Таркăн :: Çĕнĕ хуçа
Вĕсене Элексантăр «атте» Хуракасси пасарĕнче тĕл пулнăччĕ. Тĕл пулчĕ те — юратса пăрахрĕ. Çапла, çапла, тарçа тытмалăх, тарçа илмелĕх килĕштерчĕ. Хăйĕн сыснисене пăхтармалăх шанчĕ вĕсене. (Ял çыннисем кунта сысна пăхма йĕрĕнерех параççĕ-мĕн.)
Темĕн хускатрĕ-çке пуп кăмăлне. Те çак икĕ çын, арăмĕпе упăшки. (Паллах, арăмĕпе упăшки, ашшĕпе хĕрĕ мар, ăнланать çынсене Элексантăр «атте». Çитĕннĕ хĕр ютшăнать ашшĕнчен. Кусем пĕр-пĕрин çине пăхса тăранаймаççĕ, пĕр тĕшшĕн икĕ пайĕ пек пулса тăнă. Тĕрĕс, чăваш хушшинче арăмĕ асли ытларах. Кусен упăшки нумай аслă, пăхсах курăнать. А тен... еркĕнсем вĕсем? Тухнă та тарнă пуль? Ну, кусене кайран тĕпчесе пĕлме пулать.) Те çак икĕ çын туслăн калаçни, вĕсен ĕшеннĕ сăнĕсем, ăш вĕçнине палăртакан куçĕсем туртрĕç Элексантăр «атте» кăмăлне. Аслă тĕнчене пĕрремĕш хут тухнă пуль те ĕнтĕ — мĕнле хăрамăн? Чăваш ахаль те пуçтах çын мар. Ĕçпе супакан халăх-çке. Ял çыннисем.
Тен, вĕсем пасарти чăвашсенчен темĕн пыра-пыра ыйтни, анчах çине тăрсах Элексантăр «аттерен» пăрăнса çӳрени — çавă кăсăклантарнă Шурча пупне?
Арăмĕ те куçа курăнмаллискер ав — хура, яштака... Хитре ку енчи хĕр-упраç...
Салакайăк вĕсен умне пырса тăчĕ. Сăмах хушрĕ.
— Эсир хăш приходран, ачсам? — Александр Петрович Архангельский, вăлах Элексантăр «атте», Салакайăк — вырăс çынни, пурнăç тăршшĕпех чăваш ялĕнче пурăнса та чăвашла лайăхах пĕлмест. Вăл «сер хыш приходран ачсам?» — тесе ыйтрĕ.
Канма ларнă Янтулпа арăмĕ ура çине тăчĕç. Енчĕпек темиçе утăм аяккалла кайрĕ. Янтул кăштах иккĕленсе тăнă хыççăн арăмĕсен ялĕ вырăнне кӳршĕ ял ятне каларĕ те «катаран, пĕлес çук» тесе хушса хучĕ.
— О, катаран. Инçетрен. Аякран, — Хăйне ăнланччăр тесе пуп сăмахсен пур «варианчĕсене» те аса илет иккен. Янтул унран çӳллĕрех те, пуп пуçне каçăртрĕ. — Контан минче çохрым?
— Хĕрĕхсем те пулать пуль, — терĕ Янтул, ыйтакан-тĕпчекенсенчен хăрама вĕреннĕскер, кичемленсе.
— Хĕрĕхсем? — тĕлĕнчĕ Элексантăр «атте». — Пĕрре — хĕрĕх, иккĕ — хĕрех, виççĕ — хĕрĕх-и? Темиçе хĕрĕх-и?
— Çук, пĕр хĕрĕх çеç, — терĕ Янтул кулас килмен çĕртен кулса.
— Эсир темĕн шыратăр пулас, çапла-и? Тен-может, эп пĕлетĕп? —терĕ пуп.
— Тепле-çке, — арăмĕ еннелле пăхса илчĕ Янтул. — Эпир ырă хуçа тупăнмĕ-ши тетпĕр.
— Ырă хозя? Мĕн тома кирлĕ сире ырă хозя?
Янтул хĕрелсе кайрĕ.
— Эпир... тарçа кĕресшĕн. Тарçа кĕрĕшесшĕн, — тесе хушса хучĕ вăл пуп пек.
