Таркăн :: Савтепи
— Мĕншĕн «теççĕ»? Шуркассинчи ăстана мантăн-им? Çăраççи çеç мар, темĕн те тăватчĕ вăл. Вĕрме-сурма, куç пăвма пĕлетчĕ... Ырă çынна кон çок, осал çынна вилĕм çок тесе ахаль каламан поль ĕнтĕ. Тытрĕç те хопрĕç старике. Çын вĕлерен Шахрун ирĕкре рехетленсе порăнать. Тĕрĕслĕх ăçта?
— Тĕреслĕх йĕм тĕпĕнче. Сирĕн вырăнта эп çав Шахруна тахçанах хулăпа йăкăрламалла1.
— Тимрĕçпе калаçса пăхар тетĕр те эсĕр, нимсĕрех вĕсем те ним туса памĕç. Вĕсене тӳлеме мĕн тупса парăпăр?
— Итлĕр-ха, тăвансем. Ма ваттарасшăн мар эсĕр çав путвал çăрине? Лумпа эп ăна ним мар тăпăлтарса кăларап. Халь çĕрле пурте çывраççĕ, кантур хуралçи ӳсĕр выртать, никам сиссе юлмĕ. Кайран, тĕпчеме тытăнсан шат та пат çеç тунмалла кăна: курман та, илтмен те...
— Эй, ан кала, Ильмук пичи. Пĕр кун хушшинче пĕлĕç, тытса хупĕç, сăнчăрласа ăсатĕç. — Ку Хветле сасси пулчĕ. — Ман Микки унта виçĕ кун чăтаймĕ.
— Ăçта вăл — унта?
— Эп ăçтан пĕлем? Кашмаш леш енче пуль, ара. Тĕнче хĕрĕнче.
— Чипер калаç-ха, Феня. Эп мĕнтен ыттисенчен уйрăм? Итлесе тăма та юраман сире кунта. Кунта арçынсен канашлăвĕ.
— Пирĕн те хăлха шăтăк-çке.
— Шăтăк пулсан та, ан илт эс.
— Мĕн тăвăпăр-ха вара, арçынсем? Çăраççине тупаймарăмăр эпĕр. Тимĕрçе тутарма укçа çок пирĕн. Çăрине ватма юрамасть тетĕр. Хытă поплеме те юрамасть. Темиçен пуçтарăнса ларма та хушмаççĕ иккен. Мĕн тума юрать-ха пире? Мĕн тума чармаççĕ? Выльăх пек ĕçлеме. Выльăхла пурăнма. Чĕнмесĕр ларма. Выçă вилме. Килĕшетпĕр-и эпĕр ун пек йĕркепе? Эп килĕшместĕп! Кам та пулин вăл йĕркене çунтарма пĕр хĕрринчен вут хыптарас пулсан эп ăна тепĕр хĕрринчен чĕртсе яратăп. Тĕм-тĕкĕр çунса кайтăр. Атя, унпа пĕрле хам та пĕтем, пурĕ пĕр хăçан та пулин вилмелле пĕрре.
...Шухăша кайнă Миккипе килнелле утнă май хăйĕн сăмахĕсене аса илчĕ те Янтул чунĕнче ăна тепĕр хут çирĕплетрĕ: «Тĕрĕс каланă» терĕ.
* * *
Савтепи çухалнăранпа хускалнă шăв-шавăн юлашки сыпăкĕ тепĕр кун çĕрле пулса иртрĕ. Миккипе Янтул каç пулнă-пулман кантур лупасĕ хыçне пырса пытанса тăчĕç. Кунтан кам кĕни-тухни те лайăх курăнать, калаçни те илтĕнет.
Ма иккĕн çеç вĕсем паян? Пĕр енчен, капла сăмах тухасран хăрамалла мар. Тепĕр енчен, ку чухне нумаййăн пуçтарăнма та хушмаççĕ ав. Виççĕмĕш енчен илсен, кунта ăраснах ним кĕтмелли те юлмарĕ пулас ĕнтĕ. Яка Илле усламçă Шупашкарта çамрăк манашкăсем хушшинче Савтепие курса палланă пулать те, Ухтиван паян ирхине çавăнта тухса чупнă. Миклайран арăмĕ ниçта юлмасть тесе ăна та чĕнмен арçынсем. Паян-ыран сухана тухмалла та, Михапар вăрлăх тупасчĕ тесе ăшталанса çӳрет-мĕн.
