Таната :: Шупашкар пасарĕнче
Пасар хулан анат урамĕнче, лавккасемпе çырма ху шинчи анлă лаптăкра, йăшăлтатать-çăрăлать, кăшкăрать, юрлать, кĕçенет, макăрать, ĕнĕрлет, вăрçать, чĕнет, хăвалать, кулать, кăтиклет, какалать... Тусанĕ кунта, шăрши-марши, шăна-пăванĕ; алă çапса хаклашни-кĕлешнисем; тĕрлĕ чĕлхепе калаçни, вырăсла ятлаçни; чăпта куписем, хăмла, çăпата, савăт-сапа, апат-çимĕç, ĕç хатĕрĕсем; бурлакĕ, грузчикĕ, манахĕ, пупĕ, чиновникĕ; хĕрĕ-арăмĕ, ачи-пăчи, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ, сутаканĕпе илекенĕ, кăтартаканĕпе кураканĕ...
Пасар хĕрри. Шыв кӳлленчĕкĕ. Урапа. Ун çине тырă шăналăкĕ карса «лавкка» тунă. Супăнь сутаççĕ кунта, сысна шăрчĕ, йĕкесем, йĕппе çип... Куллен кирлĕ япаласем. Урапан шал енче ун хуçи шăтăкран пуçне кăларнă пăсара пек пăхса тăрать. Вăл Шуркасси чăвашĕ Яка Илле, «çĕнĕ» усламçă. Пичĕ пĕчĕккĕ ун, çӳçĕ-сухалĕ тăрмаланчăк (ăна Яка Илле нихçан та турамасть — мĕне кирлĕ!), куçĕсем пăшатан пек çивĕч. Вăл лутра, парка. Ялти пир кĕпе-йĕмпе, çара уран. Питне те çуман пулас вăл паян — çавăн евĕрлĕ курăнать. (Пĕр енчен, вăл ăна чееленсе çапла хăтланать, тепĕр енчен — никама юратманнипе; виççĕмĕшĕнчен çеç — кахалĕпе.) Яка Илле пĕр вăхăтрах тапăнма та, каялла тарса кĕме те хатĕр — лару-тăру мĕнлине кура. Май килтĕр çех — йĕке хӳре пек çыртса усăнĕччĕ вăл, анчах кашнинчех çырттармаççĕ кунта, çăва патне, хăйсем çыртма пăхаççĕ. Тапăнтармаççĕ — такăнтараççĕ. Каçхине лайăх вырăн йышăнса çывăрса кайнăччĕ кăна вăл, сыпасса та нумай сыпманччĕ ĕнтĕ (ăçта та пулин кайсан мĕнле вăл ним ĕçмесĕр пултăр!), ывăлĕ, Ивук, хваттертеччĕ — урапине такам мурĕ çĕрле çакăнта килнĕ лартнă. Вĕсен вырăнĕнче, шыв хĕрринчи ват йамра айĕнче, Чулхула усламçисем кулкаласа тăраççĕ. Пырса çыхлан-ха эс вĕсен çумне хăвăн пĕлӳ-пĕлмӳ чĕлхӳпе, çырмана мĕнле кĕрсе ӳкнине сиссе юлаймăн. Пĕркун тавлашре Ишекри пĕр хуçа Шупашкар сутуçисемпе. Тепĕр кун ирхинепе ун лавĕсене ним хăварми тустарнă, пыл каткине çĕре ӳпĕнтернĕ. Камсем ашкăннă? Пыр та пĕл.
...Кăнтăрла та ăнмарĕ Яка Иллен ĕçĕ. Нимех те сутаймарĕ вăл. Лашине ĕшентерсе çӳрени ахаль пулчĕ. Çук, иртерех килчĕ вăл хулана. Малтан ун таврари ялсенче «ураланмалла» пуль-ха. Вырсарни пасарĕпе Мăнарни пасарĕ чухах уншăн. Кайран мĕн пулĕ унта.