— А-а-а, — тăсрĕ Элексантăр «атте». — Э-э. — Вăл тата ытларах тĕлĕнчĕ. Элексантăр «атте» сăнанă тăрăх, чăвашсем хушшинче тарçа кĕрĕшекен вуçех çук мар пулсан та пин çынран пĕрре тупăнĕ-и. Е тата сахалтарах. Кунта чи вĕçне çитиччен ура çинче тăма тăрăшаççĕ. Пĕтĕм ĕмĕт татăлсан, юлашки шанчăк сӳнсен çех çын теприн патне кайса пуçне чикме пултарать. Унччен ăна намăс вырăнне хураççĕ. Суккăр-чăлахсене шутламасан чăвашра люмпенсем çук.
Çапла тейĕпĕр. Анчах кунта ак пĕр çын çеç те мар иккĕн тан, вăй питтисем тарçа кĕресшĕн. Эппин, темĕн пулнă вĕсен сасартăк. Пĕрремĕш хут «вырăн» шырама тухнă иккен. Çавăнпа хĕрелчĕ упăшки «тарçă» сăмаха асăнсанах.
Мĕн тăвас тен, пурнăçра пурте камшăн та пулин тарçă камшăн та пулин хуçа. Элексантăр «атте» те тарçă ав — турă тарçи. Ăна та пулăшакансем кирлĕ. Микки пĕрмаях чирлет. Вăйĕ те унăн ачанни чухлĕ çеç. Апăрша Хветлене пӳрт-çуртри ĕç те ытлашшипех. Çавна пула Элексантăр «атте» сысна кĕтӳçи пулса кая пуçларĕ.
Кусене чăн та тарçă темелĕх пур. Килне апат-çимĕç йăтасран та хăрамалли çук — инçетрен.
Çапла ĕнтĕ, Элексантăр «атте» турра юрăхлă ĕç тăвать: икĕ çапкаланчăка ĕçе вырнаçтарать, мĕскĕн сыснасене асапран çăлать.
Вăл тепĕр хут «а-а, э-э» терĕ те ӳхĕнни пек сарлака питне тата ытларах сарса ячĕ:
— Шăп тĕлнех полтăр, ачсам. Эпĕ вăл — ырă хозя. Мана кирлĕ ĕçлекенсем. Ав çав корăнакан ялтан эп. Шорчаран. Акрамран.
Элексантăр «атте» чăвашсем савăнасса кĕтнĕччĕ, кусем тексемленсе ларчĕç, ниçталла мар пулчĕç. Унтан каймах пикенчеç.
Архангельский ним тăва пĕлмерĕ.
— Тăхта-ха. Чим-ха. Пастай. Ăçта каятăр эсир? Вырăн шыратпар теместĕрччи? — тесе кускаларĕ.
— Çапла та-ха... Ку ытла хăвăрт. Кăшт шутласа пăхас. Çынсемпе канашлас.
Вĕсем Тутаране1 утрĕç. Пуп улăм пек хыпса илчĕ. Ара, çăварти аш турамне кăларса ӳкернипе пĕрех-çке ку. Çук, вĕçертме юрамасть маттурсене. Çынсем çаврăна-çаврăна пахнинчен те вăтанмарĕ Элексантăр «атте», лутра та хулăнскер чăвашсене хăваласа çитсе Янтула аллинчен уртăнчĕ.
— Итле-ха, тăнла-ха, торă чури. Ĕçĕ çăмăл ман, апат — умран юличчен. Йăлтах пиçнĕ-хоçнă. Вырăн çамçа. — Хавхаланнăçем хавхаланса, юлашкинчен вăл ытти чух ним тусан та калас çук сăмахсенех персе ячĕ: — Ăçтан пĕлес, тен, порăна киле эп сире... кил пакки те... кил-çурт та... мĕн тăвăп. Лартса парăп.
Аллине пупăн тĕреклĕ аллинчен вĕçертрĕ те Янтул аяккарах кĕтсе тăракан арăмĕпе танлашрĕ. Архангельскине вăл çапла каласа хăварчĕ:
— Юрать, шухăшласа пăхăпăр. Тен, пырăпăр та...
