Лайăх меслет
Пирĕн ял уйĕнче пĕр ватă юман пур. Хăшĕ-пĕрисем каланă тăрăх ку уй вырăнче ĕлĕк-авал вăрман пулнă, çав вăрмантанах ларса юлнă имĕш çак юман. Тĕрĕсси темле. Тен, пĕр-пĕр ырă чун-чĕреллĕ çын юри, иртен-çӳренсемшĕн çул кăтартти пултăр тесе лартнă?.. Кирек мĕнле пулсан та, юманĕ халĕ те патвар-ха, йĕкелĕ те пулать.
Пĕрре, кĕркунне, эпир — Миша, Серёжа, эпĕ — çак юман патне йĕкел пухма кайрăмăр. Йĕкелĕ пире шкул çумĕнчи парка лартма кирлĕччĕ. Чылай пухрăмăр, анчах йĕкелĕ мар-ха, юманĕ те мар, пире тепĕр япала питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çак юман хуппи шăтăк-çурăкне çĕртен пуçласа тăррине çити такам сĕлĕ хывăхĕ чиксе тултарнă.
Мĕне пĕлтерет ку?..
Вăрманта хăрса ларнă йывăçа кам шăтарса пĕтернине, вăл шăтăксене тепĕр чух хыр е чăрăш йĕкелĕ кам чиксе хăварнине эсир те пĕлетĕр ĕнтĕ. Кам пултăр, ула такка. Хăрăк йывăçа хуртсем ереççĕ. Ула таккашăн пулсан, çак хуртсем — чи тутлă апат. Хăйĕн вăрăм та çирĕп сăмсипе вăл хăрăк йывăçа таккаса шăтарать те хуртне чĕлхипе туртса кăларать. Çывăхра хыр е чăрăш пулсан, вĕсен йĕкелĕсене çав шăтăксене чиксе лартать те вăррине шĕкĕлчесе çиет. Питĕ чее!
Ку юман хуппин шăтăк-çурăкне те сĕлĕ хывăхне ула такка чиксе тултарнă тесе шутлама — ула такка сĕлĕ çимест. Апла пулсан кам «ĕçленĕ» ăна?
— Сĕлĕ хывăхĕсем, çилпе вĕçсе килсе, хăйсемех тăрăнса тулнă пуль, — терĕ Миша.
— Çук, тем тесен те такам, ĕçсĕр аптранă çын хăтланнă, — терĕ Серёжа.
— Çын хăтланнă пулсан, çӳле çити мĕнле улăхнă? — терĕм эпĕ.
Шухăшларăмăр-шухăшларăмăр… тупсăмне пурĕ пĕр тупаймарăмăр.
Анчах мана канăç памарĕ çак тĕлĕнтермĕш япала. Çавăнпа эпĕ ун çинчен тепĕр кунне Палюк мучи патне утара ятарласах кайса каласа патăм.
— Юманĕ çинче нимĕнле кайăк та, чĕрчун та çукчĕ-и? — ыйтрĕ Палюк мучи.
— Çук, нимĕнле кайăк та, чĕрчун та курăнмарĕ, — терĕм эпĕ.
— Тепре кайсан лайăхрах сăнаса пăхăр. Кайăк-и, чĕрчун-и, мĕн те пулин пурах унта, — терĕ Палюк мучи.
Тепĕр куннех тепре кайрăмăр эпир çак юман патне. Хальхинче тӳрех çывăха пымарăмăр, малтан инçетрен, çулнă сĕлĕ куписем хыçне пытанса пăхса тăтăмăр. Ку уя кăçал колхоз сĕлĕ акрĕ, кĕркунне вăл сĕлле çулса çакăнтах купаларĕç. Çав купасем хыçне пытантăмăр. Сывламасăр тенĕ пек пăхса тăратпăр.
— Мĕнле кайăк-ши?
— Мĕнлерех чĕрчун-ши?..
Юман çинче малтанах нимĕнле кайăк та, нимĕнле чĕрчун та курăнмарĕ. Кăшт тăхтасан çерçирен кăшт çеç пысăкрах, кăвакрах тĕслĕ, шурă пĕсехеллĕ кайăк турат çине мар, юман вулли çумне пырса çыпăçрĕ те кутăн-пуçăн çӳреме тытăнчĕ.
— Сăнчас! — палласа илтĕмĕр эпир.
Çак сăнчас юман çумĕнче çапла çӳресе пĕр тĕлте чарăнчĕ, темскере темиçе хут сăхса илчĕ те каллех вĕçсе кайса сĕлĕ купа çине ларчĕ. Халь сĕлĕ купи çинче темскер тупрĕ, унтан паçăрхи пекех юман çумне пырса çыпăçрĕ, кунта каллех темскере сăха-сăха илчĕ; хальхинче вăл сăхнă тĕлтен çĕре темскер вĕлтлетсе ӳкрĕ.
— Мĕн ӳкрĕ-ши?
— Атьăр кайса пăхатпăр, — шут тытрăмăр эпир.
Кайса пăхрăмăр. Сĕлĕ хывăхĕ ӳкнĕ. Юман таврашĕнче кун пек ӳкнĕ хывăхсем тем чухлех.
— Эх, тăмпайсем эпир! Çавна та тавçăрса илеймерĕмĕр, — ахăлтатсах кулса ячĕ Серёжа.
— Мĕнрен кулатăн? — кӳренчĕ Миша.
— Сăнчас «ĕçленĕ» вĕт-ха куна, — терĕ Серёжа.
— Сăнчас?!.
Серёжа каланине ĕненмесĕр эпир каллех сĕлĕ куписем хыçне кайса тепĕр хушă сăнаса тăтăмăр. Тĕрĕс, сăнчас «ĕçĕ» иккен ку. Купа çинче сĕлĕ пĕрчи тупать, юман хуппи шăтăк-çурăкне чиксе лартать те питĕ ăстайлăн шĕкĕлчесе çиет.
Лайăх меслет тупнă сăнчас та. Ула такка хыр е чăрăш йĕкелне мĕнле шĕкĕлченине курса вĕреннĕ-ши?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...