Ача чухнехи :: Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пĕрре, утă умĕн, эпĕ Иван пичче патĕнче ларатăп. Вăл çăпата шаккать. Эпĕ кăвак чечексенчен пуç кăшăлĕ тăватăп. Çанталăк шăрăх, пăчă. Кăнтăр енче çутă тăрăллă çумăр пĕлĕчĕсем купаланса тăраççĕ. Вĕсем инçе те мар. Пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ çĕрте вĕсене алăпа тытса пăхма та пулать пек. Чĕвен тăрса алла çӳлелле çĕкле те — пĕлĕте ярса ил. Тен, çӳлерех сиксен, унăн хĕрне те улăхса ларма пулĕ. Вара, пĕр пĕлĕт çинчен теприн çине пусса çӳлелле, çутă тăрăллисем çинелле хăпарса кайма пулать…
Эпĕ пăхкаласа шухăшласа ларнă вăхăтра хĕвеланăç енчен хура пĕлĕт хупăрланса киле пуçланă, çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрте ярăмланса пырать. Инçетре аслати кĕмсĕртетни илтĕнчĕ.
— Çумăр килет, — терĕ Иван пичче, сарайĕнчен тухса пăхса, вара татах çăпатине тирме тытăнчĕ.
— Çумăр иртсе кайсан, асамат кĕперĕ пулĕ-ши? — ыйтатăп эпĕ Иван пиччерен.
— Пулаканччĕ-çке, пулĕ-и, тен, паян та, — тет вăл, пĕлĕт çинелле пăхса илсе.
Манăн Иван пиччене асамат кĕперĕ айĕнчен тухса арçын ача пулас шухăша каласа парас килет, анчах эпĕ ăна темшĕн калаймастăп.
— Иван пичче, эсĕ лашана йĕвен тăхăнтартнă-и? — тетĕп.
— Тăхăнтартнăччĕ-çке, — шăварма каяс тетĕн-и лашана? Халĕ нумай пулмасть çеç кайса шăвартăм, — тет старик.
— Çумăр иртсе кайсан, эсĕ мана лаша çине утлантаратăн-и?
— Утлантарас-çке.
— Эпĕ лашана инçе кайсан, эсĕ мана ятлаçмастăн-и?
— Ăçта инçе каясси пур эсĕ?
— Тен, кайăп.
— Хе-хе, — кăмăллăн кулать Иван пичче, — таçта каятăн пуль, каятăп текелет çерçи.
Темĕнле хура пĕлĕтсем таврана хупăрласа илнĕ. Ял çинелле татăлса анас пек усăнса çывхараççĕ. Çиçĕм хура пĕлĕте кукăр-макăр çурса анчĕ те, аслати кĕрĕслетсе авăтса ячĕ. Эпĕ хăранипе Иван пичче çумне пырса тăтăм. Киле кайма та хăратăп. Аттепе анне ирхине пасара кайнăччĕ, пичче — пулă тытма, аппа — юлташĕ патне тĕрĕ ӳкерме.
— Атя киле кайса леçем, — терĕ мана Иван пичче, — аçупа аннӳ пасартан паçăрах таврăнчĕç, кулач илсе килчĕç пулĕ.
— Çук, вĕсем кулач илме кайман, тăвар илме кайнă, — терĕм эпĕ.
Çӳп-çап, тусан вĕçтерсе пыракан çиле хирĕç утрăмăр. Эпир киле пынă чух пирĕн кил-йышсем пурте килте. Анне тĕпелте кăштăртатать. Пиччепе аппа пĕри пĕр чӳрече патне, тепри тепĕр чӳрече патне ларнă та çил-тăвăл çывхарса килнине пăхаççĕ. Атте урлă сак çинче çăпата хуçса ларать. Эпир пырса кĕрсенех аппа аннене:
— Мархва килчĕ, хăех, — терĕ.
Анне тĕпелтен алăк патнелле пырса старике чĕнчĕ:
— Иртех тĕпелелле, Иван пăяхам. Ача сан патăнта пулнă-çке вăл. Эпĕ Альтике ăна шырама ярас теттĕм-ха.
— Иртсе тăрас мар-ха, каяс. Çумăр питĕ вăйлă килет пулас, çума пуçличчен сарайне кĕрсе ларас, — терĕ Иван пичче.
Вăл васкасах тухса кайрĕ.
