Хура çăкăр :: Х. Чĕре сасси


Çапла вăхăт иртрĕ, вăхăт ытларах та иртрĕ.

— Ну, çитет пуль, Тухтар, санăн та кĕрсе выртмалла. Чипер кай...

— Чипер юл... Халех килне кĕртес килмест-çке манăн сана.

— Мĕншĕн?

— Хам та пĕлместĕп мĕншĕнне.

— Эп пĕлетĕп мĕншĕнне, — терĕ Селиме, кăштах тăрсан.

— Мĕншĕн тейĕн?

— Калам-и, чăнах? Кулмăна манран? — Селимен вăрăм куç хăрпахĕ час-часах сиккелесе илчĕ.

— Ак ĕнтĕ тата! Кала тетĕп-çке,..

— Эс мана са-ва-тăн... Çапла-и?.. Çапла мар-и, Тухтар? — хăлхана аран илтĕнчĕç хĕр сăмахĕсем.

Тухтар çамки çинчи çӳçне тӳрлеткелерĕ те куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ.

— Çапла мар-и? — каллех ыйтрĕ Селиме. — Ну, Тухтар, илтнĕ пул эппин: эп те сана саватăп, са-ва-тăп..., пĕтĕм чĕререн... Халь кай ĕнтĕ... Чипер кай! — хăвăрт-хăвăрт тăкăнчĕç Селиме сăмахĕсем.

Тайăлнă çил хапхинчен Селиме васкавлăн кĕрсе кайрĕ те, пăлтăр пусми çине чупса хăпарса, алăк леш енне пытанчĕ. Унăн шурă кĕпи куçран çухалчĕ. Алăк вăраххăн хупăнчĕ.

Селимен сăмахне илтнĕ Тухтар пĕр вăхăта аптраса ӳкнĕ пек пулчĕ. Хĕре вăл пĕр сăмах та тавăрса калаймарĕ...

Темле куçа курăнман асамлă çунат Тухтарăн вĕри чунне ачашшăн та çепĕççĕн çупăрларĕ. Унăн мăшăр куçĕнче сӳнми çутă выляса йăлкăшать. Пуçĕнче капланнă шухăшĕсем, сăмахланма ĕлкĕреймесĕрех, çамрăк чĕрине таçта çӳле-çӳле — çут тĕнче тăррине-и е куç çавăрса илейми юмахри инçетлĕхе — илсе хăпартрĕç...

Чим-ха, тен, чĕринчи ĕмĕт сасси кăна çапла илтĕнчĕ пуль. Тухтар çапах та вĕçĕмсĕр: «Селиме, Селиме... Селиме...» — тесе пăшăлтатрĕ. Çав ытарайми ятран урăх нимĕн те асне килмест унăн çак самантра. Ял çамрăкĕсем умĕнче халиччен сăмах пуçласа калаçма хăяйман Тухтар Селимене тем каласшăнччĕ, анчах пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. «Юрĕ, юрĕ», — тенĕ пулсан та, вырăнлă пулнă пулĕччĕ, шет, ăна та пулин калаймарĕ. Çапах ун шăпине телей килсе çитрĕ иккен. Чăнах-ши?..

Тухтар хăй сисмесĕрех алăк çинелле пăхрĕ. Килне кĕрсех кайрĕ-ши вăл?.. Урăх тухмасть те-ши?..

Çапла вырăнĕнчен тапранмасăр пăхса тăчĕ Тухтар. Пăхасса вара тĕттĕм витĕр шăтарас пек, алăк витĕр те курассăн тинкерчĕ. Селиме курăнмарĕ. Тухтарăн чĕри çĕкленчĕ те, вĕчĕрхенчĕ те. Çак самантра хăйне вăл çурт умĕнчи лаштра хурамана та, çавăрса тытса, вăтăрса кăларас пек вăйлăн туйрĕ.

Акă алăк тинех шăлтлатса хупăнчĕ. Эппин, Селиме кĕрсе кайман пулнă иккен-ха, Шет, вăл та халех кĕресшĕн марччĕ пуль? Çывăрма пулать-и вара кĕçĕрхи каç?.. Халиччен аса илмен шухăшсем тинех вăранчĕç те, каччă канăçлăхне çухатрĕ.

Тухтар васкамасăр пăрăнчĕ Селимесен умĕнчен. Ури çĕре тивес çук пек çепĕççĕн пусса утать. Çул урлă каçрĕ вăл, тăкăрлăкпа тухрĕ, килне çитнине те сисмерĕ.

Акă унăн пĕчĕк пӳрчĕ: çамкасăр, улăмпа витнĕ те çиелтен сайран кăна сайхахсемпе пустарнă. Хупăсăр чӳречи пĕри урамалла, тепри картиш пулмалли çĕрелле пăхать. Чӳречисем хăнчăрăн пăхаççĕ пулин те, хуçине вĕсем саламланăн туйăнчĕç. Картишĕ çук, картишне вĕрлĕксемпе тăваткăлласа ячĕшĕн кăна тытнă, тен, хăçан та пулин унăн та выльăх тавраш пулĕ, ĕне чунĕ туянса ярĕ, питĕ питĕрнĕ картишĕнче путек-сурăх макăрĕ, лаша та пулĕ ӳлĕмрен, шанчăкне тӳрре кăларма хăват çитерейсен. Карта хыçĕнче турачĕсене аякиннелле сарнă пилеш йывăççипе Тухтар хăй лартса ӳстернĕ çамрăк улмуççи пур. Тата хыçаларах, пахча варринче, арпалăх. Урăх ун хуçалăхĕнче нимĕн те çук-ха.

Ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ пулсан та, хăйĕн пӳрчĕ, хăйĕн йăви. Ялта унтан начар пурăнакансем те пур: Куçинка таврашĕ, ав, миçе çул пӳртсĕрех пурăнать, çын патĕнче ĕçлет, çавăнтах кунне-çĕрне ирттерет, хăйсен пурпĕрех нимĕн те çук, Тухтар çамрăк-ха. Тивлечĕ çитсен, çурт та çавăрĕ.

Тĕнчене кăвак çутă карса илчĕ. Автансем ăмăртмалла авăтаççĕ.

Тухтар чӳрече умĕнчи кĕске тенкел çине пырса ларчĕ. Селиме сăмахĕ çаплах ун пуçĕнчен тухмасть. Мĕнле пăхмалла ĕнтĕ ăна ыран куçа-куçăн?.. Чим-ха, мĕн парса ячĕ вăл ăна?

Хăйне никам та курмасть-ши тенĕн, Тухтар йĕри-тавра çаврăнса пăхрĕ. Никам та çук. Тухтар пир татăкĕпе çыхнă чĕркеме салтрĕ. Шурă япала. Кĕпе-çке!.. Шап-шурă йĕтĕн çиппинчен тĕртсе çĕлетнĕ шурă кĕпе. Çухипе çанни вĕçне, аркине карăс çиппипе тĕрленĕ. Тĕрри калама çук чечен. Ун пек илемлĕ тĕрре тĕнчере Селимерен урăх никам та тĕрлеймест пуль. Унăн ачашлă çепĕç вăрăм пӳрнисем çак тĕрлĕ тĕслĕ çиппе чунне хурса тĕрленĕ. Тухтар кĕпе тĕррине пӳрнисемпе хыпашласа пăхать. Асăнмалăх терĕ Селиме, парне терĕ. Тен, Тухтар хăй те ун валли пĕр-пĕр ятлă парне хатĕрлеме пултарĕ. Хатĕрлейĕ-ши?..

Селиме пирки шухăшне татмасăрах, Тухтар ут ярса мала тухнине асне илчĕ. Çавăн чухнехи парнене те вăл Селиме аллинчен йышăнчĕ. Илессе, чăн та ĕнтĕ, Тухтар хăй аллипе илеймерĕ-ха, Шерккей йыснăш хăех илме ĕлкĕрчĕ, анчах пурпĕр мар-и, парни Тухтар ячĕпе пулчĕ-çке? Çак икĕ парне хушшинче темле ăспуç тавçăрайми çыхăну пур пек. Енчен Селиме шăпах Тухтар ятне пӳрнĕ хĕр пулсан?.. Тухтар çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Ай, Селиме, саватăп, саватăп терĕн те, юри пулмарĕ-ши сăмаху? Тӳррипе каласан, халиччен эс Тухтара пĕлсех те пĕтерейместĕн-çке. Çапах та саватăн-и? Эппин, вăл малашне те пулин хăй çинчен пĕлтерме тăрăшĕ: вара хăвах курăн-ха Тухтар таса чĕреллĕ çын иккенне. Саншăн тесен, вăл, ĕмĕр асапне тӳссе, сана ал вĕççĕн çĕклесе çӳреме хатĕр. Тухтар чухăн тесе, эс ăна тĕксе ямарăн, йĕрĕнмерĕн, кулмарăн, кирек хăçан та ăна ăшă сăмахпа йăпатса пурăнтăн: вăл мĕскĕн тесе, ун чĕрине йĕртмерĕн, саватăп та терĕн. Çавăн пек чун-вартан тухакан сăмах кĕтме ĕмĕтленнĕччĕ те вăл санран. Эс хăвах чĕлхе уçса каларăн. Ĕнтĕ вăл тĕнчере тинех тăлăх мар, унпа пĕрле эсĕ пур. Таса кăмăлпа савса тăнăшăн вăл та сан умăнта парăмра юлас çук. Çак самантра унăн çуначĕ пулсан, вĕçĕччĕ вăл инçете-инçете, хăй телейĕ патне.

■ Страницăсем: 1 2