Кирлĕ мар чухне ĕç ăнать çыннăн. Микки Хуракасси пасарĕнче тимĕрçĕ чикана çăмăллăнах çăраççи тутарса килнĕ ав. Чунĕсене пусарма çеç кантур путвалне уçса пăхаççĕ Миккипе Янтул. Пĕрре курмалла-çке вăл тискер шăтăк мĕнлине.
...Кулава час каймарĕ. Унтан темĕн манса хăварнă Ивук кĕрсе тухрĕ кантура. Хăй хĕрĕнкĕ пулас, лупас айне пычĕ те, лаша пек, тахçанччен шакăртаттарса тăчĕ. Вĕсем тытса тăни çитменччĕ, крыльца çине Хветле каçса ларчĕ. Арçынсем карта хыçĕнче кĕтсе тăчĕç, тăчĕç, вырăнтан та хускалмасть Хветле.
Аякран кайса çаврăнса картишне Микки пырса кĕчĕ.
— Сана мĕн пулчĕ, Феня?
— Тем пулнă пек туйăнать-и?
— Туйăнмасть те... Эс ухмах сутса ларни тарăхтара пуçларĕ мана.
— Уншăн ма тарăхмалла? Ухмахне эп ирхĕнеччен те сутса пĕтереймесп пулĕ, — терĕ те Хветле уççăн кулса ячĕ.
— Хуллентерех эс! Пĕтĕм яла вăратăн, — хăтăрса тăкрĕ Микки. — Эс мĕн, ирхĕнечченех кунта ларасшăн-и?
— Кантур хуралçи чирлесе ӳкнĕ. Çавă хăй вырăнне тăма хушрĕ.
— Пĕлеп эп ун чирне. Халех киле каç та канма вырт. Саншăн эпĕ ларăп хуралта.
— Чăнах-и? Лайăх çын-çке эс апла.
— Хальччен сисмен пуль эс эп лайăххине.
— Ăна эп унччен те пĕлнĕ-ха та, халĕ тата лайăхрах туйса илтĕм. Ăçта-ха, пĕрре чуп тăвам сана уншăн, — тесе Хветле Миккине ыталаса илсе тута турĕ. — Эй, мĕскĕн, туту типсех ларнă сан.
— Эрнере пĕрре чуп тунипе мĕнле ан типтĕр вăл?
— Текех çамрăксем мар-çке эпĕр. Ик-виç çĕрлĕн ĕçлесе ывăнакан пултăм эпĕ. Ху куратăн, кунĕ-кунĕпе ура тăрринче ирттеретĕп.
— Çавăнпа киле хăвалап та сана. Çывăр часрах кайса, Феня. Кан.
— Шелленĕшен тавтапуç, Микки, Хырăму выçман-и сан, сĕт исе кисе ĕçтерем мар-и сана?
— Сĕт — ача апачĕ. Пĕрер курка сăраччĕ çаканта...
— Ăна тупма çук çав ĕнтĕ. Хурал тăрап тесе пĕр-пĕр инке арăм патне ан кай эс. Савтепи çухалнăранпа кантура хытă сыхлама хушать Ивук. Тепер чухне çĕрле кисе тĕрĕслессипе хăратать тет. Инкеке лексе ан тăр эс.
— Ан хăра, Фенечка. Манпа хирĕçеймест Иван.
— Эп кайрăм эппин. Ырă каç пултăр сана. Хуралçă пама пулнă вун çичĕ пус сана махорка илме юрĕ.
— Спасибо, карчăк.
«Савтепипе кантур хушшинче нимле çыхăну-туртăм та пулмалла мар-çке, — шухăшласа тăчĕ арăмĕпе упăшки калаçăвĕн вĕçне илтсе юлнă Янтул. — Вĕсем, хĕрпе вулăс кантурĕ, манпа кулава пекех, пĕр-пĕриншĕн ют-çке, ăмма Савтепи çухалнăшăн кантура хытă сыхламалла? Ăçта кунта вăрттăнлăх?»
Тĕттĕмре Микки кĕлетки курăнчĕ.
— Шăнкăртаттарнине илтмерĕн-и?
— Мĕн пулчĕ, Микки?
— Уçма хăтланса пăхрăм та, юрамасть çăраççи.
— Ан калаç? Ăçта-ха...
Вĕсем путвал умне пырса тăчĕç. Хуллен шăнкăр-шăнкăр, шăнкăр-шăнкăр тутарчĕ те Янтул, çăра шăнкăрт уçăлчĕ.
— Эх, эс те çав. Куртăн-и?
— Эс тимĕр чĕлхине пĕлен пуль, Илюш. Çутса пăх-ха ĕнтĕ.
Темĕн çыртасран хăранă пек, Янтул сехĕрленсе аллине тĕттĕмелле тăсрĕ те хăма çумне пат перĕнчĕ.
— Икĕ хут алăк кунта.
— Ан тĕлĕнтер? Ăна та питĕрнĕ-и?
— Ăçта-ха... Кăна та тимĕр çăрапа питĕрсе илнĕ.
— Пĕтрĕ пуç апла. Каялла хупса лартар та тарар кунтан часрах. Пурĕ пĕр нимĕн те çук унта.
— Пĕрне уçнăскерсем-и? Тăхта-ха, — терĕ те Янтул тĕттĕмре çухалчĕ. Нумай та вăхăт иртменччĕ, вăл каялла таврăнчĕ.
— Акă, тытса тăр çакна, — тесе тимĕр кĕреçене иккĕмĕш алăк янаххи çумне çӳле тытрĕ Янтул.
— Ку мĕн тума, Илюш?
— Йĕр юласран. — Аллинчи лума Янтул алăк пробойĕн ункине тирсе ун вĕçĕпе тимĕр кĕреçене хĕстерчĕ те пĕрре çех хирчĕ. Тăпăлса тухнă пробой чăнкăрт туса çĕрелле усăнчĕ. Алăк шалалла кăшт уçăлчĕ те чарăнчĕ. Путвалтан йывăр сывлăш персе тухрĕ.
— Çуртуна çут-ха, Микки.
— Сывлăшĕ... мĕскер ку?
— Çут тенĕ сана çурта!
Чĕтрекен аллипе Микки аран-аран çуртине çутса пачĕ. Янтул илчĕ те ăна темле çемçе япалана алăкпа шалалла тĕртсе путвал ăшне çутатса пăхрĕ. Çурта çути пĕчĕкленсе пырса лĕп-лĕп-лĕп турĕ те пăч сӳнсе ларчĕ. Çав кĕске самант хушшинче Янтул путвалта пачах сывлăш çуккине туйса илчĕ, урай варринче ăна тум-тир купи выртнă пек курăнса карĕ. Тум-тирĕсем йăшăлтатнă пек туйăннипе сехри хăпнă Янтул картишне сиксе тухрĕ.
— Ху! Тата кăшт тăнă пулсанах тăнсăр пулса ӳкеттĕм.
— Ма сывлăшĕ ытла хăрушла?..
— Çĕрĕк тум-тир шăрши пуль ара.
— Çук, ку темле чĕрĕ шăршă.
— Те уçса хăвартăм эп алăкне? Кăшт уçăлтармаллаччĕ пуль.
— Ăçта-ха. Э, уçах.
Пăртакран вĕсем тепре çурта çутрĕç.
— Кĕрсе пăх-ха, — сĕнчĕ Янтул.
— Çук, пĕрле кĕрер, — терĕ Микки. — Пĕччен чун сӳлетет. Эп шапаран та хăрап.
Пĕри вĕсенчен аллине тимĕр кĕреçе, тепри пысăк çăраççи тытрĕç.
Шалта алăка уçма чăрмантараканни тумтир купи мар, чĕркуçленсе ларнă çын кĕлетки пулчĕ. Ăнсăртран ура перĕннипех вăл пăнкăлт тӳнсе карĕ те, мĕнле хытса ларнă — çав халлĕнех, хутланнипех, урайне ӳкрĕ.
