Çил-тăвăл :: Планетăпа паллашни
Вадим тăна кĕчĕ. Ăна скафандр ăшĕнчен кăларнă иккен. Икĕ ватă марсиан, врачсем пулас, темле сăмсана çурса яракан япала шăршлаттараççĕ, пичĕ çине кислород маски хунă. Çын куçне уçсан, вĕсем пĕр-пĕринпе калаçса илчĕç. Çав вăхăтра Элиме пĕшкĕнчĕ, Вадим куçĕнчен пăхса кулса ячĕ, савăннине палăртрĕ.
Вадим хăй те савăнса кайрĕ. Сывă! Сывлать, ирĕккĕн сывлать тата: кислород пур. Пуçра йывăр шухăшсем çаврăнаççĕ. Мĕн тумалла-ха? Çапăçса хăтăлас çук. Ăçта-ши тата юлташсем? Сывă-ши? Тата ирĕкре-ши е тыткăнра-ши?
Куçне çĕнĕ кислород аппарачĕ курăнчĕ. Юлташĕсем панă. Савăнса кайрĕ. Шанчăк пур. Акă мĕншĕн ирĕккĕн сывлать иккен вăл. Халĕ пурăнать ĕнтĕ!
Çав вăхăтрах шарт! сикрĕ. Е çак япаласене марсиансем, унти çынсене вĕлерсе, карап çинчен хăйсем илсе килнĕ пулсан?
Пĕр енчен чаршав уçăлчĕ. Икĕ марсиан кĕчĕç. Врачсем пуç тайса тухса кайрĕç. Килнисем Вадима тăратрĕç, тумлантарма тытăнчĕç. Пуçне хаклă чулсемпе хитрелетнĕ ылтăн калпак тăхăнтарчĕç, ӳтне çыпăçса тăракан кĕпе-йĕм пачĕç. Хул пуççи урлă çурăмĕ çине ярăмланса анакан ăшă виткĕчĕ çакрĕç. Кан-кан-кан çĕршывĕнче пулас пуçлăхсене çеç çапла тумлантарнине Вадим пĕлмен ун чух.
Элиме каччă çинчен куçне илмерĕ. Тумлантаракансем пĕтĕмпех хĕр хушнине туса пычĕç.
Хĕр Вадима хулĕнчен тытса ертсе кайрĕ. Темиçе пӳлĕм витĕр тухрĕç. Пĕр пӳлĕмре виçĕ марсиан лараççĕ. Элиме хура тумтирли патне пычĕ, Вадима хăйпе юнашар тăратрĕ, хĕпĕртенĕ сасăпа темскер каларĕ. Хура тумтирли юнашар ларакансемпе канашларĕ. Лешсем каччăпа хĕр çине ырă шăршă кĕрекен шывпа пĕрĕхрĕç.
Инçе мар трубасем кăшкăрса ячĕç. Аяккинчи алăк уçăлчĕ те, вун икĕ çамрăк тухрĕ. Каччăсем Вадимпа Элиме хыçне ретĕн тăчĕç. Пурте чаплă тумланнă, калпакĕсем кĕмĕлтен пулмалла.
Хура тумтирли (ку Элиме ашшĕ пулнине Вадим ăнланса илчĕ), ура çине тăрса, аллисене çӳлелле çĕклерĕ, нумайччен тем пакăлтатрĕ. Икĕ енче тăракансем те, аллисене çĕклесе, харăс темскер каларĕç.
Марсиансен чĕлхине пĕлмен çынна мĕн пулса иртнине пĕлме хĕн. Пĕр япалана ăнланчĕ Вадим: хура тумтирли Элиме ашшĕ çеç мар, тата вăл темле асли те. Патша мар-и? Нивушлĕ Марс çинче патша пур?
Темскер хăтланаççĕ тата марсиансем? Авлантарса ярасшăн-мар-ши? Элиме хитре пулсан та, Вадим çурăмĕ тăрăх сивĕ тар пĕрчисем йăрăлтатса анчĕç. Вăл Маринăна юратать-çке! Темĕн парĕччĕ халь юратнă хĕрне курас пулсан!
