Хура çăкăр :: XIV. Ешĕл туй
— Сутмасть, тет-им, вара?
— Сутманнипе те мар, тет, мишерсем унта хирĕçсе кайнă, тет, çуркунне хамăр хушăра пĕтĕм çĕре валеçетпĕр тесе сăмахлаççĕ, тет.
— Вăт тĕрĕм тăваççĕ вĕсем.
— Апла Шерккейĕн унта ĕçĕ тухса пĕтмен иккен-ха...
— Виçĕмкун тата, кăнтăрла çитеспе, пушар куртăмăр-и?
— Хĕвеланăç енче. Каç пуличченех çунса тăчĕ.
— Сартункка купси çуннă иккен. Халăх тĕртнĕ, тет.
— Апла çынсем унта та лăпкă мар?
— Ăçтан лăпкă пултăр халăх?
— Халăх-и? Эс ăна хĕвелчамăш шĕкĕлчеме кăна пĕлет тетĕн пуль? Çук, тăванăм, вăл революци тăвать.
— Революци...
— Пĕтĕм Раççей çĕкленчĕ çав...
— Эпир кăна мăштах пурăнатпăр иккен, шăтăкри пек.
— Ну, юрĕ, ĕçе тытăнар! — терĕ те Имет хăй чи малтан ура çине тăчĕ. Ун хыççăн ыттисем те çĕкленчĕç.
— Итлĕр-ха, — терĕ Имет каллех, — пирĕн леш кĕтесри çула хурал пекки тăратмалла пулать, лесник тавраш курăнсан, хамăра систерсе хума ĕлкĕртĕр.
— Кăнтăрлаччен хам тăрам, — хăй ирĕкĕпе килĕшрĕ Шинкĕл.
Ушкăн виçĕ кун та виçĕ каç ĕçлерĕ. Халăха кансĕрлекен пулмарĕ. Кăмпа татакансем килкелесе çӳрерĕç, турат вутти тиекенсем пулчĕç — вĕсем те çаксен йышшиех, чĕрре кĕме сăлтавĕ çук.
Пикмăрса валли хатĕрленĕ пĕренесене çĕр варринче турттарчĕç. Теçетниксем-мĕнсем куç тĕлне ан пулччăр тесе, лавçăсем хăйсем çӳреме хăнăхнă çулпа мар, тавра çулпа çаврăнса, ик-виçĕ çухрăм ытла иртсе, шывсăр вашмăк çырма урлă каçса çӳрерĕç. Çак пысăк ĕçе сарăмсăр та ăнăçлă пĕтертĕмĕр тесе шутланăччĕ вĕсем, анчах шăп çавăн чухне, вăрмантан юлашки ăстрăм хутланă вăхăтра, таçтан ăнсăртран темелле, вăрман теçетникĕсене çывăх тăракан Шыçмак Ваçилейĕ курăнчĕ кайрĕ. Вăрман хĕррипе иртсе пынă чух Шыçмак Ваçилейĕ çав ушкăнта Шăрттан Иметне палласа илчĕ. Хăех сăмах та хускатса ячĕ, йывăçне ăçтан турттаратăр та мĕншĕн турттаратăр теме тытăнчĕ. Имечĕ хăй те ăнă паллать, тахçан вăл ăна акатуйĕнче курнă пулмалла та, Ваçилей çавăн чухнех ун кăмăлне каймарĕ, сĕмсĕр куштан та вĕçкĕн пек, мухтанчăк пек туйăнчĕ вăл ăна. Ваçилей хăш чухне ытла чĕмсĕр, хăш чухне ытла шапăлти çын куç умĕнче вăл йĕтĕр кушак пек йăпăлтатать, хута кĕрессĕн сăмахлать, юрама пăхать. Хăй умĕнчен кăшт пăрăнса кăна кай — унтан кутăн çын тĕнчере те урăх çук темелле. Шыçмак Ваçилейĕ влаçри çынсене кашнине тенĕ пек витĕр пĕлет. Вĕсем хăçан ăçта мĕн тунине, ăçта çӳренине, кампа-кампа курнăçса кампа хăнара пулнине, хăнара мĕн ĕçсе-çинине, хăй çавăнта пулман пулсан та, ăста юмăçран тĕплĕрех каласа парать. Ваçилей мăнтăркка та сарлака питлĕ, хырăмламасскер, пилĕкне тем сарлакăш сăран пиçиххи çыхнă, хура сăран карттусне хĕлĕн-çăвĕн пуçĕнчен пăрахмасть, çывăрнă чухне те ăна хывмасăрах çывăрать теççĕ лайăх паллакан çынсем. Тикĕт пек хура шăртламас çӳçне пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлама пулать — шултра та хытă. Çав çынпа куçа-куçăн тĕл пулчĕ те хальхинче Шăрттан Имечĕ.
— Çурт лартас тетĕн апла? — ыйтрĕ Ваçилей Иметрен, тăн-тăн урисене саркаларах пусса.
— Çурт лартас тетĕп, — нимĕн те мар пек каласа хучĕ Имет.
— Пӳртӳ кивех те марччĕ пек-ха санăн?
— Кивĕ марччĕ те, тата çĕнĕреххине лартас терĕм.
