Тутимĕр :: ÐккÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Вăйă каять. Шавлани илтĕнет. Пĕр вăхăта урам пушанать. Каччăсем пиллĕкĕн-улттăн килсе тухаççĕ.
Пĕри
Тинех-мĕн самана сакки
Сăпка пек сиктерме пуçларĕ,
Тыттарчĕç хĕç. Шелеллерĕм эпĕ
Çунатсăр çамрăк ĕмĕре.
Тепри
Хресчен патши чăнах пулсан,
Хăрушă марччĕ, шанчăклă.
Пăлханăпăр. Вăл килмесен,
Апшур салтакĕсем кайран
Ăшалĕç, вĕсене касма
Пуç пулĕ купăста кучанĕ.
Виççĕмĕш
Апла сехрӳ хăпсан, ан хутшăн,
Кĕл çийĕнче пăрççа суйласа,
Е кай та кӳлĕ хĕррине
Чулсем пăрах, хум ункă пулĕ.
Пăхма хитре.
Тепри
Ан кул! Санран
Начар-и эпĕ?
Виççĕмĕш
Иксĕмĕр
Пĕрех. Эпир — айванĕ.
Шикпе шикленнĕ, кĕрĕкпе
Пĕркеннĕ, хамăр халичен
Чĕрне çинче шăркка вĕлернĕ.
Каччăсем кайнă-кайманах Кăрликпе Эхрем килсе тухаççĕ.
Кăрлик
Пăлхав вăййи пуçланчĕ те
Çĕклетĕ пĕтĕм халăха,
Ура çине тăратĕ, пуртă
Тыттарĕç пуç касма.
Эрхем
Пăлхав
Пире те лăскĕ-ха ачам,
Сиктерĕ.
Кăрлик
Ĕлĕк пăлхавра
Пулнисене тытса панишĕн
Турта пĕрре пырса тытарĕ
Сан аçуна та çамкинчен,
Хĕрхенмĕ манăн аттене те.
Эрхем
Çилленнĕ халăх уриччен
Вăйпут патне çитесчĕ пирĕн.
Кăрлик
Çĕрле ытла та шăп çанталăк.
Никам та сисмĕ.
Тимĕрккепе Туйтирек йăпшăнса килсе тухаççĕ. Кăрликпе Эрхеме кĕпе çухисенчен ярса тытаççĕ.
Тимĕркке
Сисрĕмĕр.
Уй куçлă та вăрман хăлхаллă.
Кăрлик
Эпир имин чунпа анчах
Тăраттăмăр.
Эрхем
Чăнах иминччĕ,
Тивесшĕн марччĕ никама та.
Тимĕркке
Эсир имин, йăваш иккен,
Анчах çелен пек чунăрпа
Канаш тăватăр чашкăрса
Ял халăхне сутасшăн.
Туйтирек
Ылтăн
Парать-и иксĕмĕре вайпут?
Тимĕркке
Эсир паян шимп-шимп чĕпсем,
Вĕçесшĕн-и вăйпут патне?
Е сирĕн халĕ çакăнта
Тарас килет-и иксĕрĕн
лере, ват çирĕк тăррине?
Кăрлик
Мăя халех тытса ан пăв,
Çынна хĕрхен.
Тимĕркке
Мăйна ыран
Пăвса пăрахĕ хамăр халăх.
Кăрлик хытă туртăнать, кĕпине шари çурать те тарать.
Туйтирек
Чĕлхӳ пăру хӳри пекех
Сан çатăл-çатăл, Тимĕркке,
Калаçнă чух вĕçертрĕн эсĕ
Упа пек самăр Кăрлике.
Тимĕркке
Кĕпи çеç юлчĕ алăра.
Пуян качча шап-шур кĕпе
Епле канат пиртен çĕленĕ,
Епле илемлĕ тĕрĕленнĕ...
Эпир хăйне те тытăпăр.
Туйтирек
Сана, Эрхем, тусушăн та
Кăтартăпăр: патшан çеç мар,
Чăвашăн та çырман саккунĕ
Хаярринчен тараймăн эсĕ.
Эрхем
Вăрра та ясара та эпĕ
Кайман та чунăм айăпсăр.
Туйтирек
Тăван ялна, хăв халăхна
Сутса яни — пысăк айăп.
Каччăсем кĕпĕрленсе килеççĕ.
Тимĕркке
Акă сутăнчăк чуна
Антарăр тарăн нӳхрепе,
Ĕçме тăварлă шыв çеç парăр.
Пĕр каччă
Ун ашшĕ сутнине пула
Аттем ман лекрĕ тĕрмене,
Килмерĕ.
Тепĕр каччă
Манăн аннене
Салтак вута тытса пăрахрĕ.
Эрхем, хура çăхан пек эсĕ
Хăвна, ӳстернĕ халăхăн
Куçне пырса сăхасшăн-и?
Каччăсем Эрхеме чышкаласа илсе каяççĕ.
Тимĕркке
Ăсрах тăрать Ахрумкă пуп.
Ы-ых, курас килет ăна!
Туйтирек
Ан тив! Ыран ăна Тутимĕр
Патша саккунĕ вулаттарĕ.
Тимĕркке
Тарсан?
Туйтирек
Чăнах, Ахрумкă тарĕ.
Тытар та мунчана хупар.
