Çăлтăрпи е çăлтăрсем епле пулса кайни


«Çак чăвашсен пикисем те хитре, тум-тирĕ, ум çаккийĕсем те. Авă епле йăлтăртатса тăраççĕ вĕсем хĕвел çути çинче. Турă çĕрпе шыва тата пĕлĕте уйăрни нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, çынсене хĕвелпе уйăх пачĕ. Анчах та каçхи пĕлĕт çав-çавах хăрушă курăнать. Чăваш пикисен шӳлкемисене илсе пĕлĕте сапсан епле пулĕ-ши? — тесе шутласа ларать Çăлтăрпи. — Çĕр çинче вĕсем хĕвел çутипе йăлтăртатаççĕ, пĕлĕт çинче вара уйăх çуттипе. Пĕлĕт çинче ытла илемсĕр ан курăнчăр тесе вĕсенчен тĕрле чĕрчунсем, çынсем тума пулать. Тен, хамăн валли арăм та тупăп-ха çĕр çинче?» Çакăн пек шутласа ларсан-ларсан Çăлтăрпи çĕр çине анма вăхăт çитессе кĕтет.

Сарпике паян ĕнерхинчен те хитререх. Тухйи те, шӳлкеми те кĕмĕл укçасенчен тунăскерсем кĕрсе каякан хĕвел çути çинче йăлтăртатса тăнипе вăл паян уйрăмах пĕлĕт çинчен аннă пике пекех туйăнать Çăлтăрпине. Утти унăн шур акăшăнни пек, сасси мĕнле хитре янăрать, кулли вара мĕне тăрать хăйĕн.

Тен çавăнпа та Çăлтăрпи паян çĕр çине анма шутларĕ.

Сарпике çамрăксемпе вăйăра юрланă-ташланă вăхăтра вăрман енчен вĕсем патнелле шап-шур тумтир тăхăннă çамрăк каччă утса пынине курать. Вĕсемпе танлашсан Çăлтăрпи вĕсене пурне те сывлăх сунчĕ, шӳтлесе те илчĕ. Хăйĕн валли арăм шырани пирки пĕлтерчĕ. Çамрăксем ăна Сарпикепе паллаштарчĕç. Пике ăна кăмăла кайнине курса вĕсем Çăлтăрпине ыранччен кунта юлма ыйтрĕç, вĕсемпе пĕрле Сарпике ташланине тата юрланине итлесе ларма сĕнчĕç. Çăлтăрпине çакă кăна кирлĕ пулнă, вăл хаваслансах юлма килĕшрĕ. Сарпикепе ташланă чухне вăл ăна çĕр çинче пурăнмалли хĕр мар тесе шутлать. Хăйĕнпе пĕрле уйăх çине илсе каятăпах тесе калать хăйне хăй.

Тепĕр куннех Çăлтăрпи Сарпикен ашшĕ-амăшĕ патне туй кĕрĕвĕсем ячĕ.

Акă туй кунĕ те çитрĕ ĕнтĕ. Ялти хĕрарăмсемпе хĕрсем тухйипе хушписене тăхăнчĕç, кăкăрĕсем çине шӳлкемесем çакрĕç. Арçынсемпе каччăсем вара çĕнĕ çăпатасем сырчĕç, хитре кĕпе тум-тир тăхăнчĕç. Пуçларĕ вара туй халăхĕ кĕрлеме. Çăлтăрпи савăннипе ниçта кайса кĕреймест ĕнтĕ. Мĕнле савăнас мар-ха? Ара ăна тĕнчери чи хитре хĕр лекрĕ-çке, ку кăна мар-ха тата. Туя килнĕ хĕрсемпе хĕрарăмсен кăкăр çинче шӳлкемисем хĕвел çинче епле йăлтăртатаççĕ. Туй халăхĕ уйăх тухичченех ташларĕ, юрларĕ.

Ял халăхĕ пуçĕсене кутник пуçне хунă-хуманах çывăрса кайрĕ. Çăлтăрпи вара çак вăхăтра хĕрсемпе хĕрарăмсен шӳлкемисене тата тухйипе хушписене илсе тухса кайрĕ. Кĕмĕл укçасене татса тĕттĕм пĕлĕт çине ывăтрĕ, вĕсенчен тĕрлĕ чĕр чунсемпе çынсем турĕ. Сарпикене вара хăйпе пĕрле уйăх çине илсе кайрĕ.

Ирхине ял халăхĕ вăрансан хĕрарăмĕсем хушпусемпе тухьясем тата шӳлкемесем çухалнине курчĕç, Сарпикепе Çăлтăрпи те вěсем хушшинче çуккине пĕлчĕç.

Кунĕпе шырарĕç вĕсене, анчах та тупаймарĕç. Каç пулсан вара çамрăксем вăййа тухрĕç. Пĕлĕт çинче унта та, кунта та çутăсем çутăлма пуçлансан вара çамрăксем пĕлĕтре хăйсен хĕр тусне асăрхарĕç, унпа курнăçма çĕрлесерен урама тухрĕç.

Çавăнпа та пĕлĕтри çутăсене Çăлтăрпине халалласа «çăлтăр» ят пачĕç. Уйăх кĕвенте пек пулса ларнă чухне телейлĕ Сарпикене те курчĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-04 20:24:02):

Вулама питĕ йывăр. Автора ăнланас тесе хăш-пĕр предложенисене икĕ-виçĕ хут вулама тиврĕ. Çăлтарпи хĕр пулĕ тесе шутларăм... вара ма вăл Сарпикене качча илет? Каччă-ши вара? Калав вăхăчĕ унта-кунта сикет тата. Çуррине вуланă хыççăн малалла вулаймарăм (ыран валли ку ушкăнра вырăнсене палăртмалла — ку вара вырăн йышăнмастех. Çавăнпа та вуламарăм).

Хаклав паллисене лартмастăп (вуласа тухман пирки)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: