Чи пĕчĕк патшалăх :: Чи пĕчĕк патшалăх
Виçĕ кун çумлаççĕ анкартине. Ĕç вĕçленсе кăна пыратчĕ, карта çумне пырса тăнă бригадир сасси илтĕнсе каять.
— Э-э, Лукари инке, сана пулăшакансем пур иккен, — юптарса калаçать бригадир. — Санран та йăрăрах пулас ку Вихтĕр. Ай, маттур, ай, маттур!.. Хам ватăлса пыратăп. Каплах хастар ĕçлесе ӳссен, Лукари инке, сирĕн Вихтĕре хам вырăнах хăвармалла пулать пуль, урăх ун пек ĕçченнине кураймарăм-ха...
Тарăхма пуçлать ача.
— Мĕнле-ха капла? — тет вăл. — Уй-хир ĕçĕсен — вĕçĕ те, хĕрри те курăнмасть. Канашпа Шупашкара тăрантармалăх иртнинчех ĕçленĕ эп!
Варне тытса, куçне шăлса кулать бригадир.
— Мыскараçă иккен эс, Вихтĕр. Иван Мучи калавĕнчи пĕр шĕвĕркке майлах каласа хутăн.
— Кам вăл Иван Мучи?
— Писатель. Шупашкарта пурăннă вăл, кулăшла калавсем çырнă. Чăвашсен тĕп килĕ вăл, пирĕн Шупашкарăмăр. Эс мĕн терĕн-ха... Канашпа Шупашкаршăн ĕçленĕ терĕн. Çителĕксĕр ку. Мускавшăн ĕçлемелле тата. Вăл — Тăван çĕршыв чĕри.
Юрĕ, ыран эпĕ Мускавшăн ĕçлеме тытăнатăп.
Кăмăллăн кулать бригадир.
Шутлать те халь Вихтĕр, анкарти уншăн чи таса вырăн пекех туйăнать. Хресченĕн — ваттин те, вĕттин те — пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çĕрпе çыхăнса тăрать. Вучахран кĕл тухса тăкма хушаççĕ-и, эсĕ витрепе кĕл йăтса картишне тухатăн, ăна ӳпĕнтерме хăтланатăн.
— Кĕле ма кунта тăкатăн? — тытса чарать сана аçу. — Кĕл вăл — çĕршĕн шутсăр паха апат. Ăна анкартине тăкмалла.
Кил картинчи çӳп-çапа шăлса тасатма хушаççĕ-и — çулăкпа пĕр хушă ĕçлетĕн те çӳп-çапа анкартинелле, тислĕк купи çине, ывăтма пуçлатăн.
— Тăхта, — чараççĕ сана. — Малтан турпаспа турат таврашне суйла. Анкартине кăларма юрамасть вĕсене. Час çĕрмеççĕ, çĕре типĕтеççĕ.
Çапла, хресчен кашни вак-тĕвекех çĕрпе çыхăн-тарать иккен. Пĕрремĕш класс, иккĕмĕш класс... Çул хыççăн çул. Вихтĕр, ӳссе çитнĕ çамрăк, салтака кайма хут илет.
— Ачам, халь эсĕ тĕнчери чи пĕчĕк патшалăхран пиншер те пиншер хут пысăкрах çĕре каятăн, — шӳтлесе те, чăнласах та калать ашшĕ, — Таçта çитсен те пĕчĕк патшалăхна ан ман.
Салтака каякана ăсатма пĕтĕм ял халăхĕ пухăнать. Ашшĕ ывăлне сĕтел хушшине, чи хисеплĕ вырăна, лартать. Именет лешĕ. Йышлă халăх умĕнче нихăçан та кĕрекере ларса курман-çке ку таранччен.
