Симĕс ылтăн :: XII пай
Каçхине, виçĕ утăмран çынна паллайми тĕттĕмленсен, Актаев урама тухрĕ. Теттĕмре те кушак пек курма хăнăхнăскер, вăл яла икке пайлакан çырма урлă Антун пĕви пуçĕпе чиперех каçрĕ та Кузнецовсем патне кĕрсе кайрĕ. Федор Иванович ăна хирĕç тухса, пусма картлашки çинче кĕсъе хунарĕпе çутатса, вашават кĕтсе илчĕ.
— Асту, Валентин, асăрханарах ут кунта: крыльца туса пĕтереймерĕм те, пусма картлашкисем силленсе кăна тăраççĕ. Кăçал туса пĕтерме алă çитерĕп-и тетĕп,.. Атя, кĕр.
Çĕнĕ пысăк пӳрт икĕ пӳлĕмлĕ, малти пӳлĕмĕнче кăмака купалама ĕлкĕреймен иккен-ха.
— Кăçал çулла пӳрт-çурта хăтласа çитерес пулать... Пӳртне лартма патшалăх пулăшрĕ, вунă çул хушшинче тӳлесе татмалла ссуда пачĕ. Тавах, манмаççĕ салтака, — терĕ Кузнецов, качча малалла ирттерсе, — Наçтук, хăна йышăн!
Тĕпел кукринчен чăвашла тумланнă Наçтук тухрĕ те, аллине таса чĕрçиттипе шăлкаласа, савăнăçлăн кулкаласа, каччă патне шурă çăм чăлха вĕççĕн утса пычĕ.
— Ой, Валентин!... Хăçантанпа курман! Аннӳ сана кĕтни!.. Саркайăк та çу кунне ун пек кĕтмен пуль... Киле чипер таврăнса çитнĕ ятпа, эппин, сана!.. Хывăн, шинельне кӳр, çакăнта çакам, эс тĕпелле ирт... Аннӳне ма чĕнмерĕн? Сывах-и вăл?
— Тавтапуç, халь утнаккăлантăм тет-ха... Колхоз çĕрулмине вăрлăхлăх суйлама кайрĕ те — т аврăнманччĕ-ха, — текелесе, Валентин аттине хыврĕ, урайне сарнă палассем тăрăх чăлха вĕççĕн утса тĕпеле иртрĕ, лариччен стена çумĕнчи пысăк рамкăра çакăнса тăракан Кузнецов портретне, кантăк айне çакнă Хĕрлĕ Çăлтăр, Мухтав орденĕсене, ултă медале тинкерсе пăхрĕ. «Эпĕ, акă, пĕр медальсĕр таврăнтăм», — ӳкĕнсе шухăшларĕ вăл. Федор Иваныч ăна кулянса тăма памарĕ, сĕтел хушшине лартрĕ, чашкăрса кăпăкланакан сăра тултарса пачĕ. Малтанах кăшт ютшăннă Актаев часах хăйне тăван килйышри пек туйма пуçларĕ.
Кузнецовсем иккĕшех пурăнаççĕ: ваттисене тахçанах пытарнă, пĕчĕккисем çуралман-ха. Наçтук Валентинран тăватă-пилĕк çул аслăрах пулма кирлĕ, вăл вăрçă пĕтнĕ хыççăн Федор Ивановича качча тухрĕ те, иккĕшĕ арлă-арăмлă пурăнма та ĕлкĕреймерĕç темелле, çавăнпа вĕсен ача çук. Халиччен çуратса курман Наçтук хĕр пӳне те, сăнне те çухатман; унăн тулли хĕрлĕ питĕнче пĕр пĕркеленчĕк те курăнмасть; тулса çитеймен пилĕкне, тăпăл-тăпăл кăкăрĕсене хăмăр свитер илемлĕн, çăт тытса тăрать. Хĕрлĕ пурçăн хăюпа çивĕтленĕ сарă çӳçĕ хĕр чухнехиллех хулăн та вăрăм.Унăн пĕтем кĕрнеклĕ кĕлеткинчен, саламлă сăнĕнчен темле ырă, вĕри сывлăш çапнăн туйăнать. «Телейлĕ мăшăр. Телейлĕ ват салтак!» — ăмсанса шухăшларĕ Актаев.
