Таркăн :: Аптранă кăвакал


— Мĕн туса парăн-ши эс мана, йăмăкăм?

— Урайĕпе сакки-лапкисене сĕрсе тухăп.

— Унччен мунчине пултармалла-ха.

— Эс мулча чĕлхине пĕлен пуль, Ильмук пичи хутсан ăшши тутлă пулать теççĕ. Мулчи те час сивĕнмест

— Вуттине çеç шеллемелле мар. Сирĕн... э, йăнăшрăм, пирĕн темеллеччĕ. Пирĕн ăвăс мунча та, кирек кам хутсан та тутлă пулать.

— Вут пуççине хăварсан та-и?

— Ăна хăвармалла мар ĕнтĕ. Юман мунчара кăшт вĕрирех хутсан вут пуççисĕр те сĕрĕм тивет. Йăмраран хăпартнинчен аплах мар. Сывлăш та ытлашши типмест унта... Чи тутли, паллах, çăка мунчи... Хысма шăрши тухса тулать вара. Сывлăшĕ çемçе.

— Темĕн те пĕлен эс, Ильмук пичи.

— Ман чул пурăнсан эс манран та ытларах пĕлĕн-ха.

— Миçере вара эс? — терĕ те Енчĕпек кăрт сиксе илнĕ аллине вăтанса арçын çинчен антарчĕ. Шӳт пĕтрĕ. Анчах хăй аяккалла куçса лармарĕ. Тимлĕ куçне те Янтул куçĕнчен тартмарĕ.

— Э, йăмăкăм, пăрчăканăм, пиччӳ миçерине те маннă-çке эсĕ, — тӳррипе калассинчен пăрăнчĕ Янтул тум-тир витĕрех хăйĕн айăкне хĕр кăкăрĕ пусса тăнине туйса, çывăхрах хĕрĕн чĕтревлĕ тутине курса. Енчĕпек куçĕнченех сисрĕ арçын: вăл та хĕршĕн ют мар. Ун пуçне сасартăк вĕри юн пырса çапрĕ. Хăй мĕн тунине тавçăрса иличчен Янтул Енчĕпеке ыталаса тытрĕ те ăна тутинчен чăп чуп турĕ.

Хĕр тухса чупасса е хăйне вăрçса тăкасса кĕтнĕччĕ вăл, Енчĕпек вырăнтан та хускалмарĕ, шурса кайрĕ те мунча çенĕкĕн улăм стени çумне таянчĕ.

— Ан тив мана урăх, — терĕ вăл хуллен. — Тем туса хурăпăр иксĕмĕр. Кайран — кая пулĕ... Санран ытла эп хамран хăратăп.

— Юрататăп эп сана, Енчĕпек. — Хĕре ыталама тăнăччĕ Янтул, лешĕ ун аллине хăй çинчен сирсе пăрахрĕ. Ан-чах тĕксе ямарĕ, хăйĕн арки çине хучĕ. Çиелтен шăтăр! чамăртаса илчĕ.

— Сан çывăхăнта сансăр — вилĕм мана,— терĕ Янтул хăюланса. —Выçă çынна çăккăр кăтартса çитермесĕр усранă пек.

— Тен, эпĕ те... Тен, мана та çăмăл мар пуль, эп чăтатăп-çке?

— Эс хĕрарăм, чăтăмлă çын. Е пуçĕпех манăн пулмалла эс. Е халех пăрахса каятăп эп. Урăх... пултараймастăп, ĕнен, Енчĕпек!

— Ĕненетĕп эп сана. Пур пĕр ан кай эс. Пушшех ан кай. Халь хăнăхрăмăр та, килти çын пекех эс. Сансăр мĕнле пурăнмаллине те пĕлместĕп.

— Эпĕ те çавах. Манăн та сансăр пурнăç çук.

— Ай, сухаллу, Ильмук...

— Чуп тума юраманнине манса кайнă эп, каçар, Енчĕпек.

— Атя, юрать-çке ĕнтĕ, чуп тăвах. Сухаллу чикет тесе йанăш каланă эп. Чикмест вăл, кăтăклать. Ача... ачашлать. Ай!..

Вĕсем пĕр çăмха пулса урайне йăванчĕç.

