Ытама кĕреймен юрату :: Шап-шур тутăрпа чĕркенĕ çырусем
Анюк аппана епĕ мĕн пĕчĕкрен пĕлетĕп, анчах унпа чуна уçса калаçнине астумастăп. Ача чухне вăйă-кулă маларах пулнă — шухăшлă сăмах тĕлне пĕлмен. Кайран вăл Волгоград тăрăхне пуçĕпех куçса кайнă тенине илтнĕччĕ.
Пĕррехинче пирĕн пата тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, ватлăх енне сулăннă хĕрарăм килчĕ. Эпĕ ăна пĕрре пăхсах палларăм — Анюк аппа. Унăн пĕвĕ-сийĕ нимĕн чухлĕ те улшăнман — çур ĕмĕр каяллахи пекех. Кулли те çавах. Вăхăт çаврăмĕ хăварнă йĕрсем те пур: Анюк аппан хурăн кăчки тĕслĕ хăмăр çӳçĕ кăвакарнă, шухăшлă куçĕ путса кĕнĕ, куç хăрпăкĕсен икĕ енĕпе те кукăр-макăр пĕркеленчĕксем палăраççĕ.
— Анюк аппа, питĕ аван-ха эсĕ килни. Пĕр-пĕрне çĕр çул пĕлетпĕр — пĕрле ларса чей те ĕçмен, — тетĕп хăнана хывăнма пулăшнă май.
— Юри сан пата килтĕм, Микулай шăллăм, кирлĕ ĕçпе, — калаçрĕ Анюк аппа.
— Мĕн çăмăлпа кирлĕ пултăм-ши?
— Пулман хуняман юлашки сĕнĕвĕ килме хистерĕ.
— Ай турух, мĕн калаçатăн, Анюк аппа? Пулмасла халап каласа тĕлĕнтересшĕн пулĕ-ха? — кăсăкланса ыйтрăм эпĕ.
— Çук. Чăн пулнине каласа парасшăн. Çулталăк каялла курнă тĕлĕк асран тухмасть. Эпĕ Лявуçа (вăл манăн çамрăк чухнехи савниччĕ) качча тухма хатĕрленетĕп пек. Пулас упăшка сĕтел хушшинче ларать, мана кăчăк туртса хăйпе юнашар ларма чĕнет. Эпĕ хыпалансах ун еннелле талпăнтăм. Сасартăк манăн çула Лявуç амăшĕ (Елюк аппан йывăр тăпри çăмăл пултăр) пӳлчĕ. «Тăхта-ха, хĕрĕм, — терĕ вăл, — Лявуç патне кайма ĕлкĕрĕн. Малтан çак нухрата тыт та курма килнĕ халăха валеçсе пар». — Çапла каларĕ те Елюк аппа мана йĕкĕр ывăç кĕмĕл укçа пачĕ. Шарт сиксе вăрантăм. Тĕлĕк пĕлтерĕшне пĕлес тесе чылайччен шухăшларăм. Тавçăрса илтĕмех. Тĕлĕкри туй — вилене. Чăнах та çапла пулчĕ. Манăн ĕлĕкхи савни Лявуç вилнĕ тенине илтрĕм. Елюк аппа мана Пирĕшти пулса хӳтĕлерĕ пуль — ывăлĕн юратăвне паян кунччен те асран кăларманшăн хута кĕрет ĕнтĕ. Çичĕ теçетке урлă каçрăм пулин те халех вилместĕп-ха эппин. Виличчен çур ĕмĕр хушши чунра капланнă ăш вăркавне ирттерсе ямалла. Унсăрăн ĕмĕрлĕх канăç тупаймăп.
Анюк аппа шăпланчĕ. Унтан вăл шухăшлă куçĕпе мана шăтарасла пăхрĕ те йăлăннă пек тилмĕрсе каларĕ:
— Микулай шăллăм, пулăш мана — телейсĕр юратăвăм çинчен халăха пĕлтересчĕ. Пулман хуняма тĕлĕк урлă çапла тума хушать. Мана — канăç, сана сăвап пулĕ.
Анюк аппа сăмахĕнчен ытларах урăххи чĕрене тиврĕ — путса кĕнĕ куçĕнчен сирпĕнекен хĕлхем шевли. Çиçĕм пек пытарăнчăклăн ялкăшаканскер. Ахăртнех ват çыннăн чĕрине темĕн кăшлать, ĕмĕрхи ыратăвне çынпа пайласшăн.
Эпĕ Анюк аппана пултарнă таран пулăшма хатĕррине пĕлтертĕм. Унпа иксĕмĕр çемçе пукан çине юнашар лартăмăр. Вăл сумкинчен чăлт шурă тутăрпа тирпейлĕн чĕркенĕ çыхă кăларчĕ те арки çине хучĕ. Салтрĕ. Çырусем иккен.
— Акă пирĕн телейсĕр шăпа, таса юрату чăн-чăнах пуррине ĕнентерекен 95 çыру, — шухăшлăн пĕлтерчĕ вăл. — Эпĕ савнă çыннăмпа юратуллă тĕлпулура пĕр хутчен кăна курнăçнă. Ытти хутшăну çыру урлă е больница палатинче пулнă. Савни çырăвĕсене пĕрне те çухатман, вĕсене йĕркипе паллă туса пынă.
Кашни çыру — икĕ чун пĕр-пĕрин патне çывхартма тунă утăм. Вĕсенче — кун-çулăмăр йĕррин палăрăмĕ, кăмăл-туйăм шăнкăравĕ. Çыру çӳретсе пĕр-пĕринпе çывăхлантăмăр. Тĕл пулса ытама кĕмелли çеç юлнăччĕ — кĕтнĕ тĕлпулу пулмарĕ. Тепĕр тесен, пĕрле пурăнма пӳрмен юратăва манăн телейсĕр тесе калас килмест. Юрату пурри — хăех пысăк телей. Пире шăпамăр кӳрентермен — чĕрĕ хĕлхем пек хĕрӳллĕ, ирхи сывлăм пек таса юрату парнеленĕ. Пирĕн тĕп айăп — пур телее ытама илейменнинче.
Эпĕ Анюк аппана кăсăкланса итлерĕм.
Ун калавĕ çур ĕмĕр каялла пуçланнă юрату историне уçса пачĕ. Çылăхсăр таса юрату тĕнчине кĕрсе курас килсен повеçе малалла вулăр. Хайлава пĕтĕмĕшле тенĕ пекех Анюк аппа пурнăçĕнчи тĕслĕхсемпе усă курса йĕркеленĕ, калавçă ыйтнипе геройсен ячĕсене улăштарнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...