Пӳрт тĕттĕмленчĕ. Çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçет. Аслати хаяррăн авăтать. Унччен те пулмарĕ — çумăр чӳречене çапса сума пуçларĕ. Эпĕ сак çинче, аслатирен те, çиçĕмрен те хăрас марччĕ-ха тесе, хама-хам хытарса ларатăп.
Кăшт тăрсан, пӳрт çутала пуçларĕ. Пичче урам енчи чӳречерен пăхса каларĕ:
— Çумăр халь иртсе каять. Паланкасси çинчен çуталса киле пуçларĕ, — терĕ.
Чăн та, çиçĕм сайрарах çиçет. Аслати те йăвашланнă пек. Эпĕ те пичче патне пырса чӳречерен пăхрăм. Хура пĕлĕт, ярăмăн-ярăмăн ураланса, Атăл еннелле шăвать. Ял тĕлĕнчи çумăр пĕлĕчĕсем таткаланса сирĕле пуçланă. Вĕсен хушшинчен тăп-тăрă сенкер тӳпе курăнать. Хĕвел те пăхса ячĕ, картиш енчи чӳречерен кĕрсе сак çине, урайне хĕвел çути ӳкрĕ. Пирĕн пӳрт савăнса кулса янă пек пулчĕ. Эпĕ, кăшт тăрсан, пӳртрен вĕлт шурăм. Картишне тухсанах, эпĕ илемлĕ асамат кĕпере улăпла пĕкĕ пек авăнса тăнине куртăм. Манăн чĕре кăртлатса кайрĕ. Урама чупса тухрăм.
— Анук! Тух хăвăртрах! — кăшкăртăм эпĕ.
Анук мана хирĕç сасă памарĕ. Эпĕ, шыв кӳлленчĕкĕсене чалтăртаттарса, Ануксен килкартине чупса кĕтĕм.
— Анук!
— Мĕн кăшкăратăн? Анук çук, мунча кĕме кайнă, — хыттăн илтĕнчĕ çенĕкрех Анук ашшĕн сасси.
Эпĕ килкартинчен пуçран çапнă пек тухса чупрăм, çăра пылчăка сирпĕтетĕп. Уя тухсан пăхатăп — Иван пичче сарай урайне сăхманне сарнă та харлаттарса ыйха илет. Лаши, яланхи пек, пирĕн карта çумĕнче. Вăл та, хуçи пекех пулĕ, куçне хупнă та тĕлĕрсе тăрать. Лашана карта çумнех илсе пытăм. Мăйĕнчи тилхепине салтса ятăм, чĕлпĕрне мăйĕ çинелле ывăтрăм та, карта çине тăрса, лаша çине утлантăм. Питĕ хĕпĕртерĕм вара. Лашана чĕлпĕр вĕçĕпе çапкаласа хăваларăм, насус сарайĕ патĕнчен пăрăнса, ял айккипе чуптартăм. Умра, улăх тĕлĕнче, куçа илĕртсе асамат кĕперĕ ытарайми илемлĕ карăнса тăрать. Улăха çеç анмалла, лăп асамат кĕперĕ айĕнче пулатăп. Малтан çул ыраш пуссипе пыратчĕ, кайран çуртри пуссине тухрăм. Асамат кĕперĕ патне хăвăртрах çитес тесе, çул çинчен пăрăнса тӳрех çуртри пусси урлă улăхалла чуптартăм. Акă асамат кĕперĕ айне çитсе-çитсе пыратăп, халех унăн айĕнчен тухас пек, анчах эпĕ ун патнелле çывхарнăçемĕн мана илĕртекен япала малалла шăвать. Малтан вăл ялтан инçе марччĕ, хурăнлă çулăн ку енче курăнатчĕ, эпĕ ун патнелле пынăçемĕн вăл çулăн леш енче, Шĕшлĕ арманĕ тĕлĕнче пулчĕ. Эпĕ лашана хăвалатăп. Акă Шĕшлĕ арманĕ патнелле çывхаратăп, патне çитнĕ пекех пулчĕ… Ах. асамат кĕперĕн илемлĕ сăрĕсем шупкала пуçларĕç, пĕтсе-пĕтсе пычĕç те, кăшт тăрсан, çав сăрсен палли те юлмарĕ… Пĕтрĕ манăн арçын ача пуласси! Куççуль шăпăртатсах анчĕ. Чупакан лашана чартăм. Чунтан-чĕререн тарăхса хуйхăратăп. Нумай лартăм-и, сахал-и, киле каяс тесе, лашана чĕлпĕртен туртрăм. Лаша пуçне çĕклемесĕр сĕтеклĕ курăка çиет, вырăнтан та тапранмасть. Лаша çинчен анса, ăна çавăтса каяс тетĕп, анма хăратăп: çĕрелле пăхатăп та хама хам ытла çӳлте ларнă пек туйăнать. Йĕре-йĕре лаша çинче пăхкаласа ларатăп.