 

Мунча çенĕк алăкĕнче тăрмаланчăк пуç — ача пуçĕ курăнса кайрĕ. Хăй курас мар тенĕ çĕртенех, пĕрре пăхса илнипех ача темиçе кун хушши аса илсе шухăшламалли курчĕ: мунча алăкĕнчен палкаса тухакан çăра тĕтĕм улăм çи витти ăшне çăтăнса кĕрсе тăнине, хăраса ӳкнĕ Енчĕпек арçын арки çинчен сак çине сиксе ларнине, Янтул-Ильмук тарăхса хĕрелсе кайнине, вăл çак ачана юратманнине...

Ачи чăнах та юратсах пĕтермелле мар-мĕн. Нишлĕрех пулас вăл, самай çитĕннĕскерех, — вунвиççĕ-вунтăваттăсенче, — сăмсине юхтарса çӳрет. Ăна çара аллипе шăла-шăла сăмси айне хĕп-хĕрлĕ туса янă. Уншăн шеллемеллеччĕ кăна ĕнтĕ. Çук вĕт, темĕн кăмăл туртманни пур ун. Тĕл пулать-çке çавнашкал çын — çын пек çынах вăл. Питрен пăхан та — темĕн кăмăла пăсаканни, çĕтĕлтерекенни пур унта. Те вăл ыттисенчен катăккине туйса çӳренипе пулакан мĕскĕнлĕх, те кĕл айĕнчи кăвар евĕрле, çав мĕскĕнлĕх витĕр палăракан куштанлăх, те çынсем хăйне юратманнине хирĕçлесе шăртне тăратни? Нумай чухне çав нюанссене çын (ача — пушшех те) хăй ăнланмасан та пултарать. Вĕсем сисĕм-туйăмра кăна палăраççĕ.

Кун пек тамашасем кĕтменскер, ача пăрахса кайма та хатĕрччĕ, çынсем хăйне асăрханипе вăтанса алăк çумне кăштăртатса кĕрсе тăчĕ.

— Сана кантура чĕнеççĕ, — терĕ вăл никам çине пăхмасăр.

Янтулшăн пулсан хăть те шуйттан патне чĕнтер паян — хăрамасть вăл. Ача хăйне чĕнме килнине таçтанах сисрĕ Янтул.

«Мĕн тума?» — тесшĕнччĕ те вăл — шарламарĕ, ача пĕлмест пуль терĕ.

— Кам каларĕ?

— Атте.

— Камччĕ-ха сан аçу?

— Стараста ачи вăл, — пăшăлтатрĕ Енчĕпек хуллен. Ăна Янтул хăй те аван пĕлет-ха. Ача та илтрĕ ăна, çавăнпа нимĕн те чĕнмерĕ. Сăмси айне çеç вăрттăн тытса пăхрĕ.

— Эс кам ачи пулатăн-ха? — терĕ Янтул тепĕр майлă. Ăна мăн çын пĕле тăркачах ыйтнине ача та сисет.

— Хветĕр пиччен ара, — терĕ вăл вĕчĕхме тытăнса.

— Хветĕр пиччийĕ кам?

— Стараста ара.

— Ăна эс пичче тетни?

Ача вĕчĕрхенсе хĕрелсе кайрĕ, Янтулпа Енчĕпек çине кураймасăр пăхрĕ.

— Çынсем çапла калаççĕ ара.

— Кантурне хăçан каймалла-ха?

— Атте халех килтĕр терĕ. Лаша кӳлсе юлчĕ вăл.

— Э, лавпах леçесшĕн-и! Чыслă. Тавтапуç. Кала аçуна — тăвартăр утне.

— Ма — тăвармалла?

— Малтан — хушнине ту эс. Килне кай та...

— Хăçан пырать тес?

— Итле-ха, ача, эс ытла нумай калаçатăн. Тепĕр сăмах ыйтсанах сана пĕçеркки лекет. Çавна шута ил те — килне вĕçтер.

Йыхравçăн сăнĕ улшăнчĕ. Каялла чакса çенĕк пеккинчен тухрĕ вăл, сых ятне кăшт аяккарах кайса тăчĕ те: «Кĕтеççĕ сана кантуртисем!» — тесе кăшкăрчĕ.

Стараста килĕнче Янтул пирки ытла юратсах калаçмаççĕ пулас çав, ача чул ача мĕнле шăртланса çӳрет. Янтул кулкаласа ашăка хускатрĕ те, ача тата пăртак чакса тăчĕ. Анчах йĕпленме чарăнмарĕ.

— Сана халех лартса пыма хушнă! — терĕ вăл.

Янтул ашăкне сирнĕччĕ, ача старик картишĕ витĕр урамалла ыткăнчĕ.

— Халех пымалла сан! Халех!— илтĕнсе юлчĕ ун хыççăн.

— Куртăн-и? — терĕ Енчĕпек çурма саспа. — Хăйсенчен укçа илнĕшĕн çилленеççĕ вĕсем. Ӳлĕмрен эс укçасăрах хут туса пар вĕсене, юрать-и? Эпĕр ĕçлесе те тăранма пултаратпăр.

— Хут çырни те ĕçех-çке.

— Мĕнле ĕç вăл хутпа аппаланни? Ĕç вăл суха туни, тырă вырни...

Мунчаран шĕвĕ тĕтĕм çеç юха пуçларĕ те, Янтул кĕрсе кăмакине пăтратрĕ, чул çине хуранпа шыв тултарса лартрĕ, мунча алăкне тайрĕ.

— Сăмах сарăлать ĕнтĕ ял çине, — терĕ ĕнтĕркене Енчĕпек тăсса.

— Пит те лайăх! — савăнчĕ Янтул хĕре ыталанă пекки туса. — Луччă çынсене пĕлтерсе çӳремелли пулмасть.

— Ытла хăварт-çке сан пурте. Каланă — тунă...

— Эп çамрăк çын мар, вăраха тăсма ман вăхăт çук. Аçу таврăнтăр та, ларса калаçăпăр. Иртен-çӳрен пулсан та йĕркеллĕ çын эп, манран хăрама кирлĕ мар.

— Никам та хăрамасть санран. Эпир хăрамастпăр. Атте юратать сана.

— Эсĕ мĕнле?

— Сăмахпа вылямаççĕ ăна.

— Пулăн-и ман мăшăр?

— Çук!

Янтул тулли кăмăлпа кулса ячĕ.

— Эпир ахаль те мăшăрлă пуль ĕнтĕ?

— Эппин, çавăнпа çырлах...

— Те шӳт тăван эс, хĕрĕм. Ман арăм пуласшăн мар-им эс?

— Çук терĕм пуль эп?

— Тăхта-ха, Енчĕпек. Кил-ха, лар юнашар. Ма эс пит хурлăхлă?

— Ан тĕкĕн теççĕ сана! Кунтан та илтетĕп эп. Савăнмалли нимех те курмастăп эпĕ.

— Мĕнле вăл — савăнмалли çук? Иксĕмĕр пĕрне-пĕри шыраса тупрăмăр, юратса пăрахрăмăр, арлă-арăмлă пулăпăр...

— Май килмес япала вăл.

— Мĕншĕн май ан килтĕр? Эс хирĕç мар пулсан...

— Юрамасть пирĕн пĕрлешме. Юрамасть!

— Ну, мĕншĕн? Йĕркеллĕ каласа пар эс мана.

— Ун пирки текех калаçма та кирлĕ мар. Халиччен мĕнле пурăннă — çаплипе пурăнăпăр. Пирĕн патран çеç ан кай эс.

— Хăвна юратма чармăн-и?

— Курăнĕ унта...

Хĕрарăма тĕмсĕлсе çитнĕ, ун сăмахĕпе тарăхнă Янтул хĕр çине урса кайса пăхать. Куçĕ-пуçĕ йăлтăртатать ун, алли чĕтрет. Хыпса çăтĕччĕ, çисе ярĕччĕ... тем туса хурĕччĕ çакăнта хутлăнсă лăрна хитре хĕре Янтул — ăнланмалла мар чăрмав тытса тăрать ăна. Ун хапсăнăвĕнчен хăраса ӳкнĕ Енчĕпек çĕрелле тинкернĕ те куç хӳрипе арçынна сăнать. Хăйне ут ури айĕнчи кĕлте пек туять вăл. Тырри пулса çитнĕ, пĕрчи хытнă та хаваслансах йĕтем çинче выртать вăл. Таптăр хытăрах, шĕкĕлчĕр пĕрчĕме çĕнĕ ăру пуçлама пӳлмене кĕрсе выртам тет.

