Купрат патша :: Шĕкĕр-элем
Элем — мала чĕнекен ялав. Элем йăтакан çын тăшмак хурри пулас çук.
Авал çырса хăварни
Эрпелĕхре паян туп-тулли халăх. Кунта вĕренекен çарпуçĕсемпе тиккисем çеç мар, пӳлерсемпе техревсем кăна мар, вĕсемпе пĕрле пулас çулпуçсем те, ватă шахчисем те, кирлĕ пĕлӳ илсе, тăван пăлхар халăхне йĕри-тавраран хаяр тискер кайăксем пуçтарăннă пек шăл хăйраса тăракан тăшмансенчен епле хӳтĕлеме пултарнине пĕлес текенсем чылайăн пуçтарăннă.
Эрпелĕх — питĕ пысăк çавра çурт. Унта икĕ алăкпа кĕме пулать. Пĕри — асалăк, вăл эрпелĕхре вĕренекенсем е унта пырса çӳрекенсем кĕмелли алăк. Тепри — тейун, ăна патша
килнĕ чухне çеç уçаççĕ. Патша эрпелĕхе килсен, нукерсем тейунăн шал енне те, тул енне те тăраççĕ, кам та кам çавăн чухне унта пыма хăтланать, ăна нимĕн сăмах каламасăрах
çĕмренпе персе вĕлереççĕ.
Тейунран шаларах — улăпал, шаралсен вырăнĕ. Ăна çĕр хăпартса тунă, çавăнпа кашни шарала чи хыçалти мӳрет та яланах питĕ лайăх курма пултарать.
Улăпалра паян виççĕн: варринче — аслă патша Купрат хăй, унăн сылтăм енче — тĕнчипе чапа тухнă çарпуçĕ Кăрăмкул-ĕмпӳ, сулахай енче — ватă ăсчах Метте. Паян шаралсем эрпĕлехре вĕренсе пĕлӳ илнĕ маттурсене тĕрĕслеççĕ, пĕтĕм халăх умĕнче тем тĕрлĕ ыйтусем парса ăс-тăнне, тавçăруллăхне, пултаруллăхне палăртаççĕ.
Эрпелĕх — Купрат патшан чаплăран та чаплă пĕлӳ çурчĕ. Ăна вăл пилĕк çул каялла уçнă. Купрат хăй самаях çулланнă çын, кăçал аллă иккĕ тултарать. Çапах та çирĕп, никам та ăна çав çулсенче тесе калас çук. Купратăн кăмăлĕ паян лайăх. Те мӳретсем ăста пулнипе, те çанталăкĕ хитре те хăтлă тăнипе?.. Çук, паян Купрат хăй ĕмĕтленни, хăй тăрăшни çитсе пынине курса савăнать.
Мӳретсем вуннăн, Купрат вĕсене пурне те лайăх пĕлет. Акă, Кăрăмкул-ĕмпӳ ывăлĕ — Айтул. Ашшĕнех хунă пулмалла: çирĕп хул-çурăмлă, нумай калаçма юратмасть, кирлĕ чухне кирлĕ сăмах тупма яланах пултарать. Паян та, акă, шаралсем мĕн ыйтнине пĕтĕмпех питĕ тĕплĕн хуравларĕ. Маттур, пыра-киле ашшĕ вырăнне тăрса, пĕтĕм пăлхар халăхне инкек-синкекрен сыхлама чăннипех те пултарать... Унпа юнашар — Теккипел; шăчă пек вăрăм пӳсиллĕ, çăра сухаллă çамрăк. Ятсăр-сумсăр ямахатран. Питĕ паттăр та ăслă мӳрет, хĕçпе çапăçас ăсталăхĕпе паян пурне те тĕлĕнтерчĕ.
— Кăтра-паттăр, сана чĕнетпĕр!
Метте сасси Купрата шухăшсенчен пăрчĕ.
Кăтра — кăнар-тикки, вăтам пӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă, чакăр куçлă çамрăк. Кăçал вăл çирĕм пĕрре тултарать, Метте хăйне чĕннине илтсессĕнех улăпал тĕлне тухрĕ. Çине кăвак йĕм, хĕрлĕ ::тĕккев:авалхи сăмах, вăрăм кĕпе.::, тĕккев çинчен ялтăраса тăракан кӳпе тăхăннă, уринче — çеп-çемçе юхтă атă. Вăл çара пуçăн, çӳçĕ унăн чăнах та кăтра, сухалĕ — сарă, самаях вăрăм.
— Эсĕ — кăнар-тикки, çавăнпа санран эпир нумайтарах та ыйтăпăр, — терĕ Метте, улăпал патне тухса тăнă çамрăка саламласа. — Сывлăху мĕнле?