Федор Иваныч хăй хĕрĕхсенчен иртнĕ, тăнлавĕсенче чăл-чал шурă пĕрчĕ курăнкалатъ, çапах тепĕр каччăран чылай ирттерет-ха вăл, келеткипе ялан тӳрĕ, çирĕп тытать, салтакла вăрт-варт çаврăнкалать. сăмаха пат татса, уçăмлăн калать. Унăн кашни хусканăвĕнче, янравлă сассинче, тирпейлĕхĕнче, хутран-ситрен мăйăхне пĕтерсе илнинче темле сатурлăх, иксĕлми хастар вăй вĕресе тăни, çав чăрсăр вăя кирлĕ чухне хăех тытса чарма пултарни сисĕнет, Валентин унăн таса гимнастеркине, çуха айĕн çарти евĕр çĕленĕ чăлт-шурă катанпире («подворотничок теççĕ ăна салтаксем), çуталиччен тасатнă аттисене курать те, Кузнецов чăн та старшина пулмах çуралнă пуль тесе шухăшлать. Хăш вăхăтра çипуçне тасатса çитерме ĕлкĕрет вăл? Халь урамра та, килкартинче те пылчăклă... Тен, мансăр пуçне, кĕçĕр урăх хăнасем те килмеллеччĕ пуль?.. Мĕн каласси, старшина старшинах, типтерлĕхе юратать... Кăкăрĕ çинче, ав, гварди значокĕ йăлтăртать, ăна кĕлпе сăтăрса çутатнă ĕнтĕ... Гвардеец килте те гвардеецах, пакунĕсем кăна çук... Акă эпĕ пĕрре те салтакран килнĕ çын евĕрлĕ мар. Ыранах гимнастеркăна çуса тасататăп, çухи айне подворотничок çĕлетĕп» — именсе шухăшларĕ Актаев. Ăна каллех малти стена çумне çакнă сăнӳкерчĕксем илĕртрĕç те вăл вĕсене тарсах пăхрĕ: кашнин çинчех гварди старшина Кузнецов кулса ларать, вĕсене нумайăшне вăрçă хыççăн чикĕ леш енче, Европора, ӳкернĕ...
— Злата Прага та пур иккен сан кунта, Федор Иваныч — кăшкăрсах каларĕ Актаев. — Акă, йăлтах эп палланă вырăнсем: Град Кремлĕн керменĕсем, Карл кĕперĕ, Влтава çыранĕ... Пур çĕрте те — гварди старшини... Ак куна шăпах Прагăна ирĕке кăларнă кун майăн тăххăрмĕшĕнче, Ян Гус памятникĕ умĕнче ӳкерттернĕ... тĕлĕнмелле!
— Мĕн тĕлĕнмелли пултăр? Прагăна шăпах Çĕнтерӳ кунĕ ирĕке кăлартăмăр, хулари повстанецсемпе партизансене пулăшма шăп вăхăтлă çитрĕмĕр. Ун чух эпĕ разведчикчĕ, танковăй десантраччĕ... Чехсем пире мĕнле чаплă кĕтсе илни халĕ те куç умĕнчех, — терĕ Кузнецов, Валентинпа юнашар пырса тăрса, вара хăш карточкине ăçта, хăçан ӳкернине ăнлантарма пикенчĕ.
— Тĕлĕнмелле, — терĕ иккĕмĕш хут Актаев. — Эпир санпа, Федор Иванович, Прагăра тĕл пулма та пултарнă вĕт!
— Мĕнле майпа?
— Чехсен тĕп хулине ирĕке кăларнă кун эпĕ те унта пулнă, партизансемпе, чех патриочĕсемпе пĕрле. Эпĕ те сире «Наздар!» кăшкăрса кĕтсе илнĕ... Эсир вăл кун чехсене çеç мар, пире те, тыткăна лекнĕ хĕрлĕ армеецсене, ирĕке кăлартăр...
— Да-а-а, — терĕ те шухăшлăн Кузнецов сăмаха çавăнтах аяккалла пăрчĕ. — Тем те пулнă пуль... Атя. ларар сĕтел хушшине. Иртнине асăнса мар, пуласси çинчен калаçса ĕçер... Наçтук, пирĕн юлман вĕт кунта, — тесе, тимĕрç кăкшăма силлесе кăтартрĕ.
Арăмĕ тĕпсакайĕнчен тепĕр кăкшăм сăра ăсса тухрĕ те вучахра тĕлкĕшсе выртакан кăвар çине ăшăтма лартрĕ. Унтан вăл çăмарта ăшаларĕ, яшка çакса ячĕ, хай сĕтел хушшине пĕрре те пырса лармарĕ, сĕннĕ сăрине те тутанса кăна паркаларĕ. Федор Иваныч вăл ĕçмен пирки шӳтлесе те илчĕ:
— Карчăк та ĕçме тытăнсан. пĕтрĕмĕр вара, хамăн ĕçме пачах пăрахас пулать е. Паххунккă Куçми пек, ăçта ĕçкĕ унталла сулланма тытăнас пулать...
— Куçман та ĕçкĕ шыраса супасси пĕтет пулас-ха. Аюхин хытă хĕстерет теççĕ ăна, — сăмах хушрĕ Наçтук.
