Ытама кĕреймен юрату :: Йĕплĕ юрату çинчен


(Лявуç калавĕ)

 

Пĕррехинче, авăн уйăхĕнче, салтакри Ваçли куккаран çыру илтĕм. «Лявуç, эсĕ текех пысăк. Улттăмĕш класа çӳретĕп тетĕн. Çавăнпа сана пĕр яваплă ĕç шанса паратăп. Вăрттăн ĕç. Ун çинчен никама та ан шарла. Эсĕ ял вĕçĕнче пурăнакан хитре Хĕветлене куçран ан вĕçерт — вăл манăн тӳрри. Асăрха, пуçтах каччăсем ăна кӳрентермеççĕ-и? Тепĕр икĕ-виçĕ уйăхран пуçĕпех таврăнатăп. Ун чухне мĕн курни-илтнине каласа парăн», — çырать салтак.

Çавăн хыççăн эпĕ Хĕветле аппапа кулленех курнăçма тăрăшаттăм. Пĕррехинче каç кӳлĕм шкултан таврăнаттăм — йĕтем çинче молотилка кĕмсĕртетни илтĕнет. Авăн çапаççĕ ĕнтĕ. Тӳрех унта чупрăм. Пăхатăп — капан хыçĕнче манăн пулас инке йĕрсе тăрать.

— Мĕн пулчĕ, Хĕветле аппа? — ыйтатăп унран.

— Ах, Лявуç, кĕçĕр Шуртикасри Йĕрĕх Йоççи килетĕп терĕ. Ой, ытла пуçтахскер. Мана качча илесшĕн тата путсĕр. Хăв ирĕкӳпе пымасан вăрласа каятăп тесе хăратрĕ. Эпĕ Ваçлие салтакран килессе кĕтме сăмах панă. Ах, мĕн тумаkла-ши? — йĕре-йĕре калать вăл.

— Ан кулян, каçчен мĕн те пулин шухăшласа тупăпăр, — лăплантартăм ăна. Тĕттĕмленсен эпĕ Хĕветлесем патне кайрăм. «Тĕрĕллĕ кĕпӳне пар, тутăр та кирлĕ пулать», — терĕм. Вăл мана кĕпепе тутăр тытарчĕ. Эпĕ хĕр кĕпине тăхăнтăм.

— Çветке чупмалли вăхăт мар халь, — терĕ Хĕветле аппа ăнланаймасăр.

— Йĕрĕх тытасран васкама тивет, — шӳтлерĕм эпĕ, унтан чăнласах хушса хутăм. — Хĕветле аппа, эсĕ çенĕкрен ан тух, алăка питĕр.

Тĕрĕллĕ кĕпе тăхăннăскер пусма картлашки çине тухса тăтăм, пуç урлă чечеклĕ тутăрпа пĕркентĕм. Кĕтетĕп. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ — хапха умне тăрантас çитсе чарăнчĕ. Тутăра сирсе вĕрлĕк витĕр пăхатăп. Ха, лав çинче виçĕ мĕлке ларать. Кĕçех иккĕшĕ сиксе анчĕç. Тепри, малти ларкăч çинче лараканни, унтах юлчĕ, тилхепине алран вĕçертмерĕ. Хĕр вăрлама килчĕç. Мĕн пулать те мĕн килет — тутăрпа пите хупларăм.

Хапха чĕриклетсе уçăлчĕ, такамсем кĕчĕç.

— Чим, пире кĕтсе хĕр хăех хирĕç тухнă-çке, — теççĕ килнисем. Акă пĕри (авланас каччи ĕнтĕ) ман патах пычĕ те:

— Салам, Хитре Хĕветле! Эсĕ паçăр йĕтем çинче ахалех манпа хирĕçрĕн. Куратăп, санăн кăмăлу çаврăннă, — терĕ.

Эпĕ сулахай аллăма тута тĕлне тытса:

— Тс-с! Çын мĕн калĕ? — тетĕп, сылтăммине — йĕплĕ хулă çыххи тытнăскерне, тутăр айĕнчен кăлармастăп. (Шăлан турачĕсене эпĕ малтанах вăрмантан хуçса килнĕччĕ.)