Яка Илле Ивук пирки çĕтĕлсе шухăшлать. Те пĕр-пĕр майра тупса янă ĕнтĕ хулара вĕреннĕ хушăра, кулатник, пĕрмай Шупашкара килессипе йӳтетет. Килсен — куçа та курăнмасть. Халĕ темле тупĕ ĕнтĕ? Пулăшас вырăнне пушăлла янккаса çӳрет, услап. Хулăччĕ эсреметсене.
Юлашки сăмахне Яка Илле ывăлĕ пирки çеç те мар калать. Хăйĕн лавĕ патне пыман, мĕн те пулин туянман кашни çынна вăл тăшман тесе шутлать. Пурте вĕсем ухмахсем, кахалсем, карма çăварсем. Мĕн лайăххипе мĕн япăххине пĕлмеççĕ. Пурне те хулăпа ислетмелле. Яка Илле хăй, чипер çын, çавăн пек те (мĕн пеккине вăл ăшĕнче çеç асăнать), ыттисем пирки калама та кирлĕ мар.
Пĕчĕк куçĕсемпе йĕри-тавра вут та хĕм сирпĕтсе Ивук ашшĕ урапа çинчи япалисене хăй çывăхнелле туртать. Кунта хăйсен хуçисене тупаймарĕç пулсан килте тупĕç, выртчăр унччен, çăкăр ыйтмаççĕ. Килти сутă Мускав суттине халь ĕнтĕ Яка Илле те туя пуçларĕ. Хулара мĕн кайнипе мĕн кайманнине те чухлать вăл. Хула çыннине йĕкесем-йĕпсем мар, ытларах ĕçме-çиме пар. Пыл унта, çу, çăнăх. Малтан пĕрер хуçапа калаçса татăлмалла. Мăнастирсенчи çав хура таракансем-манахсем те çветтуй сывлăшпа çеç пурăнмаççĕ пуль. Унтан... кĕпе-тумтир те... çĕнĕреххине тăхăнма тивмест-и. Ялта пырать вăл. Пырать çеç мар, лайăх вăл. «Хамăр çын» теççĕ. Кунта ав —йĕрĕнме пăхаççĕ, шалçасем. Хăйсен пĕтĕм пурлăхĕ çийĕсенче пуль. Яка Иллен — укçара. Вăл — шанчăклăрах.
Илле пĕшкĕнсе кĕленчерен шыв ĕçрĕ те... çăкăр илчĕ. Сыпăксăр кĕпçе пек, кунĕпех ĕçесси-çиессипе вăл паян. Çула тух кăна, пĕтĕм йĕрке пăсăлать. Тепĕр чухне яра куна пĕр хĕлхем ăша илместĕн. Паянхи пек ĕçсĕр аптранă чух ун вырăнне кунĕпе апатран татăлмастăн. Çиен — ĕçес килнĕ пек, ĕçен — çиес килнĕ пек. Унтан тата мĕнле те пулин шухăш пырса кĕрет пуçа. Анчах ниçта пăрăнма та çук — пĕччен. Лашине кӳлесчĕ— ăна та çын патне тăратнă. Май килсен савăнсах хулана пăрахса хăварĕччĕ вăл ывăлне, ан тив, çуран танккатăр...
Яка Илле çĕре ларчĕ те, ури лăштах пулчĕ ун. Унтан выртсах пăхрĕ вăл. Ма пур-çук япалашăн ура çинче тăрас? Кунтан выртса та аван курăнать. Ав урасем тапăлтатаççĕ — çăпаталли, атă-пушмакли. Урлă урасем, кукăр урасем, тӳрĕ урасем, тенкел урасем. Ыткăнса пусаканни, çĕр çуммипе хыпашланă евĕр пыраканни. Çĕр те пĕр тĕрлĕ çын — çĕр те пĕр тĕрлĕ ура. Çывăрса каяс мар кăна, тата мĕнле те пулин мăшкăл кăтартĕç. Урапине те çухатма шел — тимĕрленĕ урапа. Таварĕ виç-тăват тенкĕрен ытла та пулмĕ хăть, мĕншĕн тесен курмалла пек çеç килнĕ вăл...
