Анатолий Кипеч çыравçа
Кипеч тус чăн çырать:
«Ватăлма вăхăт çук».
Ун чĕри тек сурать,
Хаярсем аснă чух.
Кирлĕ мар литлаххан,
Пултăр чыс та хисеп.
Ан чăйлаттăр çăхан,
Пуçне пултăр кисеп.
Йывăрланчĕ пире
Чăвашла пурăнма.
Те сĕвесшĕн тире
Алтарьте чӳк тума?
Чунсене пусараç
Мăн арман чулĕпе.
«Ют тĕнче» халь сараç
Тухăçра, тĕнчипе!
Çакă неоконцепт
Чăваша пĕтерет.
Их, пуçланчĕ концерт –
Ахăран самана…
Хаярсем аснă чух
Кипеч тусăм, çырсам.
Ватăлма вăхăт çук.
Ăс-тăнпах пурăнсам!
10.08.22 ç.
Agabazar (2022-08-29 11:34:04):
"Ăс-тăнпах пурăнсам" тени мĕне пĕлтерет-ши?
Сусед (2022-09-21 17:47:50):
Курак курака аякранах сас парать
Agabazar (2022-10-18 18:50:11):
Литлаххан тени çыравçăсен пĕрлĕхне пĕлтерет-ши?