— «Курăнĕ унта», — тет Ильмук-Янтул чĕтревлĕ сассипе. — Сахал вăл мана! Ăнланатни эс çавна? Сахал! Сахал! Çĕр ĕçлекен пек эпĕ. Ман кил, ман лаша, ман ана тет вăл. — Эсĕ те ман килĕм, ман çĕрĕм, ман анам пул. Кирек мĕн тăвам эп санпа. Вăрçам та эп сана, мухтам та, савăнам та санпа. Яланах, ĕмĕрех манăн пул эс. Урăх никамăн та мар, манăн кăна!

Енчĕпек Янтул çăварне пырса хуплать.

— Тархасшăн хуллентерех. Ытла мăнă сăмăхсем калатăн эсĕ. Ырăсем илтсе тем туса хурĕç.

— Нимрен те хăрамастăп эпĕ.

— Ан паттăрлан, Ильмук. Çын умĕнче çăккăра та кĕл сапса çиме хушнă.

— Çын ури айĕнче таптанса йăлăхнă эпĕ. Мĕскĕнлĕх тĕп пултăр малашне! Халь иккĕн эпир.

— Ытла ир кĕртетĕн эс мана хăвăн йышна.

— Вăл енне кайсан эп ыйтса та тăмастăп санран. Аçу çеç килĕштĕр...

— Ирĕксĕрлесе арăм тăвас тетни?

— Сăмахна тытмастăн та ара. Санпа чиперех калаçса татăлнăччĕ эпир.

— Калаçнă, анчах татăлман. — Енчĕпек тăчĕ те мунча çенĕкĕнчен тухрĕ, картишнелле утрĕ, пӳрте кĕчĕ. Алăк мĕнле хупăннине илтмерĕ Янтул, чĕрипе çеç туйрĕ ăна. Сасартăк ĕнерхи куна таврăнчĕ вăл. Çĕре персе анчĕ. Каллех пĕччен. Хӳтлевсĕр. Пурнăç тулашĕнче. Пăрахăç этем. Ют çын.

Мунча çума килчĕ Енчĕпек. Пăхрĕ те ун çине таркăн — паллаймарĕ. Йăлтах урăхла халь вăл. Ют. Аран курăнакан инçетри çын. Йышран пĕри. Унпа çывăх пулнине халь хăй те ĕненмест Янтул. Таçта тĕлĕкре пулнă пуль вăл тет. Çав ĕмĕтри пикене, уçă сывлăша арăм тăвасшăнччĕ-и эс? Ытла сĕмсĕр-çке эс. Пуçтах.

— Мĕнле-ха ĕнтĕ, Ильмук пичи? Кĕпӳне те пулин çуса памаллаччĕ сана.

— Кĕпӳне? — тесе ларать Янтул хăй тĕллĕн. — Кам кĕпине? Мĕнле кĕпе?

— Эп ăна часах çуса типĕтĕттĕм.

Хĕр калаçнине хирĕç тем мăкăртатса илчĕ Янтул. Те саспах каларĕ, те хăй ăшĕнче çеç.

Ĕçне пĕтернĕ Енчĕпек алăк патĕнче кĕткелесе тăчĕ те кайма хатĕрленчĕ.

— Хăнана мĕнпе кайăн-ха ĕнтĕ?

Янтул хăлхи янк уçăлчĕ. Тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл.

— «Хăнана»?! Кам каять хăнана?

— Эсĕ ара, — терĕ хĕр евĕккĕн. — Кантуртисем сана хăнана чĕнсе янă-çке-ха. Темĕн вĕренсе юласшăн пуль ĕнтĕ. Атте калать — вĕсем виççĕшĕ те сан çурри пĕлмеççĕ тет.

Кулмасть-ши ку манран тесе Янтул хĕр çине чăр! пăхрĕ те аллине сулчĕ.

— Чĕннĕ-чĕнмен тухса чупма пысăк улпутсемех мар-ха вĕсем. Эпĕ те пĕчĕк ача мар. Кирлĕ пулсан хăйсем килсе калаçчăр.