Янтулпа Микки алăк патнелле тĕршĕнчĕç. Хĕрарăм тум-тирне уйăрса илчĕç вĕсем, этем кам иккенне те пĕлчĕç темелле. Çапах алăкра чарăнса тăчĕç.
— Мĕнле, сăнне куртăн-и эс? — ыйтрĕ Микки пăшăлтатса.
— Эсĕ палламарăн-и? — терĕ Янтул тата хуллентерех. Вăл сулахай аллипе Миккирен тытса сылтăм аллинчи çуртине çын пичĕ патне çывхартрĕ. Çапла, Савтепи ку. Чечек пек çăварне тутăрпа пăкăланă, ачаш алли-урине хыçалалла туртса çыхнă. Ни кăшкăрайман ĕнтĕ мĕскĕн, ни алăка шаккайман.
Вĕсем кантур крыльци çинче тăна кĕчĕç, Миккипе Янтул. Чĕлĕм туртрĕç. Чĕлĕм туртрĕç. Чĕлĕм туртрĕç. Хĕре кам вĕлерни пирки пĕр сăмах та шарламарĕç. Вăл хурахсене иккĕшĕ те лайăх пĕлеççĕ.
— Кайса вут тĕртем-и вĕсене? — тесе ура çине çеç сиксе тăчĕ Микки пĕрре. Янтул ăна каялла туртса антарчĕ. Чарман пулсан каятчĕ вăл, хыптаратчĕ Яка Илле кил-çуртне вут. — Хĕр вилĕмĕшĕн эпĕ те, ухмах, айăплă. Щурчана ăна эпĕ ертсе килтĕм.
— Ун пек шутласан эпĕр пурте айăплă Савтепи умĕнче, — Микки каланипе килĕшрĕ Янтул. — Пĕтĕм таврари халăх çав икĕ ураллă кашкăрсенчен хăраса пурăнатпăр.
Унтан хăйĕн тахçанхи шухăшĕ çине куçрĕ пуп тарçи.
— Ытлашши хитре çын нихçан та йĕркеллĕ пурăнса ирттереймест иккен. Е вăл, хĕрарăм пулсан, хăй алăран алла кайса пĕтет. Пурте юратаççĕ пек ăна, тем тусан та чару çук пек. Е ăна çынсем тĕп тăваççĕ. Канăç памасть пулмалла илем таврари халăха. Вăрманти е шыв хĕрринчи пĕр-пĕр ĕлккен вырăна ил-ха эс. Çынсем иленччĕр кăна унта, пĕрер уйăхран-иккĕрен çав илемлĕ кĕтес сысна вити пек пулса тăрать. Туратсене хуçса-чĕлсе пĕтереççĕ, чечексене татса ывăтаççĕ, таптаççĕ, çӳпĕлеççĕ, варалаççĕ. Çавăн пек туса хăварсан тин çыннăн чунĕ канать-ши вара?
Мĕн енчен чăрмантарнă капăр хĕр хурахсене? Хăйсене парăнманнипе, хăйĕн илемĕпе, чиперлĕхĕпе тарăхтарнă вăл тăшмансене. Çавăнпа тытнă та хупса лартнă ăна тупăк пек путвала.
— Мĕн тери асапланса вилчĕ пуль пирĕн çут çăлтăрăмăр! Тен, халь çеç те пулин алăкне уçса хăвармаллаччĕ путвалăнне? Юлашки каç хăть уçă сывлăш сывласа вырттăр.
— Халь пур пĕрех ĕнтĕ ăна. Ыран эс пĕр хушă ман ĕçе ан хутшăн, Микки. Çăраççине пуçĕпех мана пар. Ăна эп тутарнă тесех шутла, ăнлантăн-и? Эсĕ ун çинчен нимĕн те пĕлместĕн тет. Калаçса татăлтăмăр-и?
— Татăлтăмăр та-ха. Анчах...
Янтул хăлхине аллипе хупларĕ те крыльца çинчен чупса анчĕ, хӳме урлă пуп картишне сикрĕ.
* * *
Тепĕр кун ял хушшине тĕлĕнмелле хыпар сарăлчĕ. Çухалнă хĕре шырама кайсан пуп тарçи Ильмук (Янтул ĕнтĕ) Савтепи шăпине пĕлес тесе юмăç пăхтарнă-мĕн те, лешĕ хĕр ăçтине тĕп-тĕрĕс каласа панă.
Ку вăл ирхине пулчĕ-ха.
Халăх çăварĕ хапха. Кăнтăрлапа хайхи хыпара çĕр те пĕр тĕрлĕ улăштарса пĕтерчĕç: Савтепие хурахсем вăрласа кайнă пулнă тет; пуп тарçи унпа курса калаçма пултарнă иккен; вара ăна арçынла тумлантарса Шурчана илсе таврăннă: халĕ хĕре халăха кăтартма хатĕрленеççĕ т. ыт. те.
Чи малтан Янтула пуп патне чĕнтерчĕç. Хăнасем те пур иккен Элексантăр аттесен: шалти пӳртре темиçе майра курăнать.
— Эсĕ, Илия, Савдебе ăçтиня пĕлет? — ыйтрĕ пуп.
— Пĕлетĕп, — терĕ алăк патĕнче тăракан Янтул.
— Ăçта вăлă?
— Кунтан инçех те мар...
— Ăçта?
— Ăна эп ял çыннисем умĕнче çех калама пултарап.
— Кунта та çынзам пор, — шалти пӳрт алăкĕнче кĕпĕрленсе тăракан майрасем çине кăтартрĕ пачăшкă.
— Кăсем çех сахал.
— Эсĕ ăçтан пĕлет Савдебе ăçтиня?
— Пĕлетĕп, — терĕ Янтул. — Чухлакансем каларĕç мана. Кайран — кăтартрĕç...
— Шыраса таврăнсан ма тĕрĕсне каламан?
— Вăхăт çитмесĕр калас мар терĕм. Халĕ çитрĕ вăхăт.
— Калаçрăна унпа?
— Кампа, Савтепипе-и? Ăна çынсем умĕнче калăп.
— Итле-ха, тора çури... чури. Эсĕ соя çын полмалла. Темле йомçăсемпе çыхланнă терĕç сана. Лешсам олтавçăсем. Пичĕ кĕçĕ вĕсен. Тоисть кĕççе...
— Суяп пулсан ан итлĕр, — терĕ те Янтул пӳртрен тухса карĕ.
Вăл хушăра пуп çурчĕ умне ял халăхĕ пуçтаранма тытăннă-мĕн. Кил картинче те çынсем: чиркӳ старасти, Каççан пичче, Михапар, Миклайпа арăмĕ... Ыр кăмăллă Марфа Ефимовна та унтах. Пурте çухалнă хĕр шăпине пĕлесшĕн.
Савтепи ашшĕпе Янтул хутса кăларнă лаçра калаçса илчĕç.
— Итле-ха, Каççан пичче, — ӳкĕтлеме тытăнчĕ Янтул. — Тархасшăн вăхăтна ан ирттер кунта. Çав тери хисеплеп пулсан та, нимĕнпе те савăнтараймастăп эп сана. Пулăшма та халăм çук. Çут тĕнчерен кайнă çынна ним тусан та каялла тавăрма çук. Кам айăпĕпе апла пулнине те сисетĕн пулĕ тетĕп. Эпĕ те ăнкаратăп ăна. Сирĕн, Савтепипе иксĕрĕн, тăшманăрсем маншăн та тăшмансем. Санпа пĕрле эпĕр те, мăшăрпа иксĕмĕр, Элексантăр аттепе Марфа Ефимовна та, Миккипе Хветле те, çакăнта пуçтарăннă çынсем те — пурте сана шеллесе, Савтепие хĕрхенсе санпа пĕрлех макăратпăр, ĕнен, Каççан пичче. Анчах, чĕре татăлса анас пек сурсан та, пуçĕпе çухалнă çынпа пĕрле вилме çук. Мĕнле те пулин чăтса ирттерес пулать. Таврăн килне. Кунта тăнипе эсĕ хăвăн пурнăçна çех йăвăрлататăн. Ыран е тепер кун эпĕ сирĕн пата пырса мĕн курни-илтнине йăлтах каласа парăп.
— Вилмеллипех вилчĕ-шим вара ман хĕр?
— Чĕрĕ пулсан мĕнле те пулин сас парĕччĕ вăл хальччен. Пуçне çирĕç пуль çав тăшмансем.
Янтул лаçран тухрĕ те, картишĕнчи халăх кĕпĕр! хускалчĕ. Вăл урамалла утрĕ, — çынсем те унталла сулăнчĕç. Чиркӳ лаптăкне пуçтарăннисем Янтул еннелле çаврăнса тăчĕç.
Ушкăн варринчен палламан арçын сасси илтĕнсе карĕ
— Эсĕ, Ильмук, çухалнă хĕре тупнă теççĕ, тĕрĕс-и вăл?
— Савтепи ăçтине каларĕç мана, — терĕ Янтул. Хăй куç хӳрипе кантур еннелле пăхрĕ те тулти крыльца çине тухса тăнă кулавапа Ивука асăрхарĕ. Уçнă хапха алăкĕнче полици салтакĕпе хуралçă карăнса тăраççĕ-мĕн.
— Ăçта вăл, пирĕн Савтепи? — Кăна та сассине улăштарнă çын ыйтрĕ. Мухтарĕ халăх йăлине Янтул хăй ăшĕнче. Тӳре-шарапа калаçмалла чухне ялти ватăсем хăйсен «лидерне» (ял пуçне) ушкăн варрине хупаççĕ. Палласа тытса каясран лешĕ чылай чухне сассине улăштарса калаçать.
— Çухалнă Савтепи хамăр ялтах пулнă! Шурчарах! Эпĕр ăна таçта аякра шыраса çӳретпĕр, — теме ĕлкĕрнĕччĕ кăна Янтул, кантур крыльци çинчен халăх умне вулăс правленийĕн тиекĕ Ивук сиксе анчĕ, элес-мелес кăшкăрашма тапратрĕ.
— Халех саланăр! Çак самантрах! Немедленно! Унсăрăн пурне те хупса лартатпăр! Юрамасть ушкăна пуçтарăнма! Эсĕр бунтă тăвасшăн!
— Халăх пăлханма мар, чиркĕве килнĕ, — пĕлтерчĕ Янтул лăпкăн.
— Эпĕр чиркĕве килнĕ! Чиркĕве! — сăмах тупса панăшăн савăнса кăшкăрчĕç çынсем.
Кăвакарса кайнă Ивук Янтул патне сиксе ӳкрĕ.
— Тата эсĕ çитменччĕ кунта! Тасал хăвăн сыснусем патне! Атту...
— Мĕн «атту»? — кулкаласа ыйтрĕ Янтул.
— ...касамата çакланан.
— Унта сан валли те вырăн хатĕрлесе хунă тет-ха.
Тĕлĕнсе кайнă халăх Ивука аяккалла тĕксе Янтула хупăрласа илчĕ.
— Савдебе кам панче, Илья? Чĕрĕ-и вăл, вилĕ-и? — Сăмахна каласа пĕтер, Ильмук!
— Чĕрри-виллине пĕлместĕп. Юмăç пăхаканĕ каларĕ, хĕре пĕр пысăк çурт айĕнчи подвала хупнă терĕ.
Халăх ахлатса ячĕ. Михапарпа темиçе çын, вăл шутрах пуп майри те, кантур еннелле пăрăнчĕç. «Тӳре-шара» картишне кĕчĕ. Çынсем унта çывхарнă çĕре вĕсем пӳрте чăмрĕç.
Путвал алăкĕ умне халăх пырса капланчĕ.
— Уçăр тамăк алăкне, унсăр çăрине вататпăр! Кантур чӳречинчен Ивук пуçĕ курăнчĕ.
— Вулăс начальникĕ калать: çăрине ватакансене хăйсене подвала хупатпăр тет. Подвалне уçни те уссăр: унта нимĕн те çук.
Халăх кĕрлесе карĕ:
— Аппен, ма уçса кăтартмастăр нимĕн те çоккă полсан?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...