Кĕмĕл кĕпер :: Пӳлĕр хули — пиллĕ хула
Çавă Пӳлер хулинче
Пăлхар патши пурăнать.
Пур çĕрте те çар халăх
Вăрман пекех курăнать.
Н.И. Шелепи.
Тискер тăшман, пăлхарсен пĕтĕм çарне уçă хирте çавăрса илсе ним юлми пĕтерес тесе, тем те туса пăхрĕ. Хăйĕн çăмăл хĕçпе кăна кăралланнă текĕрчĕсене ярса, Ылттăнпике йĕри-тавра çавăрса илме те хăтланчĕ. Анчах пăлхарсем питĕ ăста пулчĕç: вĕсем тăшманăн уйрам-уйрăм çарĕсем çине тĕрлĕ тĕлте тапăнчĕç, тутар-монголсене хайсене ялан капкăна çаклатрĕç, каса-каса тухрĕç. Батыйпа Супетей урса кайса пăлхарсене пур енчен те çавăрса илме тăрăшрĕç. Ылттăнпик вара, тĕрлĕ хусканусем туса, ялан вĕсен капкăнĕнчен шăва-шăва тухрĕ.
Çапла, пысăк мар çапăçусенче тăшмана çĕмĕре-çĕмĕре, пăлхарсем Пӳлер еннелле чакрĕç. Çапла çирĕм куна яхăн иртрĕ. Акă ĕнтĕ Пӳлер те курăна пуçларĕ.
Тискер тăшман вара, юлашки вăйне пухса, пăлхарсен çарне хулана кĕртес мар тесе, ăна çавăрса илес тесе, Пӳлер патне хăйĕн темиçе таманне ячĕ. Ылттăнпик çакна вăхăтра пĕлсе ĕлкĕрчĕ. Вăл хăйĕн текĕрчĕсене пĕрле пуçтарчĕ те, питĕ хăвăрт тапăнса, тăшманăн хула патне пырса тухнă таманĕсене ним юлми пĕтерчĕ. Ун хыççăн вара, хулана кĕрсе, хапхасене пурне те питĕрсе илчĕ.
* * *
Пӳлер Атăлçи Пăлхарстанăн шĕкĕр хули кăна мар, вăл чи пысăк, чи аслă хули те. Вăл Аслă Çарăмсана юхса кĕрекен Кĕçĕн Çарăмсанăн сулахай çыранĕнче сарăлса ларать. Ăна пĕр енчен юханшыв, тепĕр енчен çӳллĕ ту хӳтĕлесе тăрать. Хулана питĕ шутласа та виçсе тунă. Вăл тăватă кĕтеслĕ. Унăн кашни кĕтесĕ çут тĕнче енне питĕ тĕрĕс кăтартать.
Пӳлер йĕри-тавра икĕ хут хӳме тытса çавăрнă. Кашни хӳме умĕнче — тарăн канав, вĕсенче ялан туп-тулли шыв. Тулашĕнчи хула хӳмин тăршшĕ вуникĕ çухрăмран та вăрăмрах. Хулан пурĕ тăватă хапха. Кашни хапхаран аслă çул пуçланать — кăнтăралла, анăçалла, çурçĕрелле тата тухăçалла.
Хула хӳмисен кашни енне питĕ вăйлă çирĕплетнĕ турулсем сыхлаççĕ. Пӳлерте çĕр пин ытла халăх пурăнать. Чи малтан Ылттăнпик хулара мĕн чухлĕ апат-çимĕç пуррине, хула тăшманпа çапăçса мĕн чухлĕ тытăнса тăма пултарнине пĕлчĕ. Апат-çимĕç саппасĕ самаях пур. Вара вăл хăй керменне çарпуçĕсемпе ятлă-сумлă çынсене пухрĕ.
— Эпир хулара ним те мар уйăх çурă ик уйăх тытăнса тăма пултаратпăр, — терĕ вăл, пухăннисене хăй мĕн тăвас тенипе паллаштарса. — Çак хушăра вара пирĕн Пӳлер патне пăлхарсен пĕтĕм çарĕсене пуçтарас пулать. Тăшмана пуçĕпех çапса çĕмĕрес тесен, пирĕн сахалтан та виççĕр пине яхăн çар пухмалла. Çавăнпа эпĕ сире тĕрлĕ тăрăхсене çар пухма ярас тетĕп. Хуларан вăрттăн çулпа тухатăр.
— Тен, тĕрлĕ тăрăхсенчи мăрсасемпе пиксем хăйсемех ăнланса çар пухĕç те кунта килме тытăнĕç, — терĕ пухăннисенчен пĕри. — Эпир кунта кирлĕ. Тăшманпа çапăçма.
