Ытама кĕреймен юрату :: Совеçпе туйăм килĕшĕвĕ пулмасан, е адресат патне çитеймен юлашки çыру çинчен
Лявуç салтакран таврăннă чух, малтанах калаçса татăлнă пек, ăна кĕтме чечек çыххипе тухаймарăм. Эпир тĕл пулса калаçаймарăмăр çеç мар, самантлăха та курнăçаймарăмăр. Пире чăрмантаракансем тупăнчĕç. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа парас килет, мĕншĕн тесен шăпах çавăн чухне пĕр-пĕрне куçран пăхма май килменни Лявуçпа иксĕмĕре уйăракан тĕп сăлтав пулчĕ.
Çартан киличчен çур çул маларах Лявуç çапла çырнăччĕ: «Хамăр ял хĕрĕ Я... ман пата çырусем çырма пуçларĕ. Ну чее те иккен вăл — эпĕ таврăнасса сиснĕскер манпа çыхăну йĕркелесшĕн...»
Çак хыпара илтсен тĕлĕнмерĕм те, кĕвĕçмерĕм те. Ялампи мĕнле хĕр пулнине пĕлсе тăрсах каччă унпа çыхланасса шутламан та. Пĕррехинче Ялампи ман пата Шупашкара та пырса кайнăччĕ, кучченеç илсе пынăччĕ. Астăватăп: пĕр тапхăр калаçса ларсан юлташлă пулăпăр терĕ те тухса кайрĕ.
Эх, çын чунĕ — паллă мар тĕнче! Ăна тавăрса пăхма çук. Тем те пĕр ăсталама пĕлекен ăсчахсем те çын чунне çутатса тĕрĕслемелли хатĕр шутласа кăлараймаççĕ. Ялампи чунĕ хăрăм пек хура пулнине, вăл çын телейне хапсăннине эпĕ те пĕлме пултарайман.
Çур çул вăраххăн иртрĕ. Лявуç таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтрĕм. Акă салтакăн 95-мĕш çырăвне илтĕм.
«Анюк, тепĕр пĕр-икĕ эрнерен киле таврăнатăп, кĕçех иксĕмĕр пĕрле пулăпăр. Пирĕн юратăва пурнăç хаклатăр, — вулатăп çырăва хăпартланса. — Салтакра виçĕ çул çӳресе вăхăта сая ямарăм, пурнăç шкулĕ витĕр тухрăм. Пĕрре ӳт-пĕве, кăмăла çирĕплетекен çарпа техника пĕлĕвĕ илтĕм, тепре — чун-чĕрене ачашлакан туйăмлă юрату. Ăна çырăвусем урлă ăша хыврăм. Тавах сана уншăн.
Анюк, тек ман пата çыру ан çыр. Кĕт. Ăçта тата хăçан тĕл пулмаллине тепĕр çырура пĕлтеретĕп. Тăван тăрăхра курнăçиччен сывă пул. Лявуç.»
Эпĕ тĕлпулăва хатĕрлентĕм, Лявуçран кунсерен хыпар кĕтрĕм. Кĕтрĕм-кĕтрĕм, анчах кĕтсе илеймерĕм. Пĕр уйăха яхăн иртрĕ унтанпа, йĕп çинчи пек пурăнтăм. Пĕррехинче хĕр тантăшсем акă мĕн пĕлтерчĕç: «Лявуç салтакран таврăннă, ăна Ялампипе пĕрле çӳренине çынсем курнă».
Чулпа пуçран çапнă пекех пулчĕ çак кĕтмен хыпар. Мĕн ку? Лявуç манпа виçĕ çул хушши сăмах вылятрĕ-им? Хĕр упраç çырăвĕ ăна хĕсметре вăхăта ирттерме çеç кирлĕ пулнă-ши? Пулма пултараймасть. Кунта темле йăнăш пурах.
Каччă хăтланкаларăшĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа канмалли кун яла кайрăм. Хĕрсем калани тĕрĕсех иккен. Чăнах та, Лявуçпа Ялампи пĕрле çӳреççĕ, мăшăрланма хатĕрленеççĕ тенине илтрĕм. Çакăн пирки мана палланă çынсем, Шăнварсемех, евитлерĕç. Эпир Лявуçпа виçĕ çул çыру çӳретнине тăван тăрăхра никам та пĕлмест пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен, пĕлекенсем пулнă. Вĕсем мана ырă сунса, хĕрхенсе çакна систерчĕç: салтакăн юлашки çырăвĕ (ăна Лявуç Шăнвара таврăнсан çырнă) ман аллăма ан лектĕр тесе тăрăшаканĕ те Ялампи пулнă.
Лявуçăн мана адресленĕ юлашки çырăвне Ялампи мĕнле майпа тытса илме пултарнă — пĕлместĕп. Ун чухне пушшех те пĕлме пултарайман. Кайран çеç çынсем каласа панинчен çакна тĕшмĕртрĕм. Ялампи Лявуçа: «Анюкпа эпир — туссем. Çырăва Шупашкара хам леçсе паратăп, манăн пурпĕрех унта каймалла», — тенĕ имĕш. Хайхи «почта кайăкĕ» кĕтнĕ хыпара вырăна çитермен. Ку çеç те мар, вăл каялла таврăнсан йĕкĕте савнă хĕрĕ пирки тем те пĕр элекленĕ. Çапла пулнă-ши, çук-ши — тĕрĕссине çӳлти Турă çеç пĕлет. Эпĕ вара çирĕплетсех калама пултаратăп: манăн савние туртса илме Ялампи питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ.
Мĕн тумалла? Епле майпа каччăпа тĕл пулмалла? Эпĕ çапла асапланни ку чухнехи çамрăксемшĕн кулăшла-тăр. Хальхи яш-кĕрĕм кĕсье телефонне кăларать те шăнкăравлать. Анчах ун чухне кунашкал меллĕ çыхăну хатĕрĕ пулнă пулсан та Лявуçпа калаçма тăхтанă пулăттăм. Мĕншĕн манăн йĕкĕтпе сăмах пуçармалла? Ку хĕр упраç чысне çĕклемест. Манăн пĕр чĕптĕм айăп та çук. Таса юратăва тивĕçлĕ пулас текенсен хăйсене хисеплемелле, тӳрĕ кăмăллăхпа мăнаçланмалла. Енчен те Лявуç Ялампипе теттелле вылять пулсан — вылятăрах. Эпĕ ăна тархасласа мĕскĕнленместĕп.
Юрату вăл — совеçпе туйăм килĕшĕвĕ. Çак килĕшӳ пăсăлсан арлă-арăмлă пурнăçра та телей курас çук. Çыру çӳретме пуçласанах Лявуçпа иксĕмĕр ку ыйтăва сӳтсе явнă. «Çартан таврăннă тĕле кăмăлу улшăнĕ те — урăх хĕрпе çемье çавăрмăн-и?» — тесе ыйтсан Лявуç манăн кăмăла тивĕçтермелле хуравланăччĕ. «Сана пăрахма совеç ирĕк парас çук», — тенĕччĕ вăл.
Совеçĕ асаплантарнине туять-ши халь çак сăмахсен хуçи? Туймасть пулсан пирĕн иксĕмĕрĕн тек тĕл пулма та кирлĕ мар. Кирлĕ тет пулсан каччă хăй çыхăнтăр.
Эпир Лявуçпа иксĕмĕр пĕр-пĕрин патне виçĕ çул çыру çӳретрĕмĕр. Вăл вăхăтра çар служби шăпах çак вăхăтпа танлашатчĕ. Унран пĕтĕмпе 95 çыру илтĕм, хам та салтак патне çавăн чухлех çырнă.
Пурнăç, юрату, ĕмĕт-туйăм тата тем те пĕр çинчен калаçрăмăр, нумай ыйту сӳтсе яврăмăр, пĕр-пĕрин патнелле туртăнтăмăр, çапах та пирĕн ăнланулăх çитеймерĕ — пĕрле пулаймарăмăр.
Пирĕн юрату мĕншĕн телейсĕр пулнине халĕ, çур ĕмĕр иртсен, палăртма тăрăшатăп. Иккĕленӳ пур пулин те çапла калас килет: çыру урлă кăна калаçнăран пирĕн туйăмсен шăнкăравĕ пĕр çемĕллĕн янăраймарĕ. Шăпамăр сукмакне юрату такăрлать терĕмĕр, анчах çыру урлă каланă ăслă-туйăмлă сăмахсене чун хĕлхемĕпе хĕрӳлентереймерĕмĕр. Палăртсах çапла калатăп: куçран каланă пĕр сăмах вун-вун çырура каланинчен пархатарлăрах, мĕншĕн тесен совеçпе туйăм килĕшĕвĕ пĕр-пĕрне хирĕç пăхнă чух йĕркеленет. Çав килĕшӳ пулманни пирĕн таса юратăва телейсĕррисен шутне кĕртрĕ, туйăмлă çыхăну ăш хыптармăшне куçрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...