Çумăр пĕлĕчĕ Атăл леш енне каçса кайнă. Аслати сасси куллен кăна илтĕнет. Курăк, чечексем çинче çумăр тумламĕсем çутă шăрçа пек курăнаççĕ, хĕртсе пăхакан хĕвел çинче йăлтăртатаççĕ. Икĕ шурă лĕпĕш чечексем çине лара-лара малалла вĕçсе кайрĕç. Манран инçе мар çаран кайăкĕ савăнса юрлани илтĕнет.
— Мĕншĕн кунта лаша çитеретĕн?! Ах, шуйттан çури! Акă парам сана! — илтĕнчĕ хаяр сасă. Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Хĕрлĕ кĕпеллĕ çара пуçăн çын, туйипе юнаса, ман патăма чупать. Эпĕ, ку çын кăшкăрнинчен хăраса, лашана хăваларăм, анчах лаша пĕрре те ярса пусмарĕ. Тепре саврăнса пăхрăм — кăшкăракан çын арман хуçи Шĕшлĕ Якурĕ иккен. Вăл ман пата хашкаса çитрĕ, шурă куçне кăларнă, шăлне çыртса, мана тимĕр туйипе пуçран çапрĕ.
— Акă сана, шуйттан çури! — кăшкăрчĕ вăл, сурчăкне сирпĕтсе.
Манăн пуç вăл çапсанах пĕçерсе кайрĕ, кĕпе çанни çине юн сирпĕнсе аннине куртăм. Унччен те пулмарĕ, Шĕшлĕ лашана чĕлпĕртен тытса турткаларĕ, çăлкаларĕ. Лаша Шĕшлĕ турткаланипе те вырăнтан тапранасшăн пулмарĕ. Шĕшлĕ вара лашана пуçĕнчен тимĕр туйипе çапма пуçларĕ. Лаша пуçне каçăртса икĕ уран тăчĕ, мана çĕрелле сирпĕтрĕ. Сылтăм хулпуççипе чĕркуççи йăмăхса ыратнине туйса илтĕм.
— Вăт шуйттан çури! Хăй пĕчĕкскер çеç, çарана ваттарма килнĕ! Лашана çитерет! — янтрашать Шĕшлĕ.
Эпĕ аран-аран ура çине тăрса кайма пикентĕм, анчах чĕркуççи питĕ ыратнипе утаймастăп.
— Ăçта каян-ха эсĕ, ан кай! — сиксе пычĕ ман пата Шĕшлĕ, мана алăран ярса илчĕ, çăлкаласа аттипе çурăмран тапрĕ. Эпĕ пĕр самантлăха сывлăш çавăрса яраймасăр йĕрейми пултăм. Манăн ăшра темĕн хытă япала капланнă пек пулчĕ: çăвара карса сывласан та, сывлăш кĕмест те, тухмасть те. Шĕшлĕ çавна асăрхарĕ пулас: мана урăх çăлкаламарĕ, тапмарĕ, эпĕ вилсе каясран шикленчĕ, ахăр. Пĕр авăка вăл ятлаçма та чарăнчĕ.
— Кам ачи-ха эсĕ? — ыйтрĕ Шĕшлĕ.
— Мĕтри пиччен, — терĕм эпĕ ĕсĕклесе.
— Ку сирĕн лаша мар вĕт?
— Лаши Иван пиччен.
— Мĕншĕн утланса килнĕ эсĕ кунта? Иван пичче утлантарса ячĕ-и сана ман çарана ваттарма?
— Çук.
— Амма килтĕн тата?
Эпĕ нимĕн те чĕнместĕп.
— Кала, шуйттан çури! — татах хаярлана пуçласа кăшкăрчĕ Шĕшлĕ. — Виçĕмçул-и, тăватăмçул-и шыва кайнăччĕ эсĕ, тимĕрçĕ мĕншĕн туртса кăларнă-ши сана? Путсах вилмелле пулнă санăн!
