Чи пĕчĕк патшалăх :: Тирексем, тирексем...
Çурт тавралла лартса тухнă тирексем канăçсăррăн шавлаççĕ. Вихтĕр аллинче — йăлтăр-ялтăр çиçекен пуртă, ури вĕçĕнче — çивĕч шăллă пăчкă.
— Кас, — тет Çтаппан Кĕркурийĕ, — ан хĕрхен. Çын йывăççисене касмастăн-иç, хăв лартса ӳстернисене.
— Атте.
— Мĕн?
Ма касмалла вĕсене, чипер ӳсекенскерсене?
Алă ним туса та çĕкленмест. Хуп-хура çĕр çинче авкаланса выртакан тирек тымарне хыпашлакалать канăçсăр алă. Тымарĕ çиеле самантлăха уçăлма тухнă тейĕн. Сап-сарă. Тĕксĕм пĕлĕтре курăнакан çиçĕм пек. Тымар — йывăç юнне-сĕткенне çӳрете-кен япала, йывăçа куллен ĕçтерет те çитерет, турат çумне турат хушма вăй парать. Тымар хăватлă — çӳлтен хĕртекен хĕвел çути усса кăна. Эппин, сыппа пырать. Хĕвел çути йывăçа хăлхаран тытса туртнăн лешĕ тӳпенелле куç умĕнчех яш çĕкленет. Тымар имшер — çӳлтен хĕртсе çунтаракан хĕвел çути йывăçа сарра кăна ярать.
— Кас, — ашшĕ сасси хăлхана кĕрет тепĕр хут. — Ватăлнă вĕсем. Çил-тăвăл вăхăтĕнче кивĕ пӳрт çине йăтăнса анма та пултараççĕ.
Ку тарана çитсе Вихтĕр ашшĕ-амăшĕнчен иртсе курман-ха. Хальхинче те ватă ашшĕне хирĕç калама сăмах тупаймасть. Ал тупнĕ çине суркаласа пуртта тепĕр хут ярса тытать те ура çине çĕкленет, Ке-вĕрки шăллĕ Вихтĕре куçран пăхса тăрать, пиччĕшĕ мĕншĕн пăлханнине ниепле те ăнланаймасть. Лач лартать Вихтĕр пуртта тирек çине. Пуртă лачлатнă сасă хăлхаран кĕрсе пĕтĕм юн тымарĕсене вĕрилентерсе, пĕçертсе ярать.
— Кас, ан хĕрхен, — тет Çтаппан Кĕркурийĕ çаплипех, — Тымарĕ хăрман вĕт вĕсен. Апла тăк çамрăк та патвар хунавсем кăшăл тапса тухĕç... Тополь вăл — йăмра хăраххи, хăйне каснишĕн ытлашши кулянакан йывăç мар.
Çитмĕлелле капашакан Çтаппан Кĕркурийĕ, вăрçă суранĕсем амалансах пынипе, çулсен йывăрлăхĕсем хулпуççийĕ çине кирпĕчсен йывăрлăхĕпе пыра-пыра выртнипе кукăрăлса ларнăскер, кăххăмлатса шакла пуçне шăлкалать, кăвакарнă сухалне якаткалать. Пӳрт хăпартма пынă çынсем пурте ура çине çĕкленнĕ ĕнтĕ. Хăшĕн аллинче сава, хăшĕн пуртă-пăчкă, теприсен — мăк чиксе хытармалли савăл-калаксем. Пурте хатĕр ĕçлеме, анчах нихăшĕ те ним те тумасть-ха: кил хуçи хушасса кĕтеççĕ.
— Ку топольсене касмаллах çав, унсăр май тухмасть, — хумханса калаçать кил хуçи. — Çĕнĕ пӳрте кивĕ çурт вырăнне лартас килмест ман. Лере хăпартса лартас — чип-чипер мунчанах пăсмалла. Кунтарах — топольсем. Кас, Вихтĕр, ывăлăм, хунав тухать вĕсенчен кашласа. Кайран урăх çĕре каса-каса лартма та пулать.
