Ытама кĕреймен юрату :: Икĕ алла хире-хирĕç тытса ларсан пурнăç пулмасть
— Лявуç пурнăç çынни пулма пикенсех хатĕрленетчĕ. Çакна унăн кашни çырăвĕнчех асăрхама пулатчĕ. Хуçалăх ĕçĕшĕн тунсăхланине вăл çак çырура уйрăмах уçăмлăн палăртнăччĕ, — çапла калаçса Анюк аппа чĕрçи çинчи çыру купинчен кирлĕ конверта шыраса тупрĕ те ăна уçса вулама пуçларĕ:
«Салам, Анюк! Телейлĕ те савăнăçлă вăхăт пултăр çак кĕске çырăва алла илсе вулама. Санран çыру иличченех çырас терĕм, уншăн ан кӳрен. Санпа калаçмасан чунра лăпкă мар. Чăтаймарăм, пушă вăхăт тупăнсанах çырма лартăм.
Килтен кайни çулталăк çурă иккен. Ялта уй-хир ĕçĕсене тăваççĕ пуль. Эпĕ кунта вăхăта ирттеретĕп. Салтак савăнăçĕ — кино та çыру. Кунта эрнесерен темиçе хутчен те кино пăхма пулать. Аван фильмсем кăтартаççĕ. Анчах экран çине пăхса ларнипе пурнăç хитре картинăна çаврăнмасть çав.
Анюк, юрать эсĕ ман пата çырсах тăратăн. Санăн çырăвусемсĕр мана питĕ йывăр пулнă пулĕччĕ. Тĕрлĕ шухăш пуçра явăнать. Салтакран таврăнсан текех «усал çуриленсе» каскăнра çӳрес çук — пурнăç çынни пулма вăхăт çитрĕ. Икĕ алла хире-хирĕç тытса ларнипе нимĕн те пулмасть.
Анюк, эсĕ мана тĕрĕс ăнланатăн пулĕ тетĕп. Пире иксĕмĕре пĕрле пурăнма ăшă йăва кирлĕ пулать. Анне çурчĕ пирки шухăшламалли те çук — манăн кĕçĕн шăллăм ӳсет. Çавăнпа та çурт лартма хамăрăнах хатĕрленмелле. Çакна пурнăçлама ăсталăх та, пĕлӳ те кирлĕ. Тимлесен салтакра та тĕрлĕ специальноçа вĕренме май пур, тимлемесен ниçта та нимĕн те пулмасть.
Вĕренӳре те, ĕçре те пурне те пырса тивекен пĕрешкел ыйту пур — тимлĕх. Юратупа çар стратегийĕ те çакнах ыйтаççĕ. Анюк, эпĕ татăклă йышăну турăм: салтакран таврăнсанах иксĕмĕр çурт çавăрма пуçлатпăр. Пикенӳпе перекет пире ăнăçу кӳрессе шанатăп, Вĕренме пикентĕм. Каллех шкулти пекех шăнкăрав, çутă класс, вĕрентекен. Перекечĕ ĕç укçинчен пулĕ, ĕçлеме пуçласан.
Салтак пурнăçĕ мĕнле иртни çинчен çыратăп. Автоматран тĕл перессипе черетлĕ тĕрĕслев пулчĕ. Виççĕ персе — 21 очко. Норма. Куçакан мишене лектерме пуля черечĕ кăларса ямаллаччĕ. Эпĕ ăна пĕр патронпах йăвантартăм. Çар хатĕрне перекетленĕшĕн тав турĕç. Командир Çар ялавĕ умĕнче сăн ӳкерттерме ирĕк пачĕ. Çав фотокарточкăна сана ярса паратăп. Сывă пул, Анюк.
Салампа Лявуç».
«Каччă кам пулма вĕренет-ши? — шухăшларăм эпĕ çак çырăва илсен. Ыйтса çыртăм, анчах вăл уçăмлăн хуравламарĕ. Ытарлăн çапла пĕлтерчĕ: «Анюк, хальлĕхе ку вăрттăнлăх. Ача пулмасăр ятне ан хур теççĕ. Вĕренсе алла документ илем-ха, вара мĕне вĕреннине пĕлтерĕп. Ача чухнех ĕмĕтленнĕ професси вăл. Унччен тепĕр тăватă уйăх кăна юлчĕ».
Чăнах та, Лявуç кайран хăй кама вĕреннине çырса пĕлтерчĕ: «Анюк, экзамена ăнăçлах тытрăм, водитель правине алла илтĕм. Халĕ автомашина çӳретме пултаратăп. Анчах хамăрăн пурнăç кустăрмине кирлĕ çулпа кустарма пултарайăпăр-ши? Пĕр юлташран кĕтмен çыру илнĕ хыççăн çакăн пирки иккĕленме пуçларăм.
Пирĕн иксĕмĕрĕн тепĕр экзамен тытмалла пулать. Пĕр-пĕрин умĕнче. Эпĕ хыпар илтĕм — санăн урăх каччă пур тет. Тĕрĕс-и? Çак ыйтăва эсĕ мĕнле хуравлатăн? Ытлашши сăмахшăн каçару ыйтатăп. Лявуç».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...