Эпĕ хурланса йĕретĕп.
— Атя, сана шапасемпе пĕрле хупатăп, çиес килсен, чăх пăтратни çитеретĕп, — терĕ Шĕшлĕ, мана хăрах алăран хытă тытрĕ те арман патнелле талкăштарчĕ. Лаша пирĕн хыçран чĕлпĕре карăнтарса утса пырать. Манăн чĕркуççи утмалла мар ыратать, анчах эпĕ ăна Шĕшле палăртасшăн мар: унпа шай ĕлкĕрсе пырас тесе, утнă хушăрах чупса та илетĕп.
Эпир вăрман пек курăнакан йывăçлă армана çитрĕмĕр. Эпĕ кунта халиччен килсе курман. Ватă тирексемпе йăмрасем айĕнче Шĕшлĕн икĕ хутлă чул çурчĕ пысăк чӳречисемпе çуталса ларать. Картишĕнче амбарсем, сарайсем курăнаççĕ — пĕтĕмпе симĕс сăрăпа сăрланă, тимĕр витнĕ. Арман кĕлечĕ умĕнче лавсем туллиех.
Шĕшлĕ лашана хăйĕн витине кĕртсе ячĕ, алăк урлă сăлăп хучĕ.
— Сахар, кайса кил-ха Лариван Мĕтрипе Шулли Иванĕ патне, килччĕр кунта, — хытă каларĕ Шĕшлĕ алкум вĕçĕнче тăракан тарçине.
— Юрать! — терĕ тарçи, çăнăхпа шуралнă кăвак йĕмпе силлекелесе, аллипе сăтăркаласа картишĕнчен тухса кайрĕ.
— Эсĕ лар çакăнта, ниçта та ан кай, — терĕ мана Шĕшлĕ; вите умне çавăтса пычĕ те çĕрех лартрĕ. Хăй пылчăклă аттине хырса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Эпĕ йĕме чарăннă, анчах хамăн ĕмĕт татăлнăшăн тата Шĕшлĕ мана хĕненĕшĕн, кунта илсе килнĕшĕн питĕ тарăхатăп.
Чылай тăрсан, Иван пиччепе атте çитрĕç. Эпĕ вĕсене курсанах йĕрсе ятăм.
— Мĕншĕн ман лашана утланса аннă эсĕ çак çарана? — ыйтрĕ Иван пичче.
Эпĕ мĕншĕн çарана анни çинчен каласа патăм. Иван пичче лăш кулчĕ. Атте ман çине çилĕпе пăхса каларĕ:
— Ухмах ача! Киле çитсен, витене хупса лартăп акă. Епле вăл хăй тĕллен ухмахланса çӳрет!
Çапла ятлаçса атте мана çӳçрен тытса лăскасшăн ман паталла туртăнчĕ, мана ярса илесшĕн аллине кăнтарчĕ, анчах çав самантрах манăн пуç çинчи сурана асăрхаса пулĕ, мана тивмерĕ, пуçа тытса пăхрĕ.
— Ай-яй, Шĕшлĕ çапнă-и? — ыйтрĕ вăл шăппăн.
— Çавă, — терĕм эпĕ ĕсĕклесе.
Алăк сасси илтĕнчĕ.
— Тыткăна лекнĕ санăн ачу, Мĕтри, — шӳтленĕ пек каларĕ Шĕшлĕ, пӳртĕнчен темĕн кавлесе тухса.
— Çапла каласа пачĕ те-ха Сахар, — терĕ атте ман çине пăхса. — Хăй ухмахĕпе килсе лекнĕ вĕт вăл сан патна тыткăна, Егор Лариванч.
— Мĕншĕн килнине ыйтрăм та, каламасть, — терĕ Шĕшлĕ, — текех ыйтас кăмăл та çук, çаранпа пусса ваттарнăшăн мана тӳлетĕр, урăх сăмах та çук.
— Пусса мĕнле пынă вăл? — ыйтрĕ Иван пичче, айлаткаласа манпа юнашар ларса.
Шĕшлĕ витĕмлĕ калама тытăнчĕ.
