Кушкă ачи :: Ҫуркунне


Кăн-кăвак пĕлĕт, кăвак чечек пекех. Асламăшĕ каланă тăрăх, авал пĕлĕт çапла çӳлте пулман, ăна çын пӳрт тăррине хăпарса хыпаласа пăхма пултарнă. Пĕр чăваш арăмĕ ача кипкине типĕтме пĕлĕт çурăкне хĕстерсен, турă çилленнĕ те пĕлĕте çӳле улăхтарнă вара. Халĕ вăл ытла та çӳлте-тĕр: кайăк хурсем, тăрнассм вĕçсе иртеççĕ, тăрисем пăнчă пек пуличченех вĕçсе хăпараççĕ, хĕренсем çаврăнса çӳреççĕ, анчах пĕр кайăк та пĕлĕт çине ларса кăтартман.

Киремет хурамисем куранса кайрĕç. Акă пĕччен хурама та инçе мар. Мăнаçлăн ларать вăл. Миçе çула çитнĕ-ши вăл? Асламăшĕ ача чухнех çак хурама çавăн пысăкăш пулнă, тет. Ял çыннисем çак йывăçăн туратне те тивмеççĕ. Ĕлĕк пĕри хураман типнĕ турачĕсене хуçса вут хунă, тет. Хĕлле çав çын вăрмантан таврăннă чух аташнă та çак хурама патне çитсе шăнса вилнĕ, тет. «Пĕччен хурамана перĕннĕ çын пĕччен юлать», — теççĕ кушкăсем.

Тĕрлĕрен шухăш явăнать Иван пуçĕнче. Кăçал ăна ашшĕ сухапуçĕпе сухалама вĕрентесшĕн. Пĕчĕкçĕ ача мар, саккăрта ĕнтĕ. Авă, Матви Иванĕ тахçанах пĕччен сухалама вĕреннĕ.

Ивансем туран анакан çул патне çитрĕç. Кунта утма çăмăл: çултан пăрăнсанах çерем. Аялта, хӳтлĕхре, ял. Сылтăмра, Шуйттан пуссипе юнашар, Пыллăх вăрманĕсем. Киреметрен тухакан çырма Мăкăлӳк çырмипе пĕрлешнĕ тĕлте, ял çывăхĕнче, шывсикки пур. Кушкă чăвашсене лайăхах аптăратать пĕрлешнĕ шыв: ун урлă ялта икĕ кĕпер хывнă — Çырма касра, Кĕтес касра.

Хӳтĕре ларать Кушкă ялĕ. Çавăнпа-тăр çанталăк кунта йăвашрах тăрать, çавăнпа-тăр Кушкă çыннисем авалтанпах пахча-çимĕç нумай туса илеççĕ. Ăста пахчаçăсен дыньăпа арбуз та пиçсе ĕлкĕреççĕ. Теччĕ пасарне тух-ха. Пахча-çимĕç сутакансем камсем? Кушкăсем.

Ту çинчен хитре курăнать Кăнна шывĕ, çутă чĕн пысăклăх пекех авкаланса выртать. Авă Çĕнĕ Кукăр, Кивĕ Кукăр. Ваттисем ача чух Кивĕ Кукăра шыва кĕме çӳренĕ, халĕ ача-пăча Çĕнĕ Кукăрта шăмпăлтатать. Вăл çывăхрах та, тарăнтарах та. Унта лашасене те иштереççĕ. Ял тепĕр енче Аслă улăх кукăрĕ. Унта çӳреме инçерех, тата шыв хĕррине юшкăн ларнă, путать.

Ывăç тупанĕ çинчи пекех выртаççĕ Кушкă урамĕсем. Тӳрех курăнаканни, чи вăрăмми — Вăта кас. Пĕр енĕ шыва кутăн, тепĕр енĕ — тăва кутăн. Авă, Хрестум, çамрăксен вăйă вырăнĕ. Ту айĕнче çырма тăрăх нумай килĕ ларман, кунталла ял ӳсмест: Киремет кати инçе мар, хăраççĕ чăвашсем çав таса мар вырăнтан. Çак ретре чи хĕрринче Реккейсем пурăнаççĕ. Вĕсен Элекçей ятлă ачи пур, Иван тантăшĕ, питĕ ăста халапçă. Хăш чухне вĕсем пĕрле выляççĕ. Çав килтен ĕнтĕ Иванăн амаçури амăшĕ.

Хрестумран инçе мар — Ивансен килĕ. Тĕнĕрен тĕтĕм тухать: асламăшĕ темĕскер пĕçерет-тĕр. Мĕн чухлĕ нумай ĕçлетĕн, мĕн чухлĕ ывăнатан, çавăн чухлĕ тутлăрах туйăнать асламăшĕ пĕçернĕ апат-çимĕç. Мĕншĕн çапла-ши? Килте ларнă чухне пăтă та, салма та тутлă пиçмест. «Мĕншĕн вăл хăш чухне шăрттан яшки те тутлă мар, тепĕр чухне кантăр вăрри çăвĕ янă паранкă шӳрпи те ытла тутлă?» — тесе ыйтсаччĕ пĕрре Иван. «Яшка вăл ĕçрен таврăннă çынна паллать, эпĕ те ун пек çыншăн тутлăрах пĕçеретĕп», — тесе хуравларĕ асламăшĕ.

Ивансем сурăхĕсене ту çинчен хуса антарчĕç. Вăрам ту çур çухрăма яхăн пулĕ.

Хрестумран инçе мар, çырма урлă хывнă кĕпер çумĕнче, Суеççĕ Хветĕрĕ пурăнать. Ун арăмĕ Ивана час-часах чаркаласа калаçкалать, кучченеçсем те паркалать. Çав хĕрарăм Ивана, çуралсанах икĕ кунтан амăшсăр юлнă тăлăх ачана, кăкăрне ĕмĕртсе вилĕмрен çăлса хăварнă, тет.

Урампа пынă чухне Иванăн ывăнни кăшт иртсе кайрĕ, ури кĕли лăпланчĕ.

Килте Иван пусма çине ларса çăпатине салтрĕ, алли-ури лăштăрах кайрĕ. Питĕ лайăх çав килте. Тăранса килнĕ сурăхсем те киленсе кавлесе выртаççĕ. Каçхи апат тусанах Иван ачасемпе вылямашкăн урама тухма хатĕр.

■ Страницăсем: 1 2