Ытама кĕреймен юрату :: Пĕрремĕш çыру
«Чун савнисен нихăçан та пĕр-пĕрне пăрахмалла мар», — палăртнăччĕ эпĕ хам шутласа кăларнă саккунра. Çавăнпа Лявуçа салтакран таврăниччен кĕтме шутларăм. Урăхла пулма та пултараймасть. Икĕ сăрт хушшинче шăнкăрти шыв юрлатăр, икĕ савни хушшинче — туйăм шăнкăравĕ. Эпир Лявуçпа иксĕмĕр пĕр-пĕринчен аякра, анчах пирĕн туйăмсем пĕр кĕвĕллĕн янăраччăр. Пĕрлĕх туртăмĕ ан çухалтăр çеç — кĕтме те çăмăл пулĕ. Çакăн пек шухăш-ĕмĕтпе ялтан хулана таврăнтăм.
Кĕтетĕп теме аван та, кĕтсе илме асап иккен. Пĕр-икĕ эрне кĕтнĕ хыççăн иккĕленме пуçларăм: виçĕ çул хушши епле кĕтсе ларăп-ха ăна? Лявуçпа иксĕмĕр халиччен те юрату пирки калаçман, ку ыйтупа сăмах татман. Вăл манăн «Чун савнисен саккунĕ» пуррине те пĕлмест. Пĕлсен мĕн калĕ-ши ун пирки? Тен, манпа килĕшмĕ? Мăшкăлласа кулĕ? Лявуç ку чухне мĕнле шухăшпа пурăннине те пĕлместĕп. Çыру та илмен унран. Тепĕр тесен, ăçтан çыртăр-ха вăл — хулари адреса та пĕлмест. Тен, яла, анне патне çырса ярĕ?
Канмалли кунсенче Шуртикаса çӳреме пуçларăм. Кĕтрĕм-кĕтрĕм — çыру таврашĕ те, ытти хыпар-хăнар та пулмарĕ. Салтак хăйĕн тăван амăшĕ патне Шăнвара хальччен çырнах-тăр. Камран ыйтса пĕлмелле-ши ун пирки?
Шăнварти Алюшпа Хĕветĕр — Лявуçăн çывăх юлташĕсем. Вĕсемпе калаçса пăхас-ши? Çук, пултараймастăп. Юрату вăл — вăрттăнлăх. Ун пирки пĕр-пĕрне чунтан юратакансен çеç калаçма ирĕк пур. Урăххисемпе, çитменнине çамрăк каччăсемпе, епле-ха сăмах пуçарăп? Каччă мăйĕнчен çакăнасшăн тейĕç. Вăрттăн сăмаха уççăн каламаççĕ. Чăтăм çитерсе кĕтмелли кăна юлать.
Кĕтетĕп. Çапла пĕр уйăх ытла асаплантăм. Ĕçре аван-ха, нормăна ирттерсех тултаратăп. Комбинатрах кун иртет. Тантăшсемпе калаçсан кăмăл уçăлать. Ĕçленипе ĕшенместĕп, ĕçрен таврăнсан чăтма йывăр-çке. Кĕтетĕп-кĕтетĕп, Лявуç пирки шухăшлатăп.
Пĕррехинче ĕç хыççăн хам пурăнакан пӳлĕме кĕтĕм те кравать çинче çыру выртнине куртăм. Камран-ши? Анне ялтан çырать-ши? Сенкер конверта алла илтĕм — ун çинче виçĕ кĕтеслĕ штамп пур. Салтак çырăвĕ-çке ку! Тем тесен те Лявуçран. Урăх камран пултăр? Ăш-чикĕм вăр-вăр турĕ, çан-çурăм вут тивнĕн вĕриленсе кайрĕ.
Конверта уçрăм — вулаймастăп. Пăлханнипе шăрçаласа тĕрленĕ йĕркесене уйăрса илейместĕп. Çырăва вулас вырăнне ăнран кайса чуптăватăп, кăкăр çумне тытса çупăрлатăп.
Пăлханчăк туйăм тамалсан тин çырăва вулама пуçларăм.