— Çумăр иртсе кайнă хыççăн пĕвене шыв тулмасть-и-ха, тесе пăхма тухрăм. Пăхатăп — манăн тулă пуссипе пĕр лаша юртса анать. Çилĕ килсе кайрĕ. Кам шуйттанĕ унта, тетĕп, çумăр хыççăн пусса ватса, таптатса, çĕре хытарса çӳрет, тетĕп. Çарана анчĕ те лашине çитерет, чылай вăхăт çитерсе тăчĕ. Эпĕ вара чупрăм. Хĕрача иккен. Пусса, çарана ваттарнăшăн тӳлетĕр, тӳлемесен лашана памастăп, суда паратăп.
Пăхатăп — атте шурса кайрĕ. Иван пичче ĕнсе хыçне кĕске те кукăр пӳрнисемпе кăтăртаттарса илчĕ те çемçен каларĕ:
— Егор Лариванч, каçар пĕр айăпа, Мĕтри те, эпĕ те хĕрачана лаша утланса санăн пусса таптама, çаранта çитерме хушман. Айван ача-пăча хăй тĕллĕн тунă ку киревсĕр ĕçе, каçар пĕр айăпа. Лашана халех парса яр, стражник килсе тухсан, пожарнăйра лаша тăмасан, вĕлерет вăл мана.
Шĕшлĕ хурчканни пек кукăр сăмси çунаттисене сарса сывлама тытăнчĕ, мăшлатрĕ, вара тулашса кăшкăрса ячĕ:
— Тухса кайăр! Вонн! Каçармалла вĕсене! 18 теçеттин тулă акнă пусă урлă лашапа таптаса каçать, 17 теçеттин çаран çинче урлă-пирлĕ таптатса çӳретет. Мĕн чухлĕ сиен пулчĕ мана! Каçар тетĕр. Каçармастăп! Тӳлĕр мана 10 тенкĕ.
Атте тĕлĕнсе хăраса кайрĕ, ӳкĕтленĕ пек каларĕ:
— Ăçтан тупас тетĕн-ха 10 тенкĕ? Тырă сутас — пĕр пĕрчĕ тырри çук. Пирĕн таврара тырă начар пулнине ху та пĕлетĕн. Мĕн акнă виçĕ çурпилĕк çинче çурри ытла çара мăян ӳссе ларнă. Таса тырă эпĕ 5 пăт та авăртайман. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ.
— Укçа тӳлеймесен, пĕрер çурпилĕк ана акса илме паратăр, — терĕ Шĕшлĕ çиллине пусарса.
Атте пуçне пĕксе тăчĕ. Шĕшлĕ ун çине мăнкăмăллăн пăхса каларĕ:
— Мĕн юпа пек тăратăн? Пар пĕр анине!
— Çук. Егор Лариванч, памастăп сана ана, çиме çитменнине хăвах пĕлетĕн. Икĕ ят çĕре çеç, çиекенни пиллĕкĕн.
Шĕшлĕ татах çилленсе кайрĕ.
— Тухса кайăр ман патăмран, кĕлмĕçсем! Мĕн тумаллине старостăпа хамăр пĕлетпĕр.
Çапла каласа Шĕшлĕ вите алăкне урлă хунă сăлăпа туртса илчĕ те лашана кăларчĕ. Иван пичче ăна çавăтса хапхаран тухрĕ. Атте мана валак патне илсе пырса суранлă пуçа, пите çума хушрĕ. Эпĕ çăвăнтăм. Атте хăйĕн кĕпе аркипе шăлчĕ.
Иван пичче лашине шăварса тăрать. Атте ăна манăн пуçри сурана кăтартрĕ.
— Уй, тискер кайăк-çке Шĕшлĕ! Аçа çапасшĕ, пуç тирне татсах пăрахнă! Суда памалла ăна ачана суран тунăшăн.
— Сучĕ те ун майлах пулать. Çăхан куçне çăхан шăтармасть теççĕ, — терĕ атте.
— Мана Шĕшлĕ хăй те çăхан пекех туйăнать. Епле пăхкалать вăл, çăткăн! — Иван пичче çапла каласа Шĕшлĕ пӳрчĕ еннелле сиввĕн пăхрĕ.
— Çăткăнни, паллах. Ахаль мар вĕсен йăхĕ-тĕпне Шĕшлĕ тенĕ. Шĕшлĕ пулă пулăсене çиет, Шĕшлĕ Якурĕ пире, чухăнсене ĕмсе пурăнать, — терĕ атте.