— Пырăр. Килĕр. Кĕтетĕп! — тесе кăшкăрса юлчĕ хыçалтан Элексантăр «атте».
Тарçа кĕме вырăн тупнишĕн чăвашсем мĕншĕн савăнманнине, мĕншĕн вĕсем танлантарса тăнине Шурча пупĕ тепĕр виçĕ кунтан тин пĕлчĕ. Пĕлчĕ те сăмахне каялла тума ăна аван мар пек туйăнчĕ. Хăйĕн вăйне те ытларах шанчĕ пулас вăл...
Пуçланса кайрĕ вара тытăçу...
* * *
Хуракасси пасарĕнчен кайсан Янтулпа Енчĕпек тата тепĕр виçĕ кун çӳрерĕç ялсем тăрăх. Пĕчченшерĕн тупма пулать «вырăн». Хырăм тăранмалла çеç тесен пушшех çăмăл. Ун чух кĕçех çур акине тухмаллаччĕ те, вăхăтлăха çын шыракансем пурччĕ. Анчах «яланлăха», çитменне пĕр харăс икĕ çынна илекен тупăнмарĕ. Шупашкара кайма шикленчĕç вĕсем. Арăмĕ чĕлхе пĕлменни — пĕрре. Инçи — тепре.
Паллах, пуп патĕнче пурăнасси те упа йĕннинче пурăннипе пĕрех. Çапах хамăр халăх хушшинче кунта. Ĕçĕ те хăнăхнă ĕç, ялти çын ĕçĕ.
Вулăс кантурĕпе юнашар пурăнакан пуп патне ĕçе кĕрессин тата тепĕр сăлтавĕ те пур. Кашкăр нихçан та хăйĕн йăви çывăхĕнче ашкăнмасть, выльăхсене пăвмасть тенĕ. Тен, таркăн Янтул кунта луччă хӳтлĕхре пулĕ?
Пулас тарçăсем килни çинчен Александр Петровича каçхи апата ларсан пĕлтерчĕç. Савăннипе вăл çиме те пăрахрĕ, тулти пӳрте тухса вĕсене алă тытрĕ.
— О, эсир! Маттурсем! Лайăхсем! Аван. Саланăр.
— Саланасси-мĕнĕ, — терĕ Янтул пупа юратманнине кăтартас мар тесе ăна куçран пăхмасăр, — те калаçса татăлайăпăр ĕнтĕ?
— Мĕн татăлмасси пултăр? Ĕçлетĕр, çиетĕр... Фекла, хăнасем валли апат хатĕрле на кухньăра.
— Тен, валтан сăмах татмаллаччĕ? — хăй пуппа килĕшессине палăртса хутаçне, хул урлă çакнăскерне вĕçертме тытăнчĕ Янтул. — Ятне хуман ача макра пулать тенĕ.
— Ача?! — шалтах тĕлĕнчĕ пуп. — Сирĕн ача пур-и? Ятне хумалла-и?
Янтулпа Енчĕпек иккĕшĕ те хĕрелсе кайрĕç. Енчĕпек хăйĕн çийĕнче пуррине çынсем пĕлчĕç пуль тесе, Янтулĕ пуп ăна пĕлнипе ĕçе илмесрен хăраса.
— Ача çук-ук, — терĕ Янтул тытăнчăклăн. — Халь пĕрлешни те нумай мар-ха. Сăмах татăклă пултăр тесе çеç эп.
— Пурте йĕркеллĕ пулĕ, ачсам. Сире эп ĕçе илеп. Тумлантарăпăр, çитерĕпĕр, ĕçтерĕпĕр...
Килти кукша яла пынă тет.
Выртса тăма вĕсене хура пӳрте ячĕç. Ăшăтарахпа сĕнĕ тарçăсем лупас айĕнчи кустăрмасăр урапа çине вырăн турĕç. Кĕркуннепе пăлтăра куçрĕç. Сивĕтерехпе ак, сывлăх пулсан, каллех хура пӳрте таврăнма тивĕ.
Ку яла, кантур çумне, çак кил-çурта килсе кĕнĕренпех тем кĕтме тытăннă Янтула пĕр ирхине пуп патне чĕнтерчĕç.
