Хура çăкăр :: IX. Юлташсен тупи


Ĕнтĕ чей те, улма та сивĕне пуçларĕ. Сĕтел хушшинчи çынсем хăйсем ăçта ларнине йăлт манса кайнă пек, Василий Петрович енне пăхаççĕ, пĕр сăмахне сиктермесĕр итлеççĕ.

— Чейне те ĕçĕр-ха эсир, — хушрĕ Улька амăшĕ.

— Тавтапуç, тăхлачă. Чейне те ĕçĕпĕр, улмине те çийĕпĕр, — килĕшрĕ Василий Петрович. Унпа пĕрле ыттисем те чей ĕçме пикенчĕç, — Чейпе улма пирĕншĕн çывăх апат-ха. Ак кунта пире Клавти хапрăка илнĕ çамрăк ачасем çинчен каласа пачĕ. Вĕсен хушшинче вунвиççĕрен асли те çук терĕ. Çав ачасем хăйсен ӳт-пĕвĕ çирĕпленсе çитмесĕрех кун çутине хапрăкра ирттĕреççĕ. Вĕренекенсен шутĕнче пулнăран ик-виçĕ уйăх хушши вĕсене пĕр пус укçа тӳлемеççĕ, Анчах вĕсем унта хăйсем тĕллĕн пыман-çке, чун туртнипе мар — хырăм выççи хăвăланă. Вĕсемшĕн çак улмапа çăкăр — ĕмĕтленнĕ апат. Тăраниччен çăкăр сисе курмасăр ӳснĕ вĕсем. Ĕçлеме тытăнсан вара пысăккисенчен юлмаççĕ, тӳлессе çур хак тӳлеççĕ. Çапла, ачасене ĕç укçи парам пек илĕртсе улталаççĕ. Ултавĕ вара çурхахпа витĕннĕрен кăна пылак, çурхахне сиретĕн те, шалта мĕн пуррине чăн куçпа куратăн, хайхискер йĕклентерме тытăнать. Çапла улталансах, ĕç патне çыхăнаççĕ. Пыра киле çав ачасенчен нумайăшĕ хĕне каять, чиртен хăтăлаймасăр, çĕре кĕрет, сывă юлаканнисем те çамрăк ĕмĕр мĕн иккенне пĕлеймесĕрех ватăлаççĕ. Йывăр пулать çав вĕсен шăпи...

Сăмах хыççăн сăмах килтерсе пырать Василий Петрович. Пурнăçра, чăн та, çапла-çке. Хавассăр кун-çулăн тĕксĕм мĕлки куç умне тухса тăнăн туйăнать. Çав мĕлке вĕри чĕрене шăнтса хĕсет. Ĕнтĕ иртен кунра йывăррине те йывăр тесе нăшăклатман пуль, хуйхă-суйхă ирттермешкĕн те тивĕçлĕ чăтăм çитернĕ пуль. Хамăртан хăпа пĕлмен асапăмăр пĕрехмай пусса тăнине пула эпир çавна тӳссе курма хăнăхнă. Ăс тавçăрать, куç курать — лайăххине хапсăнатăн, анчах çав лайăххи вăл хамăр шăпана пӳрмен ют пурнăç иккен, чунăмăр темĕне вĕчче хывакан пулать, кăмăл таврăнать. Питĕрмен çипуçа хĕвел ăшăтса çитереймест, выçăхнă ăша сывлăш тăрантараймасть — эпир хамăра хамăр çиленсе çӳретпĕр, тĕк тăнă çĕртен чĕрре кĕретпĕр. Йĕри-тавра пăхатпăр та хамăр йышши çынсем те пирĕн пекех тертленнине асăрхатпăр. Ывăннă тимĕрçĕ хăйĕн ĕçлес вăхăтне манать. Ĕçчен пир-авăрçă хăй аллипе тĕртсе тунă пусма тăрăхĕ çине кайса ӳкиччен тапаçланать, паттăр пулма ĕмĕтленнĕ йăтмарçă кăвапи тăпăлса тухиччен хăй çĕклемне йăтать. Канăç та, уяв та çук ĕçчен çыннăн. Мĕнех çапла пит нумай кирлĕ вара ăна — çăкăр та пурăнас кун, урăх нимĕн те кирлĕ мар, кирлĕ мар ăна урăх нимĕн те. Тĕпренет ăста тирçĕн пĕвеннĕ ӳпки, тарăхтармăш стан умĕнче халтан кайнă çамрăк çын юн сурса ӳпĕнет, ют алăри чĕлĕ патнелле туртăнать выçăхнă ачан ачаш алли. Пурнăçра куç çĕклейми пурлăх тума вăй çитернĕ хура халăх хăй чăтса тăрайми хурлăх курать, хуçасен хура вăйне пăхăнса, вăл кĕлмĕçе тухать, чун хавалĕ мăкалнине пула вăхăт-вăхăт чи çывăх юлташне те курайми пулса çитет...