Çапла калаçса илнĕ хыççăн эпир майĕпе килелле утрăмăр. Манăн чĕркуççи паçăрхи пекех ыратать. Пăхатăп та, вăл кăн-кăвак, шыçса кайнă. Иван пичче мана, эпĕ уксахласа утнине кура, лаша çине утлантарчĕ. Эпир часах хурăнлă çул çине тухрăмăр. Ĕнтĕ çуртри пусси çулĕпе кăшт хăпарсан, киле те çитетпĕр.
Хĕвел кăнтăрларан каç еннелле сулăннă. Çанталăк паçăрхи пекех хăй илемĕпе çиçет. Ăшă, тӳлек. Тăвăллă çумăр хыççăн çанталăк шăпланса каннă пек туйăнать.
Эпир киле çитсенех, пӳртрен пире хирĕç анне тухрĕ.
— Мĕн пулнă вара? Мĕншĕн чĕннĕ арман хуçи? — хăвăрт ыйтрĕ анне.
Атте эпĕ ăçта кайнине, арман хуçи мана хăйĕн çаранĕ çинче тытнине каласа пачĕ.
— Ачи ухмах пулĕ вăл, — терĕ атте. Ман çине кăмăлсăрланса пăхса илчĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Анне ман пуçа тытса пăхрĕ, ах тур, тесе пăшăлтатса илчĕ, хурланса кайрĕ.
— Хăвна ху асап шыраса çӳретĕн, эх, мăнтарăн айванĕ. Мĕншĕн мана каламасăрах кайрăн эсĕ асамат кĕперĕ патне?
— Хăвăртрах арçын ача пулас тесе, — терĕм эпĕ шăппăн.
— Пуçунтан, ав, юн шывĕ сăрхăнать. Чĕркуççийӳ — пăхма хăрушă, уксах пулса юлăн акă… Кĕпӳ пылчăк ăшнех кĕрсе кайнă, ах тур, терт!
Анне çапла каланă хыççăн кĕлете кĕчĕ. Унтан вăл кукамай мана валли тĕрлесе çĕленĕ пир кĕпе илсе тухрĕ.
— Атя, мунча кайса кĕртем, — терĕ анне, — Çемук амăшĕ мунча хутнă. халĕ хĕрарăмсем çăвăнаççĕ.
Çемуксен мунчи пахча хыçĕнчи çырмара, чалăшса ларакан йăмра айĕнче лапчăнса ларать. Карта çинче шурă кĕпе-йĕм курăнать. Мунчара милĕкпе çатлаттарса çапăнни, ача çухăрса йĕни илтĕнет.
— Плаки, — терĕ анне, — ман ачана мунча кĕртсе яр-ха, хăрушла пылчăкланса кайнă, сысна çури пекех!
— Юрĕ, юрĕ, — илтĕнчĕ мунчаран сасă.
Анне, ман пылчăк тивнĕ хулăн пир кĕпе-йĕме хывса илсе, мана мунчана кĕртсе ячĕ. Вĕри сывлăш ман суранлă пуçа пĕçертсе ыраттарчĕ. Эпĕ урайне лăпчăнса лартăм. Плаки аппа валашка çинче пуçне çăвать. Çурĕ-çурĕ те çӳçне пăрчĕ. Пиçĕк куçне хĕскелесе ман çине пăхса илчĕ те валашка çине пĕкĕрĕлтерсе ман пуçа çума тытăнчĕ. Суран чĕпĕтсе ыратма пуçларĕ. Эпĕ кĕçех кăшкăрса яраттăм. Плаки аппа мана пуçа сăтăркаласа, хыçкаласа çунине аран-аран тӳссе ирттертĕм. Пуçа çунă хыççăн Плаки аппа мана сентре çине улăхтарса ячĕ, ун çине шыв чашлаттарчĕ, вĕри милĕкпе мана çатлаттара пуçларĕ. Хăй çапла такмаклать:
Çат-çат-çат!
Вăт çапла!
Шăрки çурăлтăр!
Пыйти вилтĕр,
Пăрçи сиктĕр,
Ачи ӳстĕр!
Чипер пултăр.
Ват çапла!
Вăт çапла!
Эпĕ сентре çинчен ансан, Плаки аппа каткаран алтăрпа шыв ăсрĕ те пуç тăрăх ячĕ. Мунчаран тухсан эпĕ çĕнĕ кĕпе тăхăнтăм, уçă сывлăша тухнипе киленсе çырма тăрăх килелле утрăм.
