Хура çăкăр :: XXIV. Ашшĕпе хĕрĕ
— Атте, эс.. мĕн... мĕн терĕн! — кăшкăрса ячĕ вăл.
— Нямаçпа пĕрле пурăнма килĕш пĕрех хут тетĕп-çке...
Селиме шăлне шатăртаттарса çыртрĕ.
— Эс... чăнласах çапла каларăн-и? Е... м-мăшкăлласа-и? — куççулĕ шăпăртатса анчĕ Селимен. — Сан килмелле марччĕ эппин, анне килтĕр, кала аннене!..
Шерккей пуçне пĕр еннелле пăрса тăрать, хĕрне куçран пăхма та вăтанать. Сывлăшне хашлатса çавăрать те, хăй тĕллĕн калаçнă пек, сăмахсене васкамасăр суйлать:
— Аннӳ пулсанччĕ çав та... Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, пӳлĕх ирĕкĕ... Иртнĕ эрнекун уйăх таврăнчĕ-и-ха пирĕн?.. Хĕрĕх кунне ирттертĕмĕр çав...
— Атте! — сехре хăпартмалла кăшкăрса ячĕ Селиме, — Мĕн аташатăн эс?
— Вилчĕ çав, хĕрĕм, вилчĕ... Аслаçупа юнашарах чикрĕмĕр.
Ашшĕ хăй сăмахне каласа пĕтерме кăна ĕлкĕрчĕ, хĕрĕ шап шурă шурса кайрĕ, унтан, пукан çине ларасшăн пулнă пек, мелсĕр тайăлчĕ. Вăл ура пуснă тĕлте урай йăтанса ана пуçларĕ. «Мĕн ку?» — тесе шухăшне илме кăна тытăннăччĕ, ашшĕ патнерех ярса пусасшăн аллине те тăснăччĕ — месерле явăнса та ӳкрĕ. Çийĕнчех чупса пынă ашшĕ ăна тытаймарĕ. Шерккей унпек-кун пеккине халиччен курманскер, нимĕн тума аптрарĕ, унта пырса çапăнчĕ — хултăрчă пур, çип хутăрĕсем çакăнса тăраççĕ, тепĕр çĕре пырса çапăнчĕ — çип арламалли урапа, ăна вăл турахупĕ-мĕнĕпех тӳнтерсе ячĕ. Селиме урайĕнче выртать, пуçĕ сĕтел мĕлкипе тĕттĕмленнĕ, сăнĕ-пичĕ курăнмасть. Ашщĕ ун патне пычĕ.
— Селиме!.. Хĕрĕм!..
Селиме тăмасть. Шерккее сивĕ тар тапса тухрĕ. Вăл чĕркуçленнĕ çĕртен çĕкленчĕ те алăк патнелле пычĕ, хăлăпран туртса пăхрĕ, алăк кăшт кăна уçăлчĕ. Питĕрнĕ-им? Питĕркĕчĕ вырăнне çип хутăрĕ явса çыхнă иккен. Шерккей ăна салтаймасăр чылайччен хăшкăлчĕ, алчăраса капса, пĕрре урайĕнче выртакан хĕрĕ çине, тепре сĕтел çинчи сӳнес пек пĕчĕк курăнакан чĕпкуç çутине пăхкаларĕ. Унтан алăка яри уçрĕ те тулалла пуçпе кăлярса:
— Хăта!.. Хăта!.. Тăхлача!.. — тесе кăшкăрчĕ.
Малти пӳртрен Кантюк тухрĕ, ун хыççăн карчăкĕ те йăраланса пыни курăнчĕ.
— Э-э, килĕшрĕ-им хайхискер?.. Ара!
— Ан та кала, ан та кала, хăта...
— Тата мĕн? Мĕн çитмест ăна?..
— Урайне тăсăлса ӳкрĕ те, вилсех каймарĕ-ши тетĕп...
— Хă, вилет сана! Кăштах çаптарса илмеллеччĕ ăна, иртсе те каятчĕ...
— Ах, тупата! Ах, тупата!.. — хыпăннă пек васкаса, пусма тăрăх анчĕ Алиме, — Çынни вилсех каймарĕ-ши тет, эс пур — хăвăннипех.
Кантюкпа Алиме пӳрте васкаса кĕчĕç. Карчак, кĕне шеппех, Селиме патне пĕшкĕнчĕ, ăна выртса итлесе пăхрĕ, ал тымарне тĕреслерĕ.
— Сывлать, — терĕ вара, лăпланнă пек пулса.
— Ара. Калатăп-çке-ха.
— Калаçса тăриччен сак çине çĕклесе хурасчĕ! Тăратăр тăм писменсем пек. Тытăр-ха иксĕр, — терĕ карчăк.
Шерккейпе Кантюк Селимене çĕклесе сак çине вырттарчĕç.
Алиме çавăнтах Селиме кĕпин çухине каптăрминчен вĕçертрĕ.
— Ку мĕн, юнпа варланса пĕтнĕ-и? — ыйтрĕ вăл, Селимен шурăхнă пичĕ юнланнине курсан.
— Сăмсинчен кайнă, — терĕ Кантюк, — вăл темĕн мар-ха. Алиме Селимен пурçăн явлăкне салтрĕ те çавантах каялла
— Курăр-ха, чăнах, çӳçĕ епле шурнă!.. Хăçан вăл, ĕлĕкех-и, ĕлĕкех çаллаччĕ-и?
