Берлинри çапăçу
Ман мăн асаттене Павлов Трофим Павлович тесе чĕнетчĕç. Вăл Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ пулнă. Шел пулин те, паянхи кун вăл пирĕнпе мар ĕнтĕ — пурнăçран уйрăлнă. Анчах хăй паттăрлăхĕ çинчен мана каласа пани куç умĕнчех тăрать, хăлхарах янăрать, асрах упранать.
…Ку çапăçу Берлин урамĕсенче пĕринче пулса иртрĕ. Кашни çуртшăн, çуртри кашни хутшăн çапăçма тивет. Урам хĕресленнĕ вырăнта çичĕ хутлă çурт ларатчĕ. Пирĕн салтаксем çав çурта çапăçса кĕрсе кайрĕç. Çуртăн пĕрремĕш хучĕ пирĕн ĕнтĕ. Ак иккĕмĕшне хăпарма пуçларĕç пирĕннисем. Нимĕçсем кунта вăйлă çирĕпленсе ларнă иккен. Хаяррăн çапăçаççĕ фашист мурĕсем! Хăйсем ку тискер вăрçа выляса янине сисеççĕ пулмалла. Çĕнтерӳ пирĕн енче пулнине эпир пĕлетпĕр, сисетпĕр. Çавăнпа паттăррăн çапăçатпăр. Хĕстертĕмĕр эпир вĕсене, хамăран мĕн пур хĕç-пăшалтан çунтартăмăр кăна. Халь эпир вилĕмрен те хăрамастпăр — тăват çул хушшинче çапăçма хăнăхрăмăр. Иккĕмĕш хута илтĕмĕрех. Тăшмансем виççĕмĕш хута куçрĕç. Тăшман парăнмасть. Халь пирĕн виççĕмĕш хута илмелле.
Ытла хĕрӳленсе кайнипе сисмен те — пĕрремĕш хута нимĕçсен тепĕр отрячĕ вирхĕнсе кĕрсе йышăнчĕ. Ак тамаша! Эпир икĕ вут хушшине лекрĕмĕр иккен: аялти хутра та, çӳлти хутра та фашистсем! Ак мĕн сиксе тухрĕ… Çуртшăн, унăн кашни хучĕшĕн çапăçу хĕрсе пырать…
Кĕçех пирĕн пата та пулăшу çитрĕ. Хамăрăннисен роти пĕрремĕш хута вирхĕнсе кĕчĕ те фашистсене хĕстерме пуçларĕ. Лешсен ирĕксĕрех иккĕмĕш хута çапăçса илме тиврĕ. Халь мĕн пулса тухрĕ: иккĕмĕш хутри пирĕннисен виççĕмĕш хута çĕнсе илме тиврĕ, фрицсен вара тăваттăмĕш хута куçма лекрĕ. Пирĕннисем пĕрремĕш хутра, фашистсем иккĕмĕшĕнче, пирĕннисем виççĕмĕшĕнче, фашистсем тăваттăмĕш хутра…Такам сăмах хушрĕ: «Наполеон». «Мĕн Наполеонĕ пур кунта?» — ыйтрĕç унран ăнланмасăр. «Наполеон» ятлă торт», — тесе çирĕплетрĕ вăл. Чăнах, пур ун пек торт, сийлĕ-сийлĕ торт, тутлă чустаран сийĕн-сийĕн хурса тунăскер.Чăнах наполеонла торт пулса тухрĕ — шӳтлеççĕ салтаксем. Питĕ вĕри торт, чусти тата… пит вĕрискер, хĕрӳллĕскер.
Çак çуртшăн пыракан çапăçу пит хĕрӳллĕ пулчĕ. Хула урамĕнчи ытти çуртсене илме те йывăрччĕ-çке. Анчах пирĕн харсăр салтаксем пĕр самант чарăнмасăр, фашистсене сывлăш çавăрма памасăр кĕрешрĕç. Вĕсем хутран хута хăпарса пычĕç. Акă чи çӳлти хута çитрĕç. Фашистсен урăх çул çук — çурт тăрри кăна юлчĕ. Малалла чакмашкăн кăвак тӳпе кăна. Хаяррăн çапăçаççĕ фрицсем. Парăнасшăн мар.
Сехете яхăн штурмлаççĕ пирĕннисем — çĕнсе илеймеççĕ. Сапёрсене чĕнсе илес те сирпĕтсе ярас ку çурта, вилччĕр çакăнти фашистсем ишĕлчĕк айне пулса… Çапла та шутласа пăхрĕç пирĕннисем. Ак тата… Мĕн ку?... Çиччĕмĕш хут енчен пире хирĕç совет салтакĕн тумне тăхăннă, автомат çакнă салтак курăнса кайрĕ. Таçта курнă ку салтака… Пăхаççĕ те — ку Белкин старшина иккен, пирĕннисен батальонĕнченех… «Пĕлĕтрен персе антăн-им эс, старшина юлташ?» — терĕç салтаксем. «Аха, пĕлĕтрен», — терĕ вăл. «Тăван çĕршывшăн, Сталинăн, партишĕн! Ман хыççăн! Малалла!» — терĕ те вăл, пирĕн салтаксем ун хыççăн çиччĕмĕш хута сиксе тухрĕç.
Белкин старшина хăйĕн чеелĕхне кайран тин уçса пачĕ. Вăл çурт тăрринчен анакан шыв юхмалли пăрăхран çакланса хăпарнă иккен. Хăйпе пĕрле пулемёт та çĕклесе хăпартнă. Пӳрт тăррине хăпарса çитсен тăрă çине тухнă, унтан çиччĕмĕш хута аннă. Ку фашистсемшĕн кĕтменлĕх пулнă. Лешсем пăлханса ӳкнĕ: пĕрисем тӳрех алă çĕкленĕ, теприсем кантăк витĕр аялалла сиксе вилнĕ. Çиччĕмĕш хут пирĕн!
Çапăçу лăплансан салтаксем Белкинран тĕлĕнсе, ăна мухтаса тата шӳтлесе çапла каланă: «Ха, пăрăх тăрăх хăпарма пултарнă вĕт-ха вăл… Начар мар… Вăйлă… Э, тепĕр тесен, унăн хушамачĕ ахальтен-им чĕрчунла, Пакша ятпа çывăх… Белкинăн çавăн пек пулмалла та…»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...