Вара тин пĕр саманта паçăрхи Енчĕпек курăнса илчĕ. Хăраса алăк юпи çумне таянчĕ те вăл Янтул еннелле тархасласа пăхрĕ.

— Пирĕн пӳрчĕ хăна кĕртмелли мар-çке. Кантуртисем валли апат пĕçерме те пĕлес çук эп. Тен, вулăса хăвах çитсе килĕн?

Айван, айван терĕ кăна Янтул хăй ăшĕнче.

— Ыранччен пурăнар-ха эппин, курăнĕ унта.

 

Янтул кантуралла утать. Каяс мар тенĕ çĕртенех каять. Пĕр енчен, старик кил-йышĕ кĕтнине тӳрре кăларасси килет ун. Пурте савăннă-çке-ха. Хăнана та хăнана теççĕ. Атя, хăнана çитсе килнĕ пекки тăвас эппин. Ячĕ пултăр. Тепĕр енчен, вăрттăн ĕмĕт те пур Янтулăн.

Йĕри-тавра чăл-чал пăхса илет те вăл шухăша путать. Мĕн тума чĕнеççĕ пуль ăна кантуртисем? Тен, чăнах та хăна туса ярасшăн? Пĕркун, яла туимкке пуçтарма килсен, вулăс тиеке унпа пыл та çу калаçрĕ ав. Господин çине господин терĕ. Хăй чирлĕрех пулас, типĕтнĕ пулă пек ырхан. Анчах чеелĕхĕ виç çухрăмран паллă: чĕлхипе шăлать, кăвăл та кăвăл тăвать, куçĕ пылак. Янтул ун чухне пурăннă кил хуçин парăмĕсем пирки сăмах та тапратмарĕ. Ялта та ытлашши ашкăнмарĕç. Такампа калаçса тăнă чух Янтул хăй çине вăрттăн пăхакан тиек куçĕпе тĕл пулчĕ те -— çара ӳтпе йĕплĕ хулă çине тăрăнчĕ тейĕн. Кашкăр куçĕ! Лек кăна вĕсен аллине — чĕрĕлле çисе ярĕç.

Ун пек пуласран тур сиртĕр те, тен, эппин, таркăн Янтул йĕрĕ çине ӳкнĕ вĕсем? Пулмалла мар пек-çке. Чикме хулинчен аякра халь вăл. Ятне улăштарнă: Янтул вырăнне — Ильмук. Çуралнă ялне кантуртисем мар, Янтул хăй те тупаймасть. Хулари тĕркĕшĕве халиччен манса кайрĕç пуль. Шупашкар уесĕнче вăл хăйне кăрмăшсем тет. Кăрмăш тăрăхĕнче чух Çĕрпӳ енчисем тесе суеçтерет.

Калаçнинчен тытма пултарĕччĕç те ăна, Янтул ун пек ăстасемех çук пуль тесе шанать.

Эс мĕн ятлă тесе ыйтсан вăл хăйĕн чăн ятне персе ярса хĕрелсе кайнисем те пулкаланă. Иртен-çӳренĕ сăмах çукран сăмах туса çеç ыйтнă пуль-ха, Янтул уншăн пĕр кун хушши хăраса çӳрет.

Халь самани лăпкă мар та, çул тăршшĕпе çын утать никам та тĕрĕслесе пĕтерес çук вĕсене.

...Çивĕч тумхахсем аттине каснине туйса Янтул çул хĕрринчи тунката çине ларать. Тен, ирĕлтерме тытăнасса кĕтмеллеччĕ? Васкаса çӳреме ниçта та вут тухман. Атти тĕпне мĕнле çийĕнтернĕ ав. Капла вăл пĕр çула та çитмĕ. Укçа тăкмалли Янтулăн унсăр та нумай. Пĕрне пушмак туянса памалла. Теприн тутăрĕ кивелнĕ... Ĕне пирки те шухăшлас пулать.

Кил тытас тесен пуç ватмасăр май килмест пуль çав.

Çенĕкрен тухас чух ăна тĕттĕмре Енчĕпек пырса ыталарĕ.

— Часрах таврăн, кĕтетĕп, — терĕ вăл пăшăлтатса.