— Мĕн ĕç пур Аюхинăн Паххунккăна хĕстерме? — ыйтрĕ Валентин.
— Урхи мучи каламарĕ-им? Паххунккă утарти пыла нумай катĕртнĕ, теççĕ, — терĕ Кузнецов, ытарлăн куç хĕссе. — Шутлатăп та, ку япала пĕр анекдота аса илтерет. Ĕлĕк пĕр ăслă-пуçлă тутар хуралçи пĕтĕм айăпа упа çине йăвантарнă, тет. Çав хуралçă евĕр туйăнать мана Аюхин. Вăрçă вăхăтĕнче самаях тустарнă пулас-ха вăл кунта. Ял çине сăмах ним çукран сарăлмасть. Тĕтĕмĕ пур пулсан, вутне те чĕртнех пуль ĕнтĕ.
— Варсун вăл ун чухне, вăрçă чухне: «Мана халь йывăçсем те пуç таяççĕ, эпĕ — Сталинград геройĕ», тесе кăна çӳретчĕ, — терĕ сахал калаçакан Наçтук.
Актаев чăтса лараймарĕ.
— Пĕлетпĕр вăл Сталинградра мĕнле герой пулнине? Валентин шăлне çыртрĕ, унăн янах шăмми чĕтреме тытăнчĕ, куç харшисем хаяррăн пĕрĕнчĕç.
— Мана, çурт ишĕлчĕкĕ айне пулнăскере, тăшман алине пăрахса хăварчĕ вăл, кайран ялта ман çинчен элек сăмах сарса çӳренĕ... Аттене... аттене... — Актаев пĕр хушă калаймасăр ларчĕ, унтан питне темле эрешмен картилле сырăннă япалана сирсе пăрахнă пек шăлчĕ те пуçне сулласа илчĕ. — Акă халĕ пирĕн çулсем каллех пĕрлешрĕç, пĕр-пĕринпе хĕреслĕ-пирлĕ пулчĕç... Çав киревсĕре тăрă шыв çине кăларасăм çук — çĕр çинче пурăнма та кирлĕ мар! Иксĕмĕртен пĕри хăйĕн тĕрĕслĕхне кăтартмаллах, унсăрăн май килмест... Унсăрăн ман ĕмĕрлĕхех вараланчăк ятпа çӳреме тивет... Анчах ĕнен, Федор Иванч, нихçан та Тăван çĕршыва сутман эп, Варсун каланă пек, «изменник» пулман!.. Кузнецов та хура куç харшисене пĕрчĕ.
— Ĕненетĕп — сана, Валентин, ман пирки ан иккĕлен эс. Сана мĕн ачаран мĕнле ӳснине курса тăнă эпĕ. Шкулта та лайăх вĕренеттĕн, колхозра та маттур ĕçлеттĕн. Таса чунлă комсомолецчĕ эсĕ. Аçу сана чан-чăн совет патриочĕ пек ӳстернĕ. Аçу, Петр Михалч, — ялта пирĕншĕн пуриншĕн те пĕрремĕш авторитет пулнă... Чăнах та питĕ йывăр, кӳренмелле килсе тухрĕ сан шăпу. Эпĕ вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçу пирки калатăп... Кӳренмелле шăпа, мĕн каласси пур... Çапах та каласа пар эс мана тĕпĕ-йерĕпе, мĕнле пулчĕ вăл ĕç? — ыйтрĕ Кузнецов, çырă куçĕпе шăтарасла çивĕччĕн пăхса. Разведчик куçĕ, унран нимĕн те пытараймăн, тата Актаевăн нимĕн пытармалли те çук.
Вăл калама пуçласан, Наçтук çыхма пуçланă чăлхине илчĕ те лампа çывăхнерех пырса ларчĕ, анчах çыхасси пулмарĕ унан: çемçе чĕреллĕ хĕрарăм телейсĕр каччă калавне куççульне çăта-çăта итлерĕ, вăхăтăн-вăхăтăн ассăн сывларĕ. Нумай каларĕ Актаев. Кузнецовсем ăна пĕр пӳлмесĕр итлерĕç.