«Атте! Атте теп!..»
Ивук сасси. Яка Илле шăкăр-шакăр сиксе тăчĕ, — такки кăтăш пулнах-мĕн вăл, усал, — Ивук çине ыйхăллă куçĕпе пăхрĕ.
«Эс мĕн кăшкăран? Мĕн пулчĕ?»
«Илтместĕн те ара. Те çывăрса кайнă».
«Çывратаççĕ кунта, кĕтсех тăр. Шыв ĕçме пĕшкĕнтĕм».
«Кур-ха, атте, кам тупăнчĕ, — тесе Ивук хăй çумĕнче тăракан йĕкĕт çине кăтартрĕ. — Хамăр ялсем! Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ. Эп ăна суккăр ыйткалакан тесе. Пасар леш хĕррине ларнă та сĕрме купăсне най-нăй-нăй тутарса ларать». — Хыпаланса калаçнă май Ивук йĕкĕт тавра çаврăнкаласа çӳрет, унăн сĕрме купăс чикнĕ пушă кутамккине вĕçертсе урапа çине хурать, çăм шлепкине хывса илет, çӳçне тӳрлеткелет, юратса ăна куçĕнчен пăхать, тарлă çурăмĕнчен çупăрлать. Савăнăçне ниçта чикеймест çын.
Юлташĕ тупăннă-çке.
Яка Илле питне пĕркелентерсе юриех урăх еннелле пăхнă пек тăвать, хутаçран шăрттан таткипе çăкăр кăларса чаплаттарса çиет. Ăна пурте тарăхтарнă: ывăлĕ кая юлса килни те, хăйсен ял ачи тупăнни те (вăл Шуркассинчи, Яриле ывăлĕ Ухтиван, Ивук тантăшĕ), йĕкĕт Ивук çумĕнче çӳллĕ те сарлака хул-çурăмлă пулни те, вăл илемли те, Ивук çавна туймасăр ун умĕнче шапăлтатса çӳрени те. Пурте, пурте! Йĕкĕт пуш алăпа таврăнни çеç Яка Илле кăмăлне кăшт лайăхлатрĕ. (Ухтиван пĕр пус укçасăр килнине вăл пĕрре пăхсах пĕлчĕ.)
Ухтиван аптра юлчĕ. Хырăмĕ выçнипе вăл сурчăкне çăтать.
«Аван-и, Илле пичче».
Яка Илле чĕнмест, аллине те памасть, вăл —çиет.
«Эс мана палламарăн пулмалла, Илле пичче. Эп хамăр ялсем... Ухтиван».
Яка Илле Ухтиван çине тăрăхласа пăхать.
«Вара ман мĕн тумаллаччĕ эс Ухтиван тесе? Ура хуççа ташламалла-и?»
«Ара ĕнтĕ...» — текелет Ивук.
Яка Илле хĕрнĕçем хĕрсе пырать.
«Ăçтан паллама сире. Эсир мĕн вĕт... Кăшт пурнăç хĕсĕнсенех вырăс хушшине тапатăр. Тăвар сапса хунă унта сире валли... Ну, мĕнле, нумай турăн-и укçа?»
Ухтивана Яка Илле калаçма тытăнни савăнтарнă. Ват çын йăнкăртатни тесен, унран мĕн тĕлĕнмелли пур? Атя, шавлаччăр чунĕсем каниччен. Ывăнсан хăйсемех чарăнĕç-ха. Урăх темпе йăпанмалла тата вĕсен.
Ухтиван кулкаласа кĕсйине çапса кăтартать.