— Киввине вара?
— Сана сутатăп, укçу пулсан.
— Укçа пирĕн... куккук йăвинче-ха.
— Çапла пуль терĕм çав. Апла эс ман кивĕ пӳрте туянасшăн мар-им? — йĕкĕлтесе кулчĕ Имет.
— Çук, çук, Имет, хăват çитерсе пулмасть. Эс тесен, ак, пуйсах кайрăн пуль çав?
— Сан пек выçă пакарта мар ĕнтĕ, мĕн тесен те.
— Юрать-ха вăл, — ăшĕнче тем пек вĕчĕхрĕ пулсан та, Ваçилей хăй çиллине паттăра кăтартасшăн пулмарĕ. — Мĕн калама тетĕп-çке, — сăмах вăйне кĕме тăрăшрĕ вăл каллех, — пысăк нуша ĕнтĕ кăчухне çурт лартасси.
— Кама мĕнле, сана калам.
— Вăрманне туянмашкăн та ылтăнĕ пайтах кирлĕ çав, тулли кĕсъесĕр çулăхма çук кăчухне.
— Кăчухне-кăчухне... — терĕ Имет, калас сăмахне шыраса. Çав вăхăтра хăйсен умĕнче тăракан тур лаша хӳрине çĕклерĕ; — Лашам манăн, куратна? — лĕкĕртетрĕ вăл, чакăр куçне хĕскелесе, — хăй ылтăн! Ярса пусмассерен, ав, сап-сарă ылттăн тăкать, йĕкĕр ывăçупа пуçтарсах тăр юмахри пек. Туянатна, çак лашана халех сана сутса хăварас тетĕп?
— Эс кулассипех, ами, — çăмламас аллисене шăлкаларĕ Ваçилей, хăй çаплах калас сăмахне тупаймасăр аптраса тăчĕ. Çакна асăрханă Имет ăна, кăчăк туртса, патнерех чĕнсе илчĕ те вăрттăн калас сăмахĕ пур пек систерчĕ. Лешĕ хăрах енчи хăлхине çĕклерĕ.
— Сана çакăнтах хăлха чикки парса хăварсан ĕнтĕ... чăмăрăм пысăкрах, — шăппăн пăшăлтатрĕ Имет.
Ваçилей енчен енне пăхкаласа илчĕ: чăн та, тем курса тăрасси пулĕ тата.
— Мĕншĕн апла? Мĕншĕн апла калатăн? — ыйтрĕ вăл.
— Курăр-ха эсир ăна? Мĕншĕнне пĕлмене хывать! Паллатăп-çке сана эпĕ, пит лайăх паллатăп. Эс ак халех, кĕрт йытти пек, апьешчĕк патне чупса кай та йăлт элеклесе пар. Çапла-çапла те, Имет вăрман касса турттарать те, кайса тытмалла, те. Çавна аса илсе шухăшлатăп та, элле, сана халех ăса кĕртсе хăварам-и тетĕп.
— Çук, Имет, ун пек-кун пек ан шухăшла тархасшăн. Хăвăр çулăрпа чиперех кайăр.
— Темĕн çав, — çаплах шанмасăр каласа хучĕ Имет. — Анчах сăмахăма асăнта тытнă пултăр, пыршуна кумасса ан кĕт... Эй, малтисем, мĕн пăхса тăратăр? Çулăр такăр пултăр!.
Лашасем майĕпен хускалса кайрĕç. Иметрен урăх пĕри те Ваçилейпе калаçмарĕ. Вăрман хĕрринче пĕр Шыçмак Ваçилей кăна, ял вĕçне лартса хăварнă пĕччен хура юпа пек тăлăххăн юлса, иртсе кайнă лавсем çине тахçанччен пăхса тăчĕ, унтан вăрманалла кĕрсе кайрĕ.
Йывăр тиенĕ лавсем каçкӳлĕм Утламăша пырса кĕчĕç. Турттарса килнĕ йывăçа Пикмăрсасен пахчине кĕртсе лупашкана пушатрĕç. Пикмăрса арăмĕ ниме халăхне апатлантарма яшка та çакнă иккен. Çамрăкланнă пек чупкаласа кăна çӳрет хăй. Ĕçрен таврăннă çынсене пурне те тав туса алă тытса тухрĕ, чи кайран упăшки патне пычĕ.
— Яшка пиçнĕ те-ха манăн... çăмарта шăтарса ярас пуль, тутă кĕтĕр, — терĕ вăл, çĕкленнĕ кăмăлне пытараймасăр.
— Яр, тутлăрах пултăр, — килĕшрĕ Пикмăрса.
Арăмĕ картишĕнчи лаççа кĕрсе кайрĕ. Кăштах тăрсан, вăл, каллех аллине тытнă çăмартипе вĕтеленсе, лупашка хĕррине тухса тăчĕ.
— Пикмăрса, теп, Пикмăрса! — илтĕнчĕ унăн сасси. — Çăмартана пĕтĕмпех ярас-и, çуррине кăна-и?
— Яр! Пĕтĕмпех яр! Ан тив, ял халăхĕ тĕлĕнсе тăтăр! — хаваслăн лĕкĕртетрĕ кăмăлĕ тулнă Пикмăрса.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...