Хĕл çывхарать


Таврана халь ыйхă пусрĕ,

Тĕлĕреççĕ йывăçсем.

Шурă хурăн пуçне усрĕ —

Тек юрламĕç шăпчăксем.

 

Шухă çил тытса лăскарĕ,

Хĕрхенмерĕ хурăна.

Çăкасем патне васкарĕ —

Чарма çук халь тек ăна.

 

Ир енне çĕркаç тăм ӳкрĕ,

Ĕшнери çут сак çине.

Шăрчăк тус та шăнса кӳтрĕ,

Сисрĕ хĕл çывхарнине.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2017-03-18 12:12:40):

Аранах сайт çуталчĕ! "Ватлăха эп читлĕхе хупатăп" ытлашши нумай вăхăт хушши çакăнса тăчĕ.

Ачсаене валли питех те хитре сăвăсем вырнаçтарнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: