Хура çăкăр :: IV. «Харам пыр»


Ашшĕ пирки асне илсенех Ильяса сивĕ туйăна пуçларĕ. Урăхран вăл кĕтӳ енне те пăхмарĕ, ĕни çинчен те манасшăн пулчĕ. Ăшă кунсенче çакăнти çырмара атьсем каçсерен тенĕ пек пуçтарăнатчĕç, пĕр тикĕс лаптăксенче тав-шуйлăн кăлайла вылятчĕç, халь никам та çук.

Килне каймасть ĕнтĕ паян Ильяс. Килĕ çинчен вăл асне те илесшĕн мар. Ашшĕ вăл таврăнасса кĕтĕ-кĕтĕ те унтан кӳршисем патне тухса утĕ. «Пирĕн Ильяс сирĕн патăрта çук-и?» Çук. «Мур ачи-пăчи, таçта кайса кĕме пултарнă», — тесе янахне шăлкалĕ. Ытти çĕре çитĕ. Урамри атьсенчен ыйта-ыйта пĕлесшĕн пулĕ... Шыраса тарăхтăрах пĕрех хут. Мĕншĕн вăл Ильяса çакăн пек туса хучĕ-ха: укçине туртса илчĕ, унта пĕр Ильясăн кăна мар, Володьăн та пурччĕ. Хăйне вĕр-çĕнĕ çăпата туса панăшăн çав пулчĕ-и вара унăн тав сăмахĕ? Мĕн пулса тăрас пурччĕ-ши, енчен Ильяс алăкран вирхĕнсе тухса кайман пулсан? Вăл ăна тата хĕнесе амантнă пулĕччĕ. «Çĕр тĕпне чикеленсе кай! Вил! Пĕт, тăнăçсăр харам пыр!» — тесе ылханчĕ ăна ашшĕ. Е хĕрсе кайнă хушăра çилленнипе çеç çавăн пек каласа хучĕ-ши, е хăйĕн ывăлне, чăн та, урăхран курас килменнипе-ши? Мĕншĕн, мĕне пула Ильяс хăйĕн ашшĕ чĕринче шыçăннă тӳлем пулчĕ-ши? Ятлă çĕрĕ çук... Ара, аслашшĕн пур-ха, ăна халлĕхе çав та саплаштарма пултарать. Ильяс юлашки вăхăтра сĕтел хушшине ларса апат та савăнса çиеймен, астумасть вăл сăмахсăр апат çинине. Çиесси килнĕ-и унăн, килмен-н — ашшĕ ыйтса тăман, пĕлесшĕн те пулман. Ильясăн кĕпи чавса тĕлĕнче çĕтĕлнĕччĕ, ăна тимĕрçĕ майри, Володя амăшĕ, сапласа пачĕ, ашшĕ çавна та кура тăркачă асăрхамăш пулчĕ. «Час кĕр вăхăчĕ çитет, сивĕ хĕл те çитĕ, мĕн тăхăнăн-ши, ывăлăм?» — тесе йăпатас шухăшпа кăна та пулин — çук, ытлашшийĕ кирлех те мар, хута кĕнĕ сасă илтĕнсен те Ильяс чĕрине ăшăтнă пулĕччĕ. Ун пекки нихăçан та пулман. Ывăлĕ килĕнче пулнă-и, çук-и — вăл пĕрре те ыйтса пĕлмен, кирлĕ пулман вăл ăна. Паянхи пек хĕн те ылхану чăтса ирттернĕ хыççăн Ильяс тăван килне хăй тĕллĕн йĕр хывас çук, паян кăна мар, ыран та пырса кĕрес çук. Çуках!

Эппин, ăçта каймалла? Мĕн тумалла пулать? Шухăш хыççăн шухăш капланать. Тĕтреллĕ вăрман тăррине анăç хĕвелĕ чĕнтерленĕ, хĕвел часах вăрман хĕррине анса пытанать. Ял тулашĕнчи сăртра иртнĕ кунсенчи пек вут çутисем йăлкăшмаççĕ. Халăх тырă вырса пĕтернĕ, кĕлте турттарнă, тĕллĕн-паллăн çеç хĕвел çутатнă вăхăтра шурăхнă суратсемпе тĕксĕм пăрçа анисем, типĕтме сарса хунă така тирĕсем пек, ула-чăпаррăн курăнаççĕ. Вĕсем те пулин манăçнă суратсемпе анасем мар-ха, лашасăр хуçисем вăхăтра турттарма ĕлкĕреймен пуль.

Ĕнтĕ Капкайсем патне кайăп та пĕтĕм инкеке каласа парăп, тесе те шухăшласа пăхрĕ Ильяс. Володя ăнланĕ-ха ун хуйхине, вăл ун хутне кĕрĕ, Ильяса мĕнле те пулин канаш парĕ, лăплантарĕ. Пĕр пус укçасăр епле вĕренме кайĕç-ши вĕсем? Ильяс каллех ашшĕ хаярланнă сăнарне асне илчĕ. Ашшĕ ана шыраса Капкайсем патне пыратех. Ильяса вĕсем патĕнчен килне çавăтса кайĕ те: «Эс, мĕн, ман ята ярса сӳретĕн, таçта тарса пурăнатăн», — тесе татах хĕнесе тăкĕ. Халех тимĕрçĕсем патне кайма юрамасть çав.

Хампиксем патне кайсан... йыснăшĕ мĕн пулчĕ те мĕн пулчĕ тесе тĕпчеме тытăнать. Ильяс суйса та шахвăртса калама пултараймасть, вара йыснăшĕ Ильяс ашшĕпе çапăçса каясса кĕтсех тăр. Апла та юрамасть.

Мĕтриксем патне кайма пулать — суран паллисене вĕсенчен те пытарма çук, ыйтса пĕлме тытăнĕç, вĕсемех ялта ытти çынсене каласа кăтартĕçин... Ашшĕ вара каллех Ильяса: «Эс ман пирки çавăн пек элеклесе çӳретĕн иккен-ха», — тесе хĕнесе пăрахĕ...

Ытти ачасен ашшĕ — ашшĕ пек, амашĕсем те пур, тетĕшĕсемпе аппăшĕсем те хăйсен шăллĕсене пăхаççĕ пуль. Халь ак Тимрук та килте çук. Ильясăн амăшĕ те çук, аппăшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Вĕсем пулсан, ăна шет хĕрхеннĕ пулĕччĕç, хĕнеттермен пулĕччĕç ăна. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь. Çакăнта çырмарах выртсан, çĕрле кашкăрсем çурса тăкма пултараççĕ. Пĕчĕк Ильяс ăçтан вĕсене хирĕç тăрайтăр? Хăрушă, хăрушă çав... Вăрмана кайса аташсан ăна никам та тупма пултараймасть, çавăнтах вилсе выртма пулать. Элле, унăн вăрмана каймалла-ши?..

Ильяса çак шăхăш та хăрушă пек туйăнчĕ. Вăрманта та сасартăк вилсе выртма çук, асапĕ нумай пулĕ. Мĕншĕн пысăк мар-ха вăл? Пысăк пулсан, кĕçĕрех куккăшсем патне тухса кайнă пулĕчче. Чим-ха, куккăшĕ ăна тахçан, чăн та, темĕн асăнтарнăччĕ, тахçанах каланăччĕ-ха ăна: «Ильяс, хăçан та хăçан иртес кунра йывăр киле пуçласан, тӳрех хамăр пата пыр», — тенĕччĕ вăл. Шăпах çавăн пек вăхăт çитмерĕ-и халь Ильяса? Çакна вăл çак самантра асне илнĕшĕн хĕпĕртенĕ пек пулчĕ. Паян тĕттĕмленсе çитет ĕнтĕ, ыран тесен лайăхрах шухăшласа пăхма пулать.

Вăл юрĕ-ха. Кĕçĕр ăçта çĕр каçмалла пулать Ильясăн? Айлăмсене çăра тĕтре карса илнĕ. Каçхи сулхăн çанçурăма пусать. Тăван ялĕ ашшĕ ячĕпе сивĕтет, пушаннă хир ăна пĕркесе ăшăтас çук, тĕксĕм çырма-çатра ун валли канăç кĕтесĕ хатĕрлемен. Хăй вăл халь те пулин çырмара-ха. Амакурăкăн сарлака çулçи Ильясăн çара урине йĕпетет. Ильяс утас çĕртен чарăнса тăрать. Сулхăн. Çил вĕрет. Çил вĕрет-и? Вĕртĕр. Шăхăрса вĕртĕр каçхи çил. Ильясăн пăшăхнă чĕрине вăл тартан шăлса типĕттĕр, ахаль те пăшăрханса аптранă чунне урăхран кирĕк те ан ларайтăр...

Ачана кăштах хăват кĕнĕ пек пулчĕ. Çырма айлăмĕ тăрах вăл малалла утрĕ. Мĕн пĕчĕкрен пĕлнĕ Кахăрлă çырми тăрах иртрĕ. Кĕрекаç улăхĕ урлă каçрĕ. Тахçан вăл çакăнта пĕрре лаша çитерме килнĕччĕ. Ăна, чăваш ачи тесе, мишер ачисем хĕнесе янăччĕ. Иртнĕ суранăн палли юлман. Вăл çавна халь тĕлĕкри пек асне илчĕ те çийĕнчех манчĕ. Акă вăл Çĕнĕ Ыр хĕррине тухрĕ, пĕчĕк туйра умне çитсе чарăнчĕ. Кунта унăн аппăшĕ выртать. Пысăк мар тĕмескене ем-ешĕл курăк пуснă. Аппăшĕ пурăннă пулсан, шăллĕ хутне кĕретчех çав, çакăн пек вăхăтра ăна ачашланă пулĕччĕ, çупăрланă пулĕччĕ, ăшă чĕрçи çинче йăпатнă пулĕччĕ. Халь ак Ильяс кама шанса калайтăр хăй куракан нушине...

Çулçă хуллен çеç шăпăлтатать. Темĕн сăмахлать пуль вăл, такăма темĕн каласа кăтартасшăн пуль — чĕлхине уйăрма çук-çке унăнне. Çывăхра куç пек тулли кӳлĕ çуталса сарăлса выртать, чечеке ларнă шыв симĕсленнĕ.

Ильяс тăвалла хăпарчĕ, пĕчĕк канав урлă каçрĕ, каллех ял патнелле çаврăнчĕ. Тĕкме леш енче хĕвелçаврăнăшĕн сап-сарă шултра пуçĕсем çĕрелле усăна-усăна аннă. Тавралăх тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленет. Урамра çын çӳрени палăрмасть. Ильяс пĕр çын курмасть, ăна хăйне те халь никам та курмасть. Акă Тухтар пахчи. Çурт ларнă вырăнта ишĕлчĕк кăмака кăна. Пахчи варринче кивĕ арпалăх пур. Ильяс, вĕрлĕк урлă каçса, пахчаналла кĕчĕ. Пахча аяккипе тахçан лартса тухнă йывăçсем самай вăй илнĕ иккен.

Арпалăх патне те çитрĕ Ильяс. Алăкĕ уçах. Шалта улăм пур. Çав улăм ăшне кĕрсе выртсан... Ку шухăш Йльяса килĕшрĕ. Вăл шала кĕчĕ, улăм çине катмакланса хăпарчĕ... Сĕм-тĕттĕм кĕтесре темĕн шăпăлтатни илтĕнчĕ. Ильясăн сехри хăпрĕ. Унччен те пулмарĕ, пĕр кайăк алăк хĕрринчен çапăнса вĕçсе тухса кайрĕ — çара çерçи иккен. Çав кайăк Ильясран хăрарĕ пулас-ха? Енчен ăна Ильясах хăратрĕ пулсан, çут тĕнчере вăл ытла мĕскĕн те мар пуль-ха, унран хăракансем те тупăнаççĕ. Тен, ун кунĕсем те хăйсем май хăçан та пулин сыпăнса майлашăнĕç? Тухтар тетĕшĕн мĕн ачаран ашшĕ-амăшĕ пулман, çапах пуранатчĕ-çке ялта. Тем мар. Ильяс, тем мар, йывăррине чăтса ирттерме хăнăхсан, çăмăллипе килĕшесси вăл ырлăх мар-и? Ак кунтах çĕр касмашкăн пит вырăнлă: çемçĕ, шăпа суйланă вырăна сывласа ăшăтма та пулать, пĕрре мар çывăвса курнă-ха вăл уçă çĕрте.

Ильяс, улăм чавса, хăй валли вырăн хатĕрлерĕ. Улăм шăрши кĕрет. Ыран вăл ирпе ирех инçе çула тухса каять.

■ Страницăсем: 1 2