кам маларах ишсе каçать, вăл çĕнтерӳçĕ пулать, — тет Улькка.

— Ишсе каçаятпăр-и?

— Хăраса ӳкрĕн-им?

— Хăрасси хăрамастăп-ха, кăштах шикленетĕп çеç.

— Хăравçă! Эс хăравçă пулнине пĕлмен эп!

— Юрать, килĕшетĕп! Нихăçан та хăравçă пулман!

Кĕçех хĕрачасем пĕр-пĕринпе тупăшса кӳлĕ тепĕр еннелле ишсе кайрĕç. Малтанах вăйсем пĕр тан пулчĕç пулас, хĕрачасем иккĕшĕ те юнашарах ишсе пычĕç. Кăштахран Улькка Таньăран хăвăртрах ишме тытăнчĕ, унран иртсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, вăл çатăлтатма пуçларĕ, Таня ăна хăваласа çитрĕ те тусĕ шыва анма пуçланине сисрĕ.

— Саша! Пулăш! Ульккана тем пулчĕ! Эпĕ чăмма пĕлместĕ-ĕ-ĕп! — мĕнпур вăйран кăшкăрать Таня.

— Халех! — çапла каласа Саша кӳлĕ ăшнелле чупса пырса шыва сикрĕ. Кĕçех вăл шывра аран-аран чăмпăлтатакан Ульккана çӳçĕнчен тытса шыв хĕрринелле туртса кăларчĕ. Ăна питĕнчен çупса ячĕ, çурăмĕнчен темиçе хутчен çапрĕ.

— Ма çапатăн, ыратмасть тетĕн-им? — тесе Улькка макăрса ярсан тинех чунĕ лăпланчĕ арçын ачан: «Хăратрăн-çке эс мана, мĕн ухмахланатăр, шывра кам йăкăлтатать?»

— Йăкăлтатман эпир, кам маларах ишсе каçать тесе тупăшрăмăр. Малтан чиперехчĕ, кайран сывлăш çитми пулчĕ, ура вăйĕ пĕтсе кайрĕ.

— Урăхран тупăшма ан хăйнă пултăр!

— Ой, Улькка, хăранипе хамăн та вăй пĕтсе килчĕ, аран çыран хĕрне ишсе çитрĕм, — тесе Таня та макăрма пуçларĕ.

— Урăх мана нихăçан та паянхи пек ан хăрат!

— Ах , пуç ыратать... — ниепле те йĕме чарăнаймасть Улькка.

Ачасем васкамасăр пуçтарăнса килелле утрĕç. Вĕсем ашшĕ-амăшне ку пăтăрмах пирки каласа парса хăратас теменччĕ, анчах та хĕрача путма пуçланине куракан пулнă та вĕсене каласа панă.

Ульккан ашшĕпе-амăшĕ тепĕр кунхине ачасене ятарласа тутлă кукăль пĕçерсе çитерчĕç, Сашăна йывăр вăхăтра çухалса кайманшăн тав туса пысăкрах кукăль татăкĕпе хăналарĕç. Йăмăкĕн пурнăçне çăлнăшăн тав турĕç, ачасене шывра малашне асăрхануллă пулма хушрĕç. Улькка та пиччĕшне асăнмалăх «Шывра асăрхануллă пул!» ятлă ӳкерчĕк парнелерĕ.

Ашшĕ вара ачисене бассейна çӳреме билет туянса пачĕ, ачасем ятарлă секцине çӳресе лайăхрах ишме вĕренчĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2015-04-29 21:20:11):

Калав ачасене пурнăçра асăрхануллă пулма хушать. Мана калав килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: