Кушкă ачи :: Ана çинче


Теçетник малалла илĕртет. Ку чăваш наян çын, вăл хăй çурчĕ таврашне те йывăç лартман, тислĕкне утелни хирне ирĕксĕрленипе çеç тăкать, пăхса ĕлкĕреймесен, Кăннана йăвантарать.

Ку чăваша тата вунă хут тивертрĕç.

Тепĕр çемье патĕнче татах тустару пуçланчĕ.

— Çак çĕмеле кам купаланă?

— Эпĕ!

— Ку çĕмел мар, тислĕк купи! Розга!

Иван асламăш аллинчен тытнă, чĕтресе тăрать. Çынсене мĕн пирки хĕненине ăпланаймасть вăл. Хăраса мар, çилленнипе чĕтрет Иван. Куçĕсем ялкăшаççĕ, сăмси шăтăкĕсем сарăлнă, сăмси çуначĕсем сиккелеççĕ.

— Кунта килеççĕ! — асăрхаттарчĕ аслашшĕ, чĕлĕмне енчĕкне чикрĕ. —Ан хăрăр. Хутлĕхре тăракан япалана нимĕнле çил-тăвăл та аптăратаймасть!

— Тĕрĕс калатăн, аслашшĕ. Иван, кил-ха кунта, çын куçне курăнма ан тăрăш, — чĕнчĕ мăнукне Алтатти.

Глинка Пахомов çемйи патне пĕчченех пычĕ. Вăл аллăран иртнĕ пулсан та, сухалĕнче пĕр шурă пĕрчĕ çук. Кăвак куçĕсем сиввĕн пăхаççĕ. Хĕвелпе ылтăн тӳмисем йăлтăртатаççĕ.

— А, Григорий Пахомов! Здравствуй! — терĕ вăл, çемçелсе.

— Здравия желаю! — терĕ Кĕркури, салтакла тăрса.

— Мĕнле пурăнатăн, клава? — ыйтрĕ Глинка. Тĕм çине ларчĕ.

Асламăш хыçĕнче вăрттăн пăхса тăракан Иванăн чĕри мăнкăмăллăн тапса ячĕ. Куратăн-и, Севастополь паттăрне пуçлăх та хисеплет, унпа чиперех калаçать.

Кĕркури вăрçăран таврăннă хыççăн куçĕ начарланса пыни çинчен пĕлтерчĕ: ыратма ыратмасть, анчах аяккарахри япаласене тĕтре витĕр çеç кура пуçларĕ, ĕçлеме чăрмантарать, терĕ.

Глинка мĕншĕн çапла пулнине ыйтса тĕпчеме тытăнчĕ. Кунта сăлтавсăрах килмен иккен вăл, Кĕркурие тепĕр хут клавана лартасшăн. Ăна халăх пĕлет, хисеплет. Самана тикĕс тăмасть. Патшана парăнса ĕçлекенсем кирлĕ. Вăрçă хыççăн хресченсем тĕк пурăнмаççĕ, улпутсене, тӳресене хирĕç тăра пуçларĕç. Тăнăçлăх пулмасан, этем лайăх пурăнмасть. Акă, вулăсра та тĕреклĕ çын кирлĕ. Кĕркури вăрçăччен клавара лайăх ĕçленине пурте астăваççĕ, хăй вырăнне таврăнасса шанаççĕ.

Кĕркури ассăн сывласа илчĕ. Темĕн, сывалайĕ-ши?! Аманнă йывăç тăрри ыттисенчен иртеймест, вĕсемпе танлашаймасть.

— Питĕ шел, питĕ шел, Кĕркури, — кăмăлсăрланчĕ Глинка. — Утелни хуçалăхне ертсе пыма пире ăслă çынсем кирлĕ.

Кĕркури килĕшет. Сывă пулнă пулсан, калаçса та тăрас çукчĕ, клавана ларса чĕрине парса ĕçлемеллеччĕ, анчах халĕ мĕн тăвăн, суккăрланса пырать, умĕнчи çынсене те тĕтре витĕр курать.

Глинка чĕререн шелленине кăтартрĕ. Пăрăнтăк вулăсĕнче тăрăшса ĕçлекен кирлĕ. Григорий Пахомыч юрăхлă çынччĕ. Паттăр çын — тĕнче хӳтĕлĕхĕ. Çамрăксене вĕрентмелле, халĕ утелни хуçалăхĕ валли çыру пĕлекен çынсене ниçтан шыраса тупма та çук, нумайăшĕ çавна ăнланмасть.