Александр Петрович тулти пӳртре сĕтел хушшинче тем чăмласа ларать-мĕн. Умĕнче таса хут листи, шĕвĕртнĕ хур тĕкĕ, чернил кĕленчи. Шалти пӳрт алăкĕ уçă та, унта Марфа Ефимовна урай хăмине качăртаттарса утса çӳрени курăнать.
Янтул сĕтел çывăхнерех утса пычĕ те пуп хăй еннелле пăхса ларнипе мар, сăмсине сасартăк усал шăршă çапнипе чарăнса тăчĕ. Таçта çĕрĕк çăмартапа пусăхнă какай выртать тейĕн. Вăл йĕри-тавра вăрттăн пăхкаласа илчĕ. Çывăхра нимĕн те çук пек. Урайĕ те тап-тасах. Тен, эппин, Янтул картара тем çине пуснă?! Пĕтрĕ пуçах вара.
Вăл асăрханса кăштах каялла чакрĕ. Шăршă сахалланчĕ, анчах пĕтмерĕ.
— Ну, мĕнле, лайих вырнаçрăр-и? — ыйтрĕ пуп.
— Вырнаçкаларăмăр, — терĕ Янтул, йĕп çинчи пек тăраканскер.
— Ма ун пек çеç? Çапла кăна? Ну, çав Феклăна! Каларăм-çке эп ăна...
— Эп ӳпкелешсе мар, пачăшкă. Чиперех вырнаçрăмар эпир. Хветли пит тăрăшакан çын. Апат та çитерчĕ, вырăн та сарса пачĕ. — Часрах сăмах пĕтерсе тухса каяс тесе Янтул халь май шăлса çеç тăрас терĕ.
— Ĕçпе Микки паллаштарĕ сире. Хам та кăтарткалăп...
— Ĕçпе те паллашма тытăнтăмăр ĕнтĕ...
— Ну, мухтав турра, эппин. — Пуп хур тĕкне аллине илчĕ. — Ĕнер эп сирĕн ятăрсене ыйтма маннă. Сана мĕнле чĕнмелле-ха?
— Ян... — терĕ те Янтул пӳлĕнсе ларчĕ, хĕрелсе кайрĕ. — Ильмук теççĕ.
— Э, Илья. Чăвашла Илюк?
— Çук, Илюк мар, Ильмук.
— Хушамату?
— Ятманов.
— Эс мĕн, тĕне кĕмен-и? Е вырăсла ятна мантăн-и?
— Манман. Тĕне кĕмен эпир.
— «Эпир»? Йăмăку та çапла-и? Е... мĕн-и вăл сан?
— Çапла, арăм, — тĕрĕ Янтул. — Енчĕпек ятлă.
— Мĕн пек?! Ан тĕлĕнтер! Ун пек ят та пур-и сирĕн?
— Ма ан пултăр, пур.
— Ма çын ячĕ хумастăр эсир, чăвашсам?
Янтул тарăха пуçларĕ.
— Питĕ кирлĕ-и вăл сире, пачăшкă, пирĕн ятсем, эпир тĕне кĕнипе кĕменни?
— Кирлĕ пулмасăр ара. Эпĕ кам, сирĕнле каласан, поп-и е поп мар-и? Православи тĕнне урăх кам сартăр, эпир сармасан?..
Шалти пӳрт алăкĕнчен майри пуçĕ курăнчĕ.
— Тен, ун пирки кайран, пачăшкă? Еç пĕтсен... Ӳлĕмрен...
— Апла та юрĕ. Ял ятне çех çырса хурам. Эс хăш ял терĕн çав, Илья? Сана эп чиркӳре çавăн пек ят парăп.
«Мана — виççĕмĕш ят-и? — тесе тухрĕ пӳртрен Янтул. — Пуп, Александр «атте», Архангельский, Салакайăк... Хăвна ил пиллĕкмĕш ят. Е тутара куç. Мана пĕр ят та ытлашшипехчĕ те-ха...»
— Сана мĕн пулчĕ? — тесе картишĕнче кĕтсе илчĕ Янтула арăмĕ.
— Ма ун пек калан? — хăраса ӳкрĕ Янтул. — Мĕн пултăр, нимĕн те пулман.
— Ара, хĕрелсе кайнă ху. Куçу-пуçу сапаланчăк...