— Пĕр самант та ытлашши тытăнса тăмăп, — сăмах пачĕ таркăн малашне мĕн сиксе тухасса пĕлмесĕр. Çынна айăплама та çук. Яланах ырра ĕмĕтленет вăл. Янтул та çавах. Халиччен çĕр те пĕр хут такăннине манса кайнă та вăл йăл та йăл çиçсе ларать. Пурнăçĕ пĕртте япăх мар ун. Хваттерĕ те аптрамасть. Халĕ ак арăм пулмаллине тупрĕ. Кантура та ăна... службăна кĕртме чĕнеççĕ мар-и-ха. Çĕрле çавăн пек шухăшласа илчĕ Янтул. Вара çĕрĕпех çывăраймарĕ. Ма, пулма та пултарĕ. «Алли» (почеркĕ) хитре ун. Кăмăлĕ лайăх чух сас паллисене шăрçа пек тирсе пырать. Çилленсен-тарăхсан çех аллине хур тĕкĕ тытаймасть çырма. Ăсĕпе те Янтул кантурти урлă хырăмсенчен ирттерет. (Хăйне вăл пуринчен те ăслă тесе шутлать). Вăл çырса панă хутсенчен пĕрерĕшне курчĕç пуль те, ку çынна хамăр пата илес терĕç пуль. Янтул килĕшме те пултарать вĕсемпе. Хамăр халăх хушшинче кунта çапах. Чикмери шăв-шав çех часрах йăмтăрччĕ. Май пулсан татсах пăрахĕччĕ вăл «хӳрене» Янтул — татма çук. Хваттер-и е çуртах-и, — вĕсем Енчĕпекпе иккĕшĕ вулăс ялĕнчех туянĕç. Элентей старик панче тăвăрри те тăвăр тата инçи те инçе.

Янтул сиксе тăчĕ те вулăсалла талкăшрĕ. Аттине пăр касни тарам-ха вăл, ăна килте кĕтеççĕ. Часрах тавранма хушса янă. Ăçта килчĕ унта ларса çӳреме вăхăт çук ун. Ăшĕнче çеç Янтул ним калама пĕлмест. Те тиркерĕç ăна, качча каймастăпах терĕ ав хĕр. Тен, танлантарса тани вăл? Е пуян каччăсем çинчен ĕмĕтленни-ши? Янтул ни каччă мар ав, ни пуян мар. Кил-çуртсăр этем. Урçа.

Юрату кукăр-макăрĕсене никам та пĕлсе пĕтерес çук пуль çав. Таçта тĕрĕсси унта, таçта суйи. Пĕрре вăл пĕлĕте çити çĕклет сана, унтан çĕре тĕксе антарать. Халĕ ак «часрах киле таврăн». Чăнни çапах та кайран калани пуль-ха тесе хăйне йăпатма тăрăшать Янтул. Тӳре-шарана курăнĕ те вăл киле тухса чупĕ.

Янтулăн чĕри шиклĕн хĕсĕнсе илет. Ĕмĕрне ура ярса пусмĕччĕ вăл кантуралла хăй ирĕкĕпе. Тĕнчере кантур пуррине аса илнипе ун кăмăлĕ виçĕ кунлăх пăсăлать. Пĕрре хут çине пăхмасăр пурăнĕччĕ Янтул, çĕр çинче çав вупкăн çеç ан пултăр. Йăмрасем айĕнче ларакан кантур чӳречисем ăна шуйттан куçĕ пек курăнаççĕ.

Пурнăçра пур япалашăн та тӳлеме хăнăхнăскер (укçан, ĕçпе, ыр кăмăлпа т. ыт. те), Янтул çапла шухашласа пырать: ырлăха эп нумай вăхăта кĕрсе ӳкрĕм-ши, пурнăç мана уншăн мĕн тӳлеттерĕ, манран мĕн ыйтĕ тет. Анчах шухăш вĕçне тухаймастъ, кантур алăкĕ уçăлать те, крыльца çинчен ăна хирĕç пĕр çын чинлăн утса анать. Хĕсĕк куçлă вăл, шĕпĕн пек пĕчĕк сăмсаллă. Аллинче темĕнле хут.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5