— Парспа кĕрешме те хатĕр, — ăшшăн кулса хуравларĕ Кăтра.
— Çук, хĕçпе мар, çара алăпа.
— Питĕ аван, — кăмăллă пулчĕ Метте, унтан хуллен çапла каларĕ: — Пăлхар халăхĕ - пĕлӳллĕ халăх. Каларăмăр ĕнтĕ: эсĕ — кăнар-тикки, çав пĕлĕве чи малтан санăн упрамалла. Каласа пар-ха пире: мĕнле йăхран-шывран эпир? Тăхăмăрăмăр мĕнле?
— Ытла нумай каламалли, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Кăтра. — Пăлхар халăхĕн тăхăмĕ пин-пин çула тăсăлать. Пурне те каламалла-и?
— Пирĕн васкамалли çук. Кала. Эпир итлĕпĕр.
Кăтра-паттăр патша шухăшне пĕлес тенĕ пек ашшĕ çине пăхса шчĕ. Анчах Купрат ăна курман пек пулчĕ.
— Эпир артак халăх, — сăмахне пуçларĕ вара Кăтра. — Пирĕн тăхăм мĕн авалран артак пурнăçшăн тăрăшнă. Анчах пирĕн халăхăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Çавăнпа пăлхарсен сĕм авалран хăйсен ирĕклĕхне сыхламалла пулнă. Акă, темиçе çĕр çул каялла пирĕн мăн асаттесем перссемпе (мити халăхĕпе) кĕрешнĕ. Ун чухне пирĕн мăн асаттесене хăшпĕр халăхсем массакет тесе чĕннĕ. Массакет-пăлхарсен ун чухне ытарайми хитре те, сăмахпа калама çук маттур хĕр-патша пулнă. Ăна Тамарислу тесе чĕннĕ. Перссен патшине Кир тесе чĕннĕ. Кир массакет-пăлхарсен патшине Тамарислăва качча илессишĕн çуннă пулнă. Анчах Тамарислу ăна качча тухма килĕшмен, мĕншĕн тесен, мити патши Кир усал та тискер çын пулнă, вĕçĕ-хĕррисĕр таврари çĕрсене çаратса пурăннă. Тамарислу хăйне качча тухма килĕшменнине пĕлсессĕн, Кир массакет-пăлхарсен пĕтĕм çĕрне кĕллентеретĕп тесе тупа тунă та чикĕ пулса тăракан шыв урлă кăçма тытăннă. Тамарислу вара Кира çыру янă.
— Çырура мĕн çырнине астăватăн-и? — кăсăкланса ыйтрĕ Метте.
— Астăватăп, — сассине улăштармарĕ Кăтра. — Унта çапла каланă: «Мити патши, хăвăн шухăшна улăштар... Енчен те эсĕ, массакетсене тапăнасах тесессĕн, шыв урлă пирĕн енне лăпкăнах каç. Эпир, сана кансĕрлес мар тесе, хамăр çĕршыв чиккинчен виçĕ кун каймалăх çул туса, пăрăнса тăрăпăр. Кайран, эпир сирĕн енне каçас тесессĕн, эсир те пире çапла каçма ирĕк парăр...»
— Тĕрĕс, пĕтĕмпех астăватăн, — савăнчĕ Метте. — Каçар, ачам. Атя, малалла кала.
— Малалла мĕн калас ĕнтĕ. Сĕмсĕр Кир массакет-пăлхарсене пĕтересех тенĕ. Анчах пирĕн мăн асаттесем вĕсен чури пулас темен. Чылайччен питĕ хаяррăн кĕрешнĕ хыççăн, пĕр пысăк çапăçура, Тамарислу ертсе пынипе, вĕсем перссен çарне пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкаççĕ. Кир хăй те çав çапăçура пуçне хурать. Тамарислу нукерĕсем вара ун пуçне касса илеççĕ те, «эсĕ — юншăнччĕ, акă, чыхăн!» тесе, ăна юн тултарнă сăран миххе чыхса чикеççĕ.
— Ун чухне массакет-пăлхарсем ăçта пурăннă? Çак çĕрсем çинчех-и?
— Çук. Вĕсем Хăвалан тинĕс леш енче, мальенче пурăннă. Ку еннелле вĕсем чылай-чылай çул иртсен, хунсен йăхĕсемпе пĕрле куçса килнĕ.
— Тĕплĕнрех каласа пар-ха çакна, — калаçăва хутшăнчĕ Купрат. Вăл ывăлĕ каласа панине тĕплĕн итленĕ иккен. — Массакет-пăлхарсенчен мĕнле майпа хунсен пулса тăнă вĕсем?