— Çук, — килĕшмерĕ унпа патша. — Эпĕ сире патша ячĕпе çар пухма яратăп. Манăн сиртен кашни ăçта кайнине, мĕн чухлĕ çар пухма пултарнине пĕлмелле.
— Хăшпĕр çарпуçĕсем хулана кĕмесĕрех тĕрлĕ тăрăхсене кайреç мар-и? — ыйтрĕç темиçен.
— Тĕрĕс. Эпĕ хушнипе каякансем пулчĕç. Акă, Упи-паттăр хăй тăрăхне, Траккине шанчăклă çыннисене ячĕ. Вĕсем виçĕ таман пухасса шанатăп эпĕ. Сăвар хулине те, Кĕрнек хулине те йыхравçăсем ятăм эпĕ. Вĕсенчен те çарсем килессе шанатăп. Сире вара эпĕ ытти тăрăхсене яратăп.
— Чи малтан мана яр, аслă патша! — ури çине сиксе тăчĕ Саврăш-паттăр. — Эпĕ Çарăмсан тăрăхĕнчех ик-виçĕ таман пухма пултаратăп.
— Килĕшетĕп, — терĕ патша. — Атя, ним тăхтаса тăмасăрах çула тух. Ăçтан мĕнле вăрттăн çулпа тухса каймаллине пĕлетĕн.
Савраш-паттăр сылтăм аллине сулахай кăкăрне хыттăп çапса илчĕ те курăнчаран тухса кайрĕ..
Ун хыççăн ытти мăрсасемпе пиксем, ятлă-сумлă хула çыннисем, патша хушнипе хăйсен ăçта каймаллине пĕлсе, туха-туха кайрĕç. Юлашкинчен курăнчара пĕртен-пĕр çын, Ресан хулинчен таврăннă Шерумпик тарса юлчĕ.
— Сана вара, Шерумпик, питĕ пысăк, питĕ кирлĕ ĕç хушатăп, — терĕ патша. — Эсĕ манăн шанчăклă çын. Монголсем патĕнче те пулнă, вĕсен чĕлхине те, йăли-йĕркине те, вĕсем мĕн ĕмĕтпе пурăннине те питĕ лайăх пĕлетĕн. Санăн халь вырăс çĕрĕсем урлă та иртмелле. Вырăсла та лайăх калаçатăн. Вĕсен патĕнче пурăнса, вĕсен йăли-йĕркине те вĕрентĕн.
— Мĕн тумалла манăн, аслă патша?
— Чи малтан Атăл леш енне кайса Сăкăт паттăра шыраса тупмалла. Вăл унти мăрсасемпе пиксене, паттăрсемпе пӳлевсене пурне те çĕклетĕр те пĕтĕм çарĕпе Атăл ку енне каçтăр. Каласа ăнлантар, пĕтĕм çарсем пуçтарăнсан, пурте пĕрле тискер тăшмана Пӳлер хӳмисем патĕнчех çапса çĕмĕретпĕр.
— Итлетĕп, аслă патша, — терĕ Шерумпик. — Эсĕ мĕнле каланă, çавă пулать.
— Ку эпĕ хушассин пуçламăшĕ кăна-ха, — терĕ патша Шерумпика чарса. — Кун хыççăн вара санăн тепĕр пысăк ĕç тумалла. Сăкăт-паттăрпа калаçса татăл, пысăк мар текĕрт патăр вăл сана. Чи маттур эккелсем пулччăр унта. Çав текертпе санăн вара Тăнай çинчи хамăр тăвансем патне тухса каяс пулать. Унти пăлхарсен патшипе тĕл пулса калаç. Пире пулăшма çар патăр. Çав çарпа вара часрах каялла таврăн. Туятăп: пире вĕсем пулăшни те кирлĕ пулать. Тăнай çинчи пăлхарсем халĕ питĕ вăйлă. Вĕсен патши — Иван-Ассен, Купрат патша йăхĕнченех. Тăванлăха çирĕп упракан патша вăл. Пире пулăшатех.
— Итлетĕп, аслă патша, — терĕ пуç тайса Шерумпик. — Эсĕ каланине пĕтĕмпех тума тăрăшатăп.
— Паянах çула тух, — хушрĕ патша. Мĕнле вăрттăн çулпа хуларан тухмаллине сана кăтартаççĕ. Эпĕ сана, тусăм, питĕ шанатăп... Çавăнпа ĕнтĕ сана пулăшма хамăн тепĕр шанчăклă çынна Итурая яратăп. Итурай ман элемçĕ пулнă. Тăшмансене те, туссене те лайăх пĕлет. Иксĕр пĕрле эсир темĕнле пысăк ĕç те тума пултаратăр. Çак сăмахсене кăна кĕтнĕ пек курăнча алăкĕ уçăлса кайрĕ те пӳлĕме Итурай кĕрсе тăчĕ.