Вихтĕр йывăç тăрринелле тинкерет. Çӳлте, сенкер те тăп-тăрă тӳпе енче, симĕс çулçăсем пĕр-пĕринпе пытанмалла выляççĕ, вĕсем ташласа, вĕлтĕртетсе улшăнса тăнине е сасартăк вăйланнă çил юхăмне лексе ăмăртмалла чупнине пăхма питĕ кăмăллă ăна. Ача-пăча ушкăнĕ ăмăртса чупнă пекех...
Вăрçă хыççăнхи çулсем. Тăванкасси ачисем хăвăрт чупассипе ăмăртаççĕ. Эрхип Юркки вăхăт виçекен «сехет» пулса çеккунтсем шутласа тăратъ.
— Пĕрре... иккĕ...
Çĕр утăма чи малтан Хĕветут Генки чупса çитет.
Вун пиллĕк! — пĕлтерет Юркка кăшкăрса.
Вихтĕр чупса пынă çĕрте «вун çиччĕ» тени илтĕнет. Мала та тухайман, кая та юлман иккен. Унтан сикессипе ăмăртаççĕ, каллех мала та тухаймасть, хыçа та юлмастъ Вихтĕр. Кĕрешессипе ăмăртнă чух Кĕркури Сергейчсен Толипе, хăйĕнчен икĕ çул аслăрахскерпе, унччен ыттисене пурне те симĕс курăк çине çавăрса çапнăскерпе, тытăçма тивет ун.
— Вихтĕр!.. Вихтĕр, лайăхрах çатăрласа тыт! — тет тус-тантăшĕ. — Ан парăн!.. Ура хур, ура хур...
Пысăк çын сасси илтĕнет, Кăпăк Петĕрĕ иккен. Мĕншĕн Кăпăк Петĕрĕ тенĕ ăна ял çыннисем — Вихтĕр пĕлмест. «Эс ăна Петр Васильевич тесе чĕн, вăл санран аслă çын, — тетчĕ Вихтĕре ашшĕ. — Кăпăк — хушма ят, çынсем кулса çыпăçтарнă ят çеç. Пĕчĕккисен хăйсенчен аслисене хушма ятсемпе чĕнме аван мар...»
Пĕр кана мекеçленсен, пӳскесем пек сиккелесен Тольăна çавăрса çапать, аллисене сарса пусарса вырттарать.
Таçтан пач кĕтмен чух пырса тухнă амăшĕ Вихтĕре хăй патне чĕнсе илсе хăртма тытăнать.
— Эсĕ, — тет, — кĕтӳрен çухалса юлнă сурăх путеккине шырарăн-и?
— Шыраттăмччĕ, — хуравлать ача пуçне усса, мĕншĕн тесен тусĕсемпе вăййа пуçăнса путек çинчен мансах кайнă вăл. — Тупаймарăм эп ăна, анне.
Ачи суйнине, улталанине амăшĕ ăнланать. Суя-ултава тӳсме пултарайманскер çĕртен хулă илет.
— Ма куç кĕрет суятăн? — тет вăл. — Эсĕ хăçан улталама пăрахатăн? Атя-ха киле.
Тармасть Вихтĕр. Амăшне суйни киревсĕр япала пулнине каярахпа туять çеç мар, пĕтĕм чунпа ăнланать. Амăшĕ тем тусан та чăтма хатĕр вăл.
— Хăрама та пĕлмест, калмăк! — çаппине пăрахать амăшĕ. — Каснă лартнă Павăл куккăшĕ пекех.
— Ара ĕнтĕ, çапла ĕнтĕ, — арăмĕ майлă шутарать сăмаха Çтаппан Кĕркурийĕ, — хамăр тымарах мар-и...
