Ытама кĕреймен юрату :: Юрату кăмăлĕ аслă
Лявуçпа çыру çӳретме пуçлани çулталăк çитнĕччĕ. Мĕн çинчен кăна калаçман пуль çак тапхăрта: пĕр-пĕрин ĕмĕт-шухăшне сӳтсе явнă, юратупа пурнăç пирки шухăшланă, çĕнĕ хыпар-хăнарпа паллашнă. Пĕрле ӳснĕ тантăшсем пирки те хĕрӳ калаçусем пулса иртнĕ.
Лявуçран çакăн пек кăсăклă çыру илнĕччĕ: «Анюк, эсĕ яла тухса çӳремен теттĕн, çавăнпа Йĕрĕх Йоççи авланнă тенине илтмен те пуль. Каласа паратăп. Ахаль хыпар мар ку — путишле истори.
Ялтан Хĕветĕр çырса пĕлтерчĕ. Йĕрĕх Йоççи (эпĕ ăна «шуйттан çури» пулса сăсăл вĕçтернине ахăртнех манса кайнă) урçа çулĕнче те вунçиччĕри йĕкĕтсемпе пĕрле хĕрсем хыççăн çӳреме пăрахман. Вăл çулăхман хĕр таврара сайра теççĕ. Юлашки вăхăтра çак аскăнчăк Шуртикасри сарă çӳçлĕ Санюк тавра явкаланнă тет. Ун патне хăтана кайса та пăхнă-мĕн, анчах чипер Санюк ăна качча тухма килĕшмен. Чутикассинчи пĕр кăмăллă йĕкĕтпе (ятне пĕлместĕп) сăмах татнăскер Йĕрĕх таврашне мĕн тума качча тухтăр?
Чутикассисем хĕр илме килсен, пĕлетĕн-и, мĕн пулнă? Йĕрĕх Йоççи колхоз грузовикне тапратса тухнă та темиçе пуçтах каччăпа пĕрле туй халăхне салатса янă, пĕркенчĕк айĕнчи Санюка лартса кайнă тет. Арăм тума илсе кайнă тетĕн-и? Çук, хĕре хапха умне çитернĕ те антарса хăварнă. Ăçтан килнĕ, çавăнта кай тесе каланă тет. Пĕр сăмахпа, хăйне качча тухма килĕшменшĕн таса хĕре çапла тавăрнă вăл. Путсĕр ĕç.
Тепĕр тесен, эпĕ хам та ĕлĕкрех кунашкал çапăçу-хирĕçĕве пайтах хутшăннă. Унтанпа манăн шухăш улшăннă ĕнтĕ. Анюк, санпа çыру çӳретме пуçланăранпа эпĕ юратăва инкек кӳрекен путсĕрлĕхе сивлекен пултăм. Эсĕ каланипе килĕшетĕп: юрату — пурнăç тыткăчи. Эппин, Йĕрĕх Йоççи пурнăç тыткăчине çĕмĕрме хăтланнă, анчах юратăва йĕксĕксем те варалайман.
Çак пăтăрмах чун савнисемшĕн тĕрĕслев вырăнне кăна пулнă. Чутикасси каччи, Санюкăн пĕр чĕптĕм айăп та çуккине пĕлнĕскер, тепĕр кун каллех хĕр илме пынă тет. Иккĕмĕш хутĕнче туй ăнăçлах иртнĕ — пăсакан тупăнман. Çак тĕслĕх мана акă мĕнле шухăш патне илсе пычĕ: ÇЫН ХАКНЕ ЮРАТУПА ВИÇМЕ ПУЛАТЬ.
Йĕрĕх Йоççи вара тепĕр эрнерен авланнă тет. Трак пуххинче1 Ункпилеш енчи хĕрпе сăмах вылятнă пулнă. Чĕлхе якатса хĕре астарма ăстаскер хăй капкăна çакланнă. Хальхинче астармăш сăмах çынна пуçĕпех çавăрнă — хайхи хĕр ярмăрккăран тӳрех каччă килне пырса ларнă тет. Пол тутар2 пек хулăн саслăскер, калаçма ухутаскер тет. Йĕрĕх Йоççи хăй мĕн шыранине тинех тупнă — вăл Ял советне çырăнма та кăвак куçпах кайнă-мĕн (хайхи хĕр мăшăрланичченех пулас упăшкине çĕмĕрт кукли çитерме пуçланă). Пуçтах Йоççăн халĕ Пăлаки тавра тапăртатса çӳреме тивет. Латсăрскерне кунашкал арăм çын тăватех. Тепĕр тесен, ку пуриншĕн те аван. Упăшкипе арăмĕ пĕр шуйттан пулмалла теççĕ. Йоççăпа Пăлаки, иккĕшĕ те пĕр сак çинче ларма юрăхлăскерсем, пурнăçне те аванах йĕркелесе ярĕç-ха, телейлĕ те пулĕç. Иккĕленместĕп.
Юрату кăмăлĕ аслă. Чечен чечек пек Санюк та, йĕркесĕр Йоççă та çемье çавăрчĕç. Анюк, пирĕн иксĕмĕрĕн вара малашлăха шанмалли çеç юлать. Телейлĕ шăпа сукмакне юрату такăрлатать.
Кĕскен хамăн пурнăçпа паллаштаратăп. Служба аван иртет. Лайăх юлташсем тупăнчĕç, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Ĕнер вунă çухрăма «марш-бросок» пулчĕ. ГТО нормине тултартăм. Анчах юрату нормине тултарăпăр-ши? Çырусенче каланине хăçан куçа-куçăн пăхса çирĕплетĕпĕр? Телей кĕтсе, Лявуç».
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...