— Ĕç çинчен калаçрăмăр. — Вăл атти тĕпне пĕшкĕнсе пăхрĕ те кулса ячĕ — тап-тасах! Вара арăмне ыталаса чуп турĕ. — Нимĕн те пулман, карчăкăм, тăванăм, пепкемçĕм.
Тепĕр виçĕ кунтан пĕлчĕ Янтул усал шăршă ăçтан тухнине. Вăл пупран сарăлать-мĕн. Те вăл ун çăварĕнчен апат татăлманран çапла, те ялан сысна таврашĕнчен хăпманран пупа çавăн пек шăршă çапса лартнă. Çавна пĕлнĕ хыççăн Янтул пурнăçĕнче икĕ тĕрлĕ улшăну сисĕнчĕ. Пуппа калаçнă чухне вăл ун çывăхне пыми пулчĕ. Лешĕ ан çиллентер тесе ăна вăл пуп çывăхне пыма хăйман пек кăтартать. Тепри — акă мĕн. Унччен Янтул арăмĕ çумне каçхине ним çăвăнмасăр кĕрсе выртатчĕ те арăмĕнчен кĕрекен уçă та таса сывлăша ытараймасăр сывласа киленетчĕ. Пуп патĕнчен тухнă хыççăн вăл шухăша кайрĕ. Кун каçипе мĕнле кăна ĕç патне пырса лекместĕн те, унран хăйĕнчен те шăршă кĕрет пулсан? Ним шăрши кĕмесен те тар шăрши те пулин кĕрет вăйпа ĕçлекен çынран. Çавăнпа — çăвăнмалла. Кирек мĕнле ывăнса таврăнсан та çăвăнса тасалмасăр, çăварне шывпа чӳхемесĕр арăмĕн вырăнĕ патне çывхармасть вăл.
— Вырăс эрни кунĕ çуралсан мĕн ят хурăпăр? — ыйтать Енчепек.
Арăмне илти-илтми выртакан Янтул пĕрер сăмахăн çеç хуравлать:
— Тутирек. Тутиер. Танюк. Тăхтаман...
— Мĕнле?!
Янтул шартах сикет.
— Мĕн «мĕнле»?
— Вырăс эрни кунĕ çуралнă ачана кам Тутирек ят хурать? Сӳтĕк.
— Кам сана вырăс эрни кунĕ терĕ? Тунти кун тетĕп эп.
Вĕсем кулаççĕ. Вара ытти кунсем валли те ятсем тупса хураççĕ. Ытлари кун çуралсан валли — Утлаш, юн кун валли — Юнкур...
Шел, пĕр ачана темиçе ят пама çук. Мĕн тери хитре ятсем юлаççĕ. Мĕн чухлĕ ят чăвашăн! Кашни çынна уйрăм ят пама çитмелле. «Тĕп» ятсемсĕр пуçне тата «тетте» ятсем, ĕмĕт-ятсем, шанчăк-ятсем мĕн чухлĕ. Ачи паттăр пултăр, ан чирлетĕр тесе, сăмахран, Упа е Упаç хураççĕ. Тепри Юманкка пулать...
Ку тĕлте Янтул кăшт çеç çĕре персе анмарĕ. Ара, Юман çеç хумалла-иç. Вĕсен несĕл пуçĕ Юман ятлă пулнă тет. Вăйлă, хăюллă, кервен этемччĕ теççĕ. Чиркӳ никĕсне хывма турттарса пынă чула вăл пĕр каçра çырмана персе пĕтернĕ. Пĕренисене уй варрине йăтнă. Ĕçлессе пĕччен ĕçлемен пуль те, айăпне йăлтах хăй çине илнĕ Юман. «Эпĕ тултрăм» тесе каларĕ тет.
Касаматран таврăнсан та вăйлăччĕ тет-ха вăл. Уявсенче вара чиркӳ лартас тенĕ вырăна тухса ташлама юрататчĕ тет.
Юман çеç хумалла. Хăй ăшĕнче Янтул çаплах ывăл ача çураласса кĕтет-ха. Ма? Çуралĕ те çуралĕ. Юлашкинчен те пулин ĕç ăнаканччĕ-ха унăн.
— Карчăк, — чĕнчĕ вăл хуллен.