Амăшĕ хăçан та пулин Вихтĕр хăлхине каялла сӳтĕлсе çӳремеллех пăрса яма пулса лаçалла утать, хăй хыççăн вĕтĕртеттерсе чупакан сысна çурипе янăрашать.
«Хаç!» — унччен пăрахнă çаппа тепĕр хут çĕклесе шап-шурă та шушкă хӳреллĕ çурана çурăмĕ урлă туртса тивертет. Лешĕ тăп чарăнать, пуçне çĕклесе хулăпа çапакана кăн пăхма, сăмсине вылятма тытăнать. Тепĕртакран пушшех урса каять вара:
— Нăр-рик!
— Атя, атя, ытла нăриклетмеллех пулсан... Ярса парам пĕрер çăпала... Чим, валашку ăçта-ха сан?.. Э-э, кунта-иç, — Вихтĕр енне çаврăнать амăшĕ. — Эс пăхса асăрхаса тăр. Сурăхсене ан яр сысна çури патне...
— Атте, ман анне хăш ялта çуралнă вăл?
— Туçи Çармăсра.
— Атте, сан аннӳ пур-и?
— Пур-çке.
— Кам вăл?
— Сан асаннӳ.
— Вăл хăш ялта çуралнă?
— Туçи Чуракассинче.
— Тĕлĕнмелле капла.
— Мĕнрен тĕлĕнетĕн, ачам?
— Анне — Çармăсран, асанне — Чуракассинчен, эпир — хамăр ялтан. Мĕнле япала пулать вăл. Эпир вара пурте ют ялсем-и?
— Çапла.
— Унпа хулăпа ĕнтесшĕн пулчĕ пуль-ха мана анне. Эсĕ, хамăр ял çынни пулнă май, мана ав хăтарса хăвартăн. Çапла-и, атте? Эпир санпа — пĕр ялсем.
— Ытла аплах мар пуль, Вихтĕр. Кăшт урăхларах ăнланмалла пуль кун пек чух. Сан йăхусен тымарĕ çав ялсенчен тапранать. Асаннӳн ашшĕ-амăшĕ те, аннӳн ашшĕ-амăшĕ те питĕ тирпейлĕ çынсем пулнă. Тумалли ĕçе вĕсем нихăçан та манăçа хăварман. Эс ав утса пынă чухнех хăв ăçта кайма тухнине манса каятăн, путек шырас вырăнне вăйă-кулă тапратса яратăн урамра, — ашшĕ каланă сăмахсем хулă пулса чуна пырса тивеççĕ. — Юрамасть апла, — хушса хурать ашшĕ. — Тымара, хамăр йăх тымарне, сыхласа хăвармалла ăна...
Чуракасси çырмине пулă тытма кайнă ачасемпе пĕрле Вихтĕр те шывра шапăртатать, килĕнчен илсе тухнă çăнăх алине шыва чикет те кăларать, чикет те кăларать. Кĕленче савăтра йăмпăлтак пулăсем шапăртатса юхакан шыва каялла чăмасшăн канăçсăррăн ишеççĕ. Унччен те пулмасть, такам ури лексе савăт ӳпĕнет те пĕтĕм пулă шыва сапăнать.
— Эх, ку тарана çитиччен тăрăшни харама кайрĕ! — кăшкăрса ярать пĕри. — Мĕн лаплаттарса çӳретĕн упа пек?!
Ушкăнпа тытнă пулăсем шыва лекнĕшĕн хĕпĕртесе çиçĕмле хăвăртлăхпа ишсе çухалаççĕ.
— Халь каялла пушă алăпах каймалла пулать ĕнтĕ, — кулянаççĕ тантăшсем çыран хĕрринче кашласа ӳсекен тирексем айне ларса.
Йывăçсем çине пăхать те ашшĕн сăмахне аса илет Вихтĕр: «Асаннӳ сан Чуракассинчен... Хамăр йăх тымарне сыхласа хăвармалла», — тирексенчен пĕрне ярса тытать, тăпăлтарма пăхать. Çирĕп тымарлă иккен Чуракасси çырминчи тирексем.