— Лар, лар ан вăтан, — хулпуççинчен уртăнать ашшĕ. — Чим, хăш вăхăтра ӳссе иртсе кайрăн пулать-ха эс манран... Ну юрĕ... Эс тĕнчери чи пĕчĕк патшалăх президиумĕнче ларма тивĕç паян. Халь, асаттесенчен юлнă паха йăлапа, сана пил сăмахĕ каласшăн эп... Лар, амăшĕ, юнашар... Ырă сăмах, ывăлăм, ылтăнпа пĕр. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть, çавăнпа та чи кирлине, чи хаклине çеç калăп, Вихтĕр ачам. Çĕршыв умĕнче паракан сăмаха çирĕп тыт, аслисем кала-нине сăмах айне ан ту. Маттур пул, ытлашши ан калаç, ан вăлт — куçранах кала чуна килнине. Сăмах çынна вăй кӳрет, сăмах амантать: вăл эмел те, наркăмăш та. Эппин пит асăрханса, пĕлсе усă кур сăмахпа. Чăваш ятне ан яр, усалсемпе ан çыхлан, усал-тĕсел вăл çум курăкĕпе пĕр, ялан аяла туса хăварма хăтланать. Ак çак çăкăр таткине кăкăр çумне чик, килтен çăкăрсăр тухма хушман. Ытлашши сăмаха каçар. Вĕрентсе калани вăл йăлăхтарать çынна... Тăнласа итлемесен, паллах, ăша хывма-сассăн йывăр.
Тăвансемпе сывпуллашиччен малтан Вихтĕр анкартине тухать, хăй лартнă улмуççисемпе сывпуллашать, пайтах тар тумлатнă çĕр çине мерчен куççуль тумлатать...
Килтен тухнăранпа вăхăт чылай иртет. Тем пекех пысăк, тем тери илемлĕ патшалăхсем пур иккен çĕр çинче. Хăть те ăçта çитсен те чи пĕчĕк патшалăх — килпе анкарти — куç умĕнчен каймасть. Кăкăр çумне чиксе тухнă çăкăр таткине хăçан çисе янине аса илме те хĕн халь. Астумасть Вихтĕр: те Арзамасран тухсан çинĕччĕ, те Мускава çитеспе... Анчах та ун тути ялан чунра. Кама тав тумалла-ха уншăн? «Тавтапуç сире, атте-анне! — хута йĕрлет салтак кăранташĕ. — Хăвăрăн пĕчĕк патшалăхра мана ăс, çунат, ырă кăмăл-туйăм парса ӳстернĕшĕн...» Ашшĕ те ывăлĕ патне пит хавхаланса, екки кайсах çырнă пулас: «Эй, Вихтĕрĕм, ывăлăм, хăвна тав сана: пире, аçупа аннӳне, сума сунăшăн, тĕнчери чи пĕчĕк патшалăхна манманшăн. Нумай пулмасть эпĕ Чăрăшкассине Палюк пĕлĕшĕм патне çула май кĕрсе тухрăм. Унăн вăталăх ывăлĕ, сан çулхискер, сăвăсла ют ĕнсе сĕткенĕпе пурăнать иккен. Ниçта та ĕçлемест. Çиет те ĕçет, ĕçет-çиет те сулхăна е пĕр-пĕр латлă вырăна кĕрсе выртать. Кам-ха вăл? Этем-и? Çук, çук, этем мар, йышран, халăхран уйрăлса кайнă Маугли. Çапла, çапла, урлă-пирлĕ шутламасăр çырмастăп эп ку сăмаха. Виçсе пăхса. Çын пирки этемле шутласа. Тав сана, Вихтĕрĕм, çын пулса ӳснĕшĕн, Маутли шутĕнче тăрса юлманшăн. Чипер çаврăнса çитмелле пултăр эппин тăван киле. Сана чун-чĕререн кĕтсе — аçу, тĕнчери чи пĕчĕк патшалăх президиумĕн председателĕ».
Çырура хушса çырни те пур: «Мансах кайнă, Вихтĕр ачам. Сана Левен Микулккисен амăшĕ темшĕн-çке аса илет, çĕр мăнăш салам калама хушать. Йышăн эппин вĕсен саламне. Пĕлместĕп эп, мĕн-ма килĕштернĕ вĕсем сана. Сăлтавĕ пур пуль çав. Ыт ахальтен, ĕçсĕр аптăранипе çеç, çын çынна асăнас çук. Йышăн. Çын саламĕ пурăнан пурнăçра питех те кирлĕ япала, мĕншĕн тесен çынпа çын килĕштерсе пурăнни — пурнăç никĕсĕ, унăн хăвачĕ...»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...