Таната :: Çын çухалнă


Çынсем çĕре персе аннă Ивук патĕнчен кĕпĕрех аяккалла пăрăнчĕç. Ухтиван килнелле васкамасăр утрĕ, çенĕке кечĕ те ним тума аптраса йăрхахран сĕрме купăсне илчĕ.

Ун чĕринче çак самантра хаяр тарăху çеç çунтарса тăчĕ, хăрани те, ӳкĕнни те сисĕнмерĕ. Ан тив, килсе тытма хăйччăр вĕсем ăна!

Мултиерпе Якур, унтан умлă-хыçлах Хĕлиппе Чăлах Эрнюк тарçи Якрав килсе кĕчĕç. Якур таçта пахчасем хыçĕпе çаврăнса çӳренĕ пулмалла, тăли çумне ана пыйти çыпăçса тулнă. Яриле те пахчаран таврăнчĕ.

Хĕлип кула-кула Ивук çинчен каласа пачĕ.

«Ухтиван çапсан леш, кантур чĕппи, палтăрах çĕре хутланса анчĕ. Макăрса ярать пуль тесеччĕ те, макăрмарĕ. Сăмсине аллипе хупланă та, пӳрнисем витĕр пăтăр-пăтăр юн тумлать. Тӳрисем пуçтарăнса тăнă та вырăсла тем ыйтаççĕ пулмалла, ку нимĕн те шарламарĕ, тăчĕ те килнелле чупрĕ».

«Ну, асту, Ухтиван, — терĕ Якур. — Халь тивмесен те вăл сана куншăн ĕмĕрне те каçармасть, пĕлеп эп вĕсен йăхне».

«Каçармасть?! — тĕлĕнсе яшт сиксе тăчĕ Мултиер. — Ăна хăйне кам каçартăр? Эсĕ-и? Эпĕ-и? Тен, эппин, Ухтиван каçарать пуль? Куртăн-и, мĕн туса кайнă вăл? — терĕ Мултиер Ухтивансен алăкĕ çине кăтартса — Ивук пирĕн пĕтĕм яла сутрĕ».

«Çавăнпа ăна пĕтем ялпа суд тумалла», — терĕ Хĕлип.

«Тулать ун шалçи».

«Сăха йытта — вĕри пашалу!..»

«Вăй вĕсен аллинче-çке-ха...»

«Çук, вăй пирĕн алăра, — терĕ Ухтиван. — Вĕсем пиллекĕн, вуннăн, çирĕммĕн, эпир — пĕтĕм ял, пĕтĕм халăх. Хăшĕ вăйлăрах? Эпир пĕрне-пĕри пулăшса тăрсан пире нимле Ивук та хăрушă мар».

Мултиер пӳрте кĕрсе çаврăнса тухрĕ, алăк тăпсине пырса сăнаса пăхрĕ.

«Ну, йăтăран та йăтă ку Ивук. Пăх-ха, мĕн туса хăварнă вăл, э? Никамăн та капла хăтланма ăс çитес çукчĕ ĕнтĕ. Вăт этем те эс ăна. Хăйне кирлĕ пулсан ял-йыша мар, тăван ашшĕне те пĕр хĕрхенмесĕр сутса ярать, усламĕ çеç ытларах пултăр».

Çынсем тата пăртак кĕткелесе ларчĕç, туха-туха итлерĕç, никам та килни-туни илтĕнмерĕ. Каç пулас умĕн çенĕке Кĕлпикке чупса кĕчĕ.

«Кайрĕç! — терĕ вăл савăнăçлăн сиккелесе. — Ялтан тухсах кайрĕç! Хушаççĕ Петĕрĕ ăсатрĕ».

Пурте çăмăллăн сывласа ячĕç. Мултиер йĕм кĕсйинчен чул муклашки кăларса пăрахрĕ.

«Мĕн тума илнĕччĕ эс кăна, Мултиер пичче?»

«Хам та пĕлместĕп. Куç умне тĕл пулчĕ те, илсе чикрĕм».

Ĕнтĕ йăлтах иртсе кайнăччĕ, çынсем те пĕрне-пĕри пӳлсех шавласа калаçма тытăннăччĕ, — сасартăк тепĕр пăтăрмах сиксе тухрĕ. Кил карти алăкĕ лăчăр-лачăр турĕ те çенĕке тутăрне ӳхĕ пек хăлхаллă туса çыхнă кукăр карчăк Сульха инке кĕрсе тăче.