«Аван-и, Анюк! Лăпкă çил ачашшăн вĕртĕр санăн ятупа, лăпкă çиле майăн çăмăллăн вĕçтĕр çыру тăван Шупашкара, телейлĕ те савăнăçлă вăхăт тĕлне лектĕр санăн аллуна.
Пирвайхи йĕркерех йышăнсам манран, Анюк, ирсерен хĕрелсе тухакан сар хĕвел пек ăшă, каçсерен кăвак пĕлĕт хушшинче шуса çӳрекен çутă уйăх пек кăмăллă салам. Çырури çыпăçусăр сăмахсем икĕ сăрт хушшинчен юхса тухакан шăнкăр-шăнкăр шыв пек янăраччăр, кăтра хурăн çинче ларакан илемлĕ кайăк сасси пек чĕвĕлтетчĕр, Анюк, санпалан.
Çырăва малалла тăснă май кĕскен хам çинчен çырса пĕлтерем, салтак пурнăçĕпе паллаштарам. Икĕ эрне плац тăрăх стройпа çӳрерĕмĕр. Чăтма пулать. Хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Пирĕн ротăра — виçĕ чăваш. Ĕнер пире тĕрĕслерĕç — смотр ăнăçлă иртрĕ. Фу! Тинех çамрăк боецсен йышне кĕтĕмĕр.
Анюк, мĕнле кăмăлпа вулатăн çак çырăва — пĕлместĕп, анчах унчченех калама хатĕрленнĕ сăмаха халĕ калас килет. Уничере иксĕмĕр тĕл пулнине астăватăн-и? Епле асамлă самант. Эсĕ чĕкеç пек чĕвĕлтетрĕн, эпĕ вара усал çури пек пакăлтатрăм. Эсĕ васкаса кĕрсе кайнăран калас сăмахăма калаймарăм. Пĕлетĕн-и, Анюк, эпĕ сана чун-чĕререн юрататăп.
Салтак ячĕ тухсан эпĕ Шуртикас çамрăкĕсемле сывпуллашма пынăччĕ. Сан пирки ыйтрăм та, ял хĕрĕсем: «Анюк хула майри пулнă, ан та шыра», — тесе кулчĕç. Юрать Соня тĕрĕс ăнланчĕ, эсĕ пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнине, хăш урамра пурăннине пĕлтерчĕ, хăш çуртра пурăннине тĕп-тĕрĕс калаймарĕ.
Манăн çар комиссариатне тепĕр икĕ кунран çитмеллеччĕ. Пухăну пунктне пуçтарăниччен вăхăт пур. Санпа питĕ курса калаçас килчĕ. Çавăнпа ир-ирех станцăна васкарăм, пуйăспа Шупашкара вĕçтертĕм.
Эсĕ пурăнакан урама часах шыраса тупрăм. Çурчĕ вара — тахăшĕ... Кĕтсе пăхма шутларăм. «Гастроном» тесе çырнă пысăк лавккана кĕтĕм. Тăратăп. Чӳречерен сăнатăп. Кĕтни сая каймарĕ. Куратăп: эсир иккĕн килетĕр — капăр тумланнă икĕ хĕр. Питĕ хĕпĕртерĕм. Тинех санпа курса калаçатăп ĕнтĕ. Савăннипе чĕрем кăрт-кăрт сикнине илтетĕп.
Çав самантра хама тĕкĕр çинче куртăм. Мĕн ку? Çире килпетсĕр кивĕ шăлавар, урари пушмак та «çăварне карасшăн». Эпĕ, çĕтĕк каччă, капăр хĕрпе — уйăх çинчи хĕр пек чиперскерпе — епле тĕл пулăп-ха тесе шухăшларăм. Намăс. Вăтаннипе çĕр тĕпне анма хатĕрччĕ эпĕ. Мĕн тумалла? Эсир гастронома пĕр алăкран кĕтĕр, эпĕ тепринчен тухса тартăм.
Киле хуçăк кăмăлпа таврăнтăм. Тепĕр кун ялтан тутăр вĕçтерсе тухса кайрăм. Анюк, хам ухмаха каласа панишĕн каçар. Манпа çыхăну тытас килсен çыру çыр, кăмăлу пулмасан ан чăрман. Сывă юл. Лявуç».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...