Тĕлĕнмелле «кĕнеке»
Вăл кун эпир Йăлăм вăрманне кăмпа татма кайрăмăр: эпĕ, Мирон Кузьмич, кӳршĕ ачи Эрхип — виççĕн. Çывăхра çынсем нумаййăн çӳренĕ, кăмпа шыраса хырсем айĕнчи «кавире» тăпăлтарсах пĕтернĕ, çавăнпа пире Мирон Кузьмич тӳрех инçете, çынсем питех çӳремен вырăна, ертсе кайрĕ. Мирон Кузьмич вăл, Йăлăм вăрманне тахçантанпах çӳрекенскер, хăш вырăнта мĕнле кăмпа ӳснине лайăх пĕлет.
Вăрманти çулпа чылай инçете кайса пĕр шурлăхлăрах тĕле çитрĕмĕр, çулран пăрăнса кĕтĕмĕр те, эх, кăмпа!.. Шучĕ те, вĕçĕ-хĕрри те çук! Шур кăмпа, хыр кăмпи, хурăн кăмпи, хĕрлĕ кăрăç… Пĕринчен тепри илемлĕн курăнса: «Мана тат, мана!» — тенĕ пек илĕртсе лараççĕ. Кунтăсене тем хушăра туп-тулли тултартăмăр.
Кунĕ питĕ ырă кун пулчĕ: уяр, лăпкă, сывлăш таса; вăрмантан тухас килмест. Вăрманĕ ку вырăнта питĕ илемлĕ. Тӳпемрех çĕрте — авалхи хырсем, айлăмра — хурăнлăх, пысăках мар кӳлĕ пур, ун тавра карталанса хăмăш ӳссе ларнă.
Тулли кунтăсемпе карçинккасене атăш курăкĕпе хупласа çыхрăмăр та киле таврăнас умĕн канма лартăмăр.
«Крли-и-и! Крли-и-и!» — илтĕнсе кайрĕ сасă.
— Тăрнасем!.. — кăшкăрса ячĕ Эрхип.
Чăн та, тăрнасем иккен, халь эпир те куртăмăр; кӳлĕ патĕнчи шурлăхра çӳреççĕ. Эрхип сассине илтсен, пĕри те тепри: «Крли-и-и! Крли-и-и!» — криклетрĕç те пĕрин хыççăн тепри палт! палт! сике-сике вĕçсе хăпарчĕç, анчах тӳрех каймарĕç, малтан çӳлте, кӳлĕ тĕлĕнче пĕр çавра вĕçсе çаврăнчĕç, унтан кăнтăр енне çул тытрĕç. Чылайччен илтĕнсе тăчĕ тӳпере çак тăрнасен сасси: «Крли-и-и! Крли-и-и!..»
Мирон Кузьмич тăрнасем хыççăн пăхса пĕр самант тарăн шухăша кайса тăчĕ те:
— Çапла çав вăл, çапла… Илемлĕ çĕршыва кайăксем те юратаççĕ. Паллах, çак кӳлĕ таврашĕнчи илеме курса анса ларнă ку тăрнасем, — терĕ кăмăлĕ туллин.
— Çапла, илемлĕ çĕршыва пурте юратаççĕ: çынсем те, кайăксем те… — Мирон Кузьмич пекех «ăслă» калаçса хушса хучĕ Эрхип те. — Пĕлесчĕ, — терĕ вăл, — пĕр çĕр, ик çĕр çул ĕлĕк çакăнта мĕнлерех вăрман пулнă-ши?
— Чăнах та, мĕнлерех пулнă-ши? Çак хырсемпе хурăнсем миçемĕш çул ӳсеççĕ-ши? — пĕлес килчĕ манăн та. — Мирон Кузьмич, эсир пĕлетĕр пуль, каласа пăрăр-ха, — терĕм.
Мирон Кузьмич кăштах шухăша кайса тăчĕ те:
— Çук, пĕлместĕп, — терĕ.
— Мĕнлерех пулнă-ши? Камран ыйтса пĕлес?… — тупсăмĕ çук ыйту тухса тăчĕ халь пирĕн ума.
Кĕтмен телей тенĕ пек, шăпах çак вăхăтра кӳлĕ патне вăрман хуралçи пырса çитрĕ.
— Эккей, — инçетренех палласа илчĕ ăна Мирон Кузьмич, — ак кам пĕлме тивĕç. Степан Лукич, килĕр-ха, кунта килĕр! — чĕнчĕ ăна.
Вăрман хуралçи — ватă ĕнтĕ, çапах та патварскер хăй, вăл пирĕн пата пычĕ.
— Мĕн каласшăнччĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Эп мар, ак çаксем, — терĕ Мирон Кузьмич, Эрхиппе ман çине кăтартса, — çак таврари вăрман пĕр çĕр, ик çĕр çул ĕлĕк мĕнлерех пулнине пĕлесшĕн. Эсир ăна, паллах, пĕлетĕр, каласа парăр-ха.