— Шкулсем çук, Сергей Петрович, — терĕ Кĕркури. — Шкулсем пулсан, ирĕксĕрлемесĕр вĕренекенсем тупăнĕччĕç.

— Пăрăнтăкри утелни шкулне хресченсем мĕншĕн ачисене ямаççĕ? —ыйтрĕ Глинка.

— Хресченсем ачисене ют яла вĕренме яма хăраççĕ, — пĕлтерчĕ Кĕркури. — Тата килте ĕçлекен кирлĕ. Хресчен çемйинче кашни çын терĕш, чăх чĕппи пек, чул катăкĕсене пухать, Сергей Петрович.

Глинка Ивана курчĕ, тинкерсе пăхрĕ, интересленчĕ: «Мăнук-и?»

— Çапла, мăнук. — терĕ Кĕркури, Ивана хăй умне тăратса.

— Эсир пĕр сăнлă мар, — терĕ Глинка. — Вăл Иван ятне ыйтса пĕлчĕ, пĕремĕк пачĕ, аслашшĕне мăнукне Пăрăнтăк шкулне вĕренме яма хушрĕ. Леш килĕшесшĕн мар: суккăрлансан, кам çапăтса çӳрĕ ăна.

— Суккăр пулмăн-ха, Григорий Пахомыч, турă сирсе ярĕ-ха усал чире,— йăпатрĕ Глинка.

— Турра çеç шанатăп, Сергей Петрович, — килĕшрĕ Иван аслашшĕ.

— Чипер юл, Севастополь геройĕ, хăвăртрах сывал, клавана кĕтетпĕр,— сывпуллашрĕ Глинка.

— Сывă пулăр, Сергей Петрович, лайăх çул пултăр! — ăсатрĕ Кĕркури мăн кăмăллă çынна.

Ивансен çемйи пĕр çĕре пухăнчĕ. Сас кăларма хăраса тăнă Алтатти сывлăшне çавăрса ячĕ. Пысăк пуçлăх упăшкипе çапла йĕркеллĕ калаçни тĕлĕнтерчĕ ăна. Епле хисеплеççĕ Кĕркурие! Вăл, пур, ухмах хĕрарăм, хăш чухне упăшкине нимĕн вырăнне хумасăр вăрçать.

— Тăвăл чипер иртсе кайрĕ, шĕкĕр турра! — Глинка кайнă еннелле пăхрĕ Энтри. — Ун пек чухне айккинелле пăрăннинчен ырри çук.

Çак вăхăтра Униç Ивана чышкăлама тытăннă, хĕрсе вăрçать.

— Пăх-ха, пысăккисем калаçнине çăвар карса тăнласа тăрать, çăкăр харамси. Тахçанах çурла тытса каçалăк патне чупасчĕ. Ун пеккисем пысăккисемпе тан пыраççĕ.

— Униç, чипер калаç! — хыттăн пăхрĕ арăмне Энтри.

Униç лăпланмарĕ: ĕçлемен çынна кам çăкăр çитерет.

— Хĕрхен ачана. Ахаль те... — каласа пĕтермерĕ Алтатти, — чунĕ ăçта тăрать-тĕр.

— Картишне аташса кĕнĕ ют путек! — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ Униç, Ивана çилленсе пăхса.

— Çăварна хуп, кин! — кăшкăрса пăрахрĕ Кĕркури. — Пирĕн килте ют çын çук!

Наçтаç Иванпа ялапах тавлашать, хăш чухне витлекелет пулсан та, шăллĕне юратать вăл, амăшĕ умĕнче яланах ун хутне кĕрет. Халĕ те вăл, сăпайлă пулса, пысăккисем умĕнче нимĕн те чĕнмерĕ, хăй Ивана пуçĕнчен сăтăрса ачашлама тытăнчĕ, хăлхинчен темĕскер пăшăлтатрĕ, леш йăл кулса илчĕ, юхса тухнă куççульне çанннипе шăлса типĕтрĕ.

— Кам çинчен калать вăл, асанне? — ыйтрĕ Иван, амăшĕ еннелле пăхса. — Анне, эпĕ тăрăшса вырăп.