Мунчаран таврăнсан, эпĕ аннерен çимелли ыйтрăм. Анне мана пĕр татăк çăкăр касса пачĕ. Çăкăра суханпа çиес тесе, эпĕ пахчана тухрăм. Пиччепе аппа картаран хӳме хыçне тислĕк йăтаççĕ, таптаса купа тăваççĕ. Мана курсан, пичче ман пата кулкаласа пычĕ, шурă кĕпе çаннипе ăшăрханă пит-куçне шăлкаласа илнĕ хыççăн тăрăхласа ыйтрĕ:
— Мĕн ятлă пултăн-ха? Çемук-и, Михаля-и е Петĕр-и?
— Хам ятлах эпĕ, мĕн эсĕ мана мăшкăллатăн? — терĕм эпĕ, кăмăлсăрланса.
Пиччен мана йĕкĕлтес кăмăл татах пур. Вăл куçне чеен хĕскелесе илчĕ те калать:
— Картуз илсе парас пулĕ ĕнтĕ сана е кукаçин кивĕ кĕççе шлепкине тăхăнса çӳретĕн-ши? Ку кĕпене эсĕ хачă ил те кас, арçын кĕпи пек кĕске пултăр… Мăнкун чух вара сана хура шăлавар çĕлетсе парăпăр…
Пичче каланипе эпĕ калама çук тарăхатăп. Çăкăрпа сухан çиес килни те таçта кĕрсе кайрĕ.
Аппа тимĕр сенĕкпе улăмлă тислĕке йăтса тухрĕ, купа çине çапăнтарса хучĕ те пирĕн пата пычĕ.
— Хулăпа ăшалантармалла сана, — терĕ вăл мана.
— Пирĕнсĕр пуçнех ăна, мĕскĕне, хытă тивертнĕ, — терĕ пичче.
— Тивертмелле çав… Ĕнтĕ пирĕнтен: сирĕн хĕрача арçын ача пуласшăн çӳренĕ тесе, пурте кулаççĕ. Урама, вăйă пухăннă çĕре, тухма намăс, — ӳпкелешрĕ аппа, хитре куçне шывлантарса.
— Çитĕ, Альтик. Айван халĕ вăл, çапах та хăюллă, уншăн пит килĕштеретĕп.
Пичче ман хута кĕнĕшĕн эпĕ хам ăшăмра питĕ кăмăллă пултăм, тимĕр кĕреçе тытса, тислĕке хырса пĕр çĕре купалама тытăнтăм.
Эпир чылай вăхăт ĕçлерĕмĕр. Кĕтӳ кĕртсен тин ĕçе пăрахрăмăр. Пичче ĕçе туса пăрахнăшăн савăннипе шăхăркаласа урама тухрĕ.
* * *
Лаçра каçхи апат çисе ларнă чух пирĕн пата старостăпа Шĕшлĕ килсе кĕчĕç. Атте вĕсене курсанах шап-шурă пулса кайрĕ, çиме пăрахрĕ.
— Ну, Мĕтри, кӳр кунта пĕр сурăхна. Егор Лариваныча пуссине таптаттарнăшăн, çаранĕ çинче лашана курăк çитернĕшĕн сиплес пулать вĕт, — терĕ староста, Куçук Петĕрĕ. Вăл мана питĕ кăмăла каймарĕ: лапка питлĕ, сăхă куçлă çын, сăмси шĕвĕр, çӳхе тутипе кулкаласа калаçать. Хăй хура пиншак, шăлавар тăхăннă, уринче атă.
— Манăн сурăх хамăн та иккех, виççĕччĕ, пĕри вилчĕ, сурăх пама пултараймастăп.
— Пултаратăн! — терĕ староста хыттăн, — пултарас пулать!
— Суда паратăп, вунă хут ытла шăйăрса илетĕп, — терĕ Шĕшлĕ.
— Илетĕн, суда пар луччă, — терĕ староста, тутине сарса.
Аттен аллисем чĕтреме пуçларĕç. Вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ те анне çине пăхса илчĕ.
— Мĕн тăвас? — ыйтрĕ атте
Анне нимĕн те калаймарĕ, йĕрсе ячĕ.
