Австралири тĕлпулу


Тăхăрьял каччи Артем Никитин Лăпкă океан флотĕнче виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн тăван ялне курма кайса килчĕ те пурнăçне малалла та тинĕспе çыхăнтарма шутларĕ. Тинĕс пăрахут граждан флотĕнче ĕçлес, тĕнче тăрăх курса çӳрес шутпа Находка хулине юлчĕ. Çапла вăл ачаранах курма ĕмĕтленнĕ вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕссене килĕштерсе пăрахрĕ те моряк пурнăçне малалла тăсма тĕв турĕ. Чăваш каччи пĕр вăхăт ятарлă курссенче танкермана вĕренчĕ. Унтан «Амгунь» ятлă танкер çине лекрĕ, ку хăй тĕллĕн çӳрекен судно Австралирен тĕнчери тĕрлĕ çĕршыва сурăх тата банан çăвĕ турттарать. Экипажĕ пысăках мар, 20 çынна яхăн çеç, вĕсем хушшинче виçĕ чăваш. Пĕр тухса кайсан çур çул ытла та çӳреççĕ вĕсем океан-тинĕс тăрăх. Вунпĕр уйăх таврăнмасăр тĕнче касни, ишни те пулнă. Мĕнле çĕршыва кăна çитмен!

Австралире сурăх питĕ нумай усраççĕ, уйрăмах çурçĕр-хĕвелтухăç енче. Инди океанĕпе анăç енчен ишсе килекен «Амгунь» танкер Тимор тата Арфур тинĕсĕсем урлă иртсен Лăпкă океана кĕрекен Коралл тинĕсне çитсе Австралин Таунсвилл портне кĕрсе вырнаçрĕ. Кунта вĕсем шăпах çу тиемелле. Тепĕр кун экипажа канмалли кун пачĕç. Çавăнпа усă курса ултă моряк танкер çинчен анса хулана тухрĕ, вĕсемпе пĕрле капитана пулăшаканĕ те пур, ăна моряксем хăйсем хушшинче «особист» теççĕ. Вăл ушкăн ертӳçи, унсăрăн моряксен хулана тухма ирĕк çук.

Хайхисем хулара тротуарпа вырăсла калаçкаласа малалла утаççĕ, чăвашсем вара хăйсем хушшинче тăван чĕлхепе те пуплесе илеççĕ. Халĕ Австралире декабрь, чи ăшă уйăх. Часах тропик циклонĕ çитмелле ку вырăнсене, вăрах çумăрсем тытăнмалла, ăна çумăр сезонĕ теççĕ. Паян вара 30 градус ытла шăрăх, хĕвел хĕртет.

Артем малалла майĕпен утса лавкка ячĕсене вуланă вăхăтра ăнсăртран хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те утмăл çула çывхарса пыракан туя тытнă лутра арçынна асăрхарĕ. Лешĕ кĕске çанăллă шурă кĕпепе, сăрă шăлаварпа, уринче те сăрă пушмак. Çӳçне кĕске кастарнă, пичĕ вара хĕвелпе пиçсе хуралнă. Вăл туйи çине таянса, уксахласа моряксем хыççăн утать, куçне илмест, вĕсене çав тери тинкерсе пăхать. Артема ун пит-куçĕ çывăх сăн-сăпата аса илтерчĕ, таçта курнă çын пек туйăнчĕ. Анчах кунта палланă çынсем ăçтан пулма пултарччăр! Таçти аякри ют çĕршывра-çке вĕсем кунта. Моряксен, ĕç хыççăн канма тухнăскерсен, хулара сувенирсем туянас, пĕрер чашăк кофе ĕçес шухăш пур. Çӳллĕ тӳреме çитсе хулана та пĕтĕмĕшле курасшăн. Çапла вĕсем ушкăнпа пĕр лавккана васкамасăр кĕрсе тухрĕç те урам тăрăх тăвалла утрĕç. Тепĕр киоск пекки патне чарăнсан Артем пăхрĕ те — ку туяллă арçын юлман иккен, каллех вĕсем хыçĕнче тăрать. Ну юрĕ… Моряксем тепĕр лавккана кĕрсе кайрĕç. Кăштах вăхăт иртсен тухрĕç те — алăк умĕнче вĕсене каллех çак арçын кĕтсе тăрать.

