Таркăн :: Тĕмерккепе Утлас
Пĕр вăхăтрисем пулсан та, ытла та уйрăм вĕсем, çак икĕ çын. Тулашĕнченех расна. Пĕри, Тĕмеркки, вăтам пӳ-силлĕ, ырхан (тăтăшах варвитти ун). Пĕчĕк пуçлă вал, пĕчĕк куçлă. Сасси йăваш, чĕлхи çепĕç. Çынсемпе вăл кăвакарчăн пек кăвăлтатса калаçать. Ниме тăман сăмахсенех, никама калама юраманнине сана каланă пек, йĕри-тавра пăхкаласа илсе пĕлтерет. Вара унпа калаçакан çын та ăна юрама тăрăшса, ун еккине парăнса пăшăлтатма тытăнать. Хăй сисмесĕрех каламалла маррисене пере-пере ярать.
Тĕмерккене çавă çеç кирлĕ те...
Утлас та хытанка, анчах çӳллĕ, пысăк та чакăр куçлă муритленсе пĕтнĕ сăнлă. Чеелĕхĕ çук ун. Çынна шанать вăл. Хăйне темиçе хут улталасан çеç ăна тытса вĕтме пултарать.
Иккĕшĕ те вĕсем вăтам пурнăçпа пурăнакан кил-йышсенчен тухнă пулнă, малалла ĕмĕтленнĕ. Мĕнпе çĕкленме пултарать хресчен çынни? Ыттисене ĕçлеттерсе, улталаса, чееленсе, сĕмсĕрленсе, суту-илӳ туса, çăткăнланса... Укçа тупса, тыррине е выльăхне ăнсăртран лайăх хака сутса та ура çине тăма пултарĕ тепри. Выçăллă-тутăллă пурăнса, укçине пĕрер пусăн пуçтарса пуйнисем те пулкаланă теççĕ. Анчах ун пеккисем, çынсене макăртмасăр пуякансем — ĕмĕрте пĕрре-иккĕ пулнă пуль. Ыттисем пурте — çылăхлă чунсем, таса маррисем, çын куççулĕпе пуйнисем.
Ялти хăмла хуçи шăнса вилсен çирĕмри Тĕмеркке те нумай шухăшласа тăман, унăн хĕрĕхри арăмĕ патне киле кайса кĕнĕ. Умлă-хыçлах ăна икĕ ача çураттарнă. Халиччен арçын ырлăхне курман хĕрарăм каçсах кайнă. Çамрăк упăшка, ачасăрах ĕмĕр иртрĕ пуль тесе пурăннă хыççăн çуралнă ывăлпа хĕр — тата мĕн кирлĕ ватăлас енне сулăннă хĕрарăма? Кунĕн-çĕрĕн ачисемпе йăпаннă вăл. Чăпăл тунă вĕсене, çиес килмен çĕртен çитернĕ, ĕçес килмен çĕртен ĕçтернĕ тенешкел. Ӳсерехпе ывăлĕ ухмах çурални палăрнă. Ку пушшех амăшĕн алли-урине çыхса лартнă. Эппин, часрах юмăç патне чупмалла, киремете чӳклемелле.
Пур çĕрте те укçа кирлĕ.
— Тĕмер, пулăш.
— Мĕн тумалла-ши, ылттăнăм?
— Ывăла сыватасчĕ-çке.
— Тем пекехчĕ те вĕт, пулмасть пуль çав, чунăм.
— Ма ан пултăр? Юмăçа каяс. Ваттисене асăнас, тен, çавсем тытнă. Иртнĕ каç эп вилнĕ маçака курнă та...
— Пулмасть пуль сыватасси. Вăл çуралассах çапла çуралнă. Ун пекки уçăлмасть теççĕ.
— Кай, ан хăрат-ха, Тĕмер. Тăрăшсан мĕнле ан уçăлтăр? Уçăлмалла вăл! Таçта çитсе пăхас, такампа калаçас. Киремете парне кӳрес. Кирлĕ пулсан эп чĕрене кăларса пама хатĕр.
— Кай, чунăм, çӳре, тăрăш.
— Чипер калаç-хă эс, Тĕмер. Сана итлесен ачашăн эпĕ çеç айăплă тейĕн.
— Ăна никам та пĕлмест, чунăм. Çапах та пирĕн енче ун пек тăмсайсем пулман. Хамăр йăхшăн эп пуçа хума пултаратăп. Пирĕн таса юн.
— Эп шухăшламан та ун пирки... Ывăлăма çеç уçăлтарасчĕ ман. Вăл çăварне карса ларнине курсан куç-пуç хуралса килет.
— Э, тĕрĕсех аса илтертĕн, чунăм. Пирĕн патра хăнасем пур чух эс ăна тархасшăн аяккалла ăсат. Хăвах пĕлетĕн, ырă мар. Ятлă çынсем эпир.
— Эппин, укçа парса хур эс мана. Çӳреме тытăнас, сана шанса пулмасть.
— Мĕнле укçа, чĕкеçĕм? Çук пирĕн нимле укçа та. Чухăнсем эпир. Тарçăсене тӳлеме ниçтан пĕр пус татса илейместĕп.
— Эп пани ăçта кайса кĕчĕ?
— Тепĕр вунă çултан аса илмеллеччĕ сан. Унтанпа эпир ĕçсе çисех икĕ хут ытларах пĕтернĕ. Юрать, хăмла лупасĕ тутарма та атте кивçен пачĕ, уншăн тавтапуç ăна.
Çапла майлаштарнă вăл пурнăçа. Арăмĕ, Улиç, пĕтĕм тăванĕ-хурăнташĕсене манса ача пăхса ларнă хушăра, Тĕмеркке таврари пуянсемпе паллашса пĕтнĕ, вĕсенчен ĕç тума вĕреннĕ. Халлĕхе касамата çакланмалли айăпсемех курăнман ун, çапах ӳлĕмрен тем пулас-килес тенĕ вăл. Хăнăхман ĕç-çке. Икĕ питлĕ çын пек. Е илĕн те сутаймăн. Е сутса ярăн та илеймĕн. Е сана улталĕç, е, май килсен, эсĕ улталăн. Çавăнпа тӳре-шарасене «сĕрнĕ» вăл, иййепе хĕртсурта парне панă. Атя, пурте кăмăллă пулччăр тенĕ. Кăмăл турамĕ — пĕр турам.
Çапла хăра-хăра çӳресех вăл хăйĕн тавар çаврăнăшне çак вунă çул хушшинче сахалтан та ик-виçĕ хут ӳстернĕ. Ытла пысăк ӳсĕмех мар вăл, çапах пырать ялти пуяна.
Малашне те çак майпа çеç çĕкленсе пырсан та хăй ватăлнă çĕре Тĕмеркке пинсем тытакан çĕрме пуянах тухатчĕ пулĕ те (ялти масштабпа), пăрахнă вăл суту-илӳ ĕçне. Пуçĕпех. Пачах. Сасартăк. Кăшт каярах та пулин, çӳлелле тапаçланма çунат çуккине туйса илнĕ вăл. Хăмла склачĕ çунса кайни те амантса хăварнă пуль. Тата — пуринчен ытла — хăйĕн тĕп çулне тупнă вăл. Пурнăç çулне.
Кив йăласене унччен те тытса пынă-ха Тĕмеркке, çынсенчен юлман. Хăй килте чухне халăх ăçта — вăл та унта пулнă. Уй чӳк тунă çĕрте пулсан уй чӳк тунă çĕрте. Çинçе вăхăтĕнче тӳрĕ килсен, Тĕмеркке те ĕçсĕр ларнă. Тархасшăн. Тăкакне те шеллемен. Укçа тăк — укçа, апат-çимĕç тĕк — апат-çимĕç. Темиçе пус укçа е пĕрер тирĕк кĕрпе, çур услам çу панипе çын чухăнланмасть. Пĕррехинче Шупашкара ăнăçуллă кайса килнĕ хыççăн ӳсĕр Тĕмеркке ял çыннисене сурăх пусса хăналани те пулнă, акă мĕнле! Çапах унпа мар чапа тухнă вăл. Урăххипе тĕлĕнтерсе пăрахнă çынсене, вĕсен кăмăлне çавăрнă.
Пĕр çурхи кун картишĕнче тĕккелешсе çӳренĕ Тĕмеркке. Арăмĕпе ачисем хăнара пулнă ун. Икĕ тарçи уя тислĕк турттарнă.
«Çак сăн-пуçпа (хăйне Тĕмеркке хитре çын пуль тенĕ), çак вăй-халпа (вăтăртан çеç иртнĕ çамрăкăн мĕнле вăй ан пултăр!), çак пурлăхпа — пĕччен тăрса юлас пулса-ан! тенĕ вăл тĕмсĕлсе картиш тăрăх читлĕхри пек кумнă май. Арăмĕ ун кăпăшкаланса, тачкалса кайнă. Сĕм карчăк ĕнтĕ, вылясси пирки мар, вилесси пирки шухăшлама вăхăт. Вăл çаплах алхасма пăхать. Хăй пĕчĕккĕ чух Тĕмерккене аллăсенчи мар, хĕрĕхри çын та ватă хăрпан пек туйăннă. Ун карчăкĕ ав, турран килесшĕ Улиçĕ — аллă пиллĕкре, шухăшлăр-ха эсир! Çĕр çулăн иккĕмĕш çурринче пырать.
Хăйĕн ӳт-пĕвĕнче Тĕмеркке çурхи сĕткен чупнине туйнă. Таçта каяс килнĕ ун, такампа чĕре патĕнчи сăмахсемпе калаçас килнĕ. Кам та пулин шеллетĕрччĕ, çупăрлатăрччĕ ăна.
Ăнлантăрччĕ.
Кĕçĕн алăк шалтлатса уçăлчĕ те, вĕсен картишĕнче Тĕмерккен инçетри хăйматлăх йыснăшĕ курăнса кайрĕ. Вăл ытти чухнехи пек кăшкăрса саламламарĕ, темле нăшак туса илчĕ те хапхана уçса ячĕ, алăк айне юпа çумне тăратса хучĕ, урапа кӳлнĕ лашине картишне çавăтса кĕчĕ. Темшĕн кăштах хăрама тытăннă Тĕмеркке хапха патнелле ыткăнчĕ, ăна хупса ан тăр, эп халех каятăп тесе каласса кĕтсе (вăл енне кайсан, лашине урамра та тăратма пулатчĕ-ха) тата урапа çинче темĕн, шăналăкпа витнĕскер, лĕнчĕр-ленчĕр силленсе пынине курса (неушлĕ шӳрпе пĕçерттерме — ĕçкĕ ĕçме — йысна сурăх пустарса килет тесе) хапха алăкне хупса хучĕ. Вара тин йыснăшĕ патне лупас айне утса пычĕ.
— Килях, йысна. Пурнăçсем епле? Тăхта-ха, хам тирпейлем, — тесе Тĕмеркке шăмаракан ута шăлтăр-шалтăр тăварса пăрахрĕ, сӳсменне юпа çумне çакрĕ, утне сырăш патне кăкарчĕ. Иыснăшĕ мĕн сăлтавпа килтен тухнине час-рах пĕлесси килчĕ ун. Хăнана тесен ĕнер, эрнекун, çитĕччĕ вăл.
— Инкек пулчĕ, Тĕмеркке. Сирсе сирĕлми хуйхă. — Ватă çыннăн сасси сасартăк улшăнчĕ те, вăл каска çине васкаса хутланса ларчĕ.
Тĕмеркке те шартах сикрĕ. Урапа çине сехĕрленсе пăхса илчĕ. Арăмне пусман пуль те ку ухмах?..
— Мĕнле инкек, йысна? Ан хăрат-ха эсĕ.
— Шăналăка сир-ха ав.
— Кай, хăратăп эп, йысна. Сиксех чĕтретĕп. Эс ахаль каласа пар.
Старик тăрса шăналăкне туртса сирчĕ. Урапа çинче хăйматлăх йыснăшĕн усрав хĕрĕ хитре Эрнеслу выртать-мĕн. Урипе аллине хыçалалла туртса çыхнă. Хăй айккинелле пăхать. Халĕ ак питне утă ăшнелле турĕ. Мĕнле ăмсанса сăнатчĕ ăна Тĕмеркке! Мĕнле чиперччĕ вăл, никам катман сар мăйăр! Халĕ те пулин кăкăрне мĕнле каçăртса выртать.
Йыснăшне Тĕмеркке аяккалла çавăтса кайрĕ. Старик эрех сыпнă иккен.
— Мĕн пулнă ăна, йысна? Ухмаха ерчĕ-и?
— Пĕлместĕп-çке эпĕ. Карчăк ситрелет — усал ерчĕ пуль тет. Тытамак тытать. Ытти чухне лайăхах хăй. Калаçать, юрлать. Тытса пăрахсан пырса ан çулăх. Кăвакарса каять, шăлне çыртса лартать, куçне-пуçне тискерлетсе ярать.
— Кай, кай, кай, — терĕ кăна кил хуçи тĕлĕнсе.
— Чирĕ лăпланаспа макăрать, макăрать вара, хăйне хăй те чараймасть. Йăлтах вăйран ӳкет.
— Аптрани нумай пулать-и вăл?
— Пĕр-икĕ уйăх ĕнтĕ. Çуркуннепе пăсăлчĕ. Çынсене пĕлтерес мар тесе питех шарламан эпир. Хăйне те пĕччен кăларман килтен. Пĕрмай хурал кирлĕ ăна, пĕрмай хурал...
— Юмăçа кăтартнă пуль-ха эсир.
— И-и, Тĕмеркке, çитмен юмăç хăвармарăмăр ĕнте. Хĕрлĕ Чутай таранччен çӳрерĕмĕр. Пĕр вăкăрпа пĕр сурăх киремете патăмăр. Кăçал иккĕмĕш лаша туянмăп-и тенĕччĕ те — пулмарĕ ĕнтĕ.
— Лашине туянăр-ха ăна. Пуç сывă пултăр çеç.
— Вăл çаплах ĕнтĕ. Хĕр сывалтăрччĕ. Лаши пирĕн ку та чĕрĕ-ха. Сиксех туртать... Халь ĕнте пĕртен-пĕр шанчăак эсĕ, Тĕмеркке.
— Мĕн енчен? — хăраса ӳкрĕ кил хуçи. — Эс чипер калаç-ха, йысна. Эп çынсене çеç пурлăхлă пек курнап пуль хам эпĕ... мĕн çеç... Тарçă кăна. Хуçи арăм ман.
— Эпĕ Эрнеслу пиркиех-ха. Эсĕ хамăр çын, Тĕмеркке. Ют çыншăн ют çын çунаканни сайра вăл. Вĕсем, тен, васканипе сăмахĕсене те тĕрĕс каламаççĕ пуль. Сан асаннӳне мухтатчĕç ĕлĕк. Вăл вĕрнĕ хыççăн ура çине тăманни пулман тетчĕç. Тен, эсĕ те ăна хывнă, çăмăл алăллă теççĕ сана. Пурнăçна час майлаштарса ятăн эсĕ. Ват çынсенчен ютшăнмастăн. Кив йăласене çирĕп тытан.
— Çынсенчен юлман çав. Куçăхсан мĕн тусан ачасене те хамах тĕтĕрсе янă. Унсăр юрамасть пирĕн, кашнинче пускиле чупма çук.
— Ийя çав. Çаплах. Итле-ха, Тĕмеркке, пулăш пире, айвансене. Эпĕ ни чĕлхе пĕлместĕп аяккарах кайма. Ни хуласене çитсе курман. Тепĕр ик-виçĕ кунтан суха патне тухмалла пулать. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тет. Тырă акмасăр юлсан выçах вилес пулать вара...
