Хура çăкăр :: V. Ăшаланă ăсан хака ларать


— Ну, апатлантăр-и?

— Улпут пек, калатăп-çке, улпут пек, — тутине çулакаласа илчĕ Шерккей. — Кун пек хăнара пулнине астумастăп та, астумастăп та. Эсĕр... Пăварах пурăнатăр пуль çак?

— Пăварах.

— Ачăр-пачăрсем мĕнле? Чиперех çӳреççĕ-и? Сывлăхĕсем мĕнле?

— Чип-чипер.

— Чим-ха, эп сана куçăн палласа та илеймерĕм-çке, мĕн ятлăччĕ эс?

— Лена.

— Э-э, Елинкка иккен... Ну, пит лайăх хăна пултăм, ĕçрĕм те, çирĕм те, тав тăвас сăмахăм та çитес çук, чăнах... Хăвăра кăна çапла чипер чĕнсе хăна тăвасчĕ-çке. Пӳрт ĕçки тăвас тетпĕр-ха кăçал, пырайăр-ши?

— Пымасăр элле? — лĕкĕртетсе кулчĕ майра.

Хĕвел урам енчи кантăкран кĕре пуçланă. Кăнтăрла çитнĕ те иккен. Шерккейĕн Энтюк патне каймаллаччĕ-çке, ара. Вăл, темĕн манса хăварасран аран асне илнĕ пек пулса, çавăнтах васкама тытăнчĕ, шлепкине аллине илчĕ.

— Ну, рехмет тесен, рехмет сана. Хуçине те тем пек тав тăвас тесеттĕм — пушанаймарĕ курăнать, кунта çитеймерĕ. Тепре килсен тĕл пулăпăрах ĕнтĕ... Калаччĕ ăна, йăмăкăм, Шерккей сана пит çывăх курать иккен, те. Хамăр пата хăнана чĕнĕп-ха сире. Халь ман каймалла пулать, тепре курнăçиччен чипер юл...

Майра ăна ăсран каяс пек пăхса тăчĕ-тăчĕ те:

— Укçа, — терĕ.

— Укçа? Мĕнле укçа?

— Ман кунта текех сӳпĕлтетсе тăма вăхăтăм çук. Укçăна тӳлесе хăвар та хăвăн çулупа кайма пултаратăн. Виç тенкĕ те хĕрĕх пус тухать санран...

Ак тĕнче! «Хăвăн çулупа кайма пултаратăн...» — тет. Шерккей капла кайма та пултараймасть иккен-ха. Кунта теплерен çакланма пĕлнĕ, каймашкăн та çулне тупĕ-ха вăл, ун пирки никамăн та пăшăрханмалла мар. Мĕн калаçать, ара, ку майра? Тен, хисеп тăвасса кĕтет пулинех! Хăйсем чĕнсе кĕртеççĕ, хапăл туса хăналаççĕ, унран çакăн пек укçа ыйтса илни килĕшмест-çке ĕнтĕ?.. Ку — çынни çавăн пек пулчĕ пуль-ха... Кай, тупата, хăнара нихçан та ун пек хăтланакан марччĕ, кунта темле йăнăш пулчĕ пулинех, пусĕ таран шутласа кăларчĕ-çке, патька...

Ĕнтĕ мĕн пулать те мĕи килет тесе, Шерккей кĕсйисене хыпашлам пек турĕ. Виçĕ тенкĕ те хĕрĕх пус терĕ-и-ха? Шерккей пит лайăх астуса илчĕ майра сăмахне. Пĕтрĕмĕр пуç, мĕн чухлĕ укçа кăларса памалла тет! Пăхăр-кĕмĕлпе шутласан та, пĕр ывăç пухăнать! Ун пеккине пĕлес пур, Шерккей çак çурта кĕресрен çухрăмран пăрăннă пулĕччĕ, ĕ-ĕх, çав кăвак кĕпеллĕ ачашкана! Халь, ак, унăн вак укçи ахаль те самай тăккаланчĕ. Ильясĕнчен илнĕ укçи те ик тенкĕрен ытла мар ĕнтĕ. Шерккей кĕсйинчен тата виç тенкĕлĕх симĕс хут укçа туртса кăларчĕ, çавă кăна тухнăшăн хăй хĕпĕртерĕ, ăна аллипе хытă чăмăртаса тытрĕ.

Çав вăхăтра юнашарти пӳлĕмрен пĕр çын тухса тăчĕ. Тепĕр чух вăл тухса тăнине никам та асăрхас çукчĕ пуль, хальхинче тесен, Шерккей ăна асăрхамасăр тăма пултараймарĕ. Шерккей ăна ытларах та ытларах тинкерсе пăхма тытăнчĕ. Çӳллĕ те сарлака, вăйлă çын, пичĕ-куçĕ юн пĕрĕхтерсе кăларас пек хĕп-хĕрлĕ, тулли, йăм-хура çӳçлĕ, мăйăхĕ... мăйăхĕ вара, чим-ха, хаяр йыттăн кукăртнă хӳри майлă çӳлелле пĕтĕрĕнсе тăрать — ăçта курнăччĕ-ши ку çынна Шерккей? Тупата, чăнни-пех курнăччĕ-çке вăл ăна?

Халь-халь темĕн асне илес пек, Шерккей çамки тирне йăвă пĕркелентерчĕ, унтан сасартăк çак çынна ăçта курнине те тĕрĕсех тĕшмĕртрĕ: иртнĕ каçсенче тĕлĕкĕнче курнăччĕ вăл ăна. Урнашкасемпе пĕрле çĕр варринче алăк çĕмĕрсе кĕрсе ăна çаратрĕç. Шăпах çак хура мăйăхлă çын, ун арчине хул хушшине хĕстерсе, мунчаран тухса кайрĕ пек. Ăна тĕлĕкре çеç куртăм тесе, Шерккей калама çук хĕпĕртенĕччĕ-ха. Чăн пурнăçра курмашкăн ан пӳртĕрех тесе, вăл пӳлĕхе те тархасласа йăлăннăччĕ — ун пек пулмарĕ иккен, куçа-куçăн курнăçмалла пулчĕ. Тĕлĕкре мар-çке, чăнах, çав çынна, çав тĕлĕкре курнă хураха, хăй умĕнче кура парать вăл халь. Вăйлă. Çав укçа арчине мар, пилĕк пăтлă миххе те ним мар хул хушшине хĕстерсе хурĕ, ăна вылянтарса çеç çĕклесе пыма пултарĕ. Шерккей чĕри кӳте пуçларĕ. Çамки çине пĕр кĕтмен çĕртен тапса тухнă тарне шăлса ĕлкĕрейми пулчĕ. Сĕтел хушшинче ниçталла хускалмасăр ларать пулин те, вăл çак самантра ăшша пиçрĕ, сывлăшĕ тăкăлчĕ, сасси çĕтессе çитрĕ. Мĕнле те пулин инкек пуласса сиссе, ун ăшĕ калама çук вăркама тытăнчĕ.

Хура мăйăхли çав хушăра хайхи майрапа тем пирки сăмахларĕ. Шерккей енне вăл пĕрре çаврăнса пăхрĕ, тепре çаврăнса пăхрĕ, унтан, сап-сарă сăрланă урай тăрăх шултра пусăмпа яра-яра пусса, Шерккей умне пырса тăчĕ.

— Эс, чăваш, мĕншĕн тӳлесшĕн мар-ха? — ыйтрĕ вал çирĕп сасăпа.

— Эпĕ... эп... — ним калаймасăр аптраса тăчĕ Шерккей.

— Ади-йот пулмалла ку çын.

«Ачи ют, тет, иккен-ха». Ютне-мĕнне Шерккей пĕлеймерĕ пулать çав, хăй тĕллĕн кĕмен-çке кунта, чĕнсе кĕртрĕç, пĕр-пĕр палланă çын патĕнче хăнара мар-и тесе шутланăччĕ-ха вăл. Ку вара трахтир пулчĕ иккен.

— Укçу пур-я сан? — сасси шăп кăна тĕлĕкре илтĕннĕ пек, хистесе ыйтрĕ хура мăйăхли.

Шерккей çаплах аптраса тăчĕ.

Хупа мăйăхли çав самантра акă мĕн шухăшларĕ. Çакăн евĕрлĕ укçасăр мужиксем ун патне час-часах çуреççĕ. Ĕнер кăна пĕри çапла кĕрсе апатланчĕ, тӳлеме тесен, хăйĕн пĕр пус укçи пулмарĕ. Трахтир хуçи ăна пĕтĕм халăх умĕнче: «Мекекек!» — тесе кăшкăрттарчĕ. Кайран алăк патне çавăтса пычĕ те урамалла пăхма сĕнчĕ, хыçĕнчен йăнкалт тапса тулалла сирпĕтрĕ. Тен, çак мужике те çавăн пек ăса кĕртмелле пуль, шухăшласа илчĕ вăл хăй ăшĕнче.

Шерккей укçине кăларам пек турĕ. Чĕтреве ӳкнĕ пурнисем итлесшĕн мар ăна, шутла-шутла пайтах тертленчĕ вал. Çапла виç тенкĕ те хĕрĕх пуса çитерсе сĕтел çине пĕтĕмпе тенĕ пек сарса хучĕ.

