Виçĕ хĕрпе сар каччă :: Виççĕмĕш пайĕ


1

Кашни самантăн хăйĕн илемĕ, хăйĕн асамлăхĕ. Хăйĕн юмахĕ. Анчах кашниех хăй юмахне тупаймасть. Çавăнпах пулĕ кам хĕллене, кам çуллана юратать. Такама çур кунĕ кăмăла каять, теприне — кĕркунне. Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ, хăйĕн пуянлăхĕ, хăйĕн сăрри. Кашни çулах вăл урăх. Кăшт та пулин урăхларах.

Нумай чухне эпир, хамăрăн кулленхи ĕçсем ăшне путнăскерсем, çакна асăрхамастпăр. Пирĕншĕн паян та ĕнерхи пекех, кăçал та пĕлтĕрхиллех.

Инçе çултан таврăнсан кăна çак улшăну ытла та витĕмлĕн курăнать. Эс пĕлекен, чуна çывăх паллăсем таçта çухалнă, саншăн ют сăрăсем çуралнă.

Станцирен яла çуран таврăнакан Иван та çакна тӳрех асăрхарĕ. Ачалăх, яшлăх кунĕсенче çак сукмакпа миçе пин хут утман пуль вăл. Кашни кукăр, кашни тĕмĕ, кашни чечек паллă пулнă. Халĕ вара? Халĕ кунта пĕтĕмпех улшăннă.. Пĕтĕмпех мар пулсан та ытла нумайăшĕ.

Ак çакăнта тахçан патвар та мăнаçлă ватă юман ларатчĕ. Паян ун вырăнне çĕре пуçланă тунката кăна юлнă. Кунта вара çамрăк хурăнсем ӳсетчĕç. Ĕнтĕ вĕсем те ĕлĕкхи мар. Уссе лапсăрккаланнă. Ку тĕмĕсем пачах та çукчĕ... Яштака вĕрене те ватăлнă, аялти турачĕсем хăрнă, хуçăлнă.

Çак вĕрене айĕнче Иван пĕр çĕр кăна тăман. Вальăпа иккĕшĕн юратнă вырăнĕччĕ вăл. Шăпах çакăнта хĕрпе каччă тупа тунă. Иван çав каç йывăç çине «Валя + Иван = юрату» тесе çырса хучĕ. Акă халĕ те пур вăл. Хуралнă, тĕксĕмленнĕ, çапах вулама пулать. Анчах халĕ ун сăма-хĕсемпе юнашарах «Галя + Толя = любовь» тени курăнать. Ку сăмахсем хуралма ĕлкĕреймен-ха. Вĕсене тинтерех çырнă курăнать.

Кам вăл Галя? Кам вăл Толя? Иван пĕлмен, палламан çамрăксем. Мĕн чухлĕ пулĕ вĕсем халĕ ялта. Тахçан йĕпе сăмсасем çеç пулнă, халĕ вара каччăсемпе хĕрсем шутне кĕнĕскерсем.

Ав урам пуçĕнче пĕр ушкăн ача вылять, Тахçан Иван çара уран чупса çӳренĕ вырăнтах. Пачах палламан ачасем.

Иванăн киле мăн çулпа каймалла. Анчах вăл темшĕн ача-пăча пуçтарăннă еннелле утрĕ. Арçын пырса çитнĕ çĕре туслă вылякан ачасем пĕр-пĕринпе çапăçса кайрĕç. Тĕрĕсрех каласан, пĕтĕм ушкăн пĕр пĕчĕк те имшер ачана тӳпке пуçларĕ.

— Иптешсем! Йышпа пĕрине тапăнма юрать-и вара? — вăрçам пек турĕ Иван ачасем тĕлне çитсен.

Ачасем чăлпар саланчĕç. Анчах инçете мар. Леш имшеркки вара пĕчченех çĕр çинче выртса юлчĕ. Çулĕпе вăл пĕр ултă-çичĕ çулта.

Типтерлĕ те таса тăхăннă тесе калаймăн ăна. Вăрăм çӳçĕ, унтан-кунтан çĕтĕлнĕ кĕпипе йĕмĕ çинче пӳрне хулăнăш тусан, тăм, пылчăк. Алли те, пичĕ те хуп-хура. Апла пулин те ачан ӳт-пĕвĕнче кăвакарнă, суранланнă вырăнсем аван курăнаççĕ.