— Мĕн ыйтасшăн эс манран, тăна кĕрейместĕп? — терĕ юлашкинчен Тĕмеркке чăтăмсăррăн. — Эсĕ тӳррипе кала, йысна.
— Çилленесрен хăратăп-çке, шăллăм. Итлемĕ тетĕп. Вара мĕн шутласа кăлармаллине те пĕлместĕп. Эпир пĕр-ик эрнене те пулин хĕре сирĕн пата хăварасшăнччĕ. Пирĕн килте пăхакан çук-çке ăна. Карчăк хăй те сывă мар...
— Çакăн пек çыхса пăрахса хăварасшăн-и, ырă йысна?!.
— Ма? Тытса пăрахни иртсе кайсан лайăхах вăл. Кине ĕçре те пулăшĕ. Ахаль те сире асăнатчĕ вăл. Аптраса ӳксен эмелле эс ăна. Шуйттанне хуса кăлар. Эсĕ хамăр çын-çке, пире усал сунас çук. Пирĕн пĕртен-пĕр тĕрек вăл. Эрнеслу сывалмасан пурăнмалли те çук пирĕн, икĕ тункатан.
Вĕсем тухса хĕр урипе аллине салтса ячĕç. Лешĕ урапа тĕпне кăлтăрт çаврăнса выртрĕ те кĕпине тӳрлетрĕ, питне аллипе хупларĕ.
— Хĕрĕм, — чĕнчĕ старик, — тăрса пӳрте кĕместни? Тĕмеркке йыснусем патĕнче эпир.
Хĕр сас памарĕ.
Кантăр-ха эппин тесе арçынсем пӳрте кĕчĕç.
— Таçта тармĕ-ши вăл? — терĕ Тĕмеркке.
— Кунта тармасть, — шантарчĕ старик пĕрремĕш сăмахне хăй сисмесĕрех пусăмласа.
— Ма кунта çеç? — хăлхине тăратрĕ кил хуçи.
— Кунта сиртен вăтанать, — терĕ старик çĕткеленсе.
Вăрттăнлăхĕ çавăнта мар-и-ха вĕсен.
— Мĕнтен пуçланчĕ ун чирĕ, йысна?
— Те чир вăл, те пăсташ, ăна пĕлме хĕн çав.
— Ну, кирек мĕн пултăр та, мĕнтен пуçланчĕ вăл? Тен, хăрарĕ пуль? Е йăтă çыртнă ăна? Пĕлмелле манăн. Унсăр сыватма çук.
— Карчăк калать — мăнтăрпа ашкăнса кайрĕ тет. Ут выляма тытăннă ун.
— Камăн?
— Хĕрĕн ара, камăн пултăр. «Качча парăр» та «качча парăр». Варлисем енчен астараççĕ — хăтана пыраççĕ. Эпир шалтах хирĕçчĕ. Хĕре ниçта кăларми пултăмăр. Ара, эс ху шухăшласа пăх: вун çиччĕрех кам качча кайни пур? Эпир çавăншăн пăхса çитĕнтерни ăна? Тепĕр вунă-вуник çул ним шутламасăр пурăнмаллаччĕ-ха килте. Ĕçчен хĕре вăтăртан иртсен те туртсах илеççĕ. Эпир карчăкпа иксĕмĕр унта та аяккалла парасшăн марччĕ ăна, пĕр-пĕр ăслă çын тупса хамăр пата киле кĕртесшĕнччĕ...
«Вăт ăçтаччĕ ман ăраскал, — тесе тĕмсĕлсе ларчĕ Тĕмеркке. — Çамрăкки те çамрăк, хитри те хитре. Кăпăк пек çемçе ӳт...»
— Варлине урăх хĕр тупса пачĕç. Эрнеслу макăрчĕ-макăрчĕ те, лăпланчĕ тесе эпир. Пирĕнпе çăвар та уçмасть. Çуркунне çак чирĕ пуçланчĕ вара. Хăш-пĕр чухне темиçе кун чиперех çӳрет, унтан тăвăнса ӳкет. Пĕтĕрĕнме тытăнать... Хĕнеме хушать хăйне.
— Юрĕ, хăварса пăх, — килĕшрĕ Тĕмеркке. — Сывалмасан эп айăплă мар. Чи кайран илсе килтĕр.
Хĕре вăл урапа çинчен пӳрте йăтса кĕрсе вырттарчĕ. Вăрăм та çинçескер, Эрнеслу самаях сулмаклă-мĕн. Çапах йăтма ăнкайлă хăйне. Тĕмеркке кăкăрĕ çумне лăпчăнчĕ те вăл, ӳкесрен хăранă пек, ăна мăйĕнчен ыталаса тытрĕ.
— Эп шанатăп сана. Эс хамăр çын. Хурăнташ, — тесе хăварчĕ ăна йыснăшĕ хапхаран тухса кайнă чух. — Нимĕн те шеллемĕпĕр, хĕрĕм çеç сывалтăр.
Пӳртре Тĕмеркке Эрнеслу выртакан çĕре пырса пăхрĕ. Хĕр месерле çаврăннă та кил хуçи çине кулса пăхса выртать. Пĕр енчен кĕпи арки сирĕлнĕ ун, пыр çыххийĕ салтăннă. Çӳçеннĕ евĕр, чĕтре-чĕтре илет вăл. Кăкăрĕ хăпара-хăпара анать. Шыва сикме хатĕрленнĕ тейĕн çынна.
Те минтерне тӳрлетме пĕшкĕннĕччĕ Тĕмеркке хĕр çине, те хăйне тытса чараймарĕ вăл — вĕсен тутисем сасартăк пĕрлешрĕç. Эрнеслу ăна мăйĕнчен уртăнчĕ, пĕççисемпе пилĕкĕнчен явса илчĕ. Вĕсем вырăн çине ӳкрĕç...
Унтан апат çирĕç тăрса. Каллех выртрĕç. Татах. Татах.
Тепĕр сехетрен Тĕмеркке пахчари мунча çенĕкне канма тухса ларнăччĕ, Эрнеслу ăна унта та шыраса тупрĕ...
Арăмĕпе ачисем таврăнсан та вăрттăн кĕтессенче тĕл пулкалатчĕç вĕсем. Хăй ĕшенсе çитсен мунчара кĕтекен хĕр патне пĕр каçхине Тĕмеркке хăйсен çамрăк тарçине тĕксе кĕртсе ячĕ.
Пĕр уйăхран çав йĕкĕт киле кĕчĕ Эрнеслу патне.
Çапла сывалчĕ хĕр. Çапла чапа тухрĕ Тĕмеркке. Никам сыватайманнине сыватрĕ, ăста юмăç теме тытăнчĕç таврара ун пирки. Кĕçех Тĕмеркке киремет пăхакана çитрĕ. Мăчавара. Хĕрсемпе арăмсене хырăм пăрахтарма вĕреннĕ тетчĕç ăна. Хĕрарăмсен туррипе хĕрарăмсен тӳри пулса тăнă вăл.
Пур енчен те пуянлăх пынă ун аллине. Çынсем патĕнче апата лармасть вăл. Килте те уйрăммăн çеç çиет. Ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнмасть. Киремете чӳклеме каяс умĕн мунча хутса кĕрет, йăлт шурă кĕпе-йĕм тăхăнать.
Янтул ашшĕн пурнăçĕ ăнман терĕмĕр. Телейсĕрсенчен пĕри пулнă вăл. Хирĕçнĕ пурнăçăн яшки тăвалла тăкăннă пек, йăлтах арăш-пирĕш те ӳпне-питне. Тата пĕр хăйĕн çеç те мар-ха, пĕтĕм кил-йышĕн, хурăнташ-тăванĕн. Тĕмерккен хресченлĕхĕ пулман ун. Çĕр ĕçлекене пысăк чăтăмлăх, çине тăни, кĕтме пĕлни кирлĕ. Кăрт-карт та вăрт-варт тунипе, е кĕске вăхăта çеç хатарланнипе нимĕн те татса илейместĕн эс унта.
