Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Вĕлернĕ.
Пĕр салтак
Халĕ те усал.
Салтаксене вăрттăн, пĕререн
Кăнтаççĕ.
Офицер
Ял тĕлли-палли те
Ан юлтăр, çунтăр пĕтĕмпех
Каска-пукан та юлмиччен!
Офицерпа салтаксем каяççĕ.
Якунькка
Тутимĕр хушнипе анчах
Килсе-и эсĕ, Эрпике?
Эрпике
Ман хамăн чунăм хушшнипе.
Якунькка
Пурнасчĕ халĕ пирĕн иккĕн
Пĕр мăшăр чĕвĕл чăкеçле.
Эс пур, çӳретĕн вăрманта
Хĕç хăйраса, асап курса.
Пулани-иртни çинчен нихçан та
Сана аса илтермĕп эпĕ,
Каçарăп çылăхна, юратăп.
Вут-кăварта чĕр-чĕрĕллех
Сан çунассу килмест пулсан,
Кала ăçта çӳрет Тутимĕр?
Эрпике
Акман, шăтман, ӳссе ларман
Юманлăх айĕнче Тутимĕр
Ларать касман каска çинче.
Якунькка
Юмах ан яр.
Эрпике
Юмах яма
Ман вăй та çук, чĕлхе те типнĕ,
Ашчик те вутлă.
Якунькка
Шыв ĕçсен,
Сасартăк чĕрĕлсе тăрать
Хăрнă чечек те, Эрпике.
(Каять.)
Эрпике
Мана вăл хытă юратать,
Тăр-тăр чĕтрет.
Якунькка килет, йĕкĕр ывăç туса тытнă.
Якунькка
Ĕç Эрпике!
Эрпике антăхсах ĕçет, юпа çумне пырса таянать.
Эрпике
Шыв кайрĕ пĕтĕм ӳт-тире,
Тулса тăртанчĕç алăсем.
Якунькка
Пăяв касать-и?
Эрпике
Ай, касмасăр...
Якунькка
Халех вĕçерĕттĕм... Анчах
Тармастăн-и?
Эрпике
Ăçта тарам?
Якунькка
Тутимĕре тыттармасан,
Сана пăрахĕç çулăма,
Мана та...
(Йĕри-тавра пăхкалать.)
Килĕ леш тĕнче.
(Эрпикен пăявне çĕçĕпе касса татать.)
Эрпике
Тавах
Якунькка
Тавпа çеç иртĕ-ши?
Эрпике
Ыталаса чуптăвăттăм,
Салтак хулли вĕтетнĕ хыççăн
Ăшчик вутра, тута та типĕ.
Якунькка
Ачаш сăмаххуна илтсен,
Халех вилме те хатĕр эпĕ
Сана юрасшăн, Эрпике.
Сана чунтан юратнипе
Ĕçтерĕп йĕкĕр ывăç шыв
Тата тепре.
Эрпике
Шерпет пекех
Кунти çăл шывĕ.
Якунькка
Халь-халех!
(Ыткăнса каять.)
Эрпике
Утне утланăп та вĕçтерĕп.
(Чупсах каять.)
Якунькка йĕкĕр ывăç тытса килет. Лаша ури сасси, пăшал пенĕ сас.
Якунькка
Ах, турă! Эсĕ куртăн-и?
(Питне шыв сапать.)
Ах, турă-туррăмçăм, эс мĕншĕн
Тытса чармарăн аллăма,
Мĕншĕн кастартăн пăява?
Эрпикене хĕрхеннипе
Пĕтертĕм хамăн пуçăма.
(Кăн-кăн пăхкалать, чупать.)
Салтаксем килсе кĕреççĕ.
Пĕр салтак
Хĕрне тартсан, чее чăваш,
Тараймăн эсĕ аякка.
(Пăшалпа тĕллесе перет.)
Шанма юрать-и чăваша?
Тепĕр салтак
Кушак вилли пухаканпа
Калаçрĕ пирĕн дворянин
Яш офицер. Ăна ĕненчĕ.
Эпир апла аппалансан,
Пире вăл кăнтĕччĕ кунтах.
Хăй хыттăрах, хӳтертĕрех.
Виççĕмĕш салтак
Хĕр-воевода лашипе
Вĕçтерчĕ, тĕтĕм айĕнче
Пытанчĕ.
Пĕр салтак
Офицер килсен,
Пире вăл кӳтнĕ çиллипе
Персе пăрахĕ. Шăвăпăр.
Каяççĕ. Асамат килсе тухать, сăхманпа, воевода çĕлĕкĕпе.
Асамат
Сехмет сехечĕ çапрĕ-и,
Янрарĕ-н, Чемей пичче?
Пĕрре пăлханнăшăн патшамăр
Кастарчĕ вăрăм чĕлхӳне,
Ăна йытта парса çитерчĕ.
Хальхи пăлхавшăн, ватă тусăм,
Пуçна касаççĕ пулĕ. А?
Хастарлă ывăлу Тутимĕр
Лаши таканĕ айĕнче
Вутчулĕ катăлса ванатчĕ,
Ак халĕ ĕнтĕ вăрманта —
Куян пекех хăравçă таркăн.
Тутимĕр ман ват пуçăма
Касса, çатан юпи çине
Тиресшĕнччĕ. Тарса çӳрерĕм
Сĕм-сĕм вармансенче
Пĕр татăк çăкăрсăр, тăварсăр.