Ана никам та тавăрса калакан пулмарĕ.
— Ну, мĕн пăхса тăратăр тата? — терĕ Алиме. — Пĕр-пĕр япала та пулин йĕпетсе парăр, çамки çине хурăпăр.
Шерккей сĕтел çинчи куркана тытрĕ — курки пушă, алăк патĕнчи витрене пырса пăхрĕ — вăл та пушă. Витрепе юнашар печĕк тăм кăкшăм пур. Кантюк ăна Алимене тыттарчĕ.
— Мĕн анăраса тăратăр тата, парăр пĕр-пĕр çĕтĕк татăк! — хушрĕ Алиме ăста лекĕр пек.
Тĕттĕме пула, çĕтĕк тавраш пӳртре тупаймарĕç. Вара карчăк, ăна-кăна кĕтсе тăмасăр, алăри кăкшамне Селиме çамки çинелле ӳпĕнтерчĕ. Кăкшăмра ик-виçĕ кашăк чухлĕ турăх пулнă иккен. Алиме мăртăхса илчĕ.
— Шывпа йĕпетмеллеччĕ тенĕ сире. Турăха çакăнта тăккалама... Тепĕр тесен, турăх сиплĕрех те пулма кирлĕ-ха вăл, — терĕ те Селиме çамкине сăтăркалама тытăнчĕ.
Пăртак вăхăт иртсен, Селиме хăвăрт-хăвăрт сывлăш çавăрчĕ, унтан тикĕсрех сывла пуçларĕ. Куçне васкамасăр уçрĕ, хăй ăçта иккенне пĕлесшĕн пулса, мачча çинелле хускалмасăр пăхрĕ. Алиме саппун вĕçĕпе Селиме çамки çинчи турăха шăлса илчĕ.
— Канса вырт-ха, кинĕм, çакăнта, — терĕ вăл ачашланă пек сасăпа.
Селиме сурса ыратакан чавси вĕççĕн йынăшса тĕренчĕ, тăрса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ.
— Çывăрнă-и эпĕ?.. Мĕн пулчĕ кунта?
Çак вăхăтра вăл хăй умĕнче Кантюкпа арăмĕ тăнине асăрхарĕ, унтан ашшĕ пур иккенне те курчĕ.
— Мĕн пуçтарăннă кунта эсĕр?.. Тухăр халех!.. Атте, эс те кунта килтĕне?
Çав вăхăтра ăна ашшĕ халь кăна хăйне мĕн калани асне килчĕ.
— Ах, усалсем! — тарăхса кăшкăрса ячĕ вăл, — Пурсăр та чуниллисем эсĕр!.. Атте те чунилли! Тухса кайăр кунтан пурсăр та!..
— Чим-ха, чим, кин, йĕркеллĕ пул-ха, тархасшăн... Кăвакарчăна пăхнă пек пăхатăп та хăвна, çапла калаçатăн...
Селиме сак çинчен сиксе анчĕ, ура çине тăчĕ, хулпуççийĕ урлă уртнă пурçăн явлăкĕ хăрах вĕçĕпе кăкăрĕ умне, тепĕр вĕçĕ çурăмĕ çине ӳкрĕ. Вăл алăк патнелле талт-талт пусса пычĕ те:
— Чимĕр-ха, эпĕ халех кĕретĕп! — тесе васкавлăн тухса кайрĕ.
Пӳртрисем, пĕр-перин çине тинкерсе, тăнтан пăхкаласа юлчĕç. Вăхăт кăштах иртсен, картишĕнче йытă вĕрсе ячĕ, ĕне сăвакан хĕрарăмсен хыттăн калаçнă сассисем илтĕнчĕç. Вĕсенчен пĕри Алимене чĕне пуçларĕ. Алиме пӳртрен тухрĕ.
— Тата мĕн пулчĕ унта? Мĕн ытла шапăлтататăр?
— Кинĕр хапхаран таçта вирхĕнсе тухса кайрĕ. Тем пулнă пуль ăна...
Пĕчĕк пӳртрисем картишне пуçтарăнчĕç, уçă хапхаран урамалла тухрĕç.
— Акă сана!
— Серпи инке шыв ăсса хапхаран кĕретчĕ, ун витринчен çапăнса, шывне тăктарсах тухса кайрĕ, ăнран кайнă тейĕр, чăнах.
Серпие чĕнтерчĕç. Кин ăçта кайрĕ тесен:
— Кам пĕлтĕр ăна, акă мана йĕп-йĕпе туса хăварчĕ, — тесе çеç тавăрчĕ Серпи текенни,
— Пĕтрĕмĕр пуç!.. Тармарĕ-ши вăл?.. Капла пире пĕтĕмпех ял çинче намăса хăварать-çке?.. — нăйăлтатрĕ Алиме.
— Ара!
Пĕр Шерккей кăна, çара пуçне çĕрелле чиксе, сăмах чĕнмесĕр тăрать. Каçхи сулхăн çил унăн тăраткаланнă çӳçне канăçсăр турать, пĕрчĕн-пĕрчĕн лăскаса кăларас пек вирелле варкăштарать. Шерккей нимĕн тавçăраймасăр енчен енне пăхать, тарланă çамкине васкамасăр шăлать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...