Тимĕркке
Васкар, эппин. Ун лашисем
Хура çилхеллĕ, чăп-чăпар,
Пурте йĕнерлĕ те таканлă.
Утланăпăр, э-эх, тӳп-тӳрĕ
Улпут çине!
Туйтирек
Ăслă каланă!
Чавка пекех Ахрумкăпа
Варланмăпăр. Пупа пăртакçă
Çапса çилле йăпатанă хыççăн
Улпут патне! Вăл пысăк кайăк,
Тĕкне çăлсан та — кăмăллă.
Вĕçер!
Туйтирек
Тăрар та алла-аллăн,
Иртер-ха вăйă умĕнчен.
Ташласа иртсе каяççĕ. Пăртакçă тăрсан, Тутимĕрпе Эрпике кĕреççĕ, пĕрене çине лараççĕ.
Тутимĕр
Куçа-куçăн курасса шанманччĕ.
Инкек пекех, телейĕм манăн
Кĕтмен çĕртен те ăнсăртран
Хама тĕл пулчĕ, Эрпике.
Эрпике
Пăртак кая юлса, Тутимĕр...
Тутимĕр
Кая юлать-и юрату?
Тӳрри юратакан çынна
Куллен кĕтсе çеç виç çулталăк
Кăвар тытать, тет, аллинче.
Манмарăм, икĕ çул анчах
Сана кĕттĕртĕм, Эрпике.
Эрпике
Хыпар-хăнарсăр икĕ çул
Мана кĕтме те йывăр пулчĕ.
Атте-анне ман сăмаха
Итлес темерĕ, йăлăнса
Ыйтсан та, тарăхсан та
Мана çураçнă. Хулăм илнĕ.
Тул çутăлсан, пуçланĕ туй.
Тутимĕр
Савса-и?
Эрпике
Каччине те эпĕ
Çураçиччен малтан алхапăл
Пĕрре çеç курнă, калаçман.
Тутимĕр
Пĕлесчĕ санăн, Эрпике,
Чĕремçĕм икĕ çул хушши
Епле кăвар пек çуннине.
Çеçенхирте çерем çине
Выртаттăм та тӳпенелле
Тинкер пăхаттăм вĕçĕмсĕр.
Çилпе шуса иртетчĕ пĕлĕт,
Мана вăл сан пек сăнарлă
Пĕрре ачаш пăхса анчах,
Тепре кулса çеç курăнчĕ,
Пулса тăратчĕç хăррисем те
Кăтра çӳçӳ пекех.
Çăлкуçĕ
Юхса выртни мана пĕрре
Сан шӳлкемӳ пек шăнкăр-шăнкăр Янратчĕ каçхине, тепре
Çăлкуçĕ сан сассу пекек
Пулатчĕ те темскер калатчĕ.
Çĕрле кăвак тӳпенелле
Пăхса выртаттăм эп пĕччен,
Унта шыраттăм хам валли
Чи янкăр çутă йăл-ял çăлтăр
Пин ушкăн çăлтăр хушшинче.
Вăл сан пекек ачаш пăхатчĕ,
Пĕрре ытла хаваслăччĕ,
Тепре йĕретчĕ тӳпере.
Инçеччĕ хăй, анчах сасси
Мана пĕрмайăн илтĕннĕн,
Пĕрмайăн чĕннĕн туйăнатчĕ.
Телейлĕ çăлтăрăм суймарĕ,
Вăл çуттă пачĕ ман çула,
Киле çитерчĕ.
Акă ĕнтĕ
Манпа юнашарах çунса
Ларатăн эсĕ, çăлтăрăм.
Эрпике
Сана кураттăм тĕлĕкре,
Тытас та ыталас чухне,
Тутимĕр, эсĕ темшĕн, темшĕн
Тараттăн сĕм-сĕм вăрмана,
Кĕреттĕн те тухмастăнччĕ.
Лашу та санăн инçетре
Çăра тĕтреллĕ сывлăш витĕр
Кĕçеннине илтеттĕм эпĕ.
— Тутимĕр! — теттĕм, аташаттăм
Вара атте ман ирхине
Сана Тутимĕр-и? — тесе
Мана юнатчĕ калăппа,
Санран çеç сивĕтме анчах
Анне çӳретчĕ юмăçа.
Тутимĕр
Инçе-инçе çеçенхирте
Хĕрӳ пăлхав пуçланнă хыççăн
Васкарăм эпĕ çулăм витĕр
Сана курма çеç, Эрпике.
Эрпике
Пĕр чăптĕм айăп та çук манăн.
Атте-анне канашĕнчен
Тухсан, хаяр ялйыш элекĕ
Хура курак пек явăнĕ
Телейсĕр пуçăм çийĕнче,
Тата атте-анне ылханĕ.
Тутимĕр
Пĕрне-пĕри пăрахмасса
Тупа туни çухалчĕ пирĕн.
Эрпике
Илтмен-и эсĕ пăр халап?
Çурхи кунта кăвак чечек:
Ялан сана пыл çеç çитерĕп, —
Тесе калать тет пыл хуртне.
Кĕр кунĕнче чечек сап-сарă
Хăрать. Пыл хурчĕ макăрать.
Кам айăплă? Кăвак чечек-и?
Тутимĕр
Кĕр кунĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...