Ытама кĕреймен юрату :: Чăн-чăн юрату пурнаçра пĕрре килет
Лявуçăн кĕвĕçӳллĕ çырăвне тарăхса хуравланă хыççăн пĕр тапхăр иксĕмĕр те лăплантăмăр — çилленме урăх сăлтав çук. Пĕр-пĕрин патне кăмăллă çырусем çырсах тăтăмăр. Анчах вăрçу-ятлаçу сăлтавсăр та сиксе тухма пултарать иккен. Пирĕн те пĕррехинче вăйăран вăкăр тухрĕ. Пĕтĕмпех Лявуç йĕкĕлтешнинчен пуçланчĕ. Çу уйăхĕнче унран çыру илтĕм:
«Анюк, çуркунне çитрĕ. Каçсерен вăййа тухатăр пуль. Чаптул каччи Авантей Толи кăкăр каçăртса купăс калать пуль, Шуртикас хĕрĕсене ташлаттарса савăнтарать пуль. Сар хĕрсем епле чăтса тăраççĕ-ши? Ăна юратнипе хăшĕ-пĕри чĕлхесĕр пулмарĕ-ши? Купăсçă хаваслă кĕвĕ каланă май пӳрнисем — тӳме ярăмĕ çинче, куçĕ хитре хĕрсем çинче вылянать пуль. Сенкер куçлă хĕрпе — ирсерен, хура куçлипе каçсерен çӳрет пуль.
Манăн салтак пурнăçĕ вара — урапа çинче. Кăмăла килнĕ пек пурăнма çук: çар уставне пăхăнмалла, мĕн хушнине тумалла. Кирлех пулсан колоннăпа чупмалла, шеренгăпа шумалла. Пĕр сăмахпа, командир кăмăлне кура кунпа çĕр ылмашать.
Анюк, сана та маттур каччăсем кăчăк туртса ташша чĕнеççĕ пуль. Киле çитиех ăсатакансем те тупăнĕç. Ман пек усалран хăтăлма май пур чухне тытăнса ан тăр — килĕш. Çамрăклăх — пĕрре. Телей сунса, Лявуç».
Çак çырăва илсен эпĕ те шӳтле хурав парас тенĕччĕ: «Лявуç, тунсăх пуснă вăхăтра эпĕ сĕннĕ пек пуканпа ташлама вĕрен, салтакран таврăниччен ним мар ташă ăстине тухатăн. Тепĕр çулталăкран вăйăра пĕрле ташлăпăр. Анчах çырăва яма ĕлкĕреймерĕм, тепĕр кун Лявуçран татах çыру илтĕм:
«Анюк, унчченхи çырура калама мансах кайнă — кĕçех Хĕлип салтакран таврăнмалла. Вăл сана куç хывнине пĕлетĕп. Ну, телей пур та вара Хĕлипĕн — кĕçех сана курать. Хĕлип çу пек ирĕлнĕ, хĕр ăшшипе хĕртĕннĕ темелли çеç юлать. Манăн тата вун икĕ уйăх кунта тĕмсĕлмелле. Анюк, çыхăнусăр сăмахсемшĕн каçар. Салампа Лявуç».
Çакна Лявуç куçран каланă пулсан эпĕ те ăна хирĕç пăхса: «Эсир Ялампипе иксĕр мĕнле хутшăнатăр, эпир те Хĕлиппе — çавăн пек», — тесе каланă пулăттăм. Мĕн тăвăн, Лявуç эрлĕк сăмаха çыру урлă каланă. Манăн та ăна çырупах хуравламалла. Хут çине çырнă чух тĕплĕн шухăшлама пулать. Тен, шӳтле сăмахшăн пуçа ватма та кирлĕ пулман? Анчах эпĕ Лявуçăн икĕ çырăвне те пĕрле хурав патăм. Хатăрланса çырнăран шӳтлес тени тӳр сăмаха куçрĕ пуль. Çавна пула шӳтĕн виçи пулмарĕ, юнтармăша кăларчĕ. Ун чухне çамрăк пулнă, çакна ăнкарман. Акă мĕнле хивре сăмахсемпе хуплама пикентĕм салтака:
«Лявуç, эпĕ сан пек кĕвĕç чунлă çынна пĕрремĕш хут куратăп. Çырăвна вулани — чĕрене вĕчĕрхентерни çеç. Иксĕмĕр пĕрле хĕн курса пурăниччен пĕччен пурăнни аванрах. Çавăнпа та пирĕн тĕл пуласси пирки ĕмĕтленмелли те çук. Сывă пул. Анюк».