Тепле тухса кайрĕ вара вăл çав хăйне инкек кăтартакан çуртран. Хăй тăп-тăрă урă пулсан та, мĕнле тухса кайнине пĕтĕмпе астуса илеймест. Хайхи хура мăйăхли тискер çын пек те мар иккен, унпа тем кулкаласа калаçа пуçларĕ, мĕскĕн Шерккее хĕрхеннĕ пек те куранчĕ вăл, вăхăчĕ пулсан кунта тата кĕрсе тухма сĕнчĕ. Анчах Шерккей хăй ăшĕнче: «Çак çурта тата хăçан та пулин килсе кĕресси умран юлтăр», — тесе тупа турĕ. Кĕсйинче мĕн чухлĕ укçи пур, çав укçана пĕтĕмпех хура мăйăхли сăптăрса юласран чун юлмарĕ унăн. Юрать-ха, Шерккей унта виçĕ тенкĕ те хĕрĕх пусне кăна хăварчĕ. Енчен çав хура мăйăхли хĕрĕх тенкипех ыйтнă пулсан, Шерккей хăйне çакăнса пăвăнас патне çитнĕ пек туйса та леш мĕн ыйтнине татнă пулĕччĕ — чун усрани хаклă! Ăшаланă ăсан какайĕ ăна пит хака ларчĕ иккен, ĕмĕтленменччĕ вăл çакăн чухлĕ тăккаланасса. Тĕк тăнă çĕртен темшĕн тата хăйĕнчен инçех мар ларакан ват çынна та эрех ĕçтерсе хăварчĕ, темшĕн сăрине те сыпрĕ, тăкакĕ пĕтĕмпех хăйне лекрĕ, килĕнче пулнă пулсан, вăл шывпа та канăçĕччĕ. Пухăнчех пуль çав кашни пусне шут шăрçипе шутлама тытăнсан.

Тепĕр тесен, кирек мĕнле пулсан та, Шерккей хăйне акăш-макăш пысăк инкекрен çăлăннă пек туйрĕ-ха. Çак шухăш ăна лăплантара пуçларĕ. Çуртран тухсан, алăк енне тепĕр хут та пулин çаврăнса пăхин! Пĕр кăвак кĕпеллĕ çын кăна, хай, паçăрхи йĕкĕт, ун умĕнче халь те йăнкăл-янкăл явăнкалани курăнчĕ. Те асăрхарĕ ăна Шерккей, тен, асăрхаймарĕ те пуль, калас сăмахне асне илĕймесĕрех ăна: «Тепе!» — тесе хăмсарчĕ. Ара ун умĕнче йытă марччĕ-çке, çын тăратчĕ, мĕншĕн çапла каларĕ эппин? Хăй сăмахĕнчен хăй вăтаннă Шерккей аллипе мелсĕр сулчĕ. Кăмăлсăр пулнă йĕкĕт ун-кун пăхкаларĕ, ытти иртен-çӳрене чĕнсе кĕртме тытăнчĕ.

Таçталла каятчĕ ĕнтĕ Шерккей, урамра темиçе çул, ăçталла каяс тетĕн, çавăнталла утмашкăн никам чаракан çук. Хĕресле урама тухсан, Шерккей вăрт çаврăнчĕ. Чим-ха, ун çав Энтюк патне çитмеллеччĕ-çке? Енчен паçăр лашине çавăнта хăварман пулсан, çав Энтюк патне те тепĕр хут кĕме килĕшес çукчĕ, халь кĕмеллех пулать. Шерккей тавраналла çаврăнса пăхрĕ. Ăна хайхи хĕрлĕ чиркӳ курăнчĕ. Инçех кайман иккен-ха вăл. Унталла çитес пулсан, кăшт каялла çеç çаврăнмалла, вара шăпах хăй апатланса тухнă трахтир умĕпе иртмелле. Трахтир умĕн иртесси Шерккее çӳçентерсе ячĕ. Вăл, таçтан аякран çаврăнса, çав чиркӳ патне тухрĕ, тăвăр урама шыраса тупрĕ, хăй малтан чарăннă çурт та инçе мар ак. Е вăл çитсе курас çын та çав хура мăйăхли пекки пулсан? Шерккейĕн çанçурăмĕ тепĕр хут сӳлетсе илчĕ. Ун пек çын пулсан, кунта вăл сăмах та хушса тăрас çук, лашине васкаварлăн кӳлĕ те, епле килсе кĕнĕ — çаплах тухса кайĕ.

Шерккейĕн хырăмĕнче тем пакăртатать, тем ярăнать. Те шӳрпе çини юрамарĕ ăна, сăри сĕврĕнкĕрех пулчĕ-ши? Ăсан çинипех çавăн пек пакăртатма кирлĕ марччĕ пек-ха ун хырăмĕ. Ахальтен мар вăл халиччен: «Ман хырăмра тимĕр сӳре шăлĕ те çĕрме пултарать», — тесе мухтанатчĕ. Капла темле майлă мар пек-ха, ют çĕрте намăс курасси пулĕ...

Касмăкри йытă çаплах вĕркелесе илчĕ. Хальхинче алăк уçмашкăн пĕр вăтам пӳ-силĕ хытанкарах çын, хĕрĕхелле çитнĕскер, тухрĕ. Çынни шуранка сăнарлă, çӳçĕ тĕллĕн-паллăн кăвакара пуçланă, ăслă та тарăн хăмăр куçĕ килнĕ çынна сума сунă пек хапăл туса йăлкăшать.

— Эс мана шырамарăн пуль-çке? — ыйтрĕ вăл Шерккейрен хупăрах илтĕнекен сасăпа.

— Энтюк кирлĕччĕ мана.

— Шăпах эп пулатăп. Атя, пӳрте кĕр.

— Тавтапуç ыр кăмăлна, тавтапуç.

Вĕсем пӳрте кĕрсе кайрĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3