Хура пĕлĕт йĕрет куççульпе
Хура пĕлĕт йĕрет куççульпе,
Пахчари чечексем пурте шаннă.
Чĕрем ман хĕм тăкать вутчуль пек...
Мĕншĕн-ши эп сана питĕ шаннă?
Каçа хирĕç тăратăп пĕччен,
Майĕпен хуралать хĕвеланăç.
Çакăнта ĕнер чунăм кӳтсен
Алăмри чечексем сапаланчĕç.
Атте евĕр ятлать аслати,
Питĕмрен йăлтăр çиçĕм çупасшăн...
Ăнланатăп, хамах айăпли:
Юратма юраман — эп юратрăм...
Эп пĕлмен туйăмсен ултавне
Чăнлăхран иртерех уйăрмашкăн.
Пач илтмен пулăсем йĕнине
Вăлтана витерех çаклансассăн.
Хытăрах шартлатсам, аслати!
Тĕрĕсех эс вăрçатăн — кӳренмĕп.
Чĕрери хĕлхеме çеç ан тив,
Ыттине эп пурне те тӳсетĕп.
Ĕмĕтсем халĕ ман шĕл кăвар,
Кĕлчечек йĕпписем текех тирмĕç.
Çĕр-аннеçĕм, мана вăй-хал пар:
Эпĕ хам телее тупма тивĕç.
Хура пĕлĕт йĕрет куççульпе,
Пахчари чечексем пурте шаннă.
Чĕрем ман хĕм тăкать вутчуль пек...
Мĕншĕн-ши эп сана питĕ шаннă?
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...