Ытама кĕреймен юрату :: Чăн-чăн салтак киле таврăннă чух та карттусне каялла лартмасть
Çыру хыççăн çыру çӳретсе юратăва малалла аталантартăмăр. Эпĕ хивре ыйтусем çĕклеттĕм — Лявуç хуравлатчĕ. Мана та вăл тĕрлĕ ыйту парса халтан яратчĕ.
Пĕррехинче эпĕ ăна юри тĕрĕслемелле çакăн пек çырса ятăм: «Лявуç, эпĕ саншăн çуралман пуль. Аннӳ сана кĕтсе хăй валли кин суйлать пуль. Салтак киле таврăннă чух карттусне каялла лартать теççĕ. Çартан таврăннă тĕлелле санăн та кăмăлу улшăнĕ, вара урăх хĕрпе çемье çавăрăн. Çапла пулса тухсан манăн пуçа ăçта чикмелле?»
«Анюк, кунашкал шухăша пуçран кăларса пăрах, — хуравларĕ Лявуç. — Чăн-чăн салтак киле килнĕ чух та карттусне каялла лартмасть. Çăмăл шухăшлă çын салтак пулма та, савни пулма та тивĕçлĕ мар. Шел, унашкаллисем пирĕн хушăра пур-ха. Сана пăрахма мана совеç ирĕк парас çук — асап кăтартĕ. Çарпа мораль тивĕçĕ те çапла тума ыйтать: салтакăн Тăван çĕршыва, тăван халăха (эппин, Анюк, сана та) пуçĕпех парăннă çын пулмалла.
Анюк, сана хирĕçлеместĕп. Тĕрĕсех калатăн. Анне — аннех ĕнтĕ. Вăл ман валли хĕр пăхнине пĕлетĕп. Ун пирки шăллăм та хыпарларĕ. Хĕрĕн ятне асăнмастăп — вăл пире ним тума та кирлĕ мар. Анне хăй кăмăлланă хĕре суйлатăрах. Эпĕ сана суйлатăп. Иксĕмĕр пĕр-пĕрне пăрахмасан пирĕн юрату ĕмĕрлĕхе пулĕ. Санпа пĕрле телейлĕ пуласса ĕненетĕп. Тем тесен те, хамăрăн саккуна тата тепĕр çĕнĕлĕх кĕртмеле: ĔМĔРЛĔХ МĂШĂРА КАМ ТА ПУЛИН СĔННИПЕ МАР, ЧУН-ЧĔРЕ ЫЙТНИПЕ СУЙЛАМАЛЛА.
Салтак пурнăçĕ пирки çырса пĕлтерем. Çу çитнине кура çар командованийĕ те салтаксене савăнтарас терĕ. Пирĕн çар чаçĕ вырнаçнă районта ĕçпе юрă уявĕ пулчĕ, эпир те унта хутшăнтăмăр. Уяв хаваслă иртрĕ, анчах ют çĕрте çутçанталăк илемĕ те, çĕкленӳллĕ уяв та тăван тăрăхрине çитмест. Çумра эсĕ çукки мĕнпур илеме тĕксĕмлетет.
Анюк, çырупа пĕрле конверта сăнӳкерчĕк чикетĕп. Хăвăнне те ярса пар, паллах, май килсен. Кĕтетĕп. Манăн çав тери сана курас килет. Лявуç».
Эпĕ салтак çырăвне хуравланă май хам ĕçпе юрă уявĕнче пулманнине пĕлтертĕм. Кăмăл пулмарĕ, кичемлĕх пусрĕ терĕм. Сăнӳкерчĕке те шиклене-шикленех конверта хутăм. Манăн сăн-пуç Лявуçа килĕшĕ-ши?
Акă мĕн хуравларĕ мана салтак: «Анюк, çынсем уявра савăнаççĕ, эсĕ мĕншĕн кулянатăн? Сана пула манăн та кăмăл хуçăлчĕ. Сăлтавĕ — эсĕ çумра çукки. Хăвна хитре мар, çынна килĕшместĕп пуль тесе ахалех çыратăн. Ĕçлемесĕр якалса çӳрекенсен хитрелĕхĕ маншăн — нуль. Эпĕ ĕçре курăнакан илеме килĕштеретĕп тата çыннăн пурнăçне йĕркелеме пултаракан çаврăнăçулăха маларах лартатăп.
Анюк, служба вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Кăмăла хирĕç кăмăл юлтăр. Малашне те санпа çыхăну тытасчĕ. Хăçан пĕрле пулăпăр-ши? Ун чухне савăнăç хĕвелĕ пирĕншĕн те ялкăшма пуçлĕ. Лявуç.»
Пирĕн хутшăну татах та çывăхланчĕ. Ĕнтĕ чунра мĕн пуррине пĕр-пĕринчен пытарма пăрахрăмăр. Тем вăхăтран салтак çакăн пек çырса пĕлтерчĕ.
«Анюк, ялтан çине-çинех темиçе çыру илтĕм, ырă мар хыпарсем те пулчĕç вĕсен хушшинче. Асанне вилнĕ, асатте те чирлет, ялта çынсем катăлсах пыраççĕ. Çамрăксем тĕрлĕ çĕре туха-туха каяççĕ. Шăнвар пушанса пырать. Манăн вара тăван яла пĕтерес килмест. Ку тĕлĕшпе ырă хыпарсем те пур-ха. Колхозра хăма çурмалли станок вырнаçтарнă, ферма валли шыв башни хăпартса лартнă. Çавна пула выльăхсене шăварма текех Ункă хĕррине хăваламаççĕ, колхозниксене çурт лартма та меллĕ. Эппин, пурнăç лайăх еннелле улшăнса пырать. Пурăна киле те улшăнусем пулĕç — телей еннеллĕ. Май килтерсе хамăр валли йăва та çавăрăпăр-ха. Тепĕр çыруччен. Лявуç».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...