— Тăр, — аллине тăсрĕ Иван. Вăл ачана ура çине тăма пулăшасшăн пулчĕ. Лешĕ арçын çине пуçне çĕклесе пăхрĕ. Самант кăна. Вара ура çине çиçĕм пек хăвăрт сиксе тăчĕ те айккинелле тапса сикрĕ... Пĕр самант... Иван ачана мĕн пулнине ăнланаймарĕ.

— Эй, мĕн пулчĕ? — теме çеç ĕлкĕрчĕ вăл. — Кам ачи вара ку? — Паçăрхинчен çывăхарах пырса тăнă ачасем еннелле çаврăнчĕ арçын.

— Юхха Нина ывăлĕ, — терĕ ыттисенчен кăшт аслăрах курăнакан арçын ача. — Сергей.

— Вĕлтрен кайăкĕ! Вĕлтрен кайăкĕ! — пĕр харăс тенĕ пекех кăшкăрса ячĕç ыттисем.

Шап пырса лекрĕ Иван ĕнсине тăпра муклашки. Арçын пуçне пăрчĕ те Сергей куçне курчĕ. Вăл курайманлăхпа, хаяр курайманлăхпа, çиçрĕ.

 

2

Шап! пырса лекрĕ арçынна тĕллесе пенĕ тăпра муклашки. Сергей хăйĕн куçĕ шывланнине туйса илчĕ. Çук, ачасемпе çапăçнă чух суранланни ыратнăран мар, чунĕ кӳтсе килнĕрен, хĕссе ыратнăран макăрчĕ вăл. Ача пĕрре пăхсах хăй умĕнче ашшĕ тăнине ăнланчĕ. Акă мĕнлескер иккен вăл! Нихăçан та курман, чун-чĕререн курайман, анчах юнпа тăван атте. Атте! Ача çак сăмаха персе ярасран хăрарĕ. Çак самантра унăн нихçанхинчен те вăйлăрах пулас килчĕ.

Сергее хĕвел тăруках сӳнессĕн, аслати хаяррăн кĕмсĕртетессĕн, çак çынна çĕр çăтассăн туйăнчĕ. Анчах хĕвелĕ те тĕксемленмерĕ, çĕр те пайланмарĕ. Арçын та ним пулман пекех ун умĕнче тăчĕ. Ача çиçĕм пек çак вырăнтан тапса сикрĕ. Хăйĕн юратнă кĕтесне, ял вĕçĕнчи кӳлĕ хĕрри-не, вĕçтерчĕ. Кунта вăл хăва хушшине кĕрсе ларчĕ те ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ.

Мĕн таранччен ларнă-ши Сергей çапла? Калама йывăр. Вăл пуçне çĕкленĕ чух анăçра юлашки хĕвел шевлисем вылятчĕç. Ача йĕре-йĕре çывăрсах кайнă ĕнтĕ.

Киле каймалла. Пĕчĕк Сергейĕн вара ниçта та каяс килмерĕ. Килĕнче ăна ӳсĕр амăшĕ кĕтнине аса илсен вăл çӳçенсе илчĕ. Анчах хырăмĕ выçăпа касăлса ыратни ăна килех хăваларĕ.

Сергей, яланхиллех, киле пахча витĕр кĕчĕ. Мĕн те пулин тупса çăвара хыпма ĕмĕтленчĕ. Килте пурпĕрех нимĕн те çимелли çук-çке. Пахчара та... Çуркунне акса хăварнă кишĕр йăранĕ çӳллĕ мăян ăшне путнă. Тепĕр тесен, вăл йăран çинче тахçанах пĕр кишĕр те çук. Кăшт тымарлана пуçласанах ăна ача тăпăлтара-тăпăлтара çисе янă.

Сергей ăмсанса кӳршĕ Кĕркури пиччесен пахчине пăхрĕ. Вĕсен унта темĕн те пур: кишĕрĕ, çарăкĕ, суханĕ... Анна аппа пахчара ĕçленĕ чух ачана кашнинчех мĕн те пулин татса парать. Паян вăл та курăнмасть.

Çапла, выçă хырăма мĕнпе улталамаллине тупаймасăрах ача пӳрте кĕчĕ. Алкумĕнче ăна тахçанах манса кайнă шăршă тытса чарчĕ. Чăр-р! турĕ выçă хырăм. Сергей пӳрт алăкне шăппăн уçрĕ. Амăшĕ сĕтел хушшинче, ун еннелле çурăмпа ларать. Çывăрать пулас.

— Ăçта çӳретĕн кунĕпех? — çаврăнса пăхрĕ Нина. Сергей ăçта тăнă çавăнтах хытса тăчĕ. Тĕлĕк-им ку?

Амăшĕ çӳç-пуçне пуçтарнă, çĕнĕ тутăр çыхнă, илемлĕ çи-пуç тăхăннă. Ӳсĕр те мар курăнать.

— Ăçта çӳретĕн тетĕп? — тепĕр хут ыйтрĕ Нина. Ачи чĕнменнине кура ун патне тăрса пычĕ.

Сергее амăшĕ хĕнеме хатĕрленнĕн туйăнчĕ. Вăл пĕр-ик утăм каялла чакрĕ. Пӳртрен тухса тарма хатĕрленчĕ. Анчах амăшĕ... Амăшĕ тăруках ун умне чĕркуçленсе ларчĕ те ăна хăй çумне чăмăртарĕ. Çакна кĕтмен Сергей сывлаймиех пулса ларчĕ.

— Эй, шуйттан çури евĕр хура-çке эсĕ! — ачана ытамĕнчен ямасăрах калаçрĕ Нина. — Юрать-и вара çапла? Эсĕ ман маттур ача вĕт. Айта çăвăн. Пĕрле апат ларса çийĕпĕр.

Нина ывăлне çăвăнма пулăшрĕ, таса тумтир тăхăнтартрĕ, суранĕсене эмеллерĕ. Сергей çаплипех пĕр сăмах та калаймарĕ. Амăшĕ сĕтел çине вĕри апат лартнине курсан вара ачан çăварĕ те уçăлса кайрĕ. Çапах чĕнеймерĕ.

Çак каç Сергей хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут кăмака хыçĕнчи çĕтĕк-çурăк çинче мар, таса та çемçе вырăн çинче асамлă тĕлĕксем курса çывăрчĕ. Амăшĕ вара нумай вăхăт хушши ун кĕпе-йĕмне тасатрĕ, сапларĕ, çĕлерĕ.

 

3

Миçемĕш хут ĕнтĕ Иван хăйĕн ĕнсине сăтăрчĕ. Паçăр кăнтăрла имшеркке ача тăпра муклашкипе лектернĕ вырăнта халĕ те çунса тăнă пек. Паллах, Ивана ку туйăнчĕ кăна. Ĕнсерен лектерни мар канăçсăрлантарчĕ ăна. Ача куçĕ асран тухмарĕ. Мĕн чухлĕ курайманлăх, ырату вĕсенче. Нина ачи... Сергей... Иван ывăлĕ. Çапла, ку вăл Иван ывăлĕ. Арçын пачах иккĕленмерĕ. Çакна çирĕплетме мĕскĕн çине пĕрре пăхса илни те çителĕклĕ.

Куç умĕнче — нӳрлĕ çĕр çинче выртакан имшер ача. Нина пачах пăхмасть иккен ăна. Çĕтĕк-çурăк тумтир, мунчала курман ал-ура, турапа хачă мĕнне пĕлмен пуç... Акă унăн ывăлĕ.

Иван тинех хăйĕн тата Нинăн айванлăхне пула кам асапланнине ăнланчĕ. Ку вăл Нина та, Иван та мар. Вĕсен çылăхĕшĕн çак айăпсăр чун, мĕскĕн ача, пĕчĕк Сергей асапланать. Мĕншĕн? Нумай чухне аслисен йăнăшĕсемшĕн ним айăпсăр ачасем нуша тӳсеççĕ. Тĕрĕс-и ку?

Пĕлет-ши Сергей хăйĕн ашшĕ Иван пулнине? Паллах, пĕлет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ăна ĕнсерен шаплаттарчĕ. Ăнсăртран мар.

Кил картинче автан сас пачĕ. Тул çутăлса килет иккен.

Иванăн ыйхи вара çаплах килмерĕ. Халĕ унăн шухăшĕсем Нина çине куçрĕç. Курчĕ вăл ăна. Паçăр, киле таврăннă чух, урам варринче. Тӳрех паллаймарĕ Иван хĕрарăма. Тӳррипе каласан, çак хĕрĕнкĕ хĕрарăм кам пулнине те арçынна урампа иртсе пыракан Татюк инке каларĕ. Иван хăй паянхи Нинăна тем тусан та паллаяс çукчĕ. Улшăннă.

Пуçĕпех улшăннă. Ку ĕнтĕ Иван пĕлекен типтерлĕ те йăваш, хаваслă та чипер хĕр мар. Арçын умĕнче типтерлĕхпе тасалăх çинчен маннă, пурнăç хаваслăхне пĕлмен, ытла та ир ватăлнă хĕрарăм тăрать. Çӳç-пуçĕ арпашăннă, тахçан хаваслăхпа çиçнĕ илемлĕ куçĕ шыçса тĕксĕмленнĕ. Çакă куçра вăл тахçан пĕлнĕ илемпе хĕрӳлĕх йĕрĕ паян пачах курăнмасть.

Арçын Нинăна паллаймарĕ пулсан, хĕрарăм вара Ивана тӳрех палларĕ. Çакна Иван унăн куçĕнчи хĕлхемрен ăнланчĕ. Те савăнăç, те курайманлăх хĕлхемĕ пулчĕ ку. Ăна Иван пĕлеймерĕ.

Автан татах та татах авăтрĕ. Арçын вара çаплах шухăш çăмхи вĕçне çитеймерĕ. Мĕн тумалла халĕ унăн? Яла таврăннă чух вăл çирĕп шухăш тытнăччĕ. Анчах халĕ Иван иккĕлене пуçларĕ. Мĕн тумалла? Хăйĕн йăнăшне мĕнле тӳрлетмелле? Мĕнле?

 

4

— Куштан Ваççа Иванĕ таврăннă теççĕ-им?

— Çапла. Ĕнер хам куртăм.

— Ара, çав. Эп те куртăм. Анкартинчен. Ах, шукăль тăхăннă та çав.

— Мĕн эсĕ, Вера кин? Шукăль тет тата. Кивĕ пиншакпа кăначчĕ-ха.

— Ара, çав. Ара... Нинине курсан мĕнле хытса тăчĕ тата. Хĕре хăй пăсрĕ те халь тĕлĕнет.

Ахальтен мар виç хĕрарăм пĕр пасар теççĕ иккен. Мĕнле тĕрĕс сăмах! Çăл патне пухăннă ват кинемисем чакаксем пек чакклатрĕç. Анчах эпĕ вĕсен сăмахне текех итлесе тăмарăм. Чĕрем вăйлă тапнипе хăлха илтмиех пулчĕ пулас. Хăлхара Иван таврăннă тени çеç янăрарĕ.

Иван... Ваня... Вăл та çаврăнса çитрĕ иккен. Шăпа пуль ку? Манăн шăпа. Юратăва çĕнĕрен чĕртме паракан самант. Мĕнле юратăва? Çакăн пек шухăш хам пуçра çурални мана кулăшла пек туйăнчĕ. Иванпа ман хушăра нихăçан та нимĕнле юрату пулман. Туслăх. Çапла, туслăх пулнă. Анчах юрату мар. Иван яланах Вальăна юратнă. Вальăран уйрăлсан вара каччă пĕр манпа кăна çӳремен. Вăл Нинăпа та, Ирăпа та, Соньăпа та тата мур пĕлет кампа вăхăт ирттернĕ. Эпĕ вара ăна юратнă. Яланах. Чĕререн, пĕтĕм чун-чĕререн. Юратнă та шаннă. Шаннă хăçан та пулсан Ваня мана асăрхасса. Халĕ... паян çакă вăхăт çитмерĕ-ши?

Мĕн терĕç-ха тата кинемисем? Нинăна курсан... Апла тĕл пулнă-ха. Мĕн çинчен калаçрĕç-ши? Вĕсен калаçмалли пурах. Яла таврăннă чух Ваня ывăлне курни аса килчĕ. Теме сиссе чĕре ыратса илчĕ. Çакă Иванăн хальлĕхе чăмăртанман çемье пур тенине пĕлтерчĕ-ши? Пĕлме çук. Ан-чах манăн Нина çинчен те, пĕчĕк Сергей çинчен те шутлас килмерĕ. Хамăн пуласлăхăм, хамăн телейĕм пăшăрхантарчĕ. Ваньăсăр эпĕ телейлĕ пулас çук. Апла пулсан мĕншĕн пăрăнмалла манăн хам телейрен?

■ Страницăсем: 1 2