Хăйне хирĕçлеменнине кура каччă мана ыталама пуçларĕ.

 

Ай-хай, тусăм, хура куçăм,

Куракансем курĕçин,

Кĕвĕçекен каччăсем

Тунсăхласа вилĕçин, — такмаклать хайхискер.

Çав вăхăтра унăн кĕпе аркине çĕклерĕм те çара хырăмĕ айне, пиçиххи хушшине, йĕплĕ çыхха хĕстерсе хутăм. Йĕрĕх Йоççи шари çухăрса ячĕ:

— Ай! Ой! Кай-кай-кай! Эсĕ хĕр мар пуль, çурмаккай!

Каччă тăрăс-тăрăс сиккелерĕ, картиш тавра чупкаларĕ. Эпĕ ун хыççăн «Вăрласа кай ĕнтĕ» тесе чупатăп.

Хапха патĕнче тăраканни хĕрес хыврĕ:

— Ах Турă! Ку чăнах та çын мар — усал çури. Ай-яй! — тесе çухăрашса тухса тарчĕ. Йĕрĕх Йоççи — ун хыççăн.

Ăнман хĕр вăррисем тăрантас çине ларчĕç те каçхи тĕттĕмре çухалчĕç Хĕветле аппапа иксĕмĕр картишĕнче йăвалана-йăвалана култăмăр вара.

Çакăнпа Лявуç калавĕ вĕçленчĕ. Вăл самантлăха калама чарăнчĕ те ман енне тĕпчевлĕн пăхрĕ. Унтан хушса хучĕ:

— Чăнах та усал-тĕсел йĕплĕ хулăран хăрать иккен. Унпа Йĕрĕхе Хĕветлерен пистертĕм, анчах çав усал ят хам çума çыпçăнса юлчĕ.

Каччă пуçне усрĕ.

— Лявуç, эсĕ ырă «усал», — терĕм йĕкĕтĕн пусăрăнчăк кăмăлне сирсе ярас тĕллевпе.

— Тавах, Анюк, ырă сăмахна. Анчах эсĕ мана тĕрĕс ăнланăн-ши? Виçĕм кун çар комиссариатĕнче пултăм. Манăн та кĕçех салтак ячĕ тухать. Эпĕ çартан таврăниччен кĕтме килĕшмĕн-и, Анюк?

Хирĕç мĕн хуравламаллине пĕлмерĕм. Çавăнпа:

— Кайран, Ваçли кукку салтакран таврăнсан мĕн пулчĕ? — тесе ыйтрăм.

— Туй пулчĕ. Хĕветлепе кукка мăшăрланчĕç. Эпĕ туйра ташларăм та. Хм... ташласси-мĕнĕ... — именнĕ пек пулчĕ вăл, — усал çури пекех майне пĕлмесĕр сиккелерĕм. Тĕрĕссипе, халĕ те ташлама пĕлместĕп.

— Санăн ташлама вĕренес килет-и?

— Паллах.

— Сĕнӳ пама пултаратăп. Пирĕн пичче пуканпа ташлама вĕренчĕ.

— Пуканпа?

— Пуканпа çав. Пукана тăватă уринчен ыталатчĕ те такмакласа çаврăнатчĕ:

 

Мускав Кремлĕ ирхине

Ĕçе тухма йыхăрать.

Каччă хĕре каçхине

Ташша тухма йыхăрать. Ух!

 

Çапла чиперех ташлама хăнăхрĕ. Эсĕ те çавăн пек тăрмашса пăх-ха. Вĕренетĕнех.

Пирĕн асамлă тĕлпулу мĕн вăхăта тăсăлнă-ши — пĕлместĕп. Киле кайма пуçтарăннă чух автансем авăтма пуçланăччĕ.

— Анюк, тăхта! Манăн сана пĕр сăмах калас килет, — чарасшăн пулчĕ Лявуç, çав тĕллевпе карта урлă ман еннелле вăштах сиксе каçрĕ.

Эпĕ килелле тапса сикрĕм.

— Чĕвĕлтетме — чĕкеç пек, тытма — йĕплĕ хулă пек, — тенине çеç илтсе юлтăм тарăн вар урлă каçнă чух.