«Ах, хăтарах, ывăлăм, — терĕ вăл Ухтивана. — Хута кĕр, пулăш ват çынна... Пĕтрĕм пуçах! Ватăлмалăх кунăмра хăраххăн тăрса юлтăм...»

«Мĕн пулчĕ?»— ыйтрĕç унран.

Карчăк тинех ыттисене те асăрхарĕ.

«Çын çухалчĕ! — терĕ вăл чăх пĕр пĕрин патĕнчен теприн патне лĕпĕстетсе. — Пĕтрĕ пĕр чун! Хăйĕн чăрсăрлăхĕпех пуçне çирĕ. Пулăшăр, тархасшăн! Пĕччен ним тума та пĕлместĕп. Тен, хальччен вилсе те выртрĕ пуль, мескĕ-ĕ-ĕн. Ах, тур-тур, мĕн тăвам-ши ĕнтĕ, мĕн тăвам-ши?..»

«Кам çухалчĕ, инке?»

«Ара, кам пултăр, ачам, Теруш пиччӳ çухалчĕ, Теруш пиччӳ пĕтрĕ! Ытти çынсем çухални мана мĕне кирлĕ, ачам, шухăшласа пăх-ха эсĕ? Хăть те çăва тĕпне анса кайччăр вĕсем. Пулăшăр, ырă çынсем!»

«Мĕнле çухалчĕ ара? Ăçта кайса кĕчĕ вăл? Эсĕ йĕркипе каласа пар, инке?»

«Мĕн йĕрки пултăр унта! Ним йĕркисĕр çухалчĕ. Кантуртисем килчĕç тенине илтсенех пачах куçран çĕтрĕ».

Карчăк ытла хыпăнса ӳкнĕрен Ухтиван патне пуçтарăннă çынсем пурте вăрттăн кула-кулах Мулкач Терушне шырама тухса кайрĕç. Урамра урăх çынсем те ушкăна пырса хутшăнчĕç. Вара Мулкач Терушĕн лупас айне, пахчине шыраса çаврăнчĕç, уй хапхине тухса пăхрĕç, çук та çук Мулкач Терушĕ.

Хĕвел те анче, каç та пула пуçларĕ — Мулкач Терушен йĕрĕ те çук.

«Ăна кантуртисем тытса карĕç пулмалла, — терĕ Сульха инке хаш сывласа ярса. — Вĕсем килсе çитиччен çех Теруш тӳресене вăрçса ларатчĕ. Путех çавсем тытса кайнă! Пĕтрĕ ман çыннăм! Çирĕ пуçне, мĕскĕнĕм!»

«Ун пекех ан хуçăл-ха, инке».

Карчăка лăплантарма та пăхрĕç, кантуртисем хăйсем çех кайрĕç тесе те ĕнентерме тăрăшрĕç, çук, канăçсăр карчăк хăйĕннех перет.

«Ан калăр мана, ан калăр, ан калăр. Ăна çавсемех тытса кайнă. Ытла хăюллă калаçатчĕ çав! Тытăçса ӳкрĕ пуль ĕнтĕ çавсене курсанах. Пĕр хĕрсе кайсан вăл тем туса хума хатĕр. Хăйне те, çынна та хĕрхенсе тăрас çук вăл».

Ирĕксĕрех Хĕлипе ут утлантарса Шурчана чуптармалла пулчĕ. Тĕттĕм пулса çитнĕ çĕрелле вăл каялла таврăнчĕ. Мулкач Терушĕ унта та çук иккен.

Карчăк тата хытăрах йăслама тытăннипе çынсем пĕрерĕн-икшерĕнех аяккалла пăрăна пуçларĕç. Ухтиван та килне кайрĕ. Сульха инке картишне Мултиерпе ик-виçĕ çын çех тăрса юлчĕç.

Мулкач Терушне мĕнле шыраса тупнине ирхине Ухтивана Мултиер каласа пачĕ.

