Пурнăç пĕрре çеç
Анна Васильевна çывăракан шăллĕ çине темччен пăхса ларчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ çав çынна: ниепле те манаймасть ашшĕсĕр ӱснĕ хур пурнăçа. Тепĕр чухне аса илет те Иван хĕрĕнкĕ пуçĕпе ачалăхри кӳренӳсене, каять тĕрĕслĕх шырама. Паян та акă вăл ватă учительницăна хăратса пĕтернĕ. Старикки, ним тума аптраса, Анна Василевнăсен килне пырсах тархасларĕ: «Илсе кай-ха шăллуна пирĕн патран. Вăл сана итлет. Ниепле те лăпланмасть вĕт, арăмăн юн пусăмĕ те хăпарса кайрĕ», — терĕ.
Ват çынсен пӱртне кĕрсенех хĕрарăм шăллĕне курчĕ: лешĕ куççуль витĕр чышкипе сĕтеле çапса ĕлĕк хăйне вĕрентнĕ учительницăна вăрçать. «Иван, эсĕ мĕн хăтланатăн?» - хыттăн каларĕ Анна Васильевна ун еннелле. Аппăшĕн сассине илтсен, Иван шăпланчĕ. Шывлă куçĕсемпе ун çине йывăррăн пăхса илчĕ те пӱртрен тухса утрĕ. Тăван тăванах çав. Хĕрарăм урамра ăна хăваласа çитрĕ те килне илсе кайрĕ.
Çапла, çăмăлах пулман пуль çав Ивана. Час-часах вăл аппăшĕ патне пырса хăйĕн кӳренĕвĕсене каласа паратчĕ. Анукпа Иванăн амăшĕсем — пĕртăвансем, иккĕшĕн те пĕршер ача çеç. Пӳрчĕсем те вĕсен ик кил урлă.
«Анук, мĕншĕн манран вĕлтрен ăшĕнче тупнăскер, тесе кулаççĕ?» — ĕсĕклесе ыйтрĕ пĕррехинче ултă çулхи Иван урамран кĕрсен. Ним калама та пĕлмерĕ аппăшĕ ăна ун чухне. Кăштах çитĕнсен, шăллĕ хăех ăнкарчĕ пурне те, анчах çакă чун ыратăвне вăйлатрĕ çеç.
Иванăн пĕчĕкренех кил хуçалăхра нумай тăрмашма лекетчĕ. Пĕтĕм йывăр ĕç, арçын ĕçĕ, ун çинчеччĕ. Тепĕр чухне ăсталанă япаласем йăнăшрах, çыпăçусăртарах пулатчĕç. «Услап эс», — тесе вăрçаканнисем те пулнă. Анчах йăнăша-йăнăша, ытти арçынсенчен ыйта- ыйта вĕренетчĕ пурне те лайăх тума Анукăн шăллĕ. Укçа енчен йывăр пурăнатчĕç вĕсем амăшĕпе, çавăнпа сутмаллăх та ăсталатчĕ хăшпĕр япаласене.
Ĕçлеме ӳркенместчĕ Иван, анчах шкула юратсах каймастчĕ. Учительсем час-часах ятлатчĕç ăна. Пуринчен те ытларах шăллĕне Серафима Николаевнăран лекетчĕ. Паян ун патĕнчен илсе килчĕ те Ивана аппăшĕ. Вĕрентекен çивĕч тăрăхлатчĕ ытти ачасем умĕнче Анукăн шăллĕнчен. Леш вара çухалсах каятчĕ, пĕлнине те калаймастчĕ.
Çапах та, йывăрлăхсене пăхмасăрах, Иван шкула чиперех пĕтерчĕ, салтака кайса килчĕ, ĕçлесе лайăх укçа илекен пулчĕ. Халь пурте пур ун: çемйи те, ачисем те, пуянлăхĕ те. Анчах чĕрĕлет тепĕр чух ăшри кӳренĕвĕ, ыратăвĕ, çухатать вара канăçне Анна Васильевнăн тăванĕ, пĕлмест нимпе пусарма. Юнашар пулмарĕ унпа ашшĕ: йывăр чух килсе пулăшмарĕ, савăннă вăхăтра пĕрле хĕпĕртемерĕ. Час-часах курать ăна Иван ялта. Хыçалти урамра пурăнать вăл. Ашшĕн çемйи пысăк, ачисем ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Ютшăнмаççĕ вĕсем Иванран, пичче тесе чĕççĕ.
Кам айăплă-ши шăпа çакăн пек пулса тухнишĕн: ашшĕ-и, амăшĕ-и е ăнланмалла мар пăтăрмахсем, каçарма çук чăрмавсем? Хуравне тупаймарĕ Анукăн шăллĕ, анчах çакна çирĕп пĕлет: пурнăç пĕрре çеç. Иккĕмĕш хут çуралма çук, тăван ашшĕн ăшшине, вăйне, тĕрекне, хӳтлĕхне туйма çук унăн. Çакна чунпа йышăнма питĕ йывăр. Çавăнпа тӳрленейми суран пек, чĕрĕле-чĕрĕле илет ыратăвĕ, хăвалать Ивана аса илӳ тĕнчине тĕрĕслĕх шырама.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...