— Калăр-ха, эсир ăçтан, атьсемĕр? — тесе вырăсла ыйтрĕ хайхи ку пĕр кĕтмен çĕртен.

— Эпир Совет Союзĕнчен, — хуравлать асли, особист.

— Эп сире паçăрах сăнарăм та-ха… Эсир мĕнле чĕлхепе калаçса пытăр?

— Вырăсла калаçрăмăр.

— Тата мĕнле?

— Тата чăвашла калаçрăмăр, эпир кунта виçĕ чăваш, — калаçăва хутшăнчĕ Артем.

— Эсир чăвашсем-и?! Чăвашсем-и?! — кăшкăрса янă пекех чăвашла ыйтрĕ ку арçын.

Çав самантрах хăй аллипе куçне хупласа ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Пĕр вăхăт макăрнă хыççăн алă тупанĕпе куççульне шăлса илчĕ те:

— Атьсемĕр, тархасшăн, тăхтăр, мана пăрахса ан кайăр-ха. Турă пулăр… Ман сире каласа памалли пур… Эпĕ те Совет Союзĕнче çуралса ӳснĕ. Кунта 30 çула яхăн пурăнатăп ĕнтĕ. Кăштах калаçар-ха çакăнта ларса, — тесе сĕнчĕ урамри кафен сĕтелĕсем енне кăтартса.

Ушкăн сĕтел хушшине вырнаçса ларсан вăл хăй историне каласа пама пуçларĕ.

— Эпĕ чăваш, Чăваш Енрен, Вăрнар районĕнчен. Иван ятлă, ялта мана Ванюк тетчĕç. 1919 çулхи. Çирĕм икĕ çулта Аслă вăрçа лекрĕм, фронта вăрçă тытăнсанах илсе кайрĕç. Виçĕ уйăх ытларахран Тула хули çывăхĕнчи хĕрӳ çапăçура контузи пулчĕ, пĕр урана хытă амантрĕç. Эп тăнсăр пулнă. Вăранса кайсан пăхатăп та — нимĕçле калаçаççĕ. Мана тыткăна илнĕ иккен. Çапла нимĕçсен лагерьне лекрĕм, ман пеккисене Германие ăсатрĕç, виçĕ çул ытла чул кăларнă çĕрте ĕçлеттерчĕç. Унта тыткăна илнисем хушшинче тĕрлĕ çĕршывран пурччĕ. Çарсем Германие парăнтарса Берлина çывхарнă чух эпир Америка салтакĕсен зонине лекрĕмĕр, пире вĕсем ирĕке кăларчĕç. Вăрçă пĕтсен киле кайма хатĕрлемешкĕн тытăнчĕç. Анчах ăнлантарчĕç: Совет Союзне таврăнсан сире тыткăнра пулнă, тăшмана сутăннă тесе Сталин 10 çула тĕрмене хупма пултарать терĕç. Нумайăшĕ тăван çĕршыва кайма килĕшрĕ, эпир вара темиçен, чăнах та, таврăнма хăрарăмăр, вăхăтлăха ют çĕршыва кайса пурăнăпăр терĕмĕр. Çапла эп кăштах Италире пурăннă хыççăн юлашкинчен шăрăх Австралие çитсе тăрăнтăм. Пăрахутпа уйăх ытла килтĕмĕр. Эпĕ салтакри пек Иван Арланов мар ĕнтĕ, мана кунта Джон тесе чĕнеççĕ. Хушамат та урăх. Вăхăтлăха килтĕмĕр те — çакăнта пурăнсах кайрăмăр… Мĕнле-ши унта, Совет Союзĕнче, паянхи пурнăç? Ман пек тыткăнра пулса таврăннисене мĕн тунă-ши? — хăйне кам та пулин пӳлесрен хăранă пек çине-çине калаçать хайхи.

