Ытама кĕреймен юрату :: Сыпăннă турат та çутă енне кармашать
Манăн малашнехи пурнăç çапла йĕркеленчĕ. Атăл хĕрринчи пĕр пысăк мар хулара ĕçе вырнаçрăм. Автобус кондукторне. Ĕмĕрех хăраххăн пурăнаймăн — ывăл пирки те шутламалла. Тĕнче хĕсĕр мар тенешкел, эпĕ те кăмăла килекен çынна — Виктора тĕл пултăм. Çав хусах урçапа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр, икĕ хăрах пĕр мăшăр пултăмăр.
Иккĕн — иккĕнех: пĕрин чунĕ пушă пулсан та, теприн кăмăлĕ тулли. Пирĕн хутшăну юрату мар, ырă сунăм пулчĕ пуль. Апла пулин те вăл пире çемье ăшшисĕр асапланаканскерсене, пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ. Эпир Викторпа пĕр-пĕрне пулăшса пурнăç çулĕпе танлăн утрăмăр.
Виктор — пурнăç çынни, ĕçлеме ӳркенместчĕ. Пурнăç хуçăлнă турат çĕнĕрен сыпăннă пекех ешерме пуçларĕ. Упăшка Юрике те хăйĕн ачи пекех йышăнчĕ. Пурте йĕркеллĕ. Виктор, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннăскер, чылай çăмăллăхпа усă куратчĕ. Çавăнпа кĕçех хваттерлĕ пултăмăр, мул-тупра та çителĕклех пухрăмăр. Анчах вăрçă ветеранĕн сывлăхĕ хавшакчĕ. Шел, нумаях пурнаймарĕ вăл, пурнăçран уйрăлчĕ.
Инçетри çĕрсенче пурăннă чух яланах тăван тăрăх аса килетчĕ. Нушаллă-тертлĕ ачалăхран пурнăç çулĕ çине тухма пил панă Шуртикаса, çын шутне кĕме пулăшнă тăван Шупашкара нихăçан та асран кăларман. Ватлăх енне сулăннăçемĕн тăван ен туртăмĕ татах та вăйланчĕ. Çавăнпа та икĕ теçетке çул тĕрлĕ вырăнта пурăннă хыççăн хам çуралса ӳснĕ тăрăха çемйипех куçса килме шутларăмăр, Шупашкара вырнаçса тĕплентĕмĕр.
Манăн халь мĕн кирли пурте пур. Ывăл çитĕнсе çемье çавăрчĕ. Мăнук та кар шутне кĕрсе пырать ĕнтĕ. Пурлăх енчен те чухăн мар, анчах тулли пурнăçпа пурăнма юнашар савнă çыннăм çук. Нимĕн те тăваймăн — туйăм çынна пăхăнмасть. Кун-çул вĕçĕнче те пулин Лявуçпа тепре тĕл пулас ĕмĕтпе пурăнтăм. Сыпăннă турат пек пурнăçа çĕнĕрен йĕркелесе ятăм — савнă çыннăм енне туртăнма пăрахаймарăм. Савăнăç хĕвелĕ пурнăç вĕçĕнче те пулин самантлăха курăнасса кĕтрĕм.
Ĕмĕр тăршшĕпех савнă çыншăн ăша çунтарса пурăннăскер, юратăва çакăн пек хак паратăп: юрату — асамлă хăват, вăл никама та, ниме те пăхăнмасть, кĕтмен енчен уйăх пек карăнса тухать те юратакансене тĕлĕнтермĕш тĕнчене илсе кĕрет.
Юрату тĕнчи чăн пурнăçпа чикĕллĕ, унта пурте кĕме пултараççĕ, анчах пĕр кĕрсессĕн каялла çул çук — вăхăт юхăмĕ каялла шумасть. Асамлăха çакланнисен те питĕ асăрханмалла, мĕншĕн тесен юрату тĕнчи хăмпă пек тытăнкăсăр, кăшт асăрханмасанах хаплатса çурăлать. Чун савнисем çакна курмаççĕ, илтмеççĕ. Туйăм хĕрсе çитнĕ вăхăтра çын куçсăр-хăлхасăра тухать. Çавăнпа та юратуллă пурăнасси мар, савни тивĕçĕсене пурнăç-ласси яваплă та кирлĕ ĕç пулнине чылайăшĕ асăрхамасть.
Юрату тĕнчи арканни пурнăçа пуш хирпе танлаштарать. Пуш хирте телей сачĕ ӳстересси ай-яй хĕн. Хуçăлнă турат сыпăнсан та чĕрĕ çеçке çутталлах кармашать. Юратуран тухакан савăнăç хĕвелĕ енне. Вăл вара пурнăçра — пĕрре кăна.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...