Утлас хăйĕн вăйĕпе тӳрĕлĕхне шаннă, çынсене ĕненнĕ. Чееленме пĕлмен. Май килнĕ çĕрте те майлаштарман вăл пурнăçра. Ырă мар тенĕ. Тĕрĕс мар. Çынна улталани пулать-çке вăл. Пуян хĕрĕ Энчухха хăйне савни çинчен илтсен Утлас вĕсем патне хăтана яман, мĕншĕн тесен хĕрĕ килĕшмен ăна. Юратман çынна иличчен юпа çумне кайса тăр. Çитменне юлташĕсене пĕлтернĕ ун çинчен.
Çапла темиçе тăшман тупнă Янтул ашшĕ, темиçе юлташне çухатнă.
Мĕн тумалла пурнăç ăнтăр тесен? Çынсемпе килĕштермелле. Киремете çиллентермелле мар. Ваттисене вăхăтра асăнмалла. Тата ытти йăласене çирĕп тытса пымалла. Вара ĕçлемелле, ĕçлемелле. Улăп пек. Упа пек.
Ĕçленĕ Утлас. Тул çутăличчен тăрса алли кашăкне çăварĕ патне илсе пыми пуличчен ĕçленĕ. Анчах çиме çăкăрĕ çитмен. Тум-тир туса тăхăнмалăх выльăх тытайман. Ачисем чирленĕ...
Пурнăç унанă ăна, таптанă, лапчăтнă, вăл çаплах тĕрĕсси çиеле тухасса шанса пурăннă-ха. Пур пĕрех ырри хăçан та пулин çĕнтерĕ тенĕ. Унсăр пурнăç чарăнса ларнă пулĕччĕ. Çав çутă саманта Утлас хăй мар пулсан, ун ачисем е ачин ачисем те пулин кĕтсе илĕç.
Ун аслашшĕпе асламăш, кукашшĕпе кукамăш, ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисемшĕн, вăл шутрах Утласшăн та, тăрăшнă, пĕтĕм ырă йăласене вĕсене вĕрентсе хăварнă, халăхăн чунне панă вĕсене. Тăрăшăр, пурнăç тăвăр тенĕ. Халĕ Утлас тăрмашать, ачисене пурăнмалăх кĕтес, ĕçлемелĕх вăй, çынсемпе килĕштерме ырă кăмăл пултăрччĕ вĕсен тет. Анчах пурнăç урапи, йĕркеллĕ шăвас вырăнне, унталла та кунталла пăркаланать, лакăмсене кĕре-кĕре ларать, лăнкăшт та ланкăшт тăвать.
Укçа, тырă, выльăх ыйтаççĕ унран. Выльăх! Тырă! Укçа! — теççĕ. Унăн çук памалăх. Хăйсем выçă. Укçин тесне манса кайнă ĕнтĕ. Çавăнпа час-часах патак лекет ăна, сăмах тивет. Чухăн пулнăшăн хĕнеççĕ. Утласа, чăваш пулнăшăн çупкă çитереççĕ, вырăс тĕнне йышăнманшăн хĕсеççĕ. Пуп вăрçать, шущăксем килне пыра-пыра ухтараççĕ, стараста таçта ăсаттарассипе хăратать. Чип-чипер çын, ĕçчен — питрен сурса янă пек çӳрет вара. Халăх умĕнче хĕненĕшĕн намăс ăна. Чунĕ ниçта кайса кĕрейми тулашать ун. Килĕнче ачисем макăраççĕ. Арăмĕ чĕнмесĕр ларать. Вăрçинччĕ пĕрех хут тет ăшĕнче Утлас. Тата Энчухха тухатмăш çыпăçрĕ, çăва патне.
Эрех сыпса тултарать те Янтул ашшĕ — старастăна кайса ватать. Ăна виç кунлăха сивĕ пӳрте хупса хураççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...