Хаклă туссем


Мĕнле кăна ырлăх памасть-ши вăрман этеме! Мĕнле кăна усă курмасть çын вăрманпа? Йывăçа çунтарса ăшă тăвассине çын тахçанхи ĕмĕртех шухăшласа тупнă. Тинĕссенче, океансенче çӳреме йывăçран карапсем, пурăнма çуртсем, хуласем, крепоçсем тунă. Халь вара мĕн кăна тумаççĕ йывăçран! Мĕн чухлĕ япала, мĕн тĕрлĕ им-çам!.. Йывăçран тунă япала спичкă шăрпăкĕнчен пуçланать те — шучĕ çук!

— Çав япаласене тума мĕн чухлĕ йывăç кирли çинчен эсир шухăшланă-и? — ыйтрĕ пиртен çав кун Степан Лукич.

— Çук, нихăçан та шухăшламан, — тĕрĕссинех каларăмăр эпир, Эрхиппе иксĕмĕр.

— Спичкă шăрпăкне ăвăсран тăваççĕ. Çĕр çинчи мĕн пур çын пĕр кунта кашни пĕрер шăрпăк çутса çунтарсан та, çавăн чухлĕ шăрпăк тума виçĕ гектар çинчи вуншар çул ӳснĕ ăвăс вăрманĕ кирлĕ, — шутласа пачĕ Степан Лукич.

«Спичкă шăрпăкĕ тума кăна çавăн чухлĕ йывăç кирлĕ. Ытти япаласем, çуртсем тума мĕн чухлĕ кирлĕ!» — шухăшпа виçме çук шут хисепĕ тухса тăчĕ ман ума.

— Питĕ нумай кирлĕ. Эпир ак çак Йăлăм вăрманĕнчех кашни çул çĕршер пин кубометр йывăç касса хатĕрлетпĕр, — терĕ Степан Лукич.

— Йăлăм вăрманĕнчех çĕршер пин кубометр?!. Пĕтĕм çĕр-шывĕпе шутласан, çулсерен мĕн чухлĕ вăрман пĕтет!.. Юрать-ха, вăрманĕ ӳссех тăрать, унсăрăн çынсем тахçанах пĕр йывăçсăр тăрса юлнă пулĕччĕç, — тавçăрса илем пекки пултăм эпĕ.

— Вăрманĕсем ӳсеççĕ те, анчах ӳсме чăрмантараканĕсем, сăтăр туса сиен кӳрекенĕсем те нумай, — ас тутарчĕ Степан Лукич.

— Камсем чăрмантараççĕ? — труках тавçăрса илеймерĕ-ха Эрхип.

— Пĕлместĕн-им? — сиксе тухрĕ Микиш. — Мулкачсем те, пăшисем те кăшласа хăртаççĕ. Пĕчĕк йывăçĕсене выльăхсем те таптаса, çисе пĕтереççĕ.

— Вĕсем нумаях сăтăр тăваймаççĕ-ха. Вăрманăн чи хăрушă тăшманĕ вăл — хурт-кăпшанкă. Акă, чип-чипер ӳсес йывăçа хăртса хăварнă, — терĕ Степан Лукич, пĕр йĕппи юлми çаралса юлнă пĕчĕкçĕ хыра тем пекех шеллесе.

— Мĕнле хурт çисе янă вара ун йĕпписене?

— Куна хыр лĕпĕшĕ çинĕ. Вăрманта тем тĕрлĕ хурт-кăпшанкă та пур. Пĕрисем йывăçăн çулçине, вăрри-тĕшшине çисе сиенлеççĕ, теприсем хуппине кăшласа хăртаççĕ. Çав тери хăвăрт, миллионшарăн ĕрчеççĕ, миллионшар йывăç хăртса пĕтереççĕ, — терĕ Степан Лукич.

Вăрман хуралçин çак сăмахĕсем пире тарăн шухăша ячĕç. Кун хыççăн эпир — Эрхип те, Микиш та, эпĕ те — пĕр вăхăт ним чĕнмесĕр пытăмăр. Пире, тарăн шухăша путнăскерсене, кансĕрлес мар тенĕ пек, вăрман та шăп ларать…

«Кук-кук! Кук-кук!..» — авăтрĕ куккук.

«Так-так-так! Так-так-так!» — таккарĕ ула такка.

«Чвик! Чвик!» — сас пачĕ кăсăя та. Сăнчас вĕлтлетсе вĕçсе кайрĕ, сар кайăк…

Степан Лукич çак кайăксем çине ытараймасăр пăхса тăчĕ-тăчĕ те:

— Çапах та ӳсет вăрман. Мĕншĕн тесен вăрмана çав хăрушă тăшмансенчен хӳтлекенсем — вĕçен кайăксем пур! — терĕ.

Тĕрĕс каларĕ Степан Лукич. Вăрманăн чи хăрушă тăшманĕ вăл — хурт-кăпшанкă. Çав тăшмансенчен хӳтлекенĕсем — кайăксем. Миллионшарăн тапăнаççĕ вăрмана хурт-кăпшанкăсем, миллионшарăн тытса çиеççĕ вĕсене кайăксем те.

Кайăксемшĕн вăрман — тăван кил, вăрманшăн кайăксем — чи хаклă туссем.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: