Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем


— Вилетĕп, тăвансем, — пачах шала кайнă сасăпа калаçрĕ тĕкĕрçĕ. — Мăрса чĕнсен те килмест пулĕ ĕнтĕ. Ман ăна... каламалли пурччĕ.

Аттеней çĕр хута Сарри патне чупрĕ. Мăрса килте пулмарĕ, ывăлĕ эп нимĕн те пĕлместĕп тесе алăка та уçмарĕ.

— Мĕн калассине пĕлетĕр-ха эсир, — терĕ Ухантей сывлăш çитменнипе чыхăна-чыхăна кайса. — Лаша пирки... калаçса татăласшăнччĕ. Эсир яла илсе çитерсен тархасшăн туртса ан илтĕр вăл ăна, арăма патăр. Ман... виç ача-çке унта... Мĕнле ӳстерĕ-ши арăм вĕсене мансăр? Эй, ял-йышсем, эсир те пулин ан пăрахăр тăлăх ачасене...

Çакна калама мĕн пур чун хавалне пухнă иккен Ухантей. Ку сăмахсене калама вăй çитерчĕ вăл, унтан чыхăнса кайрĕ. Ял çыннисем вăл сывлăш çавăрса яраймасăр çак самантрах вилсе каять пуль тенĕччĕ, çук, пĕтĕм кăкăрĕпе çĕкленсе сывлăша çăтса илчĕ вăл, вара хăвăрттăн-хăвăрттăн сывласа пуçне пĕксе пĕр чĕнмесĕр ларчĕ. Юлташĕсем пурте хăйĕн çине пăхнине асăрхасан именнĕ пек пулчĕ.

— Çывăрма та памарăм эп сире. Айăп ап тăвăр ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Вилесчĕ часрах пĕрех хут...

— Çывăрма вăхăчĕ пур-ха пэрн, — ăна шыв ĕçтерес тесе аллине курка тытрĕ Аттеней. — Эс ху кан ĕнтĕ пăртак. Вилĕм пирки ан калаç. Чиперех киле çитетпĕр ак. Лашу та хăвăнпах пырать.

— Çук, чун сисет, паян-ыран вилетĕп, тăвансем. Тархасласа ыйтатăп, мăрсана калăр ĕнтĕ эп хушнине.

— Калăпăр, калăпăр, — терĕç тĕкĕрçĕсем.

— Хакла ларчĕ мана ку лаша. Мĕн тăвăн ĕнтĕ... телей çапла пуль...

Ку сăмахсене юлташĕсем ирхине аса илчĕç. Чăнах, хăй каларăшле, телейĕ çапла унăн терĕç. Курчĕç вĕсем — Ухантей хăйне туса панă сак çинче тӳп-тӳрĕ выртать. Пичĕ тĕссĕрленнĕ унăн, юн тымарĕсем хуралса, кăвакарса ларнă. Хăрах алли çĕрелле усăнса тăрать.

3. Аллах ярса панă çын

Салтыков воевода çийĕнчен хывса илнĕ çар тумтирĕпе ун ылтăн тыткăçлă хĕççи пăлхавçăсене нумай калаçтарчĕ. Ку хаклă япаласене пăлхава ертсе пыракансен пӳртне çекĕлсенчен çакса хунă та, кĕрен-тухан кашниех курма, курма çеç мар, патне пырса тытса пăхма пултарать. Тата кашниех хăй пĕлнĕ пек хак парать.

— Ав мĕнле тумтир тăхăнса тухаççĕ патша çыннисем çапăçăва! Кур-ха, сăхман-кĕрĕк айĕнчен тимĕр кĕпе тăхăнаççĕ. Ах, тур, мĕнле тимĕрçĕ тума пĕлнĕ-ши ăна?

— Уй, мĕнле йывăр! Ку тимĕр кĕпене йăтса çӳреме вăй нумай кирлĕ.

— Эп хĕçне çакса янă пулăттăм — пĕтĕм çын пăхса ăмсантăр.

— Ма çакмастăн? Ил те çак. Ун хуçи çук халь. Чăнах та, малтан ку чаплă япаласен хуçи пулмарĕ. Тĕрĕсрех каласан пуçлăхсем вĕсене кама памаллине пĕлмерĕç. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ сĕнсе пăхрĕ: пуçлăхсен — Элĕкпе Янчуран — хăйсен хушшинче пайламалла вăл япаласене, кам туртса антарнă воеводăна учĕ çинчен, çавна памалла. Хусана кайса Горбатый-Шуйский наместника кĕртсе памалла, кама пӳрнине пĕлме шăпа ямалла тата ытти те, тата ытти те. Ылтăн тыткăçлă хĕçне нумайăшĕ ăшшăн-ăшшăн пăхкаларĕ те, анчах нихăшĕ те çăвар уçса: «Мана парăр ку хĕçе, никам та мар, эпĕ тивĕçлĕ ăна çакса çӳреме», — тесе калаймарĕ.

Пăлхав пуçлăхĕсен телейне, çапăçуран таврăннă хыççăн иккĕмĕш кунне Хусантан хăйсем тем пек кĕтнĕ Усеин-Сеит князь пырса çитрĕ. Усеин-Сеит кунта никам та мар, çав вăхăтрах — пуринчен те асли. Такам чĕннипе е чĕнмесĕрех килсе тухрĕ те Мĕша тăрăхне, пур ĕçе хутшăнма, пурне те вĕрентме пуçларĕ. Хăшĕсем мулла терĕç ăна, теприсем Хусанти чи пуян княçсенчен пĕри, Мускава илсе кайнă ханăн, Едигерăн, тăванĕ терĕç. Пĕр вăхăтра Крымран юри килнĕ улан текен сăмах та тухнăччĕ.

Вăл кам иккенне чăннипе пăлхав пуçлăхĕсем Янчурапа Элĕк те пĕлеймерĕç. Пĕрре итлерĕç ăна, тепре итлерĕç — ăслă калаçать, кирлĕ канашсем парать. Корана пăхмасăр тенĕ пек пĕлет хăй, арабла пĕр такăнмасăр шатăртаттарать, Мăхамета пуç çапма Меккăпа Мединăна кайса çӳрени çинчен çĕрĕ-çĕрĕпе каласа кăтартать, çар çынни мар — кирек мĕнле хĕç-пăшала та сӳтсе пăрахса çĕнĕрен пуçтарать. Ухăпа пенĕ чух ăмăртса пăхрĕç — тĕл тивертессипе ăна пĕри те çитеймерĕ.

— Кирек кам пултăр, пире вырăссене çеç ан суттăр, — терĕç вара ун пирки Янчурапа Элĕк.

Усеин-Сеит вара хăйĕн тарçипе мечĕтпе юнашар ларакан пĕчĕк пӳртре пурăнма тытăнчĕ.

Темиçе кун каялла Усеин-Сеит пуçлăхсене каласах Хусана тухса кайрĕ. Каллех тĕлĕнтерсе хăварчĕ мăрсасене: тарçипе иккĕш çеç тухса кайрĕç шĕкĕр хулана. Унта пырса кĕме те хăрамасть-ши вара тутар княçĕ?

Мăрсасем ку этем мар пуль, арçури е эсрел пуль тесе пуçĕсене çеç суллакаларĕç.

Хусантан Усеин-Сент яланах пит кирлĕ хыпарсем илсе килет, унта вăл никампа та мар, Горбатый-Шуйский наместникпа хăйĕнпе калаçать тейĕн.

Ак халь те çитсенех пĕлтерчĕ вăл, çапăçăва хатĕрленĕр, тусăмсем, пирĕн пата вырăс воеводисем пысăк çарпа килеççĕ терĕ. Çара камсем ертсе пынине те каласа хучĕ: Шереметев, Курбский, Даниил Адашев, Микулинский.

Сĕве хули патĕнчи çапăçу çинчен, Салтыкова касса ваклани çинчен сăмах хускатсан мăрса вĕсене чарăнма хушрĕ.

— Пĕлетĕп, йăлтах пĕлетĕп, тусăмсем, — терĕ. — Ун çинчен калаçса çăвар тутине пĕтериччен вырăссене мĕнле кĕтсе илесси çинчен сăмахлар.

Мăрсасемпе çĕрпӳсем вăл мĕн каласса кĕтрĕç: çакăн пек хăрушă вăхăтра вĕсене пăрахмарĕ пулсан князь пăлхавçăсене пулăшма, ăс пама килнĕ.

— Эсир, тăвансем, эп Хусана мĕн çăмăлпа çӳренине кăштах чухлатăр пулас, — терĕ вăл пуçĕ çинчи шурă чалмине тӳрлетсе. — Пытармастăп, манăн хамăр вашкалара лайăх туссем пур. Çав туссен татах тусĕсем пур. Пуçсене усар мар, хуйхăрса ларар мар, туссем нумай пирĕн тĕнчере. Çывăхра та, аякра та нумай. Çапах та тӳрĕ каламалли сăмаха кукăртса, илемлетсе тăрас килмест. Хăратса мар, чăннине калатăп: çитес вăхăтра пире йывăр килет. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çитес вăхăтра пăлхавçăсене никамах та пулăшаймĕ. Пирĕн тем тесен те çуркуннеччен тытăнса тăмалла, тăвансем. Аллах сирĕн майлă: халь Хусанта сире тапăнмалăх вăй çук.

— Вăй çук пулсан мĕн туса тăмалла купта? Хамăрăн кайса тапăнмалла Хусана! — кăшкăрчĕ мăрсасенчен пĕри.

— Ун пирки эпир шутланă, — терĕ Усеин-Сеит. — Хусана тапăнма иртерех, тăвансем. Лайăх тĕреклетнĕ хулана ухăсемпе кăна илеймĕн. Пире пищальсем ытларах кирлĕ, тупăсем кирлĕ. Шантарса калатăп: çуркунне вĕсем пулаççĕ. Унччен пирĕн вăйлă çар пуçтармалла, халăха вырăссене хирĕç хускатса ямалла.

— Халь, хĕл кунĕнче, мĕн тумалла? Кама кĕтсе лармалла çĕр пӳртре? — илтĕнчĕ каллех кăшкăрнă сасă.

— Хĕлле пирĕн тĕллев пĕрре кăна: вырăссене хамăр пата ямалла мар, Мĕша тăрăхĕнчи хулана аркатса тăкма памалла мар. Вĕсем килессине сыхласах тăмалла. Сиссен вара вырăс çарне хирĕç тухмалла. Пĕчĕк ушкăнсемпе çапăçса вырăссене халтан ямалла, пĕтерсе пымалла. Вăрмана илсе кĕмелле вĕсен утлă çарне, çырма-çатрасенче çапăçмалла. Ав çавнашкал çапăçнă та эсир пĕркун, Салтыкова аркатса тăкнă чухне. Пирĕн çăлăнăç халь — йĕлтĕр, мăрсасем. Тĕкĕрçĕсене пурне те йĕлтĕр çине тăратăр.

Мăрсасемпе çĕрпӳсем ăна çав тери тимлĕ итлесе ларчĕç. Тупата, çар пуçĕ пекех калаçать ку мулла, шăпах вĕсем мĕн шутланине калать.

— Çуркунне пирĕн ĕçсем лайăхланĕç, — терĕ вăл малалла. — Пире Астраханьпе Нухай çар ярса пулăшĕç. Эпир ун чухне вырăнти пĕтĕм халăха вырăссене хирĕç çĕклĕпĕр. Çак пĕчĕк шыв хĕрринче, вăхăтлăха пĕренепе чул купаласа тунă хулара лармăпăр çитес çул, аслă Атăл хĕррине тухăпăр, Хусан патнелле хамăр тапăнса кайăпăр...

Ав ĕмĕтсем мĕнле Усеин-Сеитăн! Аякка кармашать Хусан княçĕ. Пĕлсех пуплет-ши ĕнтĕ хăй е сăсăл çеç вĕçтерет-ши?

Тахăшĕ чăтаймарĕ, тем те пĕлекен, ыранхине, пулассине курса тăракан мулларан (мулла-и вăл, мăрса-и, аллах янă ырă çын-и — пур пĕрех мар-и, чунсене çеç лăплантартăр çак синкерлĕ вăхăтра!) Салтыков тумтирĕпе мĕн тăвасси çинчен ыйтрĕ.

— Мана сутăр, укçине ушкăнпа ĕçсе ярăр, — юптарчĕ Усеин-Сеит. — Анчах хаклă ыйтăр уншăн, мĕншĕн тесен вăл хаклă тăракан япала.

— Мĕн чухлĕ паратăн, мăрса? — те шӳтлесе, те ун сăмахĕсене чăна хурса ыйтрĕ пĕри.

— Нимĕн чухлĕ те памастăп, шăллăмсем, — хальхинче пĕр кулмасăр хуравларĕ Усеин-Сеит. — Вăл, пĕлессĕр пулсан, сутмалли япала мар. Çул тăршшĕпе пуçа çĕмĕртĕм ун пирки, çак шухăшран ыррине тупаймарăм: ăна хамăрăн пулас хана ярса памалла. - .....

— Пирĕн хан тени те пулать-и, патша та пулать-и кунта? — илтĕнчĕ сасă.

— Эсир мĕнле шутлатăр, тусăмсем? — евĕклĕн ыйтрĕ князь. — Хăвăрах куратăр-çке, пирĕн вăй уйăхпа мар, эрнепе, кунпа ӳссе пырать. Арск çывăхĕнчи чи чаплă мăрсасем, анатри çармăссен паллă турханĕсем пирĕн енне куçаççĕ. Вăхăт çитĕ, çăва тухсан ак Ту енĕ те вырăссене хирĕç капланса тухĕ. Эппин, тусăмсем, пире çĕнĕ хан кирлĕ, çак хăватлă çара ертсе пыма сераскир кирлĕ. Камран ыйтма пултаратпăр эпир çав хана? Крымран, Астраханьтен, Нухайран. Çавăнпа та эпĕ ак мĕн тума сĕнетĕп: ку çар тумтирне хамăрăн шанчăклă çынсем халех Астрахане Измаил хан патне леçчĕр. Эп пĕлетĕп, Измаилăн Мухаммед ятлă маттур ывăл пур. Хан хăйĕн ывăлне пире патăр, эпир ăна кунта хан туса хурăпăр. Килĕшетпĕр-и, мăрсасем, çакăнпа!

— Килĕшетпĕр!

— Килĕшетпĕр!

— Ериса!

— Аферим! — чăвашла та, тутарла та кăшкăрчĕç мăрсасемпе çĕрпӳсем.

— Ай ăслă сăмах каларăн, Усеин-Сеит князь! — тутар пек пуçне пăркаласа тутине чаплаттарчĕ Мамич-Бердей. — Пултаратăн та эс, Сеит пичче! Тупата туршăн, эп сана хăвна хан туса хунă пулăттăм. Измаил ывăлне, Мухаммеда, пĕлместпĕр-ха эпир, те ăслă вăл, те ухмах... Эсĕ ăслă вара, чăнах та, ăслă...

Кайран унăн ку ытлашши хăпартланса каланă сăмахсемшĕн ӳкĕнмелле те пулса тухрĕ. Астрахане каякан элчĕсене ăсатса таврăнсан Усеин-Сеит ăна хăйĕн патне чĕнсе кĕртрĕ те юнашар лартса тăван ывăлне ятланă пек ятларĕ.

— Мамич-Бердей, манăн юратнă çыннăм, манăн шанчăкăм, манăн инкекĕм, — терĕ вăл ăна пĕрре те усал сунманнине систерсе. — Эс çамрăк, маттур, хăюллă мăрса. Аçу пекех ĕнтĕ, аçу пекех. Вăл та ппт хастарччĕ, анчах кăшт вĕрирехчĕ. Сан тепĕр кăлтăк пур, айван ывăлăм. Эс чĕлхерен чараксăртарах. Тӳрĕ каланăшăн çилленмесни?

— Мĕн çилленмелли? — терĕ Мамич-Бердей.

— Паçăр пĕтĕм халăх умĕнче мĕн тума персе ятăн-ха çав сăмахсене?

— Мухаммед çинчен-и? — кулчĕ çамрăк мăрса.

— Мухаммед çинчен çав. Эп ăна хан тăвасси çинчен пуплетĕп, халăх ăна шанса тăтăр тетĕп, эсĕ пур...

— Ара, сана мухтанипе сăмах урăхларах çаврăнса тухрĕ мар-и... Эпĕ...

— Мана мĕн мухтамалли? — калаçма памарĕ ăна тутар княçĕ. — Эп — ват çын. Манăн хан пулас вăхăтсем иртсе кайнă. Пĕтĕм ĕмĕтĕм те Хусана çĕнĕрен çĕклесси çеç. Хамăрăн чапа ĕмĕрлĕхе пĕтерес марччĕ, вырăссен мăшкăлĕ пулас марччĕ. Çавăншăн пурăнатăп. Çавăншăн кĕрешетĕп. Туятăп, хастар мăрса, сăн тĕллевӳ те манăннипе тĕле килет. Эсĕ те хăвăн ырлăхна Хусан урлă тупасшăн. Çак тĕллев сана вăхăтăн-вăхăтăн çӳле-е çĕклĕ, тепĕр чух аяла антарса çĕре çĕкле-çĕкле çапĕ. Анчах эс ан парăн, кĕрешме ан пăрах. Мĕскĕн çын пирĕн пек хăюллă тĕллев лартаймасть хăй умне. Ав пирĕн патра мĕн чухлĕ мăрса кĕшĕлтетет. Вĕсен пысăк тĕллев çук. Нумайăшĕсем вĕсем вĕтлĕхрен сиксе тухнă мулкачсем кăна. Темле сунарçă шуйхантарнă та вĕсене — тапса сикнĕ. Сас-чӳ лăплансан вăл мулкачсем каллех вĕтлĕхе тараççĕ. Пирĕн хăравçă мулкач пулма юрамасть, тăванăм, упа пек, арăслан пек пулмалла, сунарçисене вăрмантан хăйсене хӳтерсе кăлармалла.

Темле хитре сăмахсем каларĕ пулсан та ватă князь çамрăк мăрсана хăратса та илчĕ.

— Хусанти тӳре-шара пăлхавçăсен пуçлăхĕсене пурне те пĕлет иккен, — пăшăлтатрĕ вăл. — Вĕсем Салтыковшăн каçармаççех пире. Асту, асăрхануллăрах пул, сан ятна Горбатый-Шуйский Янчурапа Элĕк ячĕсем хыççăн асăнать тет. Анат çармăссене никам та мар, çав Мамич-Бердей пăлхатать тесе вăрçать тет. Эс Япанча çарĕнче пулнине те пĕлет вăл, çав усал воевода.

— Эх, хăйне ярса илесчĕ пĕр-пĕр çапăçура! Ман унпа куçа-куçăн калаçса пăхасчĕ, — такам çине сиксе ӳкес пек, ик аллипе те хăлаçланчĕ Мамич-Бердей.

— Вăл хăй тухас çук çав хуларан, — терĕ Усеин-Сеит. — Пирĕн пата ыттисем, Хусана илнĕ чух унпа пĕрле чапа тухнисем, килеççĕ. Эп хам ăна мар, Семен Микулинские ярса илнĕ пулăттăм.

— Эс унпа хирĕçнĕ-и? — пĕлесшĕн пулчĕ çамрăк мăрса.

— Уншăн мар. Урăххишĕн. Эс илтмен те пулĕ-ха, Мускав таврашĕнче, Микулинский керменĕнче кам пурăнать унта?

— Кам?

— Сююнбике. Акă кам! — юри хыттăн каларĕ Усеин-Сеит.

— Ан тĕлĕнтер! Вăл вара патша аллинче мар-и?

— Патша Хусан «шурăмпуç çăлтăрне» сыхласа усрама Микулинские хушнă. — Князь пĕр самантлăха шухăша кайнă пек пулчĕ, унтан çамрăк мăрсаран сасартăк çапла ыйтрĕ. — Эс Сююнбикене хăйне курнă-и? — терĕ.

— Пĕрререн пĕрре курнăччĕ, — терĕ Мамич-Бердей темшĕн кăшт именсе.

— Апла эс телейлĕ каччă. Сююнбикене курнă арçынсене эпĕ пурне те телейлĕ тесе шутлатăп. Эх, вăхăт кĕскерех, — темшĕн куляннă пек каларĕ Усеин-Сеит. — Вăхăт пулсан иксĕмĕрĕн çитсе кăна килмелле те Семен Микулинский ялне, Раменскине, халь ун пек катаччи чупма май килмест пуль, тăванăм. Пытармасăр каласан манăн темиçе уйăх каяллах вăрттăн шухăш çуралнă та çав, юрĕ ĕнтĕ, пăчлантăр вăл шухăш, никам та ан пĕлтĕр ун çинчен...

— Мĕнле шухăш? Каласам ĕнтĕ, Сеит пичче, — тархасланă пек ыйтрĕ çамрăк мăрса.

— Калама чĕлхе çаврăнмасть, — терĕ Усеин-Сеит. — Каланă сăмах — кĕмĕл, каламанни — ылтăн теççĕ арабсем. Çавна илтнĕ-и?

— Ăна вырăссем каламанччĕ-и çак? — тӳрлетесшĕн пулчĕ Мамич-Бердей ватă княçа.

— Çук, вырăс чĕлхине вăл арабсенчен куçнă. Ĕнен ĕнтĕ мана, эп араб çĕр-шывĕсенче хам пулса курнă.

— Ĕненетĕп-çке, — терĕ çамрăк мăрса çак калаçу хыççăн хăй Усеин-Сеита лайăхрах пĕлекен пулнишĕн савăнса.

Юнашар пӳртре, çурта çутинче, иккĕн мар, виççĕн калаçса ларчĕç. Кусем Мĕша тăрăхне тĕрлĕ çĕртен килнĕ, темиçе эрне хушшинчех пĕр-пĕрне çапăçура тĕрĕсленĕ чăваш мăрсисем пулчĕç.

Юлашки кунсенче Сарри Янчурапа тата Элĕкпе туслашмаллипех туслашрĕ. Пĕр пек шухăшсем тупăнчĕç вĕсен, хăйсем нумай япала çине пĕр евĕрлĕ пăхни сисĕнчĕ, чĕлхе пĕрлĕхĕ те самай пĕрлештерчĕ пуль мăрсасене. Саррие пуринчен ытла Янчурапа Элĕк сăпайлăхĕ, вĕсем хăйсене ялан çынпа тан тытни, эпĕ те эпĕ тесе тăманни кăмăла кайрĕ. Лешсем те ăна çавăншăнах юп курчĕç пулас.

Мăрсасене виççĕшне те Усеин-Сеит сăмахĕсем акăш-макăш хумхантарнă иккен. Пĕччен вăл япаласене ăнкарса илме йывăртарах, çавăнпа тупсăмне тупас тесе князь сăмахĕсене вĕсем пĕрле «шĕкĕлчеççĕ». Пĕлес килет-çке хăйсене ӳлĕмрен мĕн кĕтнине, Хусан княçĕн сăмахне те тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса илес килет.

— Тем тесен те кун пеккине пĕрремĕш хут илтетĕп, тусăмсем, — васкамасăр, пĕр хыпăнса ӳкмесĕр калаçрĕ Элĕк. — Эпĕ хама Горбатый-Шуйский воеводăна хирĕç кĕрешме килнĕ тесе шутлаттăм. Ман никама та мар, çавна тавăрмалла. Ытла хытă кӳрентерчĕ вăл мана Хусана илнĕ хыççăн. Эс Япанча çарĕнче пулнă тесе кăшкăрса тăкрĕ. Ярлык памарĕ, çĕрсĕр тăратса хăварчĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр çĕр тытнă, хырçă-куланай пуçтарнă мăрсашăн кунтан ытла мĕнле мăшкăл пултăр-ха? Тĕрĕссипе илсен, пулман эпĕ Япанча çарĕнче, пĕр кун та çапăçман алла хĕç-пăшал тытса. Чăн та, эп киле таврăннине пĕлсе чĕнтерчĕ мана мăрса, хамăн çынсене пуçтарса хăй патне пыма хушрĕ. Кайма шут тумарăм, темскер, чун туртмарĕ унпа çыхланса вырăссем çине алă çĕклеме. Питĕ иккĕлентĕм эпĕ вăл кунсенче ăшра, вутра çуннă пек çунтăм. Япанча эшкерне каймастăпах терĕм. Вырăссем енне куçас — вĕсем те эсир пире хирĕç çапăçатăр тесе ялсене çунтара-çунтара яраççĕ. Кайса пăхăр-ха, пĕр çунман ял та юлман халь Арск енче. Çармăс мăрсисем те ӳкĕтлерĕç, ан васка, вырăссем патне кайса тупа тума ĕлкĕрĕпĕр терĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 17