«Чупса çӳресе те, карчăкне лăплантарса та хăшкăлтăмăр, — тет. — Ларсан-ларсан кинеми пире айăплама пăха пуçларĕ. Кирек ăçтан тупăр та — халех тупса панă пултăр тет. Теруш ял халăхĕшĕн пуçне çирĕ, ăна çак самантрах тупса памасан хам та шыва кайса сикетĕп тет. Шывĕ сиксе вилмелĕх çук, ун урлă чăх та утса каçать, шапа çурăмĕсем те пытанмаççĕ тетпĕр. Вăл — хăйĕннех. Вилес тесен ăна кӳлленчĕк шывра та вилме пулать тет».

«Карчăк сĕрленине илтес мар тесе çаплах шыранă пек туса çӳретпĕр. Çур çĕр тĕлнелле хăлхана кушак çури мăйклатнă пек сас илтĕнчĕ. Чарăнтăмăр та — вăл та шăпах. Утма тытăнатпăр — каллех мяю тет. Унтан этем сасси пек туйăна пуçларĕ. «Сульха карчă-ăк!» — тет. Вилме выртнă çын калаçнă пекех! Пирĕн кинеми савăннипе ниçта кайса кĕреймест. «Ку эсĕ-и, Теру-уш?» — тет. «Эпĕ-ĕ», — тет таçтан çын сассиех. «Ма тухмастăн?» — тет килемийĕ. «Кантуртисем карĕç-и?» — тет çĕр тĕпĕнчи сасă. «Кăнтăрлах карĕç, — тет килеми. — Ăçта эсĕ, ăстариккĕм?» — тет. «Эпĕ кĕлет айĕнче», — тет хайхи Мулкач Терушĕ. «Ма тухмастăн ара?» — тет килеми. «Тухăттăм та — тухаймастăп-çке»,— тет Мулкач Терушĕ хурлăхлăн. Вара эпир те сас патăмăр.

«Мĕн пулчĕ?» — тетпĕр. «Хĕсĕнсе лартăм, — тет. — Пăрçапа хăяр çинĕччĕ те хырăм панк пулса карĕ, — тет. — Халех туртса кăлармасан çакăнтах вилĕм тăсăлса выртать, — тет. — Сывă пул, Сульха карчăкăм», — тет.

Сульха килеми пирĕн макăра пуçларĕ! Хăй вун çичĕ çулхи хĕр пек кускалать. Таçтан турчка тупса килчĕ, мелке илсе тухрĕ.

«Тархасшăн, туртса кăларăр ăстарикке», — тет.

Эпир тархасламасăрах тăрăшатпăр. Якур Теруша турчкапа çаклатса кăларасшăнччĕ, турчки кĕске пулчĕ.

Вăйă ачисем нумаййăн пуçтарăннăччĕ, тахăшĕ канаш пачĕ: «Эсир ăна аллинчен мелке тыттарса туртса кăларăр», — тет.

Апла та май килмерĕ. «Хырăма хускатма юрамасть, — тет. — Эсир мана хырăма хускатмасăр кăларса илĕр», — тет. Хăй хытăран та хытă çĕмĕрлешет: «Кунта чăх пăхĕ нумай, пуçа сĕрĕм тиврĕ, ĕнтĕ виçĕ кун хушши анраса çӳремелле пулать», — тет.

Çынсем: «Кĕлетне сӳтес!» — тесе кашкăраççĕ, теприсем çĕр чавса кăларасшăн. Пускилĕ, Някуç мучи, кĕлечĕн пĕр кĕтессине вĕрлĕкпе çĕклеме хушрĕ».

«Кăлартăр-и вара?» — терĕ Ухтиван кулкаласа.

«Ăçта кайтăр тата вăл? — тесе Мултиер хăй те кулса ячĕ. — Чип-чиперех тухса тăчĕ. Карчăке савăннипе ыталаса илме çех тытăннăччĕ, Мулкач Теруше хырăмпе чап çавăрса тытрĕ те карта хыçнелле вирхĕнчĕ».

«Пĕр сăмах та чĕнмерĕ-и?»

«Калаçса тăрать терĕ унта!..»

«Мĕнле ун пекех хĕсĕнсе ларнă вара вăл?»

«Ара, сехри хăпнипе часрах кĕлет айне чăмнă та, савăл пек хĕсĕнсе ларнă».