Ашшĕ те калаçăва хутшăнни Кăтрана савăнтарчĕ.
— Пăлхарсем нихăçан та пăлхар пулма пăрахман, — терĕ Кăтра. — Массакет-пăлхарсем, скифсем пек, куçса çӳрекен халăх пулнă. Авал та, халĕ те, куçса çӳрекен халăхсем, вăхăт-вăхăт, тĕрлĕ сăлтава пула, пĕрлешеççĕ те тĕрлĕ çĕрелле куçса пыма тытăнаççĕ.
— Мĕнле сăлтава пула? Тĕплĕнрех кала-ха...
— Куçса çӳрекен халăхсем выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ. Вĕсене, кĕтӳ кĕтме, çĕр нумай кирлĕ. Вăхăт-вăхăт çанталăк улшăнать. Шăрăх пуçланса каять. Курăк ӳсми пулать. Ун пек чухне вара куçса çӳрекен халăхсен ирĕксĕрех кĕтĕвĕсене урăх çĕрелле хуса каймалла пулса тухать. Урăх çĕрте урăх халăхсем пурăнаççĕ. Вĕсене çĕнтерес тесен, пысăк вăй кирлĕ. Çавăнпа вара тĕрлĕ йăхсем, халăхсем пĕрлешме тытăнаççĕ... Тепĕр чухне тата ытти халăхсем тапăнса килнине чăтаймасăр та хăшпĕр куçса çӳрекен йăхсемпе халăхсем пĕрлешни пулать... Хунсем тесе эпир пĕр халăха çеç каламастпăр. Хунсен патшалăхне темиçе халăх кĕнĕ. Вĕсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçнă. Вĕсене пĕр патшалăха пĕрлештерекенни Аттил пулнă. Вăл пирĕн пăлхарсемпе пĕр чĕлхеллĕ хун халăхĕн патши пулнă.
— Чăн-чăн паттăр нукерĕн мĕн-мĕн пулмалла? — ыйтрĕ халиччен те нимĕн чĕнмесĕр ларнă Кăрăмкул-ĕмпӳ.
— Чăн-чăн нукерĕн пилĕк кăрал пулмалла, — хыттăн хуравларĕ Кăтра. — Хĕç, айпăлта, сăнă, ухă тата укрăк.
— Авалхи массакет-пăлхарсем сĕмсĕр Кира çĕнтернине питĕ лайăх класа патăн, — ырларĕ ĕмпӳ çамрăка. — Кала-ха, ::Эскемер:Александр Македонские авалхи пăлхар-чавашсем çапла каланă.:: çав перссен Дарий патшине çĕнтернине пĕлетĕн ĕнтĕ. Эскемер мĕнле çĕнтернĕ? Çар йышĕпе-и?
— Çук, — тӳрех хуравларĕ Кăтра. — Эскемер çар йышĕпе çĕнтермен. Хăшпĕр çапăçусенче Эскемер çарĕн йышĕ перссенчен ик-виçĕ хут та сахал пулнă. Эскемерĕн çар йĕрки, çапăçу меслечĕ вăл вăхăтшăн никам çĕнейми пулнă.
— Тĕплĕнрех ăнлантарса пар, — хушрĕ ĕмпӳ.
— Эскемер çарĕн тытăмĕ — фаланга. Ăна Александр ашшĕ Иккĕмĕш Филипп шухăшласа кăларнă. Çав çар йĕркинче нукерсем сакăр е вунултă ĕрете тăрса тухаççĕ. Малти ĕретри нукерсен сăннисем икĕ метр тăршшĕ. Иккĕмĕш ĕретрисен сăннисем самаях вăрăм. Вĕсен сăннисен вĕçĕсем, нукерĕсем каярах тăраççĕ пулсассăн та, малти ĕретри сăнăсен вĕçĕсемпе шайма шай. Виççĕмĕш ĕретри нукерсен сăннисем вара иккĕмĕш ĕретрисеннисенчен те вăрăмрах. Вĕсен сăнни вĕçĕсем те пĕрремĕш ĕретрисеннипе пĕр шайрах темелле. Тăваттăмĕш ĕретри нукерсен сăннисем тата вăрăм. Пиллĕкмĕш ĕретрисен вара тата та вăрăм. Улттăмĕш ĕретри нукерсен сăннисем вара ултă метртан та иртеççĕ. Çиччĕмĕшпе саккăрмĕш ĕретрисен сăннисем тата та вăрăмрах. Çапла вара сакăр ĕретри çарçыннисен сăннисем тăшман çине пĕр харăс тапăнса кĕреççĕ... Фаланга умĕнче — çăмăл хĕçпăшалланнă эккелсем. Вĕсем, çапăçу пуçланас умĕн, хăйсен пăрпикĕсене ывăта-ывăта тăшмана тарăхтараççĕ, кайран, лешсем урса кайса тапăнма тытăнсан, фаланга хӳттине пытанаççĕ. Фалангăри нукерсен сулахай аллинче — вăрăм питлĕх. Унпа вĕсем тăшман çĕмренĕсенчен тата пăрпикĕсенчен хӳтĕленеççĕ.
— Фалангăн мĕнле те пулин çитменлĕхĕ пур-и? — ыйтре Купрат.
— Пур, — тӳрех хуравларĕ Кăтра-паттăр. — Вăл хăвăрт çаврăнма, аяккинчен пырса тапăннине хирĕç кирлĕ пек çапăçма пултараймасть. Çавăнпа ăна икĕ енчен те утлă çар хӳтĕлесе пымалла пулнă.
Пĕр тапхăра урăх ыйту паракан пулмарĕ. Эрпелĕхре шăплăх тăчĕ.
— Тата ыйтусем пур-и? — патша çине пăхса, çитет ĕнтĕ, ачана тертентерер мар, тенĕн ыйтрĕ Метте.
— Пур, — çакна сисмен пекех пулчĕ Кăрăмкул-ĕмпӳ. — Астăватăн-и, Кăтра, мĕнле çапăçура-ха, Эскемер патне массакет-пăлхар çарпуçĕ тыткăна лекет. Эскемерпе вĕсем мĕн пирки калаçаççĕ.
— Ку вăл Гавгамел патĕнчи çапăçу хыççăн пулнă, — хуравларĕ Кăтра. — Ун патне массагетсен çамрăк çарпуçĕ тыткăна лекнĕ. Вăл питĕ хастар, маттур пулнă. Çакна курса-ши, Александр хăй фалангипе мухтанса калаçма тытăнать.
«Дарий вырăнĕнче эпĕ пулнă пулсан, сан фалангуна ним юлми çĕмĕрсе тăкаттăм», — тет массагет.
«Мĕнле майпа?» — тĕлĕнсе ыйтать Александр.
«Уçă хирте хам утлă çарпа çавăрса илеттĕм те», — тет массагет.
«Эпĕ сана çĕмĕрсе тăкаттăм», — çирĕппĕн калать Александр.
«Çук, эпĕ санпа уççăн çапăçмастăм. Юланутсемпе сан фалангу тавра çаврăнса çеç çӳреттĕм, ухăпа переттĕм, пăрпик ывăтаттăм. Эсĕ тапăнма тытăнсан, чакса каяттăм. Сан фалангуна ывăнтарса ним çапăçайми тăваттăм.»
— Тĕрĕс каланă-и вара çав массагет çарпуçĕ?
— Тĕрĕс, — тӳрех хуравларĕ Кăтра. — çавăн пек меслетпе ĕнтĕ каярахпа перссем римсен çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ.
— Эппин, çарпуçне чи кирли мĕскер-мĕскер тесе шутлама пулать?
— Чи кирли — хăюллăх, чи кирли — нихăçан та пуçа усманни. Тăшман тупнă çĕнĕлĕхе хирĕç хăв мĕскер те пулин шухăшласа кăларма пĕлни. Акă, эпир, пăлхарсем, тăшман çине мĕнле тапăнса пыратпăр-ха?.. Эпир...
Анчах Кăтра хăй шухăшне каласă пĕтереймерĕ: асалăк енчен кăшкăрашни, аслă патшана чĕнни илтĕнсе кайрĕ. Çавăнтах теккерсем алăк чаршавне сирсе ывăтрĕç, эрпелĕхе ертелей васкаса кĕчĕ те улăпал патне пырса пуç тайрĕ.
— Аслă патша, — терĕ вăл Купрата. — Васкавлă хыпар!.. Тан-шыв хĕрринчи чăвашсем çине каллех аварсем килсе тапăннă. Мальенчи çар юнлă çапăçура. Хахайтçă килсе çитнĕ.
— Илсе кĕрĕр! — сассине нимĕн улăштармасăр хушрĕ Купрат. Ертелей, теккерсене хушса, аллине сулчĕ.
Эрпĕлĕхе çавăнтах юнланса пĕтнĕ хахайтçă чупса кĕчĕ.
— Аслă патша! — улăпалри патша патне чупса пырса кукленсе ларчĕ вăл. — Эй, Купрат-элтепер!..
— Кала! — кĕскен çеç хушрĕ Купрат.
— Пысăк инкек! — кăшкăрса ячĕ хахайтçă. — Аварсем каллех юнлă вăрçăпа килсе кĕчĕç.
— Йышлăн-и?
— Хура пĕлĕт пек. Пĕтĕм авар халăхĕ. Ханĕпе пĕрле.
— Пăсăрлансем çапăçура-и?
— Талккишпе вăрçă пырать. Пĕтĕм Таншыв тăрăхĕ вутра. Чăвашсем пурте çапăçу хирĕнче. Уйрăмах сăкăтсем йышлăн пĕтрĕç.
Купрат ури çине сиксе тăчĕ. Сарлака хул-çурăмлă, яштака та çӳллĕ пӳ-силлĕ, çивчĕ куçлă, тăваткăлтарах питлĕ, вăл пӳрне те халĕ çапăçăва кĕме хатĕр улăп пек курăнчĕ. Çакна асăрхаса, пурте ăнланчĕç: пысăк ĕçсем пуçланмалла, пăлхарсем харçа тухаççĕ.
— ::Шĕкĕр-элем:патша ялаве; шĕкер — тĕп, аслă, элем — ялав.::! — хыттăн кăшкăрчĕ Купрат патша.
— Аслă патша, — Купрат çумне пырса тăчĕ Кăрăмкул, — ку вăл аслă вăрçă пуçланине пĕлтерет. Тен, ĕмпӳ-элем те çитетчĕ пуль.
— Çук, — кĕскен çеç хирĕçлерĕ Купрат. — Тăшман мăшкăлне чăтса çитет. Ăна тĕппипех тĕп тумасăр Шĕкĕр-элем Таман турхана килес çук.
Тулта кĕмĕл нăхра сасси илтĕнсе кайрĕ. Тейун чаршавне сирсе пăрахрĕç. Эрпĕлехре сивĕ пулса кайрĕ, çил вăркăшма тытăнчĕ. Урхамах-утсем тăпăртатни илтĕнчĕ. Эрпĕлехе вут-кăвар пек çивчĕ куçлă улма-чăпар ут, Купратăн юратнă урхамахĕ Таппир ĕрĕхсе кĕчĕ те, чĕвен тăрса, кĕçенсе ячĕ.
Купрат, утне саламланăн, сылтăм аллине çĕклерĕ. Таппир ун умне чупса пычĕ. Патша, çирĕмри çамрăк пек, ун çине сиксе ларчĕ те чĕлпĕрне тытрĕ.
Тулта каллех кĕмĕл нăхра сасси янăраса кайрĕ. Яриех уçса пăрахнă тейунран виçĕ юланут вĕçтерсе кĕчĕç: малта — Таттирек, шĕкĕр-элемçĕ, ун аллинче — патша ялавĕ: хуп-хура сăмалапа сĕрсе хуратнă вĕрене вулли çине çирĕплетнĕ кăн-кăвак шел-пусма, ун çинче — шурă арăслан сăнĕ, шел-пусма тăрринче — кашкăр пуçĕ, унран та çӳлерех — лаша хӳри. Таттирекĕн икĕ енче — икĕ шахтаман, таттиреке сыхлакан маттур нукерсем.
Купрат патша çакна çеç кĕтнĕ, вăл, утне хускатса, икĕ чĕркуççийĕпе ăна ăмринчен тĕкрĕ. Таппир çавраçил пек тапса сикрĕ, эрпĕлехрен вĕçтерсе тухрĕ те пуçтарăннă халăх умне чарăнса, чĕвен тăчĕ, кĕçенсе ячĕ.
— Çунакан çĕмренсем! — хушрĕ Купрат. — Пĕтĕм çĕршывра тӳпене çĕкленччĕр! Ыран каçпа харçа тухатпăр. Ман хыççăн! — хушрĕ таттиреке.
Купрат, таттирек тата икĕ шахтаман хула варринчи çӳллĕ сăрт çинчи патша керменĕ еннелле вĕçтерчĕç. Ун хыççăн — пин юланутçă, патша теккерĕсем.
Сасартăк çурçĕртен сивĕ çил вĕре пуçларĕ. Çӳлти тӳперен тин çеç ăшă кулăпа çиçекен хĕвел пулас хăрушă вăрçăран хăраса ӳкнĕ пек часрах хура пĕлĕтсем хыçне кĕрсе пытанма васкарĕ. Хăшпĕр хăравçă çынсем пек çутçанталăк, пĕтĕм тĕнче темрен хăраса таçта пытанма хатĕрленчĕ пек.
Чăнласах та хăрушă вăрçă пуçланатех пулмалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...