— Тĕрли пулнă пуль… Халь йĕркеллех. Часах ак Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 30 çул тулать. Ветерансене пĕр çĕре пуçтара-пуçтара чыслама, парне пама хатĕрленеççĕ. Вăрçăра сусăрланнă çынсене правительство ятарлă çăмăл машина пама та йышăннă, — терĕ типпĕнрех особист.

— Эпĕ Германире пĕр Болгари хĕрĕпе паллашрăм, унпа пĕрле Австралие килтĕмĕр, пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Икĕ ача пирĕн, вĕсем виçĕ мăнук çуратса пачĕç. Хамăн пĕчĕк услам ĕçĕ ман, лавкка пур, хамăра тăранса пурăнмалăх çитет… Анчах чĕрене паянччен те тунсăх туйăмĕ кăшлать. Австралирен ниçта та тухса курман эп… Кунта килсе тĕрĕс турăм-ши? Вăхăтĕнче эп тĕрмерен хăранă çав…Мĕн чухлĕ хуйхăрнă, çынсенчен вăрттăн макăрнă эпĕ атте-аннене, тăван яла аса илсе!.. Эх!.. Хамăр çĕршыва каяс килет. Тăван ял урамĕсем тăрăх ирĕккĕн утса çӳрĕттĕм пĕрре!.. Чăваш сăмахĕ илтсе курман эп ялтан тухса кайнăранпа. Эсир чăвашла калаçнине илтсен тĕлĕнсех кайрăм, ман пуçра çиçĕм ялтăраса çиçнĕ пекех пулчĕ. Яла аса илтĕм, çавăнпа çав тери сирĕнпе калаçса пăхас килчĕ. Вăтăр пилĕк çула яхăн чăвашла калаçман вĕт. Тăвансем мĕнле пурăннине нимĕн те пĕлместĕп. Вĕсем эп сыввине те, ăçтине те пĕлмеççĕ. Пĕлтерме хăранă эп халиччен… Эх, мĕн туса хучĕ ку вăрçă?.. Ман шăпана пуçхĕрлĕ çавăрттарса ячĕ… — ассăн сывла-сывла, ытларах Артем куçĕнчен пăхса калаçать Иван-Джон.

— Çапла… Вăрçă сана Тăван çĕршывран, тăван ялтан уйăрнă, Ванюк пичче. Анчах та эс кунта килме хăв шутланă-çке… Çапах халĕ те таврăнма пулать пуль тăрăшсан. Аппаланса пăх, кунти посольствăна çыр. Вăрçă çулĕсем аякка юлнă вĕт, халĕ саккунсем урăхла, никама та тĕрмене ăсатмаççĕ. Ялта сана астăваççех ĕнтĕ, тăванăрсем те пур пуль-ха, — лăплантарасшăн пулчĕ Артем.

Артем хăйне Ванюк пичче тесе чăвашла калани арçын чунĕн чи çинçе хĕлĕхне тепĕр хут пырса лекрĕ, кăмăлне çемçетрĕ пулмалла — ун ик куçĕнчен каллех куççуль юхса анчĕ. Вăл ăна сăмса тутри кăларса шăлса илчĕ:

— Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп… Шутласа пăхăп… Çук пуль, ман валли çул татăлнă пуль çав каялла кайма… Ман мĕнле куçпа пăхас ял çыннисен куçĕнчен? Вĕсем мана сутăнчăк тесе шутлама пултараççĕ вĕт, хам ирĕкпе сутăннă тейĕç. Халиччен кайман та — кайма та намăс… Аттепе тетене те фронта илнĕччĕ, анне те сывă мар пулĕ ĕнтĕ халиччен… — шухăша кайрĕ вăл.