Ун чухне мĕскĕн выçă хырăм
Чăр-чаррăн çухăрса выртатчĕ,
Унта йĕкехӳре кĕрсе
Çыртса-çурса пĕтернĕ пек
Хура çĕрле пăхаттăм эпĕ
Çулти шап-шурă уйăха.
Мана вăл, тутлă чăкăт пек,
Пыра анассăн туйăнатчĕ:
Ахаль пĕтет-и Асамат?
Юс пек чее те яп-яка.
Вилмерĕм, килтĕм хам яла.
Ăна тĕп тунă салтаксем.
Çилсем вĕреççĕ, кĕл вĕçет.
Арча тулли укçамăм манăн
Çĕр айĕнче çунман, — телей
Сиксе ташлать. Телейĕм сывă
Пăлханнă çынсене пытарнă
Масар çинче актарăп тырă,
Тутимĕр чĕринчен шăтса
Кашланă тулăран кулачă
Пĕçерĕп, куçĕнчен хăмла
Ӳстерĕп, — йӳçĕ сăрине
Ĕçе-ĕçе хаваслă ларăп,
Мухтанăп эпĕ, ял пуянĕ,
Ăнлантăн-и, Чемей пичче? (Хулпуççинчен тытса силлет.)
Чемей пичче, ăнман хăта,
Чĕлхесĕр эсĕ, янавар!
Хура юпа, Чемей сехмечĕ,
Ларать те ним те шарламасть.
Каллех кунта хаяр пăлхавшăн
Патша ларттарĕ пĕр юпа.
Чемей пичче, чĕлхесĕр эсĕ,
Çапах хăрушă, шанчăксăр,
Аллусемпе апла-капла
Туса вăл-ку çинчен калаçăн,
Тутимĕр хăтăлса юлсан,
Пĕлтерĕн ĕмĕтĕм çинчен.
Сана пăвас тесе, ман алă
Питех кĕçтет, Чемей пичче.
Халех, халех, Чемей пичче!
(Чемее пусса выртать, пăвать.)
Ан тапалан!
Курак кĕрет.
Курак
Ах, çылăх... Çылăх...
Пăватăн мар-и хăтана?
Çӳлти аттамĕр, пӳлĕх турă,
Юнланнă ахăрсамана
Хускалнине курать-ши, çук-ши
Сана çĕр çăттăр, Асамат!
(Уринчен сĕтĕрет.)
Асамат
Ан çыпăç, аллăма ан лек!
Сана та парăп апапап.
(Тапать.)
Курак йăванать.
Курак
А-ах... Пĕтерчĕ кăкăра.
Чемей хăта та хăрлатать.
Чĕлхесĕр ватă мĕскĕне
Вĕлернипе сана мĕн усă?
(Асамат сиксе тăрать.)
Асамат
Хăту тӳрех леш тĕнчене
Асанчĕ, ман çинчен элек
Калаймĕ турă умĕнче,
Чĕлхесĕр янавар. Ха-ха!
Курак
Тем каласан та, ху чунна
Укçашăн сутнă эсреле,
Аташнă, çавăнпа усаллăн
Урса çӳретĕн кăлăхах.
Турра кĕлту, пуççап та ӳкĕн.
Асамат
Эсрелĕ те, турри те маншăн —
Иккех айкки те тăвайкки.
Çынсем кипек мимиллĕ пулччăр, Калаçчăр чунĕсем пирки,
Мана укçа арчи çĕклетĕ
Çӳлтен çӳле. Сентре çинчен
Суратăп çылăхсем çине!
Нумай çĕрсем куçа хупмасăр
Шутларăм эпĕ мул çинчен.
Кăвак хуппи пек ĕмĕтĕм
Кĕтмен çĕртен мана тĕл пулчĕ.
Тин акă эпĕ ăнсăртран
Пулатăп хамăр ял пуянĕ,
Укçасенчен карта тытса,
Чăвашсене çаклатăп эпĕ.
Курак
Çапла çав, пысăк эрешмен.
Санпа ирттертĕм ĕмĕре,
Аллу пĕрре пулин те тӳрĕ
Ĕçленине курмарăм эпĕ.
Хиртен ялан юри çĕрле
Килеттĕн, пĕр кĕлте пулсан та,
Илеттĕн эсĕ çыннăнне.
Ютран çеç мар, тăван килтен те
Вăрлас йăлу пĕтмерĕ сан.
Килте те ху пĕччен чухне
Чăх йăвинчен çăмартасем
Вăрттăн илсе, кушак пекех
Ĕçеттĕнччĕ, карланкуна
Чармарăн, çирĕн, чыхрăн эсĕ,
Çăра хăйма ĕçме çĕрле
Анаттăн сивĕ нӳхрепе.
Асамат
Хирти чĕтренкĕ шăрчăк пек
Илемсĕр купăс нăрлатма
Тăхта-ха, чарăн, тăр-ухмахăм!
Итле-итле хăлха тарларĕ.
Туту çине çăра çакасчĕ,
Уççи манра пулинччĕ ун.
Вĕренсĕр ут пек сăмаха
Çăварăнтан ан яр пĕрре те,
Кайран калла хуса кĕртеймен...
Чĕлхесĕр Чемее пăвса
Вĕлернине каламăн-и?
Курак
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...