— Мана ушкăнпа çак йывăçа кăларса парăр-ха, — тантăшĕсене йăлăнать ача.
— Ан тив, ӳсчĕр, — хуравлать Ахванас Володийĕ. — Чипер ӳсекен йывăçа хăртар мар.
— Эпĕ ăна киле илсе кайса лартасшăн. Пирĕн асанне Чуракассинчен. Асаннене эпĕ питĕ юрататăп, ун ячĕпе тирек кайса лартас тетĕп.
— Э-э, апла пулсан, — тиреке вăйпах туртма тытăнать Володя, — кăларса парар пуль. Эй, мĕн пăхса тăратăр, килĕр кунта! — кăшкăрать вăл ыттисене. — Атьăр Вихтĕре тирек кăларса парар. Астăвăр, ты-марлăраххисене тăпăлтарăр, вĕсем çĕнĕ вырăнта хăвăртрах вăй илеççĕ...
Петя пиччĕшĕпе Çармăсран таврăнать Вихтĕр. Вăрман витĕр иртнĕ чух пиччĕшĕ лашине тăратать, хулă хуçса илет. Тем çитмен пек, киле пушă алăпах таврăннăн туйăнать Вихтĕре. Авăнса пуç таякан тирексем çурхи çил ачисемпе тавлашса канăçсăррăн шавлаççĕ. Ашшĕ сăмахĕсем каллех хăлхара янăраса каяççĕ: «Сан аннӳ Çармăсран... Хамăр йăх тымарне сыхласа хăвармалла...»
Ку сăмахсене аса илсен:
— Пичче, — тет шăллĕ.
— Мĕн?
— Сан çĕçĕ пур-и?
— Пур.
— Пар мана, ак çак тиреке касас.
— Мĕн тума?
— Киле илсе каяс та лартас ăна. Пирĕн анне Çармасран вĕт. Аннене эпĕ шутсăр юрататăп, ун ячĕпе йывăç лартас тетĕп,— Апла хамăнах касса парас пуль, — çамрăк йывăçа авса çивĕч çĕççипе качăрт тутарать пиччĕшĕ. — Пĕрре... иккĕ... — шутлать вăл каснă май, — виççĕ... Çитет-и?
— Татах кас.
— Тăваттă... пиллĕк... Ну, çитĕ. Йывăç касса чиксе лартнипех тымар ямасть. Ана шăвармалла, хуп çыхса, карта тытса çĕçĕ шăллă выльăхсенчен упрамалла. Хальлĕхе кусене лартса чĕртсен те çитĕ-ха сана...
Пӳрт тавралла лартса тухнă тирексем çулçа аван ларчĕç темелле. Пурăна киле ачаш çулçăсем пĕркеленме, сарра кайма пуçларĕç.
— Хăраççĕ, — тет ашшĕ ачи лартнă йывăçсене тимлĕн сăнаса.
— Атте, ма хăраççĕ вĕсем?
— Нӳрĕк çитмест. Усен-тăрана ăна шыв кирлĕ. Вара тытса чараймастăн — ӳсет те ӳсет. Ав çанталăкĕ мĕнлерех çунтарать тата çитменнине.
Вихтĕр хăйне май пĕчĕк витресем шыраса тупать те çырманалла чуптарать. Тирексем, хăйсене пĕве шывĕпе куллен шăварса тăнишĕн хĕпĕртенĕн, çулçисене тепĕр хут сарса яраççĕ, ăмăртмалла ӳсме тытăнаççĕ. Кӳршĕри Ултутти кинемей, Вихтĕр мĕнле ĕçленине çу каçипе сăнаса пурăннăскер, витресемпе пĕве хĕрне чупакана тытса чарать.
— Маттур эс, Вихтĕр, аçу-аннӳ пекех ĕçчен, — хавхалантарать ăна кинемей. — Халь ку йывăçсене шăвармасан та юрать. Текех хăрмаççĕ вĕсем. Малашне хытă ӳсĕç ĕнтĕ.
Салтака каяс умĕн, кĕрхи кунсенчен пĕринче... Çук, ун чухне тĕттĕм каçчĕ ĕнтĕ... Çапла, салтака тухса каяс умĕнхи каçсенчен пĕринче, тирек айĕнче пăшăлтатса, пĕр-пĕринпе йăпанса тăчĕç иккĕн, Чылайччен тăчĕç. Алтăр çăлтăр ӳпне çаврăнса ӳкичченех. Çӳлтен, хуп-хура пĕлĕтрен, тирекĕн типĕ çулçисем чăштăртата-чăштăртата анаççĕ. Каччăпа хĕр пăшăл пăтти пĕçереççĕ.
— Сана, Вихтĕр, парне парас-и? — сăмахсене кĕрхи çилсем илтесрен шикленнĕн хĕр хăлхаран пăшăлтатать.
— Мĕнле парне?
— Çаплиех... Кăнтăрла кунтан иртсе пынă чух ак çав тирекĕн аялти туратти çинчи çулçăсем сăрăпа сăрланă пекех кĕреннине асăрхарăм эп. Куçа хупатăп та халь, çав çулçăсем, тĕлкĕшсе çунаканскерсем, куç умне шăкăрин тухса тăраççĕ, — хĕр аллине çӳлелле çĕклет, темиçе çулçă çăт-çат тутарса татса илет, вĕсене пĕтĕмпех каччине тыттарать. — Çăка çулçи çаврака, çаврака та çыруллă тенĕ. Тирекĕн тăрăхларах ĕнтĕ, çапах та çырулăхĕ унăн та пур пулĕ-ха. Ил вĕсене хăвпа пĕрле. Сан блокнот пур-и?
— Пур.
— Чик ун хушшине, вуласа пурăн манăн сăмахсăр çырăвăмсене.
Каччи ним калайми пулса тăрать хĕпĕртенипе. Чылайран тин: «Чăнласах пысăк парнесем пулĕç ку çулçăсем маншăн, — тесе персе ярать вăл. — Вĕсен тĕсĕ сан тутун тĕсне, сан пит çăмартисен илемлĕхне аса илтерĕç мана... Чим, чăнласах чиксе хурам-ха эппин вĕсене... Тавтапуç сана ытарма çук парнӳсемшĕн!»
Каччă çулçăсемшĕн шутсăр хĕпĕртенине сиссе-ши, кĕрхи çилсем, те ăна тата ытларах савăнтарас шутпа, кар килсе капланса тухаççĕ те шăпăр-шăпăр тăкма пуçлаççĕ тирек çулçисене каччăпа хĕр пуçĕ çине.
«Пĕтĕмпех сире паратпăр, пĕтĕмпех, пĕтĕмпех хăвăрпа пĕрле илме пултаратăр», — тенĕнех алхасрĕç ун чухне çилсем...
Çав аякри-аякри çулсен илемĕнчен, икĕ çын юратăвĕнчен Вихтĕр валли мĕн тăрса юлнă-ха?.. Çулçăсем, çулçăсем... Пиллĕк вĕсем, пĕринчен тепри кĕренреххисем. Пурте кĕнеке хушшинче упранаççĕ. Вĕсене парне вырăнне татса панă этемĕн шăпи хăй сукмакĕпе пăрăнса кайнă. Вихтĕрĕн — хăйĕн пӳрнипе. Час-часах вĕсене илсе пăхса тĕмсĕлсе ларать вăл, хĕр упраçăн сăмахсăр çырăвĕсене вула-вула чунне ыраттарать. Пĕрерĕшне те пулин каялла тавăрса парасчĕ... Анчах та парнене каялла памаççĕ. Парне вăл ĕмĕрлĕх, парне — çĕр çинче чи хакли...