Тарăн шухăша ярать те чĕре патне пыракан сăмах.

Мĕскĕн тăванăм, савнă тăванăм!

Мĕнле йывăр асап та ирте пĕлми нуша ертсе пырать иккен сан кашни ярса пусас утăмна! Сивĕ те пулать пуль сана, хĕн те килет пуль. Вăйăм çитнĕ пулсан, эп сана юнăм ăшшипе ăшăтнă пулăттăм, шурăхнă питӳ-куçу тăрăх шăпăр-шăпăр шăпăртатса анăкан куççульна, тумлам-тумламăн суйласа, тăванла чуптуса шăлăттăм, канăç кӳмен хĕн-хурлă ĕçĕнте ĕшеннĕ алă-урана пăртак та пулин хевтепе йăл илтермешкĕн асамлă çуват хывтарăттăм сана. Суха кассине кайса ӳкес лаша пек туртатăн эс хăвăн йывăр лавна. Пулăшакан çук, хутна кĕрекен çук. Чĕн саламат йĕрленĕ çанçурăму юнпа хĕрелет, хĕнпе хĕмленет Хĕрхенмелле мар-им сана? Ĕнтĕ сана хĕрхенмелле те мар-им? Вырăн пар-ха мана та хăвпа юнашар, кӳр пăявна. Иккĕнлетсе туртăпăр çав йывăр лава. Юнашар кӳлĕнсен, хам пичевре кăна пулас пулсан та, халтан яракан лавна ăвăнса туртмашкăн иксĕмĕре кăшт çăмăлтарах пулнă пулĕччĕ — кăкăрсем пĕр виçере пынă пулĕччĕç, урасем пĕр танлă пусăмпа шăнăрланĕччĕç, ывăнса çитни те ытла палăрсах каймĕччĕ...

Чим-ха, тăванăм, çаврăнайса пăхар-ха каялла, кам туртăмĕ пирĕн ăша витерчĕ. Кам мăйкăчлать пире çак асаплă лава сĕтĕрмешкĕн? Хавасланмасăр çаврăнса пăхатпăр та — лавăмăр çинче хуçа ларнине курах каятпăр! Вăл пире хăйĕн килкартине ертсе кĕрет. Тăраннă кăмăлне пытараймасăр кулать вăл, иртĕхсе савăнать, каçăхса хĕпĕртет. Хăй шурă керменте пурăнать иккен, пӳлĕмĕсем таса, вырăнĕ çемçе, ăшă, анлă сĕтелĕ техĕмлĕ апат-çимĕçпе авăнать. Çак кун виçейми пархатара ăна пирĕн алă вăйĕ кӳрсе тăрать. Çавăнпа йăпатса калаçать вăл пирĕнпе. Эсир никама та ан çилленĕр тет, ан кӳренĕр тет, çылăха ан кĕрĕр тет. Хисеплер-и ăна? Юратар-им?.. Эх, тăванăм, туртаканĕ хăçан юратни пур ларса пыраканнине? Татăк çăкăршăн туртатпăр-им çак кулленхи туртăма? Кун çути курасшăн-им? Лавне хамăр еннелле çавăрсанах, пире çăмăлтарах пулнă пулĕччĕ. Тарпа çăвăнса пуçтарнă эпир ун пуян туприне, чĕремĕр юнĕпе шӳтернĕ. Вăл хамăр пурлăх. Хамăр тунă пурлăх хамăрах пулмалла. Çапла тусан çеç эпир выçăхман пулăттăмăр, тăван кил-йыша сиплĕрех тытнă пулăттăмăр, куçăмăрсем çуталнă пулĕччĕç, ĕçлес кăмăл çĕкленĕччĕ, чĕре уçăлĕччĕ, чун савăнеччĕ. Вара эпир, ĕçченĕн ĕçне тĕнчипе хисеплесе, мухтав юрри юрланă пулăттăмăр. Çитĕ çав вăхăт, çитĕ!

— Хăçан?

— Хăçанĕ вăл хамăртан килет. Акă эпир пĕр-пĕрин шухăшне ăнланса илекенсем пулăпăр, ыттисемпе калаçнă чух ырă хыпарлă чĕлхе тупăпăр, кашнин ĕçне хисепе хума вĕренсе çитĕпĕр. Вара, пурсăмăр та пĕр хăватлăн çĕкленсе, хамăра хĕн кăтартакан хуçасене хирĕç кĕрешĕве хускалăпăр...

— Эпир çĕнтерĕпĕр вĕсене!

— Çĕнтерĕпĕр!

Тупа пек илтĕнет вĕсен сăмахĕ.

— Халĕ пурсăмăр та пĕр юрă юрласа ярар.

Василий Петрович юрă пуçлать. Унпа пĕрле ыттисем те юрлама тытăнаççĕ.

 

Тапаçлан та çĕклен, ĕçлекен хура халăх,

Çап та салат эс тискер тăшмана!..

■ Страницăсем: 1 2