Тутимĕр :: ТÄваÑÑÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Хитре сăнарлă этеме те
Вăл вĕчĕхет. Ан ӳкĕтле,
Ăна ан вăрç та, кĕрĕвĕм.
Çынни çапла вăл.
Тутимĕр
Икĕ питлĕ.
Хăйне кăтартрĕ паттăр пек.
Хайлаллă пулчĕ, вайпута
Хăех çакса вĕлерчĕ вăл.
Курак
Укçашăн çакнă.
Тутимĕр
Халĕ ĕнтĕ
Эрпикене, тăван хĕрне,
Мана та, çĕнĕ кĕрӳшне,
Пăхать тĕнтме çеç.
Курак
Кĕрĕвĕм,
Сана каллех калатăп эпĕ:
Нихçан та ырă ӳкĕте
Ăна кĕртеймĕн, тупата.
Шыва та сутĕ, халăха
Хăварĕ типĕ.
Тутимĕр
Хуньаннем,
Паян çураçнă хыççăн пирĕн
Килесчĕ ырă канаша,
Тату пуласчĕ ĕмĕрлĕх.
Асамат
Каларăн та...
Курак
Пĕр тăванла
Каларĕ кĕревĕм.
Асамат
Кунта эсир, тăр-ухмахсем,
Вĕçтертĕр хывăх. Ха-ха-ха!
Пит вăрăм ĕмĕр пурăнма
Сиксе тухат-и шухăшу,
Ăнман мухтавлă кĕрĕвĕм?
Ӳпре пек эсĕ. Пурăнăн
Нумай пулсан та ик эрне.
Курак
Шуйттан-и эсĕ?
Асамат
Эпĕ — юс.
Хăш чух юсран та чеерех.
Укçашăн çеç пăлхантăм эпĕ,
Чее сăмсаллă пултăм та
Укçа çаклатрăм, ыткăнтăм
Тăван киле, леш арчана
Чее пытартăм ĕмĕрлĕх.
Мана шыратарма хăрат,
Хĕç тыт та тулхăр, кĕрĕвĕм!
Пуян чухне сехрем хăпмасть,
Пуçри шăркам та ман сикмест.
Суратăп пăлхаву çине!
Укçа пур чух телейлĕ эпĕ.
Мĕн эсĕ, паттăр кĕрĕвĕм?
Упре çеç эсĕ! Ха-ха-ха!
Тутимĕр
Салтаксене кĕтетĕн-и?
Асамат
Нумай кĕттермĕç.
Тутимĕр
Халăха
Сутас килет-и?
Асамат
Мĕн вăл халăх?
Хура сĕм-сĕм вăрман анчах.
Мĕскер ун ирĕк шухăшĕ?
Кĕрхи сан-сарă çулçă пек
Вăл чăштăр-чăштăр, вĕлтĕр-вĕлтĕр, Майра патша пĕрре вĕрсен,
Пăшаллă-хĕçлĕ тăвăл килĕ,
Çилпе вĕçтерĕ вăл çулçа,
Хура вăрман пек халăха
Хĕçпе касса ӳкерĕ, ваклĕ,
Вирт ярĕ, çулăмпа çунтарĕ.
Тутимĕр
Майра патшу сан вут тĕрттернĕ
Чăваш вăрманĕ кĕлĕнче
Эс ылтăн мăйăрсем пухса
Тăван пӳртне — хăв шăтакна
Пухасшăн-и, чăваш арланĕ?
Эрпике
Тăна кĕрех, ан сехĕрлет
Мана пулин те.
Курак
Халăхран
Хăра.
Асамат
Хăй вилĕ ăссăр халăх.
Ылханĕ те хаяр хăявĕ
Ӳкеймĕ манăн пуç çине.
Тутимĕр
(хĕç кăларса)
Малтан калаçрăм чĕлхепе,
Юлашкинчен хĕçпе калаçăн.
Эрпике
(Тутимĕрпе Асамат хушшне кĕрсе тăрать.)
Ан кас! Ан тив ăна, Тутимĕр
Мана ӳстернĕ мĕскĕн килĕм
Ан куртăр юн.
Асамат тухса тарать.
Тутимĕр
Аçу-и вăл?
Çĕлен-и? Кашкăр-и? Арлан-и?
Ак çакă ашă çутă тĕнчере
Мĕнле анчах тискерлĕх пур,
Пурне те илнĕ сан аçу,
Чиксе тултарнă чĕрине.
Сана юратнипе анчах
Касмарăм эпĕ хальхинче
Сан аçуна, йĕрĕнчĕке.
Анчах та, йывăрлăх килсен,
Сана вăл шеллĕ-ши, тăванăм?
(Хĕç çине тайăнса тăрать, пуç усать.)
Хытă та тĕркĕшлĕ чан çапни илтĕнет. Тимĕрккепе Туйтирек васкаса кереççĕ.
Тимĕркке
(хашкаса)
Йыхравлă юланутçă çитрĕ.
Лаши шап-шурă кăпăкра.
Туйтирек
Салтак эшкерĕ хуларан
Яла килет.
Тимĕркке
Кунта кĕтер-и?
Каяр-и сĕм-сĕм вăрмана?
Курак
Эсир тарсан, яла çунтареç,
Вута пăрахĕç çынсене.
Тутимĕр
Нумаййăн-и? Кунтах тылласчĕ.
Иван салтах килсе кĕрет. Тутимĕр те Тимĕркке те, Туйтирек те хĕç ярса тытаççĕ.
Иван
Тайма пуçа, Тутимĕр тусăм,
Хĕç витмĕ.
(Хĕçне Тутимĕр умне пăрахать.)
Тутимĕр
Тав, вырăс тусăм!
Курак
Вилмен иккен эс, ырă çыннăм. Страствуй!
Алă пырса парать, Тутимĕр чăрр пăхсан, пăрăнса тăрать.
Иван
Хăвна çуратнă халăхун,
Атте пекех тăван чăвашăн
Пăлхавĕнче салтак пулма,
Тутимĕр, эсĕ вырăн пар
Мана, чăн вырăс ачине.
Тутимĕр
(Урайĕнчен хĕç илет, Ивана тыттарать.)
Шанатăп.
Иван
Вырăс халăхĕ
Тăшманăр мар. Тăшман пĕрре!
Тупа тусах,
(Хĕçне нуптăвать.)
Юнашарах
Тăратăп сан çумна, Тутимĕр,
Вилсен те вилĕп сирĕнпе,
Чăваш-туссем!
Хĕçне пуç тăррине çĕклет. Чан çапни илтĕнет.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...