Унччен те пулмасть — туртăнса илчĕ:

— Тăхтăр-ха!.. Чимĕр… Акă мĕн… Эп сире çыру çырса парса ярам-ха. Ял адресне те паратăп. Хут çук-и сирĕн?

Особист Иван-Джона блокнотĕнчи виçĕ страницине уйăрса çурса пачĕ, ручка тыттарчĕ. Лешĕ чĕтрекен аллипе темиçе минут çыру çырчĕ. Моряксем ăна чăрмантарас мар терĕç, çак вăхăтра хăйсем хушшинче хытă сасăпа калаçма тăрăшмарĕç. Çак инçетри çĕршывра интереслĕ шăпаллă ентешне курни вĕсен чунне те хускатрĕ.

Çырса пĕтерсен Иван-Джон хут листисене аслине тыттарчĕ:

— Çав çырăва Совет Союзне çитсе, конверт ăшне чиксе пирĕн яла ярса парсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Тархасшăн, ярăр-ха, таçта ан пăрахăр-ха ăна. Тен, мана хуравлакан та тупăнĕ. Эх, тупăнсанччĕ… Тархасшăн, ман ыйтăва пурнăçлăр-ха, ентешсем. Тен, ку манăн тăван çĕршывпа çыхăнмалли юлашки шанăç пуль… Кунта пурте пур манăн, чухăн мар эп, акăлчанла калаçма та вĕрентĕм, анчах тăван çĕршыв çук, тăван ял çук… Мĕн виличченех çак чуна урлă касакан туйăмпа пурăнăп ĕнтĕ эпĕ. Питĕ тунсăхлатăп хамăр яла, тĕлĕкре ялан юлташсене куратăп, вĕсемпе улăх тăрăх чупатпăр, çырмара пулă тытатпăр… Эх, пĕрре кăна хăрах куçпа вăрттăн пăхасчĕ тăван ял çине хам виличчен… Эх, кам та пулин хыпар тăвинччĕ мана хамăр ялтан… Эсир çырăва, тархасшăн, почта ещĕкне ярăр-ха…

Моряксем кайма тăчĕç. Иван-Джон вĕсене кашнине хыттăн ыталаса, аллисене чăмăртаса тухрĕ. Юлашкинчен Артема ыталарĕ, вăрахчен ямасăр тăчĕ.

— Эх, ентешсем!..Эх, тăвансем!.. Эсир телейлĕ, тинĕс кайăкĕсем пекех ирĕклĕ, таçта та çитетĕр. Çапах мĕн чухлĕ çӳресен те тăван çĕршыва таврăнатăр. Ман вара çакăнтах, ют çĕршыврах, тунсăхласа пурăнмалла ĕнтĕ… Çапах та эсир ман çырăва ан çухатăр-ха, тархасшăн, почта ещĕкне ярăр. Ку çыру — ман шанчăк… Эх, сире тепре курса тăраниччен чăвашла калаçасчĕ… Чипер çӳрĕр… — халь-халь макăрса ярас пек калаçрĕ вăл чĕтрекен сассипе.

Моряксем хăйпе сывпуллашса утса кайнă хыççăн Ванюк-Иван-Джон чылайччен сĕтел хушшинчен тухаймасăр ларчĕ. Ун пĕтĕм вăйĕ пĕтрĕ, ытла пăлханнипе-куляннипе аманнă ури палăрмаллах чĕтреме пуçларĕ. Ватăлас енне куçнă фронтовик аякка кайса пыракан хăнасене мĕн çухаличчен куç илмесĕр пăхса ăсатрĕ. Икĕ куçĕнчен куççуль сăрхăнса тухнине, пичĕ тăрăх юхса анса сĕтел çине тумланине те туймарĕ вăл.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: