Марс çине те çитсе куртăмăр


Çулла. Кунсем калама çук ăшă тăраççĕ. Тӳпе сенкер, пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Улăхсемпе çарансем çинче тĕрлĕ чечек çеçке çурать. Вăрманта кайăксен хаваслă юрри илтĕнет. Калăн, пурте çулла çитнĕшĕн савăнаççĕ. Ача-пăча вара пĕве хĕрринчен татăла та пĕлмест. Кунĕпех шывра шăмпăлтатаççĕ.

Пирĕн çуллахи каникул пуçланчĕ. Эпир килте атте-аннене пулăшатпăр, урамра вылятпăр, телевизор курма та, компьютерпа ĕçлеме те ĕлкĕретпĕр. Кану кунĕсем хаваслă та интереслĕ иртеççĕ.

Пĕр кун анне мана пасара кайма чĕнчĕ. Район центрне кайма çав тери инçех мар та, эпир çуранах тухса утрăмăр. Тен, çул çинче мĕнле те пулин машина лартса кайĕ терĕмĕр. Ялтан тухса вăрман патне çывхаратпăр. Çул вăрман хĕррипе выртать. Сасартăк темĕнле тĕлĕнмелле сасă илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр, нимĕн те çук. Сисмен хушăра пирĕн ума темĕнле асамлă транспорт тухса ларчĕ. Машина тес, машина мар. Самолета та аса илтерет, космос карапĕ пек те, çав вăхăртах çаврака турилкке пек те туйăнать. Акă кабинăран пĕчĕк çынсем тухрĕç. Хăйсем эпир пĕлмен чĕлхепе калаçаççĕ, пирĕн çинелле пӳрнисемпе тĕллесе кăтартаççĕ. Пуçĕсем çинче качака мăйракине аса илтерекен икĕ шĕвĕркке пур. Вĕсем çутала-çутала илеççĕ, темĕнле сасă кăлараççĕ. Эпир аннепе иксĕмĕр хăранипе шалт хытса тăтăмăр. Мĕн тумалла? Кăшкăрас - çывăхра никам та çук. Вăрмана тарас — тарса хăтăлаяс çук. Мĕн пулать те мĕн килет тенĕ пек ниçта тапранмасăр тăтăмăр.

Акă çынсем пирĕн пата çыхарчĕç. Пире çавăтса асамлă машина ăшне кĕртсе лартрĕç. Часах вăл сывлăша çĕкленчĕ те, эпир вĕçсе те кайрăмăр. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и — эпир пĕр планета çине анса лартăмăр. Ку планета Марс иккен. Кабинăран тухсан эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Кунта юмахри пекех туйăнать. Йĕри-тавра — пысăк та илемлĕ керменсем. Тĕрлĕ йывăç ӳсет. Вĕсем çинче темĕнле çимĕç те пур иккен: апельсинĕ те, бананĕ те, конфетсем те, нихăçан курман çимĕçсем те… Аннепе иксĕмĕр вĕсене тутанса та пăхрăмăр. Калама çук пылак! Кун пеккине нихăçан та çисе курман. Йĕри-тавра илемлĕ чечексем усеççĕ. Вĕсем çийĕн лĕпĕшсем вĕçсе çӳреççĕ.

Марс çинче питĕ нумай чĕр чун пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, машинăсемпе çӳреççĕ. Кунта нихăçан та хĕл лармасть, каç та пулмасть. Çынсем пурте çуран çӳреççĕ. Шкулсем те кунта пур иккен. Вĕсенче ачасем те, чĕр чунсем те вĕренеççĕ. Марс çинче темĕнле асамлă япаласем те тĕл пулаççĕ: кавир-самолет, асамлă сĕтел…

Кунта пурăнакансем пире пурне те кăтартса çӳрерĕç. Çыннисем калама çук сăпайлă та кăмăллă, вашават. Хăнасене вĕсем хапăл тусах кĕтсе илеççĕ иккен. Тĕлĕнтермĕш парнесем парса чыслаççĕ. Часах эпир асамлă машина ăшне кĕрсе лартăмăр та килелле çул тытрăмăр. Пире вăрман хĕрринчи çул çине антарса хăварчĕç.

Аннепе иксĕмĕр тулли кăмăлпа киле утрăмăр. Пирĕн район центрне кайса килесси пулмарĕ. Пасара çитсе кураймарăмăр пулин те тĕлĕнмелле планета çинче пулса куртăмăр.

Киле çитсен аттене каласа патăмăр. Атте пирĕн сăмахсене ĕненмерĕ. Йăл çеç кулса илчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 19:45:07):

Калав чĕлхи питĕ типĕ. Хайлава илемлĕх кĕртнĕ пулин те, калав типĕрех пулни пăсать.

Кулянма кирлĕ мар, тен, тепрехинче парне те, вырăн та лекĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: