Таркăн :: Пулас ниме
Кун пек пурнăç ик-виçĕ çулах тăсăлнă пулсан ăçта çитсе тухĕччĕ-ши Укка, калама хĕн, тен, хăйĕн пуласлăхне шанми пулса пăсăлса кайĕччĕ, ăна... Микулай пулăшнă. Çапла, çавă тупса панă Уккана каччă. (Тен, арăмĕ хăйĕн çулĕ çинче тăракан тăшманне пăрас тесе упăшкине хĕтĕртнĕ пуль.) Укка çинчен Микулай юнашар ялти тусне, ристан Михапар ывăлне çамрăк Михапара каласа панă. Лешĕ хыпса илсе, тăлăх хĕре шеллесе, хăйшĕн вăрттăн савăнса Укка патне евчĕ янă.
Пĕр эрнерен пĕрлешнĕ вĕсем. Шăкăл-шăкăл пурăнма тытăннă. Хуллен-майĕпе пӳртне юсаса лартнă. Пиччĕшĕсемпе мирлешнĕ те Укка, пӳрт юсас ĕçе вĕсем те хутшăннă. Иккĕмĕш çул çине кайсан Укка хĕрача çуратнă. Касаматран ватă Михапар таврăннă та, ача пăхма вăл юранă. Ĕçре те çамрăксенчен юласшăн пулман старик.
Укка халь чи хисеплĕ хĕрарăмсенчен пĕри ялта. Ĕçченни те ĕçчен вăл. Кăмăл тĕлĕшĕнчен ытарма çук ăна. Килĕнче те пурнăç ăнса пырать пулас, пĕччен юлсан та тепĕр чух хăй тĕллĕн кулкаласа çӳрет. Чĕри тĕпĕнчи вăрттăн суран пулас пулмасан хăйне телейлĕрен те телейлĕ çын тейĕччĕ вăл. Укка Микулая манаймасть.
Тен, юрату мар, намăс ĕç çеç вăл? Ут тăранманни кăна? Çăварĕнчи какай турамне кăларса ӳкернĕ те Укка — ӳкĕнет халь? Çунать? Чавси çывăх, анчах çыртма çук-çке. Хĕрелсе каять те вăл йĕри-тавра пăхкаласа илет. Юрать никам та çук çывăхра. Ачи нимĕн те пĕлмест-ха.
Хĕрарăмсем калаçнине аса илет Укка. Пурин те мĕн те пулин çитмест вĕсен, мĕн те пулин чăрмантарать, хурлантарать, шухăшлаттарать. Эппин, пурин те çавăн пек вăл? Çапла пулмалла та? Шăлна çырт та пурăн-и? Нумая хапсăнса нимсĕр тăрса юласран хăрушă-и? Михапара тупнишĕн те мухтав... Микулая темелле пуль. Вĕренленĕ лаша пек, каллех çав суран патне çитсе тухать Укка. Пурнаçĕ пур енчен те ăнса пынă çын ниçта та çук-шим вăл?
* * *
Сайра çеç тупăнакан ерçӳллĕ кунсенче Укка пиччĕшĕсене курма тесе каять те ытларах вăхăтне Микулай ашшĕ-амăшĕ патĕнче ирттерет. Хуçалăхĕ халь ваттисен юхăна пуçланă. Микулай амăшĕ вырăнпах выртать ав. Ашшĕ пĕччен ăçтан пур ĕçе те ĕлкĕрсе пытăр? Микулай, хуньăшĕ патĕнче пурăнаканскер (вăл унта киле кĕнĕ), çуртне аслăлатма тытăннă та ашшĕне пулăшаймасть пулас. Тепĕр чух мĕнпе те пулин пулăшас тесен те арăмĕн куçĕнчен пăхмалла-çке. Кашнинчех ун пирки сăмах хускатса хăйĕнне те, арăмăнне те кăмăлĕсене пăсас килмен пуль çав.
Микулай Михапар тусĕ пекки пулнă май тата ăна арăм тупса панă тесе вĕсем, икĕ килĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнкалаççĕ, анчах çине-çинех мар. Упăшкине Михапарсем патне мĕн йыхăрнине ăнланать Клавье — те мухтанасси килнĕ пулнă Микулайăн тахçан, те арăмĕ умĕнче ырă ятлă пулас шутпа, унччен хăйне Укка савса пурăнни çинчен супăльтетсе панă. Хам эп ăна нихçан та юратман тесе хушса хунă вăл юлашкинчен васкаса. Эпĕ курнă-курман сана килĕштерсе пăрахрăм тенĕ Клавьене.
Калакан манать, итлекен манмасть. Клавье ăна ĕмĕр манмасла астуса юлнă. Хуллен сăнама тытăннă çаксене. Вара часах лешсем халĕ те пĕр-пĕриншĕн çуннине асăрханă. Çавăнпа Михапарсемпе тĕл пуласран кашнинчех пăрăнма тăрăшнă Клавье.
Лешсем иккĕшĕ те, Микулайпа Укка, — Микулайĕ вунă çул хушши арăмĕн аллинчен тухаймасăр пурăнса, Укки Михапарпа икĕ хĕрача çуратса, тинех пĕрне-пĕри «асăрханă». Пĕр-пĕрин çумнелле кăмăл туртнине сиснĕ те, кураççĕ те. Микулай çаплах хĕр пек çӳрекен Уккана качча илменшĕн ӳкĕнет те вĕт, халь тин мĕн тăвайăн ĕнтĕ? Уккан Микулай еннелле пăхмалли урăх сăлтавсем те пур: Михапар арçын çырлахтарсах çитереймест ăна; çитменне Михапар кĕске турталлă çын, ним çук çĕртенех «нимĕр юрма» ăста; Уккана пĕрмай хĕрача çуратан тесе ӳпкелешет...
Микулайпа Укка пĕрле ӳснине, вĕсем пĕрне-пĕри мĕн пĕчĕкренпех хисепленине тата ыттисене пĕр çĕре пуçтарсан Уккана «ирĕк» ĕмĕт-шухăшсемшĕн айăплама упăшкисĕр пуçне никамăн та хал çитмĕ.
Çапах иккĕшĕ те вĕсем — хăйсен пурнăç çулĕсем пĕрлешсе каясса мар, ун пеккинех кĕтме çук пуль çав ĕнтĕ, арăмĕнчен те Микулай чипер халлĕн хăпса пĕтеес çук, вăхăтлăха çеç те пулин пĕр-пĕринпе çывăхланасса шанаççĕ.
Çав кĕтнĕ самант çитрĕ-çитрех пĕррехинче.
Тепĕр ик-виçĕ кунран ыраш вырма тухмалла тесе тăнă чух пĕр каçхине Михапарсем патне Микулай пырса кĕчĕ. Аллинче хăйĕн хутаç витĕр палăрса тăракан вăрăм мăйлă чӳлмек.
— Аван-и?
— Пырать. Хăвăр мĕнле? — килнĕ çын еннелле пăхмасăр сас пачĕ çывăрма хатĕрленнĕ Михапар. Укка салтăнса выртнăччĕ ĕнтĕ. Микулая юратсах пĕтерейменнипе кил хуçи унпа ирĕксĕр çех калаçкалать.
— Эпĕр те çӳрекелетпĕр-ха, — çекленӳллĕн пĕлтерчĕ тĕпеле иртсе ларма ĕлкĕрнĕ Микулай. Вăл ун-кун пăхкаларĕ те кăмака кĕтессинчи чĕресрен шыв курки илчĕ. Хутаççинчен сĕтел çине чӳлмекне кăларса лартрĕ. — Çакна ĕçсе пăхар-ха, мĕнле япала вăл.
— Мĕскер вăл сан?
— Пĕлен ĕçсен. — Микулай куркине тултарчĕ. — Тав сире!
— Сав пире, эппин.
Микулай ĕçнĕ пек турĕ те куркине чӳлмекрен тултарчĕ. Михапар еннелле тăсрĕ.
— Эсĕр ан ятлăр мана, эп килте ĕçрĕм. Ку сире валли çех. Тутанса пăхмалăх кăна. Тыт-ха çакна.
— Мĕн сăлтавпа ку, Микулай? Чăрманса çӳремелле марччĕ.
— Чăрманмалăх сăлтавĕ пур. Арăм ывăл çуратса пачĕ. Тата тепĕр сăмах та пур та, ăна каярахпа калăп.
Ярханах Укка вырăн çине тăрса ларчĕ те кăкрине аллипе хупларĕ.
— Ача çуратнă тетни? Ан тĕлĕнтер! Ик уйăх каялла та хĕр пекехчĕ-çке вăл?
— Хĕрарăмсем çапла вĕсем — пытарма пĕлеççĕ, — терĕ Микулай.
— Илтрĕн-и, карчăк, — çаврăнчĕ Укка еннелле Михапар, — çынсем ывăл хыççăн ывăл çуратаççĕ.
— Вĕсене упăшкисем пулăшма пĕлеççĕ пуль, — çын умĕнче парăнмарĕ Укка.
— Эс ĕçме мантăн, Михапар, — аса илтерчĕ килнĕ çын.
— Э, чăнах та-çке. Кучченеçĕ килех тăтăр эппин. — Михапар куркине пушатрĕ. — Кăрчама-мĕн. Ачу сывлăхĕшĕн пултăр.
— Тавтапуç. Тепре тултарам-и?
— Кăштах тăхтар-ха. Ытла çине-çине пулать. Тӳрех урана карĕ.
Ӳсĕртет тенĕрен пыллă сăрине Укка тутанса çех пăх-рĕ. Ун вырăнне тепĕр кун ĕçрĕ те вăл... Ун çинчен вăхăт çитсен калăпăр.
— Иккĕмĕш сăмахĕ ман акă мĕн, — пĕлтерчĕ тухса каяс умĕн Микулай. — Пӳрт хăпартма эп ыран ниме тăватăп. Клавьене хăйне те, ачине те пăхакан пур тесе темиçе кунлăха аппăшĕ патне Кĕстереке леçме тиврĕ. Ĕçлекенсем валли апат-çимĕç пĕçерме мана ыранлăха тепĕр хĕрарăм кирлĕ пулать. (Пĕрне тупса хунă эп.) Укка пымĕ-ши пулăшма?
— Т... темĕн-çке, — пăлтăрти ачисем айкашнине тăнланипе, çав вăхăтрах Микулай калаçнине итлеме тăрăшнипе, ăна хирĕç мĕн каласси пирки шухăшланипе аран пĕр сăмах хĕссе кăларчĕ Михапар. Вара тин шухăшне пĕр çĕре пуçтарчĕ. — Ерçейĕ-ши вăл? Пĕчĕкки те йăшнă-ха пирĕн. Хамăн армана каймалла. Çăнăх пĕтнĕ. Тыр вырма тухсан вăхăт пулмĕ.
— Ма каяс мар нимене, каяс, — тесе хучĕ Укка кĕтмен çĕртен. — Пулăшас çынна.
Михапар аптра юлчĕ.
— Ача мĕн тетĕп-çке...
— Вăл чиперех-ха пирĕн. Ати вĕсене манран лайăх пăхать.
— Хăçан пымалла вара?
— Ирхине тул çутăлнă-çутăлман тăрса утиччен, тен, халех пырăн, Укка? — Михапар ыйтнине хăлхине чикмесĕр ун арăмĕпе калаçрĕ Микулай. — Аттесем панче вырăн янтă сан валли. Хăварăн тĕп килĕ те пиртен инçе мар.
Хăй çине çӳхе çивитти çеç пăрахса янă Укка Микулай ун еннелле хапсăнса пăха-пăха илнине вăл килсе кĕнĕренпех туйса выртатчĕ. Лешĕ, «тен, халех (çĕр хутах манпа) пырăн», тесе чĕннине илтсен, вăл мĕн ĕмĕтпе йыхăрнине ăнланса Укка пĕтĕм кĕлеткипе çӳçенсе илчĕ. Унăн хăйĕн те çав шухăшах-çке. Тен, Микулайпа иккĕшĕ хăйсем çеç, куçа-куçăн тĕл пулас юлашки май ку? Унпа усă курса юлмасан ĕмер ӳкĕнсе пурăнмалла пулĕ? Хуçи йыхăрнă йытă майлă, вăл яшт сиксе тăрасшăнччĕ, Михапар ăна аллипе вырăн çине пусма ĕлкĕрчĕ. Упăшкипе çапăçсах юратнă çын хыççăн утма Укка чунĕпе хатĕрленсе çитменччĕ-ха. Анчах çурма çулта чарăнма та шутламарĕ вăл.
Алăк хăлăпĕнчен тытнă Микулай Михапар еннелле çаврăнчĕ.
— Эпĕр сирĕнпе туссем, вут-шанкă кирлĕ пулсан пĕрер эрнерен лаша кӳлсе пыр. Турпаспа пĕрене пуçĕсем пирĕн унта сахалтан та виç-тăват лавлăх.
— Çук, кирлĕ мар вутă, татса хуниех ик хĕл каçмалăх,— суйрĕ Михапар.
— Хăш тĕлте вăл, татса хунă вутту? — упăшки аллинчен пăрăнса вырăн çине тăрса ларчĕ Укка. — Киçака калатни? Ăна çине турттарас тислĕке, кахал, кирпĕч туса çунтарса пĕтерен.
Упăшки ĕçченнине кура тăркачах çын умĕнче çапла кăшкăрашрĕ вăл.
— Эппин, хам лашасемпе кӳрсе килсе парăп. Эсĕр, хĕрарăмсем, тияма çеç ан ӳркенĕр, — терĕ те Микулай пӳртрен тухах карĕ. Унтан каялла таврăнса алăка уçрĕ те пăлтăртанах Уккапа калаçса илчĕ. — Эс, паллах, пыратăн ĕнтĕ ирхине, çапла-и?
— Паллах! — терĕ Укка та хăпартланса.
Микулай çакăнта «атя манпа пĕрле!» теес пулсан Укка, тен, хальхинче ним шухăшласа та тăмĕччĕ. Упăшкинчен патак лекессине пĕлни ăна пушшех хатарлантарса ячĕ пулмалла. Пурнăçра çĕнĕ утăм тума сăлтав кирлĕ-çке çынна. Пулас айăпшăн тӳрре тухма та йӳтĕм тупса хумалла.
Иккĕшĕ çех юлсан пӳртре пĕр хушă шăп пулса тăчĕ. Пăлтăрти ачасем те çывăрчĕç курăнать, унтан халь нимле сас-чĕв те илтĕнмест. Михапар пĕрре тĕпеле кĕрсе тухрĕ, сĕтел çинчи шыв куркине кăмака кĕтессине пырса çакрĕ те паçăрхи вырăна кутник хĕррине таврăнса ларчĕ. Вăл çав тери тарăхни чĕтренсе сывланинченех паллă. Тĕркĕшӳ пуçласа яма çавăнта пĕр-пĕр сăмах е хускану çеç кирлĕ. Çавна лайăх пĕлекен Укка упăшки çурăмĕ хыçĕнче çывăрнă пек туса выртать. Те пĕр саманта кăтăш пулнă вăл, те айăкĕ ыратнă, стена еннелле вăшт çаврăнса выртрĕ. Тен, упăшкине çеç çапла туйăннă вăл? Питрен çупнă пек хыпса илчĕ Михапар. Э, эс Микулайпа çĕрле вăрмана тухса кайма хатĕр, манран тепĕр еннелле çаврăнса выртан! Куçăм ан куртăрччĕ сана тетĕн?
Ĕмĕр калас çук сăмахне персе ячĕ Михапар.
— Сана эп... Кил-çуртсăр хĕре... Çын юлашкине... — «илтĕм» теме тăнăскер, каласа пĕтереймерĕ, çăварне хыптарнă пек чарăнчĕ. Куçне чарса пăрахнă Укка ун еннелле тинкернĕ те шалкăм çапнă1 çын пек выртать.
Сасартăк тăна кĕчĕ Михапар, арăмне шеллерĕ, куçне куççуль капланчĕ ун, анчах кая пулчĕ çав ĕнтĕ. Пĕр касса йăвантарнă йывăçа хăть шелле эс, хăть ан та шелле каялла çыпăçтарма çук ăна. Сăмах та çăмах мар, пĕрре çăвартан тухнăскере каялла çăтаймăн.
Ма вăта таран татрĕ вăл айван мăшăрне? Е юратмасăр илнĕ-и ăна? Халĕ килĕштермест-и Уккана? Çук, юратсах илнĕ. Юратнă та, юратать те. Микулайпа Укка пĕр-пĕрин патнелле ăнтăлнине сиссен (сисĕмлĕ çын ăна сисмесĕр, куç пурри — курмасăр тăма пултарайман), икĕ çамрăк пĕр-пĕриншĕн хыпса çуннине асăрхасан Микулай ытлашши ăслах маррине туйса илĕ те Укка — унран сивĕнĕ тенĕ Михапар. Анчах шел, хĕрарăма (арçынна та çавах) ăс-пуç çеç илĕртмест-мĕн арçынра (хĕрарăмра). Арçын — пур енчен те арçын пултăр тет хĕрарăм. Арçын, хăй темле пулсан та, хитрине шырать.
Уккапа Микулая илсен, вĕсен хушшинчи ĕç-пуç ытла тарăнах кайманччĕ пек-ха. Анчах вĕсем пĕр-пĕринчен сивĕнесси те паллă марччĕ. Калаçма, кĕвĕçме, вĕсен хушшине пырса хутшăнма — сăлтав çукчĕ темелле. Чунра эп кулава арăмне юратса пурнăп та, мана уншăн вырттарса хĕнемелле-и? Паян Микулай килни ак пĕтĕм ĕçе пăтратса ячĕ, вăрттăн тĕлкĕшекен вут-çулăма çиеле кăларчĕ. Ик енĕ те паян, —Укка та, Микулай та — хăйсен шухăшĕсене уççăн палăртрĕç. Эппин, манăн та хамăн кăмăла пĕлтерес...
Ăна арăмĕ пӳлчĕ. Вырăн çине яшт тăрса ларчĕ те Михапара куçран пăхса çапла каласа хучĕ.
— Ку сăмахшăн эл сана нихçан та каçармастăп, — терĕ.
Хăй мĕн тунине çав самантра Михапар хăй те сиссе ĕлкĕреймерĕ пулас — арăмне питĕнчен çутăлтарса ячĕ. Укка вырăн çине тăрăнчĕ, тен, тăнне çухатнăччĕ пуль, пĕр вăхăт ним хускалмасăр выртрĕ. Вара, майĕпен çĕкленсе, çăварне шывпа чӳхерĕ те, ăна çăтса ярса, пӳртрен васкамасăр тухрĕ. Кĕтсе ларчĕ, ларчĕ ăна Михапар, Укка кĕмерĕ каялла. Кайран курчĕ Михапар: Укка пăлтăрта ачасен çумне пырса тĕршĕннĕ-мĕн.
Ну, тарăхса карĕ арçын. Пăх-ха эсĕ: хирĕç пĕр сăмах чĕнин хăть арăмĕ. Мĕнле мăн кăмăллăн тухса карĕ вăл. Пырса ан çыпăç ман çумма тесшĕн-ши вăл унпа? А тен, ырана, Микулайпа курнăçма, çапла хатĕрленет вăл? Тен, хăй умĕнче шурă питлĕ пулма, упăшкине тавăрма, çавă çеç кирлĕ те ăна? Çынна кӳрентерсен тем тума та юрать-ши вара?
Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и те, арăмĕ умĕнче айăплă пек пулса юлчĕ Михапар.
Иккĕшĕ те çывăраймарĕç вăл каç. Пĕрин шухăшĕ килте марччĕ ĕнтĕ. Тепри пурнăç арканнине туйнипе аптраса ӳкнĕччĕ. Ытларах ыттисене сивлерĕ вăл. Укка та пулса пăхрĕ. Тавлашрĕ те унпа.
«Сутрăн эс мана çын умĕнче», — терĕ вăл арăмне.
«Эпĕ тĕрĕсне каларăм, — тавăрчĕ ăна Укка. — Ачасем сывă пирĕн. Эсĕ чирлĕ терĕн».
«Ăна эпĕ сана шеллесе суйрăм. Ачасен амăшне хĕрхентĕм. Кил-йыш чысне упрас терĕм. Эпĕр санпа нихçан та кун пек вăрçманччĕ-ха. Йăлтах Микулайран тапранчĕ. Тĕрĕс çын мар вăл, сан ĕлĕкхи тусу».
«Эпĕ лайăх енчен çех пĕлетĕп Микулая, çавăнпа хĕрхенетĕп ăна».
«Мĕн енчен хĕрхенмелле вара ăна?»
«Арăмĕ юратмасть...»
«Тупнă шеллемелли çын. Хăйĕн шăпине вăл хăй суйласа илнĕ. Сана, ĕмĕрхи тусне, пăрахнă та пуян хĕр патне киле кайса кĕнĕ. Пурăнать халь рехетленсе».
«Сана пуян хĕрпе чухăн хĕр сĕннĕ пулсан эсĕ те, паллах, тупраллине суйласа илĕттĕн, çапла-и?»
«Эпĕ санах илеттĕм».
«Ăна эс халь çапла калан. Арăм тума эс ман пек йĕмсĕррине мар, пурлăхлине илне пулăттăн, пĕлетĕп эп сире. Микулай та пуяннине суйласа илнĕ. Уншăн ăна никам та питлеме пултараймасть. Ун ирĕкĕ вăл. Мана вăл качча илеп тесе мар, савап тесе те нихçан çăвар уçман. Çавăнпа Микулай мана пăрахнă тени вырăнсăр сăмах».
«Мана Микулай мар, пиччесем пулăшнипе сутуçă ывăлĕ таптаса хăварчĕ, пĕлен эс ăна. Юрать, ун пирки тапратмастăн, тавтапуç сана уншĕн», — шухăшларĕ çав хушăра Укка.
«Вара ма Микулай, хурчка пек, ялан пирĕн тавра çаврăнкаласа çӳрет? Мĕн кирлĕ ăна пиртен?» — ыйтрĕ Михапар.
Уккан сăнĕ улшăнчĕ.
«Пĕлместĕп, — терĕ вăл. — Туссем вĕт эсĕр. Арçын патне арçын килмесĕр тата».
«Вăл мĕнле тус иккенне каларăм эп сана. Арçын патне арçын та мар кунта. Ман пата килнĕ пулсан ма вăл санпа çеç калаçса ларать?»
«Эс юратманнине пĕлнĕрен пуль ара».
«Хама килĕшмен е эпĕ хам кама та пулин юрама пĕлмен çын патне эп нихçан та ура ярса пусмастăп. Хамăр пата та чĕнес килмест ман ун пек çынна. Сăмах çыпăçмасть унпа. Микулая илес пулсан, халь ун, ман шухăшпа, пĕртен-пĕр тĕллевĕ те сана качча илмесĕр тунă йăнăша тӳрлетесси çех».
«Мĕнле тӳрлетĕ вăл ăна?»
«Тӳррипе калас-и?»
Укка шурса карĕ те ни кала теме, ни ан кала теме пĕлмерĕ.
«Сана вăл хăйĕн еркĕнĕ — вăрттăн савнийĕ — туса хурасшăн», —пĕлтерчĕ Михапар.
Ку тĕлте вăл Укка ăна вăрçса тăкасса кĕтнĕччĕ, хăйне темле сăмахсемпе питлесен те тӳсме пулнăччĕ-ха, анчах лешĕ каллех сăмах чĕнмесĕр ирттерсе ячĕ, йăл-л кулчĕ те куçне çеç аяккалла тартрĕ. Микулайпа çыхланас шухăша Укка тахçанах хăнăхнă пулас çав, тем пекех шел. Михапарăн чĕри ыратса илчĕ. Мĕнле хăтăлмалла ку инкекрен, турăçăм?
«Пуçĕнче аскăн ĕмĕт пулман пулсан, — терĕ Михапар, хăй сăмахĕнчен хăй йĕрĕнсе, кут-пуç калаçăвĕпе арăмне пушшех астарап пуль тесе, — мĕн тума чĕнĕччĕ вăл сана, çын арăмне, çĕр хута вăрмана? Çырла татма-и халь тин? Çавна пĕле тăркачă эсĕ сиксех унпа кайма хатĕрччĕ. Эппин, эсĕ те унпа пĕр шутлă».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...