Юратнă амăшĕ асне килчĕ. Тахçанах пулса иртнĕ пек. Ачасем кăшкăрашаççĕ, ахăлтатаççĕ, мăшкăллаççĕ. Кăмăлĕ хуçăлчĕ, йĕрсе ячĕ. Пăхать — ачасем çухалчĕç, тĕттĕм. Амăшне чĕнчĕ. «Çывăр, çывăр, ачам», — илтĕнет сасси.

Çук, ун çывăрасси килмест, тавралăха пăхасшăн: ăçта кайса кĕчĕç мăшкăллакан ачасем? Лаша курăнать, ашшĕне палларĕ. Ивансем хире тырă вырма каяççĕ, хăй вăл амăшĕ арки çинче çывăрса пынă иккен. Асламăшĕпе Наçтаç урисене урапа хыçне усса ларса пыраççĕ.

Унтан юратнă амăшĕ çухалнă. Вилнĕ вăл. Тепĕр амăшĕ пынă. Лайăх астăвать. Ашшĕпе çĕнĕ амăшĕ утă çулаççĕ. Иван çырла пухать. Питĕ хитре çĕнĕ амăшĕ, анчах вилнĕ амăшĕ асне килсенех макăрас килет. Çĕнĕ амăшĕ юратмасть ăна, çавна лайăх туять Иван, анчах уншăн çилленмест, мĕн хушнине пĕтĕм вăйран туса пыма тăрăшать, паян та вăл тăрăшса вырать.

— Анне, эпĕ тăрăшса, пĕтĕм халпа выратăп! — терĕ Иван тепĕр хут.

Алтатти хирĕçнĕ çынсене килĕштересшĕн. Çемьере мĕншĕн пĕр-пĕрне çилленмелле? Телей вăл лăпкă çемьене, йăваш çынна кăмăллать.

Асламăшĕ тирĕк-çăпалисене сĕтел çиттипе чĕркерĕ, урапи айне сулхăна лартрĕ, мăнукĕ патне пычĕ, йĕтĕн пир кĕпи çинчен ыраш хăлчăкĕсене тасата пуçларĕ.

— Ыран аслашшĕпе иккĕшне урăх кĕпе тăхăнтарас пулать, — шухăшлать вăл. — Ытла хуралнă. Çын çинче намăс.

Алтатти авалхи йăласене хисеплет. Çын кĕпи шап-шурă пултăр, шалпар пултăр. Тăвăр кĕпе çĕлекенсене мăшкăллаççĕ, «ку хĕрарам пĕр кĕпе валли те пир тĕртеймен» тесе кулаççĕ. Алтатти вара хăйсен килйышне шурă кĕпепе çӳреттерет, тата тумтир тавраш авалхи çĕвĕпе çĕленнĕ пултăр.

Алтатти Иван çине хĕрхенсе пăхать. Ашĕнче тĕрлĕрен шухăш çаврăнать. Ытла ырхан Иван. Ӳсме аван ӳсет хăй...

— Эсĕ, ывăлăм, апат тунă хыççăн кăшт выртса кан-ха, — терĕ вăл. — Аслашшĕ, эсĕ те выртса кан. Сана пĕшкĕнме юрамасть, куçна та кантарас пулать.

— Тĕлĕнмелле ырă чĕре сан, Алтатти, — терĕ Кĕркури. — Эсĕ çын пек çиллене пĕлместĕн.

— Нумай ан калаç, Кĕркури. Сана килте ларсан та пĕр сивĕ сăмах калакан пулас çукчĕ.

Питĕ çамрăкла мăшăрланнă Кĕркурипе Алтатти. Пĕр-пĕрне юратнă. Часах вĕсен ывăл ача çуралнă. Вилнĕ. Тепĕр ывăл ача çуралнă. Ăна Шӳккевре тĕне кĕртнĕ чухне Якур ятлă хураççĕ. Киле вилĕм кĕрсен, пĕрин хыççăн теприне суйлама пултарать, çавăнпа ывăлне пытарас пулать. Пытарас тесен, ун ятне асăнмалла мар, çавăнпа ывăлне Энтри тесе чĕнеççĕ. Энтрие, чăн та, вилĕм тивмен. Авă, вăл хăй ача-пăча ашшĕ. Пĕр-пĕрне юратнă Кĕркурипе Алтатти. Хăйсене хăйсем телейлĕ шутланă.

