Симĕс ылтăн :: Пролог
Варсун çак хыпара Валентин амăшне çеç мар, ялти нумай çынна тĕплĕн каласа кăтартнă.
— Ĕненместĕп эпĕ вăл Аюх таврашне! Путлĕ çын пулман вĕсен йăхĕнче! — терĕ Урхи мучи, Натали инке каласа панине илтсен. — Улталать вăл Иуда, тем тесен те улталать. Анчах вăл тĕрĕссине пĕлетех пуль-ха та — калама хăрать. Хуть те мĕн те мана, улталать вăл. Кунта чĕнсе, допрос тăвас пулать ăна — куçа-куçăн чăннине калатăр!
— Мĕнле кăтартса парăн вăл суйнине? Свидетель çук, тĕп свидетель. Валентин çук, — терĕ чиртен ытларах хуйхăрнипе, пысăк намăс курнипе аманнă Петĕр мучи.
Чĕнсе килес пулать ăна кунта, подлецăна... тĕрĕссине калатăр сан умăнта, çăкăр çыртса калатăр! — хăй сăмахе çинех тăчĕ Урхи мучи.
— Чĕнтĕм эпĕ, тархасласах чĕнтĕм... Яхăнне те ямасть. «Иçменнĕк килне кайса кĕрессĕм çук эп. Эп — Сталинград паттăрĕ!» — терĕ вăл мана, кăкăрне чышсах каларĕ, — йĕрсе пĕлтерчĕ Натали инке.
— Усĕрччĕ-им хăй? — йĕрĕнсе ыйтрĕ Петр Михалч.
— Килнĕренпе пачах урăлмасть вĕт. Тупăкра урăлсан анчах...
— Темскер тĕрĕс марри пурах Варсун каланинче, анчах эпĕ тĕрĕссине кураймастăп пулас, таванăмсем... пурпĕр чунăмпа сисетĕп, ĕненсе тăратăп: таврăнатех киле ман Валентин... каларĕ тейĕр, таврăнатех... анчах эп ăна тек кураяс çук ĕнтĕ... унччен вилетĕп...
Çавăн хыççăн старик чăн та нумаях пурăнаймарĕ, хĕне кайса, çур еннелле, çурт хĕррисенчен тумла юхма пуçласан, ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вилес умĕн вăл пĕрмай Валентина асăнчĕ тата хăмла пахчисене лайăх пăхма хушса хăварчĕ. Юлашки сехетре ун пуçелĕкĕ вĕçĕнче Натали инкепе пĕрле Нина Атласкина та ларчĕ...
Петр Михалча пытарнă хыççăн Нина Варсунпа темиçе хут та тĕл пулса калаçрĕ. Варсун ăна Валентин амăшне мĕн каланинех тупа туса каларĕ. Юлашкинчен, вăл Нина çине урăхла куçпа, хĕр кăмăлне хăйне май ăнланса, пăхма пуçларĕ. Мĕнех вара, мĕнрен япăх каччă Варсун? Вăл Нинăпа пĕр тантăш; халĕ ялта йĕркеллĕ каччи те вăл кăна; ыттисем — е . вĕтĕр-шакăр йĕпе сăмса, е вăрçăран аманса килнĕ уксах-чăлах. А Валентин — тахçанах пĕтнĕ çын. Енчен вăл чĕрĕ таврăнас пулсан та — ăна ниçта та çул «парас çук, никам та ун енне çаврăнса пăхас çук...
Варсун Нинăна клубран киле ăсатса яма тытăнчĕ. Паллах, вăл малтан хĕре хăй çинчен мар, Валентин çинчен ытларах каларĕ, çапла ун шанчăкне кĕчĕ, каярахпа Валентина хыçа хăварса хăйне мала кăларма пикенчĕ... Пĕрре, çапла ăсатнă хыççăн, вăл килне шыçăнса-кăвакарса кайнă пит-куçпа таврăнчĕ те пĕр-ик эрне урама пач тухмарĕ, çавăн хыççăн вара Нина çине алă сулчĕ...
Натали инке упăшкине пытарнă хыççăн питĕ хăвăрт ватăлса кайрĕ. Халиччен хуйхă никама та çамрăклатман-ха.
Çул хыççăн çул иртрĕ, вăрçă та тахçанах чарăнчĕ. Çĕнтерӳçĕ салтаксем ылханлă Германирен тăван ялĕсене таврăнчĕç, çĕнĕрен çĕнĕ вăйпа пурăнма тытăнчĕç...
Пĕр Валентин кăна ашшĕ-амăшĕн килне таврăнмарĕ, хăй çинчен хыпар та пулин памарĕ. Çак аслă çĕр çинче вăл тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчи шек çухалса кайрĕ. Унăн историне, вăрттăнлăхне никам та каласа пама пултараймарĕ, пĕлмерĕ те. Ăна вăл пĕр хăй çĕç пĕлме, каласа пама пултарнă пулĕччĕ. Анчах таçта-ха вăл... Тахăш тĕлтерех унăн хĕрессĕр-палăксăр тăпри те...
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...