Тăван Ен
Пĕррехинче эпир аттепе Енĕш шывĕ хĕррине кайрặмặр (пирĕн енчи шыв çавặн пек ятлặ. Эпир Чặваш Республикине кĕрекен Сĕнтĕрвặрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче пурặнатпặр). Эпир час-часах шыв хĕррине пулặ тытма çӳретпĕр — ку пирĕн юратнă ĕç.
Ĕнĕш çыранĕ çурхи кунсенче уйрăмах хитре. Вăл чечексемпе йывăçсен шăршипе хăй ытамне илет. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни çулах эпир, шкул ачисем, çыран хĕррипе йывăçсем лартатпăр. Вунпилĕк çул каялла лартнă йывăçсенчен халĕ çав тери илемлĕ вăрмансем пулса тăнă. Пырса курасчĕ сирĕн пирĕн тăрăха.
Килĕшекен вырăн тупрăмăр та çав тĕлте канма ларма шутларăмăр. Кăвайт чĕртнĕ хыççăн пулă тытма пикентĕмĕр. Мана атте тăван ял историйĕпе паллаштарма пикенчĕ, ял тăрăхĕнче вырнаçнă çырмасемпе — урăхла каласан, ялпа çыхăннă материалсемпе. Сисĕнмесĕрех икĕ сехет иртсе те кайрĕ. Каяс тесе пуçтарăннăччĕ, анчах та пире ачасен хытă сассисем тытса чарчĕç. «Кам çӳрет-ши кунта? Айван пулăçсем–ши?» — интересленчĕ ман атте. Ачасем пире асăрхамарĕç, анчах вĕсен калаçăвĕнчен эпир çакна ăнлантăмăр: вĕсем кунта ырă шухăшсемпе килмен иккен. Ман атте ачасем хыççăн тата сăнама пикенчĕ.
Хайхискер пĕр арçын ачи пĕр михĕ кĕленче хăлтисем илсе килнĕ, тепри вара пластмасс кĕленчисем тăсса килнĕ. Пирĕн куç умĕнче шыва тĕкрĕç те ячĕç çав хăлтăна. Хăйсем ирсĕр сассемпе кулма пикенчĕç тата. Нумай та пулмасть тытăнчĕç çаксем кăвайт чĕртме, ăна валли вĕсем чĕр йывăç турачĕсене хуçма пикенчĕç. Ку ачасем пирĕн тăрăхрисем мар, хуларан килнисем пулĕ. Çак самантра тăван шыва, йывăçсене чунтан-чĕререн хĕрхенсе кайрăм. Унччен малтан пĕлмен туйăм пирса тиврĕ мана. Тата чăтайми усал туйăмсем çуралчĕç. Эпир аттепе çаксене тухса вĕрентсе илме шутларăмăр. Вĕсем хăйсене ним пулман пек тыткалама пуçларĕç. Атте вĕсене шыв-шур тасалăхĕ пирки, йывăçсен пахалăхĕ пирки, вĕсем çын ырлăхĕ валли лартнă пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Эпир вĕсене хăйсен хыççăн пуçтарттартăмăр.
Çак самант манăн пурнăçра чи асамли пулса тăчĕ. Эпĕ Тăван Ен пахалăхне туйса илтĕм, Тăван кĕтес асамлăхне, ун пархатарĕпе чыслăхне. Анчах та халĕ те ман пуçра пĕр йыйту: çав ачасем çакна ăнланчĕç-ши?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...