«Пĕр пус укçа та çук, Илле пичче. Яп-яка».
«Куратăп. Çăпата уссăр çĕтсе çӳриччен ларасчĕ килте. Тарçа кĕме хуçисем хамăр таврара та пур...»
Вăл хушăра Ивук Ухтивана çăкăр таткипе сухан-и, мĕн-и панă та, çамрăксем савăнсах апата илтереççĕ. Яка Илле сăмахĕ вĕсен пĕр хăлхинчен кĕрсе тепринчен тухсах каять пулмалла.
Пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕнипе сасартăк çуталса кайса Яка Илле Ухтиван еннелле çаврăнать.
«Итле-ха, йĕкĕт, ăмма санăн пирĕн пата тарçа кĕрес мар? Çусан, тасатсан эс чипер ачах... Пире пур пĕр тепĕр çын кирлĕ, э? Тен, ху пĕччен те ĕлкĕрĕттĕн, эс вăр-вар йĕкĕт. Шахрунне — çăва патне... Э? Чăнах. Итле-ха, Ухтиван...»
Унăн шӳтне ăнланнă пек пулса Ухтиван Ивук еннелле куçне хĕсет, кулкаласа:
«Тĕрĕс ара. Ма кĕрес мар, кĕрес. Начаррипе начаркки пĕр çăмха чăмăркки тет-и-ха? Ха-ха!»
Яка Илле каллех хаярланса кайнă.
«Мĕн, ĕненместĕн-и? Калăттăм та эп сана пĕрре. — Йĕм кĕсйинчен пĕр ывăçах мар пулсан та, самаях пăхăр укçа туртса кăларать: — Ме акă. Кайран ĕçлесе татăн».
Ухтиван илмест укçине. Вăл кулма та, чăмлама та чарăнса Ивук çине ăнланмасăр пăхать. Лешĕ пусма кĕпе, шăлаварпа атă тăхăннине тинех асăрхарĕ тейĕн вăл.
«Тĕрĕсех калать атте, — тет Ивук. — Пире халь чăнах та тепĕр тарçă кирлĕ. Атте лавкка уçрĕ, пасартан пасара çӳрет, кил таврашĕнче аппаланма ун вăхăт çук. Эпĕ хулара вĕренсе тухрăм. Килте Паçапа Шахрун çех...»
«Мĕне вĕрентĕн?»
«Вулама-çырма. Кантурта службăра ларма».
Ухтиван паçăрах çиме пăрахнă. Пăхмасăрах шлепкине илсе тăхăнать вăл, кутамккине аллине илет. Хăйпе хăй калаçнă пек калаçать:
«Мĕнле-ха, апла? Виç çул каялла çеç эсир те... пирĕн пекехчĕ-çке? Çиме çитместчĕ. Выльăх усраймастăр. Икĕ çу умлă-хыçлах тырă пулман. Эсир — лавкка уçнă?!»
«Çапла, шăллăм, — тет Яка Илле хăпартланса. — Уçрăмăр лавкка. Килĕшет-и вăл çынсене, килĕшмест-и — уçрăмăр. Супăнь, кнахвит кирлĕ пулсан пирĕн пата пыр. Калаçса татăлăпăр. Пурнăç çавăн пек вăл, Ухтиван. Хăшин ăнать, теприн — çок. Арăскалтан килет. Эсĕ ав тĕнче тăрăх çӳресе те укçа тăвайман, эпир кăмака çинче ларсах аптрамарăмăр. Телейне пăх та Мускава кай теççĕ-и-ха? — Сасартăк çĕнĕ шухăшпа хавхаланса. — Итле-ха, ача. Кĕрĕш пирĕн пата тарçа! Кайран хăвах тав тăвăн. Шахрун... карта-хурăра ĕçлекенни пулĕ. Эсĕ мана пулăш, эсир — тӳрĕ йăх, шанма пулать сире. Паçана та пулăшма тивет сан. Нумай чух эсир унпа иксĕрех пулатăр килте. — Ухтиван килĕшесси пирки пĕртте иккĕленмесĕр кĕтмен çĕртен лайăх тарçă тупрăм тесе Яка Илле хăй кампа калаçнине те манса каять. — Купăсна вутта пăрах. Купăсна нăй-нăй-нăй тутарса çӳреме эпир мыскараçăсем мар вĕт... Паçапа пĕр чĕлхе тупма пĕлсен, тен, хăв та хуçана тухăн. Эй, мĕн аташатăп çак эп! Эс пирĕн çын пулатăн. Килти çын! Лавкка хуçи!»