— Çавăн чухне, Сталинградра, эпĕ мĕнле аманнине Аюхин курнах, мĕншĕн тесен вăл та çав çуртрахчĕ, унтан тухса кайманччĕ-ха. Эпĕ коридорпа çуртăн тепĕр вĕçне, нимĕçсен танкĕ патне, чупса кайнине вăл лайăх курса юлчĕ. Эпĕ чӳрече патне çитнĕ-çитмен мана взрыв каялла ывăтса ячĕ те, эпе тăна çухатрăм. Контузи пулнипе ман хăлхам та хупланнă, чĕлхем те çĕтнĕ... Çитменнине тата мана кăкăр таранах çурт ишĕлчĕкĕ хупласа хунă... Хам унта мĕн чухлĕ анраса выртнине пĕлместеп... Çавăн чухне мана Аюхин сĕтĕрсе кăларнă пулсан, эпĕ çак намăса, çак асапа курман пулăттăм... Анчах вал мана, пулăшас вырăнне, инкекре пăрахса хăварнă... Вăт кала халь эс мана: юлташ-и çав этем? Çапăçура шанма пулать-и ун йышшине? Совет салтакĕ-и вăл? — Валентин хытă пăлханнипе, сывлăшĕ пӳлĕннипе калаçайми пулчĕ. Кузнецов ăна сăра тултарса пачĕ, сăмаха каллех аяккалла пăрчĕ.
— Эсĕ, Валентин, темле Осокина асăнтăн... Хăш енчисем вăл, мĕн ятлă, мĕнлерехскер хăй?
— А-а, Осокин-и?.. Пирĕн взвод командирĕччĕ вăл. Осокин Владимир Иванч. Горький хулинчен, вăрçăччен автозаводра слесарь пулнă. Пин те тăхăрçĕр саккăрмĕш çулта çуралнă, шăпах санпа пĕр тантăш...
— Апла вăл мар, эппин. Эпĕ пĕлнĕ Осокин — Çĕпĕр çынниччĕ, паттăр разведчикчĕ... Владимир Ивăнч шăпине пĕлместĕн-и вара?
— Çук, пĕлместĕп. Эпир унпа пĕр ударлă группăрахчĕ. Çĕрле пĕр çурта фашистсенчен туртса илнĕ чух ăна ураран амантнăччĕ... Задание каяс умĕн вăл мана: «Актаев, сана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратрĕç», — тесе пĕлтерчĕ, çав ятпа саламлама та ĕлкĕрчĕ, анчах иртерех саламларĕ вăл мана, ху куратăн...
— Да-а, чăн та тĕлĕнмелле сан истори, — терĕ те Кузнецов пĕр хушă шарламарĕ, унтан çăмламас куç харши айĕн пăхса каларĕ: — Варсун... Варсун! Авă мĕнлерех герой пулнă иккен Аюхин! «Хамăр ял», — терĕ вăл йĕрĕнсе. — Интереслĕ сирĕн тĕлпулу... сакăр çултан...
— Интереслĕ тĕпулусем кунта унсăр та пулма кирлĕ-ха ман, Федор Иванч, — пуçне усса каларĕ каччă. Кузнецовсем ăна тӳрех ăнланчĕç те çак саманта йывăррăн тӳссе ирттерчĕç. Актаев, Варсунсăр пуçне, кампа тĕл пуласшăн çуннине иккĕшĕ те питĕ лайăх сисрĕç вĕсем. Сăмах пине çитрĕ.
— Ну, кĕçĕрлĕхе юрĕ, Валентин, ыран та кун пур — ыран калаçăпăр. Халь кайса çывăр. Ыран ирех пырса вăратăп, тимĕрç лаççине пĕрле анăпăр... Ытлашши кулянса чĕрӳне ан пĕтер. Пуçу сывă таврăннăшăн шăпуна тав ту. Пуç пурăнсан — куç курĕ теççĕ чăвашсем. Санăн телей курасси малашне-ха, — терĕ Кузнецов.
— Ара, малашне пулмасăр! Часах авлантарса ярăпăр ак, — хаваслăн кулкаласа калăрĕ Наçтук та, анчах ун сăмахĕ Валентина савăнтармарĕ, чунне тата ытларах ыраттарчĕ кăна...
Ăна ăсатма Кузнецов хапха умнех тухрĕ, çул çине хунар парса ярасшăнччĕ те — Актаев илмерĕ:
— Хăнăхнă эпĕ тĕттĕме, кушак евĕр, çĕрле те лайăх куратăп, — терĕ, шӳтлеме хăтланса. Разведрота старшини унăн шӳтне хăйне евĕр ăнланчĕ.
Актаев пĕве пуçĕнче, шăнкăртатса юхакан валак умĕнче, чарăнса тăчĕ, канăç паман шухăшсене тепĕр хут аса илчĕ. Çапла, питĕ интереслĕ тĕлпулусем кĕтеççĕ ăна умра: Варсун... Аристарх... Нина... Валентинăн малашнехи пурнăçĕ мĕнле йĕрпе каясси çав виçĕ тĕлпулуран килмелле пек. «Эпир çапăçăпăр-ха! — терĕ каччă, кăнтăрлахи сăмахсене аса илсе. — Е çĕнтерӳ пулĕ унта, е...» Мĕн иккенне хайне хăй те каласшăн пулмарĕ вăл. Çĕнтермеллех! Унсăрăн кун çутине те курас мар!..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...