— Акă, хăй те килсе çитрĕ, — савăнчĕ патша. — Паллашăр та тӳрех çула тухма хатĕрленĕр. Итурай хуларан тухмалли вăрттăн çула лайăх пĕлет...
* * *
Монголсем, ăçтан тапăнса кĕмелле-ши тесе, малтанхи икĕ кун хула тавра çӳрерĕç. Виççĕмĕш кунне вара хулана туртса илес тесе тапăнма шутларĕç. Тухăçьен хапха патĕнчи вырăн тапăнма лайăхрах терĕç пулмалла вĕсем. Пин-пин монгол кăшкăра-кăшкăра хула хӳми çине хăпарса кайма тăчĕç. Анчах вĕсен ĕçĕ ăнмарĕ. Хулана хӳтĕлекенсем çăмăллăнах вĕсене ухăпа пере-пере ӳкерчĕç. Пин-пин çыннине çухатса, монголсем чакса кайрĕç.
Тепĕр кун ирхине Ылттăнпик чи çӳлле хыпар-турул çине хăпарса монголсен тапăрне сăнама тытăнчĕ. Ĕнерхи ĕç ăнăçманнипе монголсем урса кайнă: вĕсен пысăк мар текĕрчĕсем таврари ялсене çунтарса-çаратса çӳреççĕ. Унта та кунта вут явăнать. Çавна курса, Ылттăнпик чунĕ-чĕри пăчăртана-пăчăртана ыратрĕ. Анчах халлĕхе ним тума та çук. Акă, часах тĕрлĕ тăрăхран кунта пăлхарсен çарĕсем килме тытăнаççĕ. Ун чухне Ылттăнпик путсĕр тăшмансене ăс вĕрентет-ха.
— Атте, эсĕ кунта-и? — илтĕнчĕ сасă. — Ятарласа санпа калаçма килтĕм. Пачман иккен. Ылттăнпик чĕрине темле халиччен пулман ырă туйăм пырса çапрĕ. Чылайранпа ĕнтĕ Пачман атте тесе каламанччĕ.
— Атя, ирт! — чĕнчĕ вăл Пачмана. — Тăшман епле иртĕхнине пăхатăп.
— Шалчи тулатех-ха çав путсер монголсен! — тарăхса каларĕ Пачман. — Авă, пăхсам, атте, куратăн-и, сăрт çумĕнче пысăк юрттă. Ман шутпа, Батый-хан юртти вăл. Ирĕк пар, атте. Çĕрле, пурте çывăрса кайсан, эпĕ хамăн чи чаплă пиннипе, хуларан тухса, монголсене тапăнасшăн. Систермесĕр, пурте çывăрнă чухне. Монголсем тăна кĕрсе çитиччен çав юртта патне çитетпĕр эпир. Батый пуçне касатпăр.
Ылттăнпик шухăша кайса тăчĕ.
— Питĕ хăюллă шухăш, — терĕ юлашкинчен. — Анчах...
— Çук, çук, атте, — чарчĕ патшана Пачман. — Пурте йĕркеллех пулать. Эпир пурте ырă-сыввăн таврăнатпăр...
* * *
Кĕрхи каç хуп-хура. Майĕпен-майĕпен хула çывăрма выртрĕ. Хуралсем кăна çывăрмаççĕ. Акă, тăшман тапăрĕнче те пурте лăпланчĕç ĕнтĕ.
Каçĕ ятарласа Пачман валли пекех: сĕм тĕттĕм, тӳпере çăлтăрсем те пулин çук.
Шăппăн кăна хула хапхи уçăлчĕ. Пачман ертсе пыракан таман хĕçсемпе те чукмарсемпе çеç кăралланса, утсемсĕр, çуран, хула леш енне тухрĕ. Ним сăмах чĕнмесĕр, систермесĕр, харăссăн тапăнчĕç вĕсем ăшă ыйхăпа çывăракан тăшмансем çине. Тăшман хуралĕсем çапла пăлхарсем хуларан тухса хăйсене тапăнма пултарасси çинчен шухăшламан та пулас. Вĕсем хăйсем çине темле усалсем тапăнчĕç тесе шутларĕç пулмалла. Хирĕç те тăраймарĕç, çывăракан монголсене тăратса та ĕлкереймерĕç. Хирĕç пулнă тăшмансене каса-каса е тата чукмарсемпе çапа-çапа ӳкерсе, Пачманпа унăн пиннийĕ Батый юртти тесе шутланă çĕре çитрĕ. Пĕр самантра пăлхарсем юрттăра пуррисене касса тухрĕç те юрттине вут чĕртрĕç. Ку хушăра монголсем те тăна кĕрсе çитрĕç пулмалла. Вĕсем пăлхарсен пиннине хупăрласа илме тытăнчĕç. Анчах ку тĕле пăлхарсем хăйсем мĕн тăвас
тенине туса ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ — Батый юртти тесе шутланă юрттăна çунтарса янă, унтисене пурне те касса тухнă.