Кĕркурие салтака илсен, Алтатти пĕчченех юлать. Çирĕм пилĕк çул кил тытса тăнă вăл, çирĕм пилĕк çул упăшкине кĕтнĕ. Çав хушăра пилĕк хутчен çеç килйышне курма янă Кĕркурие. Чăтăмлă чăваш хĕрарăмĕ. Алтатти вырăнĕнче хăшпĕр çын чăтаяс çук, Керкурие салтакран таврăнсан клава туса лартаççĕ. Чĕлхипе вырăсран уйăрса илес çук ăна. Сăн-питрен, пĕвĕ-сийĕнчен пăхсан — картина çинчи пекех. Клавара ларнă чухне Пăрăнтăкри чиркĕве кайсан, пурте ун еннелле пăхнă: патша салтакне курасшăн пулнă. Уявсенче вăл салтакран илсе таврăннă шурă шăлаварне, хура мундирне тăхăннă, кăкăрĕ çине хĕрессемпе медальсем çакнă, сарă мăйăхне тураса якатнă. Çак пысăк вырăнта Кĕркурин пысăк вăй пулнă. Вăл пуйма та пултарнă. Çук, ку ĕçре те чĕри çĕнтернĕ. Уншăн çын пурлăхĕ кирлĕ пулман. Алатти ырă чĕрине пăхăнса, Кĕркури сахал мар ырă ĕç тунă, çавăнпа ăна утелни хресченĕсем хисепленĕ, мĕн ĕслемеллине вăл ĕçленĕ, çулти пуçлăхсем ăна усал тума пултарайман.

Тепĕр вăрçа та каймалла пулчĕ Кĕркурин — Крым вăрçи текеннине. Унта та паттăрлăхне кăтартнă вăл, уйрăммăнах Севастополе хӳтĕленĕ çĕрте. Алтатти татах пĕччен юлнă, хăй шăпине килĕшрĕ, епле пăшăрханнине çын умĕнче кăтартмарĕ. Минтер кăна пĕлет Алтатти мĕн чухлĕ куççуль тăкнине. Тӳшек анчах пĕлет Алтатти куçне хупмасăр вăрăм çĕрсем ирттернине. Ытла ырă чĕрсллĕ Алатти. Çав ăс панипе Энтри тăлăх Ивана усрава илнĕ те. Çав ăс панипех ачана хăйне усрама илни çинчен халиччен каламан. Иваншăн пурте тăван: аслашшĕ те, Наçтаç аппăшĕ те, ашшĕ те; амăшĕ çеç тăван мар, ăна ашшĕ пирмаях арăмĕ вилсен, Иван пиллĕкре чухне, качча илнĕ.

Халăх чĕри — ырă чĕре. Ялта пурте хура куçла имшеркке ачана кăмăллаççĕ, никам та вăл тăлăххи çинчен сăмах çӳремест.

Кĕркури шăнкăрав сасси илтĕнекен еннелле çаврăнса пăхрĕ. Глинка кӳми çине ларса кайрĕ иккен. Усал улпут çав Глинкка. Чăвашсене ытла кураймасть, чăвашсене кăна мар, пур хура халăха та вырăна хумасть вăл. Хăй хресченсене çут тĕнче кăтартмасть, теççĕ. Именийĕ ун кӳршĕри Салмалавра, ялĕ пысăк мар, хресченĕсем начар пурăнаççĕ… Улпучĕсене укçа нумай кирлĕ çав. Улпучĕсенчен чылайăшĕ килте пурăнмасть. Шӳккев улпучĕ Ухов Питĕрте пурăнать. Киштек улпучĕ Теренин та, Хăят улпучĕ те Питĕрте пурăнаççĕ. Эй, сахал-им ун пеккисем? Хăшĕ-пĕри, тăван çĕршывне вырăна хумасăр, ют патшалăхсене те кая кая пурăнаççĕ. Хура халăх Пăва уесĕнчи Йăвашав улпутне çеç, Андрей Егорович Головинские, ырă ятна асăнать. Клавасене Пăвана пухсан, Кĕркури çав улпута курнăччĕ, килĕшнĕччĕ вăл Кĕркурие. Ăна ытти улпутсем юратсах кайманни çинчен сăмах çӳрет, курайманнипе-тĕр. Иван çуралнă çул выçлăх пулнă. Кушкă çыннисем çав улпутран тырă кивçен илсе вилĕмрен хăтăлса юлнă. Тепĕр çул, тыррине тавăрма пырсан, Головинский чăвашсене хăваланă, юрлă пурăнаканнисенчен тыррине илмен.

■ Страницăсем: 1 2 3