Марсиансем, Вадимпа Элиме çине пăхса, хăйсемле шакăлтатса калаçаççĕ. Тирĕкпе çимелли илсе пычĕç. Нумайранпа апат курман Вадим тутанса пăхма шухăщларĕ. Питĕ тутлă япала. Ун хыçĕнчен пĕр курка шĕвĕ япала ĕçтерчĕç. Вадим çавăнтах вăй кĕрсе кайнине туйрĕ, сывлама та çăмăлланчĕ. Çимĕçĕнче мĕнле эмел пур-ши? Те кислородлă япала, Марс çинче çеç ӳсекен курăкран хатĕрленĕ ĕнтĕ?
Каччăпа хĕре тула илсе тухрĕç. Тарма ан та хăтлан: хыçалтан вун иккĕн пыраççĕ. Икĕ енĕпе тата — хисеплĕ хурал. Ку аван-ха вăл: вĕсен умĕнче Элиме те хăйне сăпайлă тытĕ.
Вадима музее ертсе кайрĕç. Ана кунта геологи пайĕ интереслентерчĕ. Çĕр кăмрăкĕпе нефть çук, планетă çинче пĕтĕмпех пĕтнĕ вĕсем, çĕнĕ вырăнсем тупайман. Сывлăш флочĕ валли шĕвĕ топливă ăçтан илеççĕ-ши? Вĕçекен аппаратпа илсе килчĕç-ха ăна. Тепĕр енчен, чĕрчун çине лартнă пек те туйăнсаччĕ. Вĕçсе пыраканни нăрă пекех. Нăрă çавăн пысăкăшех-ши вара? Тен, сывлăш флотне кунта Çĕр çинчи пек мар, хурткăпшан-кă евĕрлĕ тăваççĕ? Çуначĕсене сулласа вĕçекен аппаратсем тума Çĕр çинче те тăрăшаççĕ вĕт...
Хаклă металсем çителĕклĕ, анчах тимĕр ытла хĕсĕк, пысăк йывăрлăхпа аран-аран тупкалаççĕ иккен ăна. Çавăнпа вăл планетă çинче чи хаклă метал.
Марсиансен чĕлхипе çырăвне пĕлменнипе Вадим нумай япалана ăнланаймарĕ тата тепĕр экспонат умĕнче çеç чарăнса тăчĕ. Пĕр пӳлĕм варринче Хĕвел системин моделĕ ларать. Планетăсене тĕрĕс кăтартнă. Шухăшлаттараканни акă мĕн. Марспа Юпитер хушшинче палламан планетă пур. Вăл Çĕртен кăшт çеç пысăкрах. Марсиансем хăйсен кӳршине пĕлнĕ пулать. Халĕ ăçта çав планетă? Вун тăххăрмĕш ĕмĕрте астрономсем Марспа Юпитер хушишнче вак планетăсен ушкăнне тупнă. Вĕсен шутĕнче Церерă, Палладă, Юнонă, Вестă. Вак планетăсем çав пысăк планетăн юлашкисем мар-ши? Мĕнле майпа арканнă-ши вăл? Аслă чĕрчунсем хăйсене хăйсем термоядерлă вăйпа пĕтермен-ши?
Элиме музейран тухма васкатрĕ. Ана кунта кичем пулас.
Урамра калтасем çине икшерĕн ларчĕç. Ямшăкĕсем калта ĕнси çинче тилхеписене тытса пыраççĕ. Ку Вадима тĕлĕнтермерĕ. Çĕр çинче çак калтасенчен пысăкраххисем те, вăйлăраххисем те пур. Калăпăр, слонсем. Авал улăпсем пулнă, тата маларах мăн ящерсем.
Хула тулашнелле çуртсем пĕчĕкленсе пычĕç, пĕтрĕç. Начар тумланнă ырхан марсиансем ретĕн-ретĕн тăраççĕ, вĕсене калта караванĕпе çын интереслентерет. Ăçта пурăнаççĕ-ши çак марсиансем? Кунта çуртсем çук-çке.