— Ну мĕнле? Сурăх паратăр-и, е суда патăр-и Егор Лариванч?
— Илсе кайăр эппин, — çилĕпе аллине сĕлтрĕ атте. Хăй сĕтел умĕнчи каска пуканĕ çине ларчĕ те аллисене лăш усрĕ. Пичче çиме пăрахса сиввĕн пăхкалать. Старостăпа Шĕшлĕ карта патнелле утрĕç. Аппа, эпĕ сĕтел хушшинчен тухса картаналла чупрăмăр. Эпĕ шурă сурăха мăйĕнчен ярса илтĕм, аппа — хӳринчен. Шĕшлĕпе староста картана кĕрсенех пăхкаласа тăчĕç. Эпир сурăхсене тытса тăнине курсан, староста кулчĕ.
— Пурпĕр çăлса хăвараймастăр. Хăшне илетĕн, Егор Лариванч, суйла.
Шĕшлĕ ман пата пычĕ те мана пĕррех тĕртсе ячĕ. Эпĕ ывтăнса кайрăм. Шуйланнă сурăх карта кĕтессине кайса тăнă та Шĕшлĕне пăхса урине тăн тапса илет. Шĕшлĕ сурăха кĕтессе хупăрласа тытрĕ, кĕсйинчен кантра кăларса сурăхăнне малти икĕ урине çыхрĕ. Староста сурăха Шĕшлĕ çурăмĕ çине хучĕ. Мекеке! — макăрчĕ сурăх. Эпĕ каç тĕттĕмĕнче сурăх ман çине хурлăхлă пăхнине курса юлтăм. Шĕшлĕпе староста хыççăн урама тухрăм. Уй хапхи патĕнче тăрантас кӳлнĕ пысăк лаша тăрать. Шĕшлĕ сурăха тăрантас çине хучĕ те хăй улăхса ларчĕ. Староста Шĕшлĕ аялти урамалла шăлтăртаттарса анса кайнине пăхса юлчĕ, вара, уй хапхинчен тухса, ял çумĕпе каякан çулпа Шĕшлĕ арманĕ еннелле уттарчĕ. Эпĕ питĕ хуйхăрса киле кĕтĕм.
— Акă мĕн хака ӳкрĕ вăл эсĕ арçын ача пулас тесе аташса çӳрени, — ӳпкелешсе каларĕ анне, шăналăка уçса ахлата-ахлата вырăн çине выртнă май.
— Пусса çиет ĕнтĕ Шĕшлĕ пирен сурăха, — терĕ аппа.
— Пусать çав, — вăраххăн сывласа каларĕ анне. — Ах, сурăхĕ пит аванччĕ, çăмĕ çемçе, шап-шурăччĕ.
Аппа хăй вырăнĕ çине алкумне кĕрсе выртрĕ. Эпĕ те аннепе юнашар выртрăм. Çав каç ĕретлĕ çывăраймарăм: пуç çинчи суран, чĕркуççи ыратнипе, арçын ача пулайманшăн тата сурăхшăн хуйхăрса эпĕ час-часах ыйхăран вăрана-вăрана тăрса лартăм. Анне çĕр каçа сурăхпа аташрĕ, ахлатса сывларĕ.
Тепĕр кун эпĕ урама тухсанах ман пата Анук чупса пычĕ Эпир иксĕмĕр те пирĕн пӳрт кĕтессине шăт хĕсĕнсе лартăмăр. Эпĕ Анука асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайсан терт курнине каласа патăм.
— Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма çук, вăл пĕрмай малалла шăвать, — терĕм эпĕ юлашкинчен.
— Апла пĕтрĕ арçын ача пуласси, — терĕ Анук вăраххăн сывласа.
— Пĕтрĕ, — терĕм эпĕ те, Анук пекех ассăн сывласа. Унтан, ĕнер терт курнине аса илсе, пите хупласа йĕрсе ятăм. Мана курчĕ те Анук та ĕсĕкле пуçларĕ.
Пĕтнĕ ĕмĕтсемшĕн хуйхăрса ларнă чухне пирĕн пата аппа пычĕ. Хай икĕ тимĕр кĕреçе йăтнă.
— Атя Энĕш хĕрринчи пахчана, купăста йăранĕ хушшинчи çумкурăкĕсене касма, — терĕ вăл.
Эпĕ аппапа пĕрле ĕçе кайрăм. Анук килне кĕчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...