— Ик çĕр çул ĕлĕк мĕнлерех пулнине эпĕ те куçпа курман, çапах та каласа пама пултаратăп. Ун çинчен питĕ лайăх çырса пынă кĕнеке пур, — терĕ шӳтлерех Степан Лукич.
— Кĕнеке пур? Мĕнле кĕнеке? Ăçта? — курас, вуласа пĕлес килчĕ пирĕн.
— Кунтах, вăрмантах. Анчах эсир ăна вулама пĕлместĕр пуль-ха, малтан хамах вуласа парăп. Атьăр! — хăй хыççăн пыма хушрĕ пире хайхи вăрман хуралçи.
«Ăçта ертсе каять-ши? Мĕнле кĕнеке-ши вăл?..» — тем пекех пĕлес килет пирĕн.
Инçех те каймарăмăр, ватă хырсене каснă уçланка пырса тухрăмăр…
— Акă вăл кĕнеке, — терĕ Степан Лукич, пĕр пысăк тункатана кăтартса.
— Чим, тункатана, «кĕнеке» тет. Мĕншĕн?.. — çаплах нимĕн те тавçăрса илейместпĕр-ха эпир, Эрхиппе иксĕмĕр.
Хырне касни нумаях иртмен курăнать, тункати çинче ӳснĕ çул çаврашкисем лайăх палăраççĕ. Çапах та Степан Лукич ялан хăй çумĕнче илсе çӳрекен пуртипе тунката çинчи пăчкă йĕрĕсене саваласа тикĕслерĕ, çаврашкасем вара тата лайăхрах палăракан пулчĕç.
— Ну, — терĕ вăл, — малтан ку хыр миçе çул пурăннине шутласа пăхар.
Шутларăмăр. Мĕн пурĕ 198 çаврашка.
— Ой-ой! — тĕлĕнсех кайрĕ Эрхип. — 198 çул ӳснĕ!
— Ку мĕн вăл. Йăлăмра 250 çул ӳснĕ хырсем пур. Ну-кă, ку хырĕ 198 çул хушшинче мĕн «çырнине» вуласа пĕлер, — терĕ те Степан Лукич, кашни çаврашкине тинкерсе пăхма тытăнчĕ. — Тэк, тэк… 23 çул хушши ватă хырсем айĕнче ларнă. Унтан ватă хырĕсене каснă. Ку хыр 91 çулта чух пушар пулнă, ун чух кунти çамрăк хырсем çунса-хăрса пĕтнĕ, кӳлĕ таврашĕнчи хурăнсем çав çунса-хăрса пĕтнĕ хырсем вырăнне шăтса ӳснĕ. Ну вăт, пурте паллă, — пат татса хучĕ Степан Лукич.
— Чимĕр-ха, эсир ăна мĕнрен пĕлтĕр? — ыйтрăмăр эпир Эрхиппе пĕр харăс.
Степан Лукич пире хăй çак хыр «кĕнекине» мĕнле «вуланине» ăнлантарса пачĕ. Акă мĕнле «вуланă» иккен.
Тункатан чи варринче ытти вырăнтисенчен тĕксĕм те ансăр 23 çаврашка пур. Ку çаврашкасем çак хыр вăл вăхăтра ватă хырсем айĕнче хĕн курса ӳснĕ çулсене палăртать-мĕн. 24-мĕш çаврашкинчен пуçласа 91-мĕшне çити пурте шултра та таса çаврашкасем, кусем вара çак вăхăтра ку хыр ирĕккĕн ӳснине, ун валли çĕрте апат тулăх пулнине пĕлтерет. 91-мĕш çаврашка темшĕн каллех хуралса, пуринчен те ансăр ӳссе ларнă. Ун çумĕнчисем майĕпен шуралса, сарлакаланса пынă та малашне каллех чиперех ӳсме тытăннă. 91-мĕш çулĕнчи çак хура çаврашки ку çул кунта пушар пулнипе хыр кĕçех хăрса ларманнине пĕлтерет иккен.
Ку таврари ытти йывăçсем çак хыртан нумай çамрăк. Халь ĕнтĕ паллă: вĕсем çав пушар чух çунса-хăрса пĕтнĕ хырсем вырăнне темиçе çул кайран ӳссе ларнă.
Степан Лукич çак хыр «кĕнекине» «вуласа» иртнĕ 198 çул хушшинче мĕнле çанталăк: хăш çулсем тип уяр пулнине, хăш çул хăш енчен сивĕ е ăшă çил ытларах вĕрнипе йĕпе-сапа тăнине… веçех каласа пачĕ.
Чăн та тĕлĕнмелле кĕнеке!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...