Вадим куçне шăтăксем курăнчĕç. Çĕр айĕнче пурăнаççĕ иккен. Вадим, калта çинчен анса, çывăхри шăтăк патне пычĕ. Эрешмен картинчен тунă алăк карăнтăкне сирчĕ. Шăтăк стенисем тип-тикĕс, йăлтăртатса тăраççĕ. Вак ачасем йăлтăртатакан чул катăкĕсемпе выляççĕ. Вадим тытса пăхрĕ. Алмаз! Нивущлĕ ун хакне пĕлмеççĕ-ши вара марсиансем? Çĕр çинче çак хаклă чулшăн çынçем мĕн чухлĕ укçа тăкаççĕ! Кунта вĕсемпе ачасем выляççĕ. Пĕр ачи Вадим еннелле аллине тăсрĕ, вылямаллине тавăрмалла пулчĕ.
Хуларан инçе мар сăрт айĕнчи рудника кĕрсе курчĕç. Кунта кĕмĕл кăлараççĕ. Йĕри-тавра хăйăрлă чул, тĕлĕ-тĕлĕпе сарă тăм.
Калта караванĕ малалла кайрĕ. Çип пек тӳрĕ лапам тĕнче хĕррине кайса çухалать. Унтан тĕтĕм кумккисем хăпараççĕ. Калтасем çав еннелле çул тытрĕç.
Тепĕр кунне ирхине планетă ăшĕнчен тухакан пысăк хăвăл курăнчĕ. Шалтан вĕри сывлăш тухса тавралăха сарăлать. Кунта марсиансем планетă ăшшине кăлараççĕ-мĕн.
* * *
Светлов планетă ученăйĕсемпе ĕçлет. Унăн марсиансен наукипе паллашмалла тата чĕлхине лайăхрах пĕлсе çитмелле. Кибернетикă машини пуянланса пырать, çынсем хăйсем те нумай сăмах пĕлеççĕ. Валентин Владимирович планетă çинчи чĕрчунсемпе интересленет. Вадима шырама пăрахрĕç, патша каланă тăрăх, вăл сывах, час таврăнĕ, халĕ Кан-кан-кан çĕрщывне курса çӳрет имĕш.
Марина çĕрĕн-кунĕн пăшăрханать. Укĕнет вăл Вадимпа ялан сиввĕн калаçнăшăн, шанчăк паманшăн.
Юрăхсăр çын мар-çке. Тĕрĕс, çитменлĕхсем пур ĕнтĕ унăн, анчах юлашки вăхăтра вăл вĕсене пĕтерме тăрăшатчĕ, наукă тĕлĕшпе те пĕтĕм вăйне хурса ĕçлетчĕ. Ахаль мар ĕнтĕ Марс çине геолог вырăнне ячĕç. Халĕ урахла калаçĕччĕ Марина Вадимпа, тупасчĕ кăна, тавăрасчĕ ăна.
Андрианов каланă тăрăх, Вадим экспедицишĕн пысăк ĕç тунине хăй те пĕлмест. Марсиансем ăслă чĕрчунсем. Çынна юриех хăйсем патĕнчен ямаççĕ, салукра тытаççĕ: ан тив, ыттисем чипер пурăнччăр. Çынсене шансах кайманни паллă. Тĕрĕс тăваççĕ. Вĕсем чĕнмесĕр килнĕ хăнасем-çке. Çавăнпа мĕн чухлĕ тархасласан та, çынсем киле кайма тапраниччен вĕçертес çук вĕсем ăна.
Светлов шавламасть, вăхăчĕ-вăхăчĕпе ассăн сывласа илет, — ывăлĕ çинчен шухăшлать пулĕ. Вăл Андрианов сăмахĕсене хирĕçлемерĕ.
Экспедицири пĕр çын çухалнине Çĕр çине пĕлтермен-ха. Марина талăкра темиçе хут сигнал ярать: «Вадим! Вадим! Эпĕ Марина! Прием!..» Анчах хирĕç никам та чĕнмест.
Валентин Владимирович Марс атмосферине анализ турĕ. Пурăнăç тытакан кислород пур, анчах сахал, çавăнпа вăл çынсене карап тулашĕнче скафандрсăр çӳреме ирĕк памарĕ. Микробсенчен те хăрушă. Сăнамашкăн сывороткăсем лартрĕ. Мĕн пулать. Кăшт вăхăт иртсен курĕç акă, лапамсенче вара скафандрсăрах çӳрĕç — унта сывлăш çăрарах.