Кĕçех унран çыру илтĕм. «Анюк, эпĕ сан вырăнта пулсан хам пирки пурнăçа пачах пĕлмен çын тесе каланă пулăттăм, — çырчĕ вăл. — Чăнах та, çĕр çинче çирĕм икĕ çул пурăнса та пурнăç мĕнне пĕлместĕп. Йăнăшрăм. Уншăн каçару ыйтатăп. Йăнăшасси пурин те пулать. Тертпе-хĕнпе пулсан та сан еннелле тепĕр утăм турăм-турăмах — эсĕ çирĕп кăмăллă çын пулнине пĕлтĕм. Тата çакă та палăрчĕ: кăштах шӳтленишĕнех шарт та пат куренетĕн. Аплах юрамасть пуль. Тавçăруллисен манашкал ăнкарусăррисене кӳренмелле мар, вĕрентсе-ăнлантарса пымалла. Пуррине çĕмĕрме çăмăл, çуккине хатĕрлеме йывăр, туслăхпа юратура — пушшех те... Эх, эпир, пурнăç чĕпписем, çур автансем пекех вăрçатпăр-çке! Эпир чи кирлине манса кайнă. Мĕн сăлтавпа хирĕçнине.
Пĕлетĕн-и, Анюк? Нумаях пулмасть ялтан çыру илтĕм. Алюш юлташăм çырнă. Вăт унăн кӳренме чăннипех те сăлтав пур. Шел Алюша. Йывăр лару-тăрăва çакланнă. Йĕркипе каласа парам-ха.
Алюшпа Наçтук чылайранпа пĕр-пĕринпе юратуллă çыхăну тытнине пĕлетĕн ĕнтĕ. Халĕ вăл татăлнă. Сăлтавĕ акă мĕнре. Наçтук Алюш пирки:
«Купăс калама ăста пулнăран кăна çӳретĕп. Савса-юратса мар, ял хĕрĕсем ыйтнăран. Каçсерен килсе хĕрсене ташлаттартăрин», — тесе каланă. Пăх та кур ăна — аслă шкулта вĕренекенскер, Алюшран кулнă кăна.
Ман шутпа, чăн-чăн юрату пурнăçра пĕрре кăна пулма пултарать. Наçтук пек кăмăла йăпатассишĕн çеç юратулла выляса çӳрени — вăхăта сая яни кăна. Çут тĕнчере пĕрре пурăнатпăр-çке. Мĕншĕн-ха ăна, хаклăскерне, сая ямалла? Тен, Наçтук кайран, хăйне алă çинче йăтса çӳрекен çынпа тĕл пулсан, икĕ хут ытларах пурăнатăп тет-ши? Çак ансат япалана нумай вĕреннĕ çын епле ăнланаймасть-ха? Каччăн мĕнпур шухăш-ĕмĕтне хуçса хăварнăшăн намăсланмасть те пулас.
Аслă шкулта вĕренсе курман. Мĕн вĕрентеççĕ унта — пĕлместĕп. Анчах çакна пĕр иккĕленмесĕрех калатăп: пурнăç ыйтăвĕсене татса панă чух чунлăха тĕп вырăна лартма хăнăхтарман пĕлӳ çынна усă панинчен ытла сиен кӳрет.
Анюк, пирĕн иксĕмĕрĕн пурте йĕркеллех — хирĕçме сăлтав çук. Пĕр-пĕрне тĕрĕс ăнланманни вара хутшăнма чăрмантарать. Юрату шăпа сукмакне такăрлаттăр. Эппин, çывăхланмалла пирĕн. Хальлĕхе — çыру урлă. Сывă пул. Лявуç».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...