Ун пек каласан кӳреннĕ пек тăваканччĕ Енчĕпек. Эс мана вăхăтсăрах ватăлтарасшăн тетчĕ. Халĕ пĕр тикĕссен мăш-мăш сывлани çеç илтĕнсе тăрать. Çывăрса кайнă мĕскĕн. Хыпса илнĕ çĕнĕ шухăшне халех, çак самантрах арăмне каласа парас килчĕ пулсан та тӳсрĕ Янтул, вăратмарĕ ăна. Атя, кантăр, кун каçипе ахаль те мĕнле чăтса ирттерет. Хăй вăл тахçанччен çывăраймасăр выртрĕ.
* * *
Шухăшларĕ. Юлташне аса илчĕ. Тĕттĕмелле хăраса пăхса выртрĕ.
Çăва тухсан пулчĕ-ха вăл. Пĕррехинче, каç пуласпа, ывăннă Янтул çумне шыв хĕрринче пĕр этем пырса тăчĕ. Çӳллĕскер. Шатра питлĕ. Уçă сăнлă.
— Эсĕ Салакайăк тарçи терĕç те, паллашам терĕм. — Ют çын Янтулпа мар, вăл шăварма çавăтса аннă утпа калаçнă евĕр, куçĕпе ун çине тирĕнчĕ. Ут тавра çаврăнчĕ. Вара тин Янтул çине кулса пăхрĕ. — Пире иксĕмĕреччĕ кун пек урхамах, çапла-и? Суха тума чухах пулеччĕ.
Кашни ют çынна хăраса кĕтекен Янтулăн хальхинче темшĕн пĕр çӳç пĕрчи те хускалмарĕ.
— Ут усрама утă кирлĕ, — терĕ кăна вăл çын мĕн каласшăн пулнине ăнланмасăр.
Лешĕ аллине çеç сулчĕ.
— Кун пек ут валли утă тупăттăмăр-ха ăна. Утипе вуттине хатĕрлесси те, хырăм тутти те утран килет-çке пирĕн, çĕр хурчĕсен... Э, эпĕ хам камне каламарăм пулас-ха сана. Михапар теççĕ мана. Çĕньялсем эп...
— Эпĕ — Ильмук, — хăйĕн суя ятне пĕлтерме васкарĕ Янтул.
— Каларĕç! — терĕ лешĕ кулкаласа. — Ялта ятна çеç мар, эс пытарас тенине те йăлтах пĕлеççĕ...
Сăмахне Михапар ахаль çеç каларĕ пулсан та Янтул ăна хăй çине илчĕ. Вăл сасартăк хĕрелсе кайрĕ. Хĕрелннне çын асăрхарĕ пуль тесе пуçне лăшт усрĕ.
— Сăмахран, мĕн пĕлеççĕ ман çинчен?
— Ăçтан каласа пĕтерĕн ăна? Темĕн те пĕлеççĕ! Сан мăшăру ĕçченнине те, эсир пупăн малтанхи тарçисемпе килĕштернине те, пупне хăйне юратманнине те...
— Пупсене вĕсене ниçта та юратмаççĕ пуль? — Михапар унăн, Янтулăн, вăрттăнлăхĕсене пĕлменнине чĕрипе туйса калаçăва савăнсах урăх еннелле пăрчĕ таркăн.
— Тĕрĕс! — килĕшрĕ Михапар. — Çавна пĕлсе килтĕм те эп сан патна. Атту пулсан... Палламан çын патне... Мĕн мар. Ку енчи халăх кĕмест пуп патне тарçа...
— Манăн урăхла май килмерĕ çав. Пĕччен мар эп...
— Пĕлетĕп, ара. Эсĕ çĕр хутах таçта кайма хатĕрленмен пуль те?
— Çук-çке, ма ун пек калан? Ниçта та каймалла мар.
— Утна çăварлăхланă та...
Эй, мур илесшĕ, ялти ĕçсене сан çĕнĕрен вĕренме тивет. Ирхине çăварлăх панă ута халиччен çаплипех çӳретнĕ тесе ăшĕнче хăйне ятласа лашин çăварлăхне кăларса çаклатрĕ Янтул. Айăпне тӳрре кăлармалли сăлтав та тупрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...