* * *
Кан-кан-кан çĕрĕ икĕ çӳллĕ çыран хушшинче иккен. Лапам сарлакăшĕ аллă километра яхăн, тарăнăшĕ, Марс ученăйĕсем каланă тăрăх, планетăн ăшă сийĕсенчен килет. Мĕн чухлĕ тарăн, лапам тĕпĕ çавăн чухлĕ ăшă. Планетă çинче тарăн тӳрем лапамсем йышлă, вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ.
Çĕр çинчи астрономсем çак лапамсене «каналсем» тенĕ, геометриллĕ тӳрĕ тăсăлнине кура, вĕсене ăслă чĕр-чунсем тунă тесе шутлакансем те пулнă. Çав тĕлĕшпе экспедици Марс çине тапранас умĕн те вăйлă дискусси пулса иртнĕччĕ.
Халĕ паллă пулса тăчĕ: «каналсене» авалах Марс халăхĕ тунă. Вăл тĕлĕшпе вĕсене чăн-чăн каналсем тесен те пырать, анчах шывсăр каналсем. Вĕсем ӳсен-тăраншăн, чĕрчуншăн кирлĕ, мĕншĕн тесен планетă çинче пурнăç условийĕсем йывăрланса пынă. Çырма-çатрари шывсем, ăшăх тинĕссем шăнса пăрланнă, унтан тусанпа хупланнă. Полюссенчи тарăн Пăрлă океансенче çеç аялти шыв пăрланмасăр юлнă. Çав шыв халĕ ирригаци системипе пур тĕле те çитет.
Светлов, Валентин Владимирович тата Марина сывлăшра та, шывра та, çĕр çинче те çӳрекен машинипе планетă питне пăхса çӳреме тухрĕç.
Тĕтре евĕрлĕ çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ, çынсемшĕн Марс çинчи пирвайхи çумăр. Тавралăх çавăнтах улшăнса кайрĕ. Хир пичĕ тата хытăрах хĕрелчĕ. Тĕс пĕр клеткăллă организмсенчен, микробсенчен килет иккен. Вĕсене нӳр нумай та кирлĕ мар, мĕншĕн тесен ăна сывлăша каялла памаççĕ вĕсем. Аран курăнакан мăк чĕр-чунсемшĕн лайăх çимĕç. Унта-кунта ларакан типнĕ курăк, йăваласан алăра çăнăх пулса каяканскер, нӳр кăшт тивсенех чĕрĕлсе кайрĕ, симĕсленет. Ку пушă хирте. «Каналсенче» мĕнле-ши?
Лапамсенче хирсем вăрмансемпе хутăш. Хирсенче тĕрлĕ тырă ӳсет. Марс талăкĕн тăршшĕ Çĕр çинчи пекех, çулталăкĕ вара икĕ хута яхăн вăрăмрах. Паллă ĕнтĕ, Хĕвел кунта ăшшине сахалтарах парать пулсан та, икĕ хут вăрăмрах çу тăршшĕнче тĕрлĕ тырă, тĕрлĕ çимĕç ӳссе çитĕнет.
Вăрмансенче кедр евĕрлĕ йывăç йышлă, анчах вăл çӳллĕ мар. Ун çинче мăйăрĕсем питĕ нумай. Вак улма йывăççисем те тĕл пулкалаççĕ. Палламан ӳсен-тăран питĕ нумай. Çулçисем вĕтĕ те сеп-сенкер.
Хирсенче калчасем ешереççĕ, пахчасенче кăмпасем, Çĕр çинче курман çимĕç аврисем шăтса тухнă. Çынсене кунта çум курăкĕ çукки тĕлĕнтерчĕ: хирĕсем, пахчисем шыв пек таса.
Планетă тăпринче нӳр сисĕнмест. Усен-тăран нӳре кирлĕ таран тымарĕсемпе шалтан, ирригаци системинчен илет. Тепĕр енчен, кунта ӳсен-тăраншăн шыв нумай кирлĕ мар, мĕншĕн тĕсен вĕсен çулçисем сывлăша нӳр памаççĕ, ăшă сыхлаççĕ. Ахаль мар ӳсен-тăранлă лапамсенче, пуш хирсемпе танлаштарса пăхсан, нумай ăшă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...