Ивук та ӳкĕтлет юлташне.
«Килĕш, Ухтиван. Чăнах. Пĕрле пурăнăпăр, эпир туссем-çке».
Ухтиван кайма хатĕрленнĕ. Анчах тем тытса тăрать-ха ăна кунта.
«Çук, Илле пичче, кĕрĕшместĕп тарçа. Киле те кĕместĕп. Çыншăн ĕçлесе ывăнтăм эпĕ. Малашне хамăршăн ĕçлесе курас. Çăккăрне эп сире килте парса татăп. Манăн хамăн та кăштах пур та — анне валли вăл».
«Вилнĕ сан аннӳ!» — тет Яка Илле сасартăк, питрен чулпа пенĕ пек.
Ухтиван сулăнса каять, урапа хĕрринчен тытать.
«Вилнĕ? Хăçан?»
«Тахçанах. Эс çухалсанах. Виçĕм çул-тăватăм çулах. Ăна эс вĕлертĕн».
Яка Илле мĕн каласшăн пулнине ăнланать Ухтиван. «Тен, вĕсем шут тăваççĕ? — тесе шухăшлать вăл, шалтăрах халтан кайнăскер, хăй кунта мĕнле утса çитнинчен тĕлĕнсе. — Тен, унăн, тӳрккесĕн, Яка Иллен, шӳчĕ çавнашкал?» Атя, ун пек шӳте те каçарма пулать, тĕрĕс мар çеç пултăр. Анчах пăхать те Ухтиван Ивук еннелле — вăл та макăрас пек тăнине курать. Яка Илле шăналăкне сирсе илнĕ, таварĕсене çыхать...
Киле весемпе пĕрле таврăнмалла пулассинчен хăраса ӳкнĕ Ухтиван аяккалла утать. Пĕрре вăл ирĕк çĕртех çын çине пырса кĕрет. Унтан сулăнса каять, тӳрленет. Таçта çитсе тем туса хурас пек васкать вăл, васкать. Ивук мĕн те пулин каласа ĕлкĕриччен Ухтиван пасарти халăх хушшинче çухалать. Ивук пăртак кĕткелесе тăрать те хăй те ун хыççăн ыткăнать.
«Тăхта-ха, Ухтиван».
«Тата эс ăçта сулланатăн, киремет тытса хутлатасшĕ, аçа кикен, шуйттан?! — ĕрлешсе юлать хыçалтан Яка Илле. Ывăлĕ Ухтиванпа ермешсе кайнине туйса сых ятне Ивука ĕç хушанçи пулать:—Лашана шăварма ан ман, арçури, сӳккеней! Калăттăм та эп сана пĕрре, типири, шорт! Халех таврăнмасан эп сана.... Пăх-ха эс вĕсене — чӳлмексем урлă сиккелесе çӳреççĕ».
Яка Илле Ухтиван пирки шухăшлать. Кăмăлне каять унне йĕкĕт. Сăнĕ-пуçĕ те, ăсĕ те пур тет вăл. Килти çын туса хитре тумлантарсан пĕтем халăх лавккана иленĕччĕ. Ашшĕпе калаçса татăлас тесе тĕв тăвать Яка Илле хăй ăшĕнче.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...