— Чакатпăр! — кăшкăрса ячĕ Пачман, ĕçе кирлĕ пек тунăшăн савăнса. — Пурте каялла, хуланалла!.. Хуланалла!.. Чакатпăр!..
Хăйсене çавăрса илме хăтланакан монголсене çапа-çапа сирпĕтсе, пăлхарсем хула еннелле чакма тытăнчĕç. Нумай тă вăхăт иртмерĕ, вĕсене хула хапхи патĕнчи текĕрт кĕртсе илчĕ. Икĕ текĕрт пĕрле монголсене сирсе ывăтрĕç те хула хапхинчен кĕрсе çухалчĕç. Монголсен тапăрĕнче вара — вĕçĕ-хĕррисĕр кăшкăрашу, вут-çулăм, утсем кĕçенни...
* * *
Пачман эккелĕсем, каялла хуланалла чакнă чухне, темиçе монгол çыннине хăйсемпе пĕрле тытса кĕме те ĕлкĕрнĕ иккен. Вĕсене тӳрех Ылттăнпик патша патне илсе пычĕç.
— Çунтарса янă пысăк юрттă Батый ханăн-и? — ыйтрĕ вĕсенчен патша. — Батый-хан хăй унта пулнă-и?..
— Çук, — терĕç пĕр харăс тыткăна лекнĕ монголсем. — Батый-хан юртти хулан анăç енче. Ку вăл Кулькан-хан юртти.
— Кулькан? — тĕлĕнчĕ Ылттăнпик. — Чингиз-ханăн кĕçĕн ывăлĕ-и?
— Çавă.
— Эппин, эпир Кулькан-ханăн юрттине çунтарса ярса унти çынсене касса тухрăмăр иккен, — кулянчĕ Пачман. — Шел, путсĕр Батый пирĕн хĕçсене тутанса пăхаймарĕ. Юрĕ, ун валли те вăхăт çитĕ-ха.
* * *
Ылттăнпик халăхпа калаçма, пӳлерсене тăшмана хирĕç хастаррăн кĕрешме хавхалантарас тесе, хулана тухас терĕ.
Хăйĕн керменĕ патĕнчи аслă лапра халăх пуçтарăннă. Патша унталла пычĕ те лап варринче ларакан Кул Алие курчĕ. Вăл аллинчи шăнарĕпе выляса кăссай юрлать:
Ылттăн хĕвел тӳпене çĕкленет,
Çутă кун тĕнчене килет.
Пачман тăшмана хирĕç кайма хатĕрленет,
Пачман кĕрешĕве тухма хатĕрленет:
Чи малтан тăхăнать кӳпине —
Аслă Пӳлерте туна çирĕп кӳпине;
Кӳпи унăн вăрăм,
Чĕркуççи таран,
Аллине хуплать
Чавси таран.
Унтан çакать кăкăрĕ умне
Çап-çаврака сайссине.
Сайсси кăкăра хуплать
Сăнăран,
Анкартан,
Çĕмренрен,
Хĕçрен;
Сайсси çапăçура питĕ пулăшать.
Ун хыççан Пачман сапар тăхăнать,
Енси çине майссине ярать.
Ун хыççăн çичĕ тĕрлĕ кăрал илет,
Кăралне суйлама пĕлет:
Алтаспан кирлĕ ăна,
Сăнă кирлĕ ăна,
Анкар,
Ухă-çĕмрен,
Чукмар,
Сивалккăпа тĕрен.
Тимĕр-кăвак утне утланать,
Текĕртне çула тухма хушать...
"Кайман иккен, — шухăшласа илчĕ Ылттăнпик, — ниçта та кайман. Пуçне çухатасшăн-и-ха ĕнтĕ вăл кунта юлса?.."
Патша Кул Алие, унпа пĕрле тата темиçе ватă ăсчаха хуларан варттăн çулпа тухса çурçĕрти тăрăхсене кайма хушнăччĕ: "Эсир пирĕн халăхăн чапĕ, пуласлăхĕ", — тенĕччĕ. Эппин, Кул Али хуларан тухса кайман иккен. "Курса калаçас пулать. Укĕтлесех ăна хуларан кайма калас. Халех, май пур чухне..."
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...