Хăй ĕмĕрĕнче çĕршывăмăрăн ăçти-ăçти кĕтесне çитмен пулĕ Вихтĕр! Хăй хыççăн ырă йĕр юлтăр тесе ют вырăнсенче те, май килнĕ чух, йывăçсем ларта-ларта чĕртрĕ вăл. Паллă мар, ӳсеççĕ-ши вĕсем, аякра тахçан лартса хăварнă йывăçсем? Халь каллех тăван килте Вихтĕр. Тăван кил таврашĕнчи тирексем хăйсене лартса, шăварса ӳстернĕ çынна курсан пĕр харăссăн шавлама тытăнаççĕ. «Эсĕ килтĕн-им? Килех-килех», — тенĕнех туйăнать вара. Тăван ялне çемйине çĕнĕ пӳрт лартма кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе çаврăнса çитет Вихтĕр.
— Ывăлăм, — тет ашшĕ пусăрăнарах. Ахăртнех, чунĕ туртман, калас килмен сăмаха каласшăн пулмалла.
— Мĕн, атте?
— Çак йывăçсене касатăн пуль. Пура хăпартса лартнă чух пĕренесене çавăркалама, тыткалама чăрмантарĕç.
Асăрхамасăр вĕри шыва чикнĕ евĕр картах тур-тăнать Вихтĕр алли. «Пултараймастăп вĕсене касма, — тесшĕн вăл, чĕлхи çаврăнмасть. — Эп вĕсене Çармăс вăрманĕнчен, Чуракасси çырминчен илсе килсе асаннепе аннене хисеплесе лартнă», — тесшĕн, анчах та ашшĕне хирĕç калама хал çитмест. Шухăша путать хăнари çын, хăй йăхĕн тымарне йывăç лартса чĕртнипех сыхласа хăварма ĕмĕтленнĕ айван пархатарлă ĕçне харама ярасран шикленет.
— Кас, — тет ашшĕ. — Ан хăра. Çын йывăçне касмастăн-иç, хăв аллупа лартса ӳстернине... Тымарĕ хăрман вĕсен...
«Чăн, — хăйне хăй алла илме тăрăшать Вихтĕр, — хунавĕ тапса тухас йывăçа касма ма шикленес?..»
Лач тăвать сĕмсĕр пуртă. Шатăр-р! макăрать йывăç, унтан чĕтренсе илет, сывлăша çурса çĕр çине шаплатса ӳкет. Пĕчĕк чухне амăшĕ çаптарайман хулă пырса тивнĕнех туйăнать Вихтĕре...
Çĕнĕрен çĕкленсе ларнă пӳрт таврашĕнче çĕнĕрен тапса тухнă хунавсем тӳпенелле кармашаççĕ. Ăмăртмалла чупакан ача-пăча ушкăнĕ пек, хунавсем пĕлĕтелле туртăнаççĕ. Вихтĕрĕн аслă ачи, Люся ятли, пĕр хунава каснă та ăна урăх вырăна, кĕлет патĕнчи уçăрах, ирĕкрех çĕре куçарса лартма шутлать. Мĕн тĕллевпе ĕçлет хĕрĕ, ма куçарса лартас тет тиреке — ашшĕ пĕлмест те, чухлаймасть те. Ку çуртра пурăнас, ку çуртра ӳсес çын та мар-ха Люся, ашшĕпе пĕрле вăхăтлăха кăна курма килнĕ яла. Кам шăварĕ ун йывăçне?.. Кам тимлесе ӳстерĕ?.. Шарламасть Вихтĕр. «Хĕрĕм, йывăç вăл чиксе лартнипех ӳсмест», — тесе асăрхаттармасть. «Йăх тымарне сыхласа хăвармалла», — тени вĕçсе килет те ачалăхран, Вихтĕр, ӳссе çитнĕ çын, витресем илсе ачалăх сукмакĕпе пĕве енне утать, хăй